Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.0 °C
Ватти ҫук та — латти ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Аслӑ Елчӗк

Вӗренӳ Конкурсри ӗҫсенчен
Конкурсри ӗҫсенчен

Нумаях пулмасть Шупашкарти И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче «Стиль территорийӗ» ятпа ҫи-пуҫ дизайнӗн тата декоративлӑ прикладной ӳнерӗн конкурсӗ иртнӗ. Кӑҫал ӑна Пӗтӗм тӗнче шайне кӑларнӑ.

Унта маларах Чӑваш Енрисемсӗр пуҫне Казахстанри Актобе хулинчи К. Жубанов ячӗллӗ патшалӑх университечӗн тата Мари Эл студенчӗсемпе вӗренекенӗсем хутшӑннӑ.

Конкурса хутшӑннӑ ӗҫсен шучӗ 180-ран та иртсе кайнӑ. Декоративлӑ прикладной ӳнерте «Текстиль» номинацире Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкри вӑтам шкулта 10-мӗш класра вӗренекен икӗ хӗрача ҫӗнтернӗ. Татьяна Хушкина 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ, Наталья Ефимова — 3-мӗш.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://sovch.chuvashia.com/?p=103668
 

Спорт

Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗк ялӗнче Раҫҫей чемпионӗн А.В. Горшковӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн кире пуканӗ йӑтас енӗпе уҫӑ турнир иртнӗ.

Турнира Канаш районӗнчи Янкӑлч шкулӗн вӗренекенӗсем те хутшӑннӑ: А.Романова, М.Подилкина, С.Шемякина, В.Филиппова. Вӗсен маттурлӑхне палӑртмалла. Тупӑшу пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн Янкӑл шкулӗн команди 1-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Ушкӑн ертӳҫи Валерий Филиппов та хӑйӗн виҫе категорийӗнче 1-мӗш вырӑн илнӗ.

 

Республикӑра Елчӗкри Адюковсем республика Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа
Елчӗкри Адюковсем республика Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа

«Пуҫлӑхсем ача ҫуратма хушрӗҫ», — тесе каларӗ «Ҫулталӑк ҫемйи» конкурс ҫӗнтерӳҫисене саламлама пуҫтарӑннӑ мероприятие кайса курнӑ пӗлӗшӗм. Те пуҫлӑхсем каланине тӑнлаҫҫӗ, те пӗр ачапах ҫырлахманнисене патшалӑх амӑш укҫи парса пулӑшнӑран иккӗмӗш е унтан та ытларах хут ашшӗ-амӑшӗ пулса тӑма килӗшекенсен йышӗ республикӑра ӳссе пырать-мӗн. Иртнӗ ҫул, акӑ, нумай ачаллӑ ҫемьесен шучӗ 10 процент йышланнӑ.

«Ҫулталӑк ҫемйи» республикӑри конкурсра хутшӑннисене тӗрлӗ номинаципе чысланӑ: хӑшӗсене — ӗҫченлӗхшӗн, теприсене — пултарулӑхшӑн, виҫҫӗмӗшсене — спортпа туслӑ пулнӑшӑн… Аслӑ Елчӗкри Адюковсем вара «Ҫулталӑк ҫемйи» ята тивӗҫнӗ.

 

Тепӗр виҫӗ уйӑх ытларахран Шупашкарта паллӑ ӑсчаха, этнопедагогика шкулне йӗркелесе янӑ Геннадий Волкова халалласа палӑк уҫмалла. Ҫапла пӗтӗмлетме пулать Шупашкар депутачӗсен пухӑвӗн официаллӑ сайчӗ пӗлтернине тӗпе хурсан.

Геннадий Волков кӗнекине алла пӗр илсен вӗҫертес килмест. Унӑн ӗҫне пӗрремӗш хут тытсан: «Пӗр-пӗр ӗҫе хӑнӑхтарса е йӗркене ӑша хывтарса кукамай ытарлӑн каланӑ сӑмахсем вӗт кунта», — тесе антӑхса каяссӑн вулани халӗ те асрах. Ара, ырӑпа усала уйӑрма шур сухалсем сӗтеле чыша-чыша, пыр шӑтӑкӗ ҫурӑлса каясла кӑшкӑрса вӗрентмен-ҫке. Вӗсен ӑслайӗнче халӑхӑн ламран лама куҫса пыракан вышкайсӑр ӑс-тӑнӗ палӑрнӑ.

Геннадий Волков академик Германири вӗренӳ заведенийӗсемпе те тачӑ ҫыхӑну йӗркелесе янӑ. Вӑл ертсе пынипе Цюрихри, Берлинти, Регенсбургри, Эрфуртри, Йенӑри, Софийӑри, Бишкекри университетсенче пирӗн халӑхӑмӑрӑн этнопедагогики пирки лекцисем вуланӑ.

Палӑк республикӑн тӗп хулинчи Ленин проспектӗнче вырнаҫнӑ Геннадий Волков академикӑн скверӗнче пулмалла.

Малалла...

 

«Улӑп» спорт керменӗ
«Улӑп» спорт керменӗ

Елчӗк районӗнчи «Улӑп» сывлӑхпа вӑй-хал культурин комплексӗнче «Ташлакан шкул» проекта пурнӑҫа кӗртес енӗпе фитнес-аэробика семинарӗ иртнӗ. Ӑна педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, республикӑри спорт аэробикипе фитнес федерацийӗн президенчӗ О.Вербина ирттернӗ.

