Патшалӑх Думин депутачӗ Андрей Барышев Раҫҫейре сехет йӗппине пуш тата юпа уйӑхӗсенче куҫарма сӗнет.
Депутат пушӑн юлашки вырсарникунӗнче кӑнтӑрлахи 2-ре сехет йӗппине 1 сехет маларах куҫарттарасшӑн, юпан юлашки вырсарникунӗнче кӑнтӑрлахи 3-ре – 1 сехет каярах. Унӑн шухӑшӗпе, ҫакӑ пурнӑҫ пахалӑхне, ӗҫ хастарлӑхне ӳстерме май парать, сывлӑха лайӑх витӗм кӳрет.
Ку электроэнергие те перекетлеме пулӑшать: ҫулла килте пӗр сехет каярах ҫутӑ ҫутӗҫ. Кунсӑр пуҫне ҫул ҫинчи аварисен шучӗ чакасса шанать депутат.
Аса илтерер: 2011 ҫулта Раҫҫейре сехет йӗпписене куҫарма пӑрахнӑ. Андрей Барышев депутат пӗлтӗр те кунашкал саккун проектне хатӗрленӗ, анчах ӑна йышӑнман.
Паянтан пуҫласа Алексей Шурчанов депутат мар. Депутатсем куншӑн пӗр саслӑн сасӑланӑ.
Ҫакӑ Алексей Шурчанов ҫынна ултланипе ҫыхӑннӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарни пирки пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: 2018 ҫулхи раштавӑн 27-мӗшӗнче Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ ӑна айӑплӑ тесе палӑртнӑ, 200 пин тенкӗ штаф тӳлеттерме йышӑннӑ. Шурчанов приговорпа килӗшмесӗр Аслӑ суда та ҫитнӗ, анчах кӑлӑхах.
Следстви тата суд акӑ мӗн палӑртнӑ ун чухне: 2015 ҫулхи кӗркунне Шурчанов кӗҫӗнни «Благодать» фирма директорне Игорь Нарышкина Патшалӑх Канашӗн депутатсен суйлавӗпе тӗп списока кӗртме шантарнӑ, унран 574 пин тенкӗ ыйтнӑ. Анчах хӑй шантарнине пурнӑҫламан.
Палӑртмалла: Алексей Шурчанов РФ Патшалӑх Думин депутачӗн Валентин Шурчановӑн ывӑлӗ.
Етӗрне районӗнчи Килтӗш ялӗнче пурӑнакан Бариновсем пушар хыҫҫӑн ҫуртсӑр тӑрса юлнине, вӗсене тӳре-шара пулӑшма шантарнине сайтра пӗлтернӗччӗ. Анчах ҫемье курӑмлӑ пулӑшу тивӗҫменнине, тӳре-шарана кӳреннине те хыпарланӑччӗ.
Нумаях пулмасть РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Николай Малов пушарта шар курнӑ нумай ачаллӑ Бариновсене ҫурт туянса панӑ. Депутат ҫав ялтах ҫурт илнӗ.
Унччен маларах кил хуҫи хӗрарӑмӗ Наталья Баринова Николай Маловран пулӑшу ыйтнӑ. Кун хыҫҫӑн депутат сакӑр ачаллӑ ҫемье валли 510 пин тенкӗ тӑракан ҫурт туянса панӑ.
Аса илтерер: ку таранччен Бариновсем тара илнӗ ҫуртра пурӑннӑ. Вӗсем депутат парнеленӗ ҫурта ҫитес эрнере куҫасшӑн. Нуша курнӑ ҫумье валли ҫынсем укҫа та пухнӑ, ку нухрат вӗсене халь питех те кирлӗ.
РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем виҫҫӗмӗш вулавра Раҫҫейре наци роумингне пӑрахӑҫласси пирки саккун йышӑннӑ. Ҫапла майпа 2019 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗршывра сотовӑй операторсен тарифӗсем пур ҫӗрте те пӗр пекех пулӗҫ. Ку килекен шӑнкӑравсене те пырса тивет. Паллах, чикӗ леш енчен килекен шӑнкӑравсем ромингпа пулӗҫ. Ют ҫӗршыва шӑнкӑравланӑ чухне те ҫапла пулӗ.
