Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Ват ҫын — тӑват ҫын.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Николай Малов депутат пушарта шар курнӑ Бариновсене ҫурт парнеленӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 28.01.2019 17:48 | 1275 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Етӗрне районӗнчи Килтӗш ялӗнче пурӑнакан Бариновсем пушар хыҫҫӑн ҫуртсӑр тӑрса юлнине, вӗсене тӳре-шара пулӑшма шантарнине сайтра пӗлтернӗччӗ. Анчах ҫемье курӑмлӑ пулӑшу тивӗҫменнине, тӳре-шарана кӳреннине те хыпарланӑччӗ.

Нумаях пулмасть РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Николай Малов пушарта шар курнӑ нумай ачаллӑ Бариновсене ҫурт туянса панӑ. Депутат ҫав ялтах ҫурт илнӗ.

Унччен маларах кил хуҫи хӗрарӑмӗ Наталья Баринова Николай Маловран пулӑшу ыйтнӑ. Кун хыҫҫӑн депутат сакӑр ачаллӑ ҫемье валли 510 пин тенкӗ тӑракан ҫурт туянса панӑ.

Аса илтерер: ку таранччен Бариновсем тара илнӗ ҫуртра пурӑннӑ. Вӗсем депутат парнеленӗ ҫурта ҫитес эрнере куҫасшӑн. Нуша курнӑ ҫумье валли ҫынсем укҫа та пухнӑ, ку нухрат вӗсене халь питех те кирлӗ.

#Етӗрне районӗ, #Килтӗш, #Патшалӑх Думи, #депутатсем, #ҫемьесем, #пушарсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем