Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +26.4 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Admin юлташӗсен ҫырӑвӗсем

[ Малалла утар! ]

Танмарлӑх

  10.09.2010 11:19 | 4166 хут пӑхнӑ
Арҫынпа хӗрарӑм хушшинче танлӑх пулмалли синчен калаҫни тинке илет ӗнтӗ. Гендер тавлашӑвӗнчен ниепле парӑнаймӑн. Ҫапах та танлӑх пулман та пулаймасть те. Калӑпӑр, физиологи тӗлӗшӗнчен... Феминизм юхӑмне те шута илмелле. Анчах та куҫа тӑрӑнакан танмарлӑхпа мӗн тумалла. Калӑпӑр, ак ҫакӑн пеккипе..




Ку фотокописене Сергач хулинчи типографире ӳкерсе илнӗ. Арҫын ачасем вилсе пӗтнӗ-и?

Малалла...

 

Чӑнкӑ карчӑк

  27.08.2010 10:22 | 4614 хут пӑхнӑ

Шупашкарта чӑнкӑ карчӑксем пурӑнаҫҫӗ.
 

Чи юлашкинчен

  09.08.2010 07:55 | 3852 хут пӑхнӑ
Пирӗн пата ҫумӑр чи юлашкинчен кӑна ҫаврӑнса ҫитет ҫав. Йӗри-тавра ҫуса ҫаврӑнмасӑр та ҫук.Районсенче ҫумӑр ҫунӑ, пирӗн патра аслати сасси те пулин илтӗнмерӗ-ҫке! Пачӑшкӑпа кӗлтунине те илтесшӗн мар.
 

Вӗлернӗ котэ

  30.07.2010 11:43 | 2492 хут пӑхнӑ


Ҫул ҫинче пӗрмаях машина ҫапса кайнӑ чӗрчунсене - кушаксене, йытӑсене, чӗрӗпсене - курма пулать. Анчах та нумаях пулмасть Правительство ҫурчӗ умӗнче пӗр хитре кушак ҫурине куртӑм. Машина кустӑрми айне лекнӗ. Тем, чӗре йӑшӑл! туса кайрӗ.
 

Эх, тутлӑ-ҫке арбузӗ

  30.07.2010 10:31 | 2662 хут пӑхнӑ


Шупашкар, июль
 

Али-баба ҫӗр хӑвӑлӗ

  30.07.2010 08:26 | 2381 хут пӑхнӑ

Кӗмелли вырӑн прокуратура хыҫӗнчи картишре ларать. Ӑна стрелкӑпа кӑтарнтнӑ.


Мӗн япали вӑл, мӗнпе ҫыхӑннӑ, пӗлместӗп. Малалла каяймастӑн, кирпӗч стена чарать.
 

Прокуратура ҫине пӑхмалли сӑн

  29.07.2010 22:42 | 1528 хут пӑхнӑ

Шупашкарта прокуратура хыҫӗнче хӑмаран ҫапса тунӑ гальюн нумаях мар тӑратчӗ. Прокуратура лайах курӑнать...
 

Йывӑҫран тухакан йӗплӗ пралук

  29.07.2010 22:25 | 2348 хут пӑхнӑ


Йывӑҫран тухакан йӗплӗ пралука Шупашкарти "Элара" предприти умӗнче курма тӳр килчӗ. Питӗ кӑсӑклӑ. Мӗнле шӑпа пулнӑ ҫак ҫӑкан? Тен, ҫак завода купалама пуҫланӑ чухне ҫак йывӑҫ йӗплӗ пралук хӳмин юпи пулнӑ?
 

Шупашкара килекенсене чаплӑ фонарь кӗтет

  29.07.2010 21:47 | 2522 хут пӑхнӑ



Ку "шедевра" чукун вокзалӗ ҫумӗнчи паркра, "Фаворит" ресторан ҫумӗнче курма пулать. Мӗн япали ку вӑл?
 