Ку пуҫару – «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти лидерӗн Сергей Мироновӑн. Вӑл каланӑ тӑрӑх, 2019 ҫулта кӑна (ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа ӗнтӗ) Раҫҫей ҫыннисем 36 миллиард тенкӗ перекетлӗҫ.
Роуминга пӑрахӑҫласси пирки калакан саккун проектне парламентӑн аялти палатине 2017 ҫулхи ҫулла пӑхса тухма панӑ.
Ӗнер Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗнче хӑйне евӗр тӗл пулу иртнӗ. Унта тӗрлӗ парти пайташӗсем: Анатолий Аксаков, Олег Николаев («Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей»), Александр Андреев («Раҫҫей Федерацийӗнчи коммунистсен партийӗ»), Юрий Кислов («Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей») тата ытиисем — пухӑнса Муркаш районӗнче ҫуралса ӳснӗ Александр Петрова чысланӑ. Ӑна РФ Федераци Канашӗн наградипе, «Парламентаризма аталантарас енӗпе тунӑ тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» хисеп паллипе, хисеп тунӑ. Наградӑна РФ Федераци Пухӑвӗн Федераци Канашӗн Ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ Николай Федоров ҫакса янӑ.
Александр Петров Чӑваш АССРӗн тӑххӑрмӗш тата вуннӑмӗш суйлавсенчи Аслӑ Канашӗн Ертӳҫи, вун пӗрмӗш суйлаври Аслӑ Канашӗн Президиумӗн Ертӳҫи пулнӑ.
Аса илтерер, Александр Петрова маларах Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа наградӑланӑччӗ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, театрпа кинора вылякан Анатолий Гущин актерпа (вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралнӑ) РФ Патшалӑх Думине Чӑваш Енрен суйланнӑ Леонид Черкесов тӗл пулнӑ.
Парламентари Фейсбкура ҫырнӑ тӑрӑх, «чӑваш культурине Раҫҫейре сарас енӗпе темиҫе проекта сӳтсе явнӑ, питӗ кӑсӑклӑ сӗнӳсем пур».
Актера Леонид Черкесов пулӑшуҫипе Владимир Михеевпа РФ Патшалӑх Думине кӑтартса ҫӳренӗ. «Экскурси ирттерме, тӗрӗссипе каласан, йывӑр пулчӗ! Анатолий Александровича палласа илеҫҫӗ те автограф илме ӑнтӑлаҫҫӗ», — ҫырнӑ Леонид Черкесов.
Таврапӗлӳҫӗ типтерӗнчен.
2018, ҫӗртме, 20.
Чӑваш наци вулавӑшӗнче ҫӗртмен 15-мӗшӗнче чӑваш чӗлхине шкулта мӗнле вӗрентесси пирки Олег Николаев депутат «ҫавра сӗтел» ирттернӗ иккен те, ҫавна эпӗ, тӑван ялта пулнӑ пирки, сисмесӗрех юлнӑ. Шупашкара килсен тин ҫав «суйласа илнисен» вӑрттӑн канашӗ ҫинчен кӑштах вуларӑм. Тӗплӗрех пӗлесшӗн пулса, чӗлхене хӳтӗлесе сӑмах хускатнӑ вӑртахӑмсенчен — чӑваш халӑх ҫыравҫисенчен Валери Туркай, Анатолий Кипеч, Денис Гордеев тата Ваттисен тӗп канашӗн ҫыруҫинчен Алексей Бойковран ыйтса пӑхрӑм. Вӗсене те систермен иккен!
Пирӗн ҫырусем ҫине хурав паман пуҫлӑхсемпе тӗл пулса калаҫни те юрӑхлӑ пулӗччӗ. Анчах вӗсем куҫа-куҫӑн сӑмах татма та шикленнӗ-мӗн!Сисеҫҫӗ вӗсем, Чӑваш ячӗпе Госдумӑри депутатсем халӑхсене хирӗҫ ыйту хускатни вӗсем пирӗн шанӑҫа сутса янине кӑтартать. Аршинова та, Николаев та — халӗ темле йӑпӑлтилле калаҫаҫҫӗ пулсан та — чӑваш ятне тӗнчери халӑхсем умӗнче ҫӗртрӗҫ. Ют тӑхлачинчен урӑххине кӗтес ҫук пулсан та, эпӗ чӑваш ывӑлӗ ҫивӗч самантра йӑмшак пулнӑшӑн чӗререн хурланатӑп.
