
Ӗнер ҫил-тӑвӑл вӑхӑтӗнче Мари Элте Таир тата Яльчик пӗвисен хӗрринче инкек пулнӑ. Шӑрӑх ҫанталӑкра унта чылай ҫын канма пухӑннӑ. Анчах ҫумӑр ҫума, ҫил алхасма пуҫланӑ.
Йывӑҫсем палаткӑсем ҫине ӳкнӗ. 29 ҫын шар курнӑ. 8 ҫын вилнӗ, вӗсенчен виҫҫӗшӗ - ачасем. РИА Новости пӗлтернӗ тӑрӑх, 10 ҫынна пульницӑна илсе кайнӑ. Вӗсенчен иккӗшӗн сывлӑхӗ йывӑр.
Вырӑна ҫӑлавҫӑсем ҫитсе пулӑшу кӳнӗ. Ӳкнӗ йывӑҫсене тасатаҫҫӗ.

Ҫӗртме уйӑхӗн 3-5-мӗшӗсенче Чӗмпӗр облаҫӗнче 8 ҫын наркӑмӑшланса вилнӗ. Пӗтӗмпе наркӑмашланнӑ 14 тӗслӗхе шута илнӗ.
Вилнисем – 29-53 ҫулсенчи ҫынсем. Хальхи вӑхӑтра 6 ҫын реанимацире выртать. Ҫав шутра 16 ҫулти ҫамрӑк пур.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ҫынсем «Мистер Сидр» ӗҫмене пула вилнӗ. Ӑна Самар облаҫӗнче туса кӑлараҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра 93 пэт-кӗленчене суту-илӳ ҫаврӑнӑшӗнчен кӑларнӑ. Пӗр верси тӑрӑх, ҫак ӗҫмере этил спирчӗ вырӑнне ҫын пурнӑҫӗшӗн хӑрушӑ метанол пулнӑ.

Мари Элти Туҫи Мари районӗнчи вӑрман хуҫалӑхӗн директорӗ полицие кайса заявлени ҫырнӑ. Вӑрманта 4 лиҫван тата 3 хыр каснӑ иккен.
Кам каснӑ? Ҫак ӗҫе тума пултарнӑ ҫынна тупнӑ. Вӑл — Чӑваш Ен арҫынни. Хайхискер 7 йывӑҫ касса вӗсене хӑйӗн УАЗӗпе киле илсе килнӗ, унтан хӑма ҫурнӑ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл хӑмасенчен карта тытма палӑртнӑ.
Йӗрке хуралҫисем арҫыннӑн бензопӑчкине тата хӑмисене арестленӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Арҫын 7 йывӑҫ касса патшалӑха 200 пин тенкӗ тӑкак кӳнӗ.

Мари Элти «Тинӗс куҫӗ» ятлӑ кӳлӗпе текех киленеймпӗр-ши? Унта шыв халӗ те тулман. Аса илтерер: пӗлтӗр нарӑс уйӑхӗнче унти шыв тӑрук таҫта кайса кӗнӗ. Шыв шайӗ 18 метр чакнӑ. Хӗл варринче тӑрук унти пӑр аялалла йӑтӑнса аннӑ. Аялта нимӗн те ҫук иккен – шыв ҫухалнӑ.
«ДП Йошкар-Ола» портал пичетленӗ сӑнӳкерчӗксене пӑхсан кӳлӗре шыв питӗ сахалли курӑнать.Ӑсчахсен шухӑшӗпе, ҫакӑ ҫӑлкуҫсем сахалланнипе ҫыхӑннӑ.

Паян Мари Элте "Звенигово - Шелангер - Морки" ҫул ҫинче трассӑн пӗр пай ишӗлсе аннӑ. Тӗрӗсрех каласан, ӑна ейӳ шывӗ татса янӑ.
Ҫав вырӑнтан халӗ машинӑсем ҫӳреймеҫҫӗ, ӑна хупса хунӑ. Ҫул 6-10 метр тӑршшӗ ишӗлнӗ. Тарӑнӑшӗ - 6 метр.
Машинӑсене вӑхӑтлӑха Волжск районӗнчен "Помары - Коркатово" ҫулпа яраҫҫӗ. Ҫула юсас ӗҫ пырать-ха. Анчах юр шывӗ йӑлтах кайса пӗтмен, тепӗр талӑк вӑйлӑ анмалла.

Тутарстанри чӑваш пики Ксюша ҫамрӑк чӑваш блогерӗсене пулӑшасшӑн. Вӑл кун пирки Телеграмра хӑйӗн каналӗнче пӗлтернӗ: "Туссем, эпир ТАТМЕДИАра блогерсен академине уҫма шутларӑмӑр. Ҫӗнӗ этноблогерсене ӳстересшӗн. Эпӗ пулас чӑваш блогерӗсен ертӳҫи. Ҫак проектра эпир блогингпа мастер-классем, республика тата Раҫҫей шайӗнчи спикерсемпе тӗл-пулусем, кӑсӑклӑ вырӑнсене ҫулҫӳревсем йӗркелетпӗр. Чӑвашла пахалӑхлӑ тата кӑсӑклӑ контент ӳкерме вӗренетпӗр. Унсӑр пуҫне кӑсӑклӑ постсене/видеосене сарма ТАТМЕДИА таргетпа пулӑшӗ. Плансем пысӑк, часах пурнӑҫлама пуҫлатпӑр вӗсене".
Ксюша вӗренӗве оффлайн тата онлайн мелпе ирттересшӗн. Апла проекта Хусанта пурӑнман ҫамрӑксем те хутшӑнма пултараҫҫӗ. Унта 14-30 ҫулсенчисене йышӑнаҫҫӗ. Кӑмӑл пуррисен ун патне ҫырса ямалла.

Мари Элте "Звениговский" сысна ферминче сыснасем вилнӗ. Ҫакна ӳкернӗ видео паян тӗнче тетелӗнче сарӑлнӑ.
Роспотребнадзорӑн Чулхула облаҫӗнчи тата Мари Элти управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ҫӗрле сысна ферминче ангарсен вентиляци тытӑмӗн ӗҫӗ йӗркерен тухнӑ. Ҫавна май 1600 ытла сысна вилнӗ.
Вилнӗ выльӑха ҫунтарса ярӗҫ.

Мари Элти аш-какай комбиначӗ Вӑрнарти аш-какай комбинатне суда панӑ. Тавӑҫа Арбитраж сучӗ йышӑннӑ.
Тавӑҫра Йошкар-Олари комбинат Вӑрнартине правасене пӑсма пӑрахма ыйтнӑ, унран вӑл куншӑн 5 миллон тенкӗ шыраса илесшӗн.
Икӗ комбинат мӗнле кӑлпассишӗн тата тавар паллишӗн тавлашма тытӑннине пӗлтермен.

Чӑваш Енре пӑрлӑ ҫумӑр хыҫҫӑн чылай ялта электричество ҫук. Специалистсем талӑкӗпех ӗҫлеҫҫӗ. Анчах ку та ҫителӗксӗр. Кӳршӗ регионсенчи специалистсене те пулӑшма чӗннӗ.
Пирӗн пата Чӗмпӗр, Сарӑту, Самар, Ӗренпур, Пенза облаҫӗсенчи бригадӑсем килеҫҫӗ. Паян кӑнтӑрла тӗлне 72 бригада, пӗтӗмпе 230 ытла ҫын, ӗҫленӗ. Кунсӑр пуҫне 92 техника тухнӑ.
Ҫанталӑка пула ялта ҫутӑ сӳнсен ҫак телефонпа шӑнкӑравламалла: 8-800-220-0-220. Тӳлевсӗр.

Мари Элте инкек пулнӑ. Унта Чӑваш Енри арҫын сарӑмсӑр вилнӗ. Кун пирки Следстви комитечӗн регионти управленийӗ пӗлтерет.
Инкек Козмодемьянск хулинче нумай хутлӑ ҫурт тунӑ ҫӗрте пулнӑ. Чӑваш Енри 49 ҫулти арҫын ӗҫе пӗрремӗш кун тухнӑ. Вӑл кранпа ӗҫленӗ. Тӑрук кран персе аннӑ.
Шел те, крановщик вилнӗ. Халӗ Следстви комитечӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатать. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