Семинара Чӑваш Тӑрӑмӗнчи, Тӗмерти, Шӑмалакри, Хӑвӑлҫырмари, Кӗҫӗн Таяпари, Кивӗ Эйпеҫри, Патреккелӗнчи, Ҫуткӳлӗнчи, Елчӗкри, Аслӑ Елчӗкри, Ҫирӗклӗ Шӑхалӗнчи, Курнавӑшри, Кушкӑри, Ҫӗнӗ Пӑвари вӑтам шкулсенчи, Елчӗкри ачасен ӳнер шкулӗнчи, «Илемпи», «Хӗвел» ача пахчисенчи специалистсем хутшӑннӑ. Семинарӑн тӗп тӗллевӗ — фитнес-аэробика вӗренӳ заведенийӗсенче ирттерекен вӑй-хал культурин урокӗсене явӑҫтармалли майсенчен пӗри.

Малалла...

 

Конференцире
Конференцире

2011 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист, патшалӑх служащийӗ, парти ӗҫченӗ В.П. Семенов ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнине халалланӑ «Паянхи чӗлхе пӗлӗвӗн кӑткӑс ыйтӑвӗсем» ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ пулчӗ. Ӑслӑлӑх мероприятийӗ Елчӗк районӗнчи Кивӗ Эйпеҫ ялӗн вӑтам шкулӗнче иртрӗ. Конференци ӗҫне Елчӗк район администрацийӗ пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ — вӗрентӳпе ҫамрӑксен политики пайӗн пуҫлӑхӗ Л.В. Левый, Аслӑ Пӑла Тимеш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В.М. Рыбкин, пичет ӗҫӗн ветеранӗ И.П. Иноходов, Кивӗ Эйпеҫри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулӑн директорӗ А.Н. Чермаков, директор ҫумӗ Р.А. Федорова, Аслӑ Елчӗк шкулӗн директорӗ Н.Ф. Малышкин, «Елчӗк Ен» район хаҫачӗн корреспонденчӗ В.А. Кириллова тата Чӑваш Республикин тӗп хулинчи Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнчен килнӗ ушкӑн — директор ҫумӗ Э.

Малалла...

 

Кашкӑр Хуначи
Кашкӑр Хуначи

Ӗнер, раштавӑн 27-мӗшӗнче, чӑваш халӑхӗн хастар ывӑлӗсенчен пӗри, Волков Геннадий Никандрович (Кашкӑр Хуначи), ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.

 

Геннадий Волковпа сывпуллашу ыран, раштавӑн 29-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх филармонире (Шупашкар, Президент бульварӗ, 31) иртӗ. 10-12 сехет тӗлне ҫитме пултаратӑр.

 

Педагогика ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор (1968), ҫыравҫӑ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ, Чӑваш Республикин хисеплӗ гражданинӗ 1927 ҫулхи юпан 31-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкре ҫуралнӑ.

1949 ҫулта Чӑваш педагогика институчӗн физикӑпа математика факультетне, 1952 ҫулта Хусанти педагогика институчӗн аспирантурине вӗренсе пӗтернӗ.

1952-1972 ҫулсенче Чӑваш педагогика институчӗнче аслӑ преподаватель пулса, педагогика кафедрин доценчӗ, проректор вырӑнӗсенче ӗҫленӗ. 1972-1993 ҫулсенче Раҫҫей Федерациӗн ҫут-ӗҫ министерствин наци шкулӗсен НИИ секциӗн заведующиӗ пулнӑ. 1972-1982 ҫулсенче Эрфуртри аслӑ педагогика шкулӗнче ӗҫленӗ.

Малалла...

 

Елчӗк районӗнчи Курнавӑшри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкула районти пултаруллӑ вӗренекенсем СССР космонавт-летчикӗ А.Г.Николаев 80 ҫул, Х.М.Миначев академик 100 ҫул, СССР тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ халӑх учителӗ П.Н.Чернов 80 ҫул ҫитнине халалланӑ 4-мӗш наукӑпа практика конференцине пуҫтарӑнчӗҫ. Кӑҫалхи конференци Раҫҫейри Ҫамрӑксен тата Чӑваш Республикинчи Ҫӗр ӗҫченӗсен ҫулталӑкӗпе тӗл килчӗ. Чаплӑ уява Елчӗк район пуҫлӑхӗн ҫумӗ - вӗрентӳ тата ҫамрӑксен политикин пайӗн ертӳҫи Л.В.Левый, СССР Халӑх учителӗ П.Н.Чернов, Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ П.М.Смирнов хутшӑнчӗҫ, сӑмах каларӗҫ. Шкулта мухтавлӑ юбилярсен ячӗсемпе чаплӑ стендсем йӗркеленӗ. Халӑх музейӗн ертӳҫи А.П.Смирнов мухтавлӑ ентешсен ӗҫӗ-хӗлне палӑртса анлӑ доклад турӗ.

Петр Никифорович Чернов 1929-мӗш ҫулхи ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Вырӑскасси ялӗнче ҫуралнӑ. Ачалӑхӗ аслӑ аттелӗх вӑрҫи ҫулӗсемпе тӗл килнӗ май ҫӑмӑлах пулман.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.09.2020 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере теветкелленме кирлĕ мар. Аван мар лару-тăрăва лекме, пысăк укçа çухатма, çывăх çынсемпе вăрçăнма пултаратăр. Ку тапхăрта Сурăхсене илемлĕ роман кĕтет, унăн малашлăхĕ пур. Шăнса пăсăласран асăрханăр.

Авӑн, 24

1890
130
Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Маншӑн ҫавах
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org