Совет хӗрарӑмӗсене хисеп

  29.07.2010 21:09 | 2444 хут пӑхнӑ


Совет Союзӗн символӗсемпе паллисем пирӗн пурнӑҫра кашни утӑмрах. Ҫак паллӑна Ҫӗнӗ Шупашкарта куртӑм. Хам та ҫав тапхӑртан тухнипе чунра тем йӑшӑл! туса кайрӗ.
 

Рекеев тупӑкра ӳпне ҫаврӑнса выртнӑ

  24.07.2010 14:21 | 2435 хут пӑхнӑ


Елчӗк районӗнчи Кивӗ Эйпеҫре 2009 ҫулхи ҫу 19-мӗшӗнче Рекеев палӑкне уҫрӗҫ.
Хыпар-фото (тӗплӗнрех): http://www.gov.cap.ru/list4/news/re ... =F_JURL_ID&id=840359
Елчӗксем те "цивилизованный" халӑх. Рекеева "учитель" тесе мӑшкӑланӑ. Ҫакна хӑйсем хивре чӑваш патриочӗсем текен Олег Мустаевпа ЧНК президенчӗ Архипов сӑвапланӑ...
 

Писатель

  24.07.2010 14:05 | 2680 хут пӑхнӑ


Патӑрьелсем ҫутта тухса пыраҫҫӗ. Цивилизаци сӗрӗмӗпе минремеллипех минренӗ. Хӑйсен ҫыравҫине те ҫыравҫӑ теме именнӗ. "ПИСАТЕЛЬ" тесе палӑртнӑ. Тем мана "писатель" туалета ҫӑмӑл сӑлтавпа чупакан пекех туйӑнать. Пусӑм "и" ҫине лартмалла.
Фото cap.ru сайтран
 

Пуҫри арӑш-пирӗш...

  24.07.2010 13:53 | 2169 хут пӑхнӑ
Пуҫри арӑш-пирӗш тесе каласа килет Патӑрьелте Республика кунӗнче уҫнӑ палӑка.


Аялта темле никӗс ҫине таяннӑ ик-виҫ кӗнеке, ун ҫинче вара пуҫра пухӑннӑ ҫӳпӗ. Вӑл ӗнтӗ паянхи вӗрентекен. Палӑкӗ тата вырӑсла ҫырса ӑнлантарнӑскер. Ку мӗн амакӗ?

Фото cap.ru сайтран илнӗ.
 

Саккуна пӑсаҫҫӗ

  22.07.2010 14:41 | 6706 хут пӑхнӑ



Правительство ҫуртӗнче эрех туянтӑмӑр. Саккунпа унта эрех те, сӑра та сутма юрамасть.
 

Монахсем мӗн ӗҫлеҫҫӗ

  21.07.2010 00:34 | 2544 хут пӑхнӑ


14 июльте, 19 сехет иртсен Шупашкарти арҫынсен мӑнастирӗн ҫурчӗ ҫинчи мӑрьерен тӗтӗм палкаса тухрӗ. Кӑшт тӑхтасан чарӑнчӗ. Монахсем мӗн ӗҫлеҫҫӗ?
 

Чӑваш тӗнчи ӑҫта кусать? (cakanar turhane-не халалласа)

  20.07.2010 20:48 | 2770 хут пӑхнӑ



Ҫак ӳкерчӗксене Шупашкарти гимназие пӗтерекеннисем ӳкернӗ. Блога вулаканнисен чунӗсене шеллесе йӗркеллӗ сӑнӳкерчӗксене кӑна кӑтартӑпӑр. Тен, эпӗ маларах лартнӑ информаципе вӑл ҫыхӑннӑ тата общество ытлашши ҫарамаҫланнипе. Мӗнле пек фотосем? Чӑваш тӗнчи ӑҫта кусать?

 

КУ МӖН ЯПАЛИ?

  20.07.2010 20:28 | 2194 хут пӑхнӑ


Ҫак интереслӗ япалана Шупашкарти кимӗсