Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +26.4 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Admin юлташӗсен ҫырӑвӗсем

[ Малалла утар! ]

Савӑнӑҫлӑ пичкесем

  02.07.2010 21:31 | 2385 хут пӑхнӑ

Ак ҫакӑн пек пичкесене Шупашкарти пӗр автозаправкӑра курма тӳр килчӗ. Креатив! Питӗ килӗшрӗ.
 

Пурнӑҫ кашни кун хаваслӑрах...

  02.07.2010 21:18 | 2034 хут пӑхнӑ


Ку ӳкерчӗксене Хӗрлӗ Чутайри Ҫӗн Ирчемес ялӗнче ӳкернӗ. Транспорт эрнере пӗрре килсе каять, яла таврӑнма-ҫитме хӗн. Хуҫалӑх арканнӑ, ҫынсем ӗҫсӗр. Ялти арҫынсем пурте шабашкӑра...





 

Чӑвашсем айӑплӑ

  28.06.2010 08:30 | 2182 хут пӑхнӑ
Ку ӳкерчӗкре йӑлтах паллӑ. Вивен Угес "Черӗ журналта" лартнӑ постра чӑвашсем ҫинчен калани пур. Кӑсӑклантарчӗ. Уйрӑмах юлашки предложени.
 

Атӑл леш енче тыткӑна илнӗ нимӗҫсене тӗп туни ҫинчен

  26.06.2010 12:08 | 3336 хут пӑхнӑ
Администрация города Чебоксары Чувашской Республики, правительство Республики скрывает нелицеприятный факт. На территории Чувашии, отметивший 90-летие со дня образования автономии, располагается крупнейшее захоронение, в котором похоронено около 15 (пятнадцати) тысяч военнопленных.
В восточной стороне посёлка торфопредприятия Октябрский, на песчаной возвышенности квартала 155-156 акешкульской дачи (по старой нумерации кварталов) и 323-324 Чебоксарского лесничества Чебоксарского лесхоза (по новой нумерации) действительно находилось кладбище отдельного рабочего батальона № 1101 военнопленных и интернированных.

Малалла...

 

Антикоррупционер

  25.06.2010 12:41 | 2172 хут пӑхнӑ

Муркаш районӗнче хӑнара пулнӑ чухне ӳкерсе илтӗм. Коррупципе кӗрешни актуаллӑ тема.
 

Иркӳлӗм Шупашкарти "Роща" тӑрӑхӗнчи кафере

  25.06.2010 12:36 | 1977 хут пӑхнӑ
Республика кунӗ умӗн пӗр-ик кун малтан "Роща" тӑрӑхенчи кафене кофе ӗҫме кӗтӗм. Кофе текенни те унта мӑшкӑлтӑк шывӗнчен кая мар. Мен тӑвӑн, пирӗн сервис питӗ начар. Анчах та, вӑл мар, кафере пӗр япала телӗнтерчӗ. Фото ҫинче йӑлтах курӑнать.
 

Юрату юрри

  24.06.2010 11:46 | 2866 хут пӑхнӑ
Шупашкарта ӳкернӗ.
Видео пӑхма http://www.youtube.com/watch?v=4EahiFViRRk адреспа куҫмалла.
 

Котэ

  22.06.2010 23:23 | 1924 хут пӑхнӑ


Ҫак кушака пӗр-ик уйӑх каялла чӑваш республикин чмоксар хулинчи Ехрем купса урамӗнче видео ҫинче ӳкернӗччӗ. Вӑл ун чухне академи театрӗнчен тухса нулевка ҫумӗпе "Юрату чулӗнчен" иртрӗ. Видео пур. Ӗнер "Юрату чулӗ" ҫумӗнчи кафере ӑна куртӑм. Савӑнӑҫ вышкайсӑр. Пурӑнать, шельма!!!!
 

Мӑн Сӗнтӗрте шкула ҫитмен ачасем терт тӳсеҫҫӗ

  22.06.2010 17:20 | 2211 хут пӑхнӑ

Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрте 100 яхӑн шкула ҫитмен ача ача пахчисӗр нушаланать. Ҫурчӗ ҫук тесе калама кирлӗ мар. Администраци ҫӳллерех ӳкернӗ ҫурта ачасене уйӑрса, юсаса парасшӑн мар, пӗр усламҫӑна сутма хатӗрленет. Ара, ку ӗҫ тупӑшларах. Ачасенчен, вӗсем пирӗн пуласлӑх тесе калаҫҫӗ пулин те, нимӗн те кӗтсе илеймӗн-ҫке.
 

Шупашкарти сервис. Вӑл тӳнтерле

  22.06.2010 00:02 | 1697 хут пӑхнӑ

Кӗсье телефонӗсен компанийӗсем халӗ конкуренци пулнипе ҫине тӑрса клиентсене хӑйсен танатине ҫаклатасшан. Ак ҫак ӳкерчӗк ҫинче те (кам иккенне хӑвӑрах куратӑр)пӗр оператор утса ҫӳрекене вырӑнтах хӑйӗн компани чури тӑвать. Анчах та мӗнле?
Хӗр пӗрчи урамра кунӗпех тӑчӗ (тӗрӗсленӗ), анчах та ӑна валли ҫак хӑйне сумлӑ текен компани пукан та, канма вырӑн та, каҫарӑр та, туалета чупса килме май та туса паман... Вӑт, кирлӗ-ши ҫак компанипе ҫыхланма... Чӑн-чӑн антиреклама.
 

Чӑваш к...и юратӑва таптарӗ

  21.06.2010 23:49 | 2093 хут пӑхнӑ


Паян Шупашкарта пӗр ҫамрӑк хӗр "Юрату чулӗ" текен палӑк ҫине хӑпарса тӑрса ӳкерӗнчӗ. "Юрату чулӗ" те, таганаит минералтан тунӑ тесе калаҫҫӗ, мана пӗр япалапа кӑсӑклантарать. Унта мӗншӗн виҫӗ чул? Вӑл юрату виҫкӗтеслӗхне пӗлтерет-ши?
Хӗр ҫак чул ҫине хӑпарса тӑрса ӳкерӗнни те вӑл юратӑва таптанӑ пекех туйӑнать. Питӗ символла.
 

Хӗвел

  21.06.2010 13:18 | 2203 хут пӑхнӑ
Шупашкарта ача чуччу ҫинче "Хӗвел" ҫавӑрнине курма тӳр килчӗ.
Пӑхас тесен http://video.mail.ru/mail/interhypar/_myvideo/1.html адреспа пӑхмалла.

Хӑрамаҫӗ те вара...
 

ХАЙ, КАРАПАЙ!

  14.06.2010 11:03 | 1521 хут пӑхнӑ

ЕЛЧӖК ТУРХАНӖСЕНЧЕН ЕВГЕНИЙ ТУРХАНПА АСЛӐ ЫВӐЛӖ АНДРЕЙ ЕЛЧӖКСЕМПЕ ТУРХАНСЕН ЫТАМӖНЧЕ



2010 ҫулхи ҫӗртмен 11-мӗшӗнче Евгений Турхан чӑваш ҫыравҫин 60 ҫулне хӑй ҫуралса ӳснӗ Чӑваш патшалӑхӗн Елчӗк районӗнче паллӑ турӗҫ.
Хаклӑ хӑнана тата унӑн аслӑ ывӑлне Андрее тата юлташӗсен ушкӑнне Елчӗк Енӗн тӗп майтанӗнче районти тӗп вулавӑш пуҫлӑхӗ Людмила Зайцева, Курнавӑш ял тӑрӑхӗн пуҫӗ Владимир Кузьмин, район музейӗн йӗркелӳҫи Валентина Вастулова, Роберт Бобылев ветеран кӗтсе илчӗҫ, районӑн «тӗп хулин» калама ҫук капӑр «Кремлӗпе» паллаштарчӗҫ: ӗҫлӗ ҫуртсем те, кану керменӗсем те капмар, майтан варринче – Ҫӗр чӑмӑрӗн глобусӗ… Енсене кӑтартакан сӑнӑсем те таҫти темле хуласене мар, кашни чӑвашӑн чунне ҫывӑх Шупашкара, Чӗмпӗре, Хусана… ҫитес ҫулсене виҫеҫҫӗ!

Малалла...

 

Шупашкар бомжӗсем

  14.06.2010 10:31 | 2117 хут пӑхнӑ



Ку тема ҫинчен эпир калаҫма шикленетпӗр пулин те ӑна кашни утӑмрах курма пулать. Ҫакӑнта вырнаҫтарнӑ ӳкерчӗксем Шупашкарти бомжсене ӳкернӗ архиври ӳкерчӗксен пӗр пайӗ кӑна...
 

Чӑваш каччипе чӑваш хӗрӗ

  14.06.2010 07:43 | 2809 хут пӑхнӑ

Ак ҫакӑн пек чӑваш каччипе пысӑк кӑкӑрлӑ чӑваш хӗрӗ сире мӗнле пек?
 

Кушак канать

  14.06.2010 07:40 | 2219 хут пӑхнӑ

Лавккари сентре ҫинче ак ҫакӑн пек "котэ" нимӗн пек пулман пек канлӗн ҫывӑрать. Ӑмсанса кайӑн.
 

T-34

  14.06.2010 07:36 | 1971 хут пӑхнӑ

Кӑҫал ҫақӑн пек Т-34 курма тӳр килчӗ
 

Я чуваш и должен знать родной язык

  12.06.2010 20:22 | 2235 хут пӑхнӑ

Савватий епископ пурнӑҫри идеаллӑ девиза пурне те пӗлтерчӗ. Вӑл: "Я чуваш и должен знать родной язык", - терӗ. Тӗплӗнрех http://vtinform.ru/smi/126/47569.php вулама пултаратӑр.
 

Антиникотин

  12.06.2010 17:01 | 2599 хут пӑхнӑ




Евросоюз сигарет туртас мар тесе тем те шутласа тупать. Кунта антиникотин акцийӗпе ҫыхӑннӑ ҫӗнӗ плакатсем. Чӑваш Республикинче "Чувашия без табака" текен акци пырать пулин те унӑн уссийӗ ҫук. Ак ҫур ҫул каялла "Задержание с сигаретой в зубах" ятлӑ статья Раҫҫӗйпе сарӑлса нумай шӑв-шав ҫӗклерӗ.

Вӑл статья http://www.

Малалла...

 

Кӗсье телефонӗсем - ҫӳп-ҫап кӑна

  12.06.2010 14:43 | 2165 хут пӑхнӑ



Ҫапла тесе шутлама сӑлтавӗ те пур. Шупашкарти аслӑ пасар умӗнчи урнӑ умӗнче кӗсъе телефонӗсен тӗрлӗ моделӗсен корпусӗсем выртаччӗҫ.Кунта тем те шутлама пулать... Кӑна этемлӗх цивилизацийӗн символлӑ палӑкӗ тесе те калас килет.
 
: 1, ... 27, 28, 29, 30, 31, [32], 33, 34, 35, 36, 37, ... 40
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Кӑмӑл-туйӑм улшӑнса тӑмӗ. Халӗ япӑх туйӑмсем сире усӑ памӗҫ. Унсӑрӑн ҫакна пулах юратнӑ ҫынпа хутшӑнӑва пӑсма пултаратӑр. Кайран вара хутшӑнӑва йӗркелеме ҫӑмӑл пулмӗ.

Ҫӗртме, 11

1868
158
Таланцев Зиновий Михайлович, паллӑ купса ҫуралнӑ.
1918
108
Кошкин Исак Федорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуларнӑ.
1920
106
Ижутов Николай Степанович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ, летчик, полковник ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...