РФ Патшалӑх Думинче тӑван чӗлхе пирки пӗрремӗш вулавра саккун проектне йышӑннӑ. Унта саккуна вӗренӳ пирки улшӑнусем кӗртме сӗннӗ. Тӗплӗнрех каласан, тӑван чӗлхене ачасене хӑйсен ирӗкӗпе вӗрентесшӗн.
Саккун проекчӗн пуҫаруҫисем – «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» депутачӗ Алена Аршинова тата «Справедливая Россия» депутачӗ Олег Николаев. Документра акӑ мӗн палӑртнӑ: тӑван чӗлхене ачасен тата ашшӗ-амӑшӗн ирӗкӗпе вӗрентмелле, патшалӑх чӗлхине ӑса хывмашкӑн чӑрмав пулмалла мар. Ҫавна май шкул ачисене тата ашшӗ-амӑшне заявлени ҫыртарӗҫ.
Ҫавӑн пекех вырӑс чӗлхине Раҫҫей халӑхӗсен тӑван чӗлхе списокне кӗртме сӗннӗ. Кунсӑр пуҫне депутатсем тӑван чӗлхене пулӑшакан фонд пуҫарма сӗнеҫҫӗ. Вӑл тӑван чӗлхене вӗрентмелли методикӑсем шухӑшласа кӑларӗ.
Ҫӗртмен 19-мӗшӗнче саккун проектне пӗр шухӑшлӑн йышӑннӑ тесен те юрать: 373 депутат ырланӑ, 3-шӗ хирӗҫленӗ, пӗри ку ыйтупа татӑклӑ хурав парайман. Документа тепӗр икӗ вулавра пӑхса тухӗҫ, унта улшӑнусем кӗртӗҫ. Унтан ӑна Федераци Канашӗн пӑхса тухмалла. Кун хыҫҫӑн ҫеҫ Президент алӑ пусать.
Тухтӑрсем диспансеризаци тухмалли пирки асӑрхаттарсах тӑраҫҫӗ. Анчах ӗҫлекен ҫыннӑн сывлӑхне епле тӗрӗслемелле? Канмалли кунсенче пульницӑсем те хупӑ-ҫке. Ытти чухне ӗҫрен ыйтса кайма йывӑртарах.
РФ Патшалӑх Думинче саккун проектне пӑхса тухма палӑртнӑ. Унпа килӗшӳллӗн, ҫынсене диспансеризаци тухмашкӑн канмалли кун памалла. Проекта ҫӗртмен 14-мӗшӗнче пӑхса тухӗҫ.
Ӑна ырласа йышӑнсан ӗҫлекен ҫын кашни виҫӗ ҫулта тӳлевлӗ пӗр кун диспансеризаци тухмашкӑн илме пултарӗ. Анчах куна урӑх тӗллевпе усӑ курма юрамасть.
Аса илтерер: диспансеризацие 2013 ҫулта йӗркеленӗ. Ӑна 18 ҫултан аслӑрах, ӗҫлекен тата ӗҫсӗр ҫынсен тухма ирӗк пур.
Чӑваш кӗнеке издательстви РФ Патшалӑх Думин Регионти политика тата Ҫурҫӗрпе Инҫет Хӗвелтухӑҫ ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитечӗн Хисеп грамотине тивӗҫнӗ. Кӗнеке кӑларакансене «Чӑваш халӑх тумӗ» этнографи словарьне ҫамрӑк ӑру хушшинче сарнишӗн хавхалантарнӑ.
Асӑннӑ кӗнекене Раҫҫейӗн кӗнеке кӑлараканӗсен ассоциацийӗ ҫулсерен ирттерекен «Лучшие книги года» (чӑв. Ҫулталӑкри чи лайӑх кӗнекесем) пӗтӗм Раҫҫейри издательсен конкурсне тӑратнӑ. «ГодЛитературы» сайт хаклавӗ те кӑсӑклӑ. Унтисем пултарулӑх ӑмӑртӑвне «Пушкӑртстанри, Чӑваш Енри тата ытти наци республикисенчи издательсен колоритлӑ проекчӗсем яланхиллех илем кӳнине» палӑртнӑ.
Аса илтерер, кӗнекене Наталия Захарова-Кульева пухса хатӗрленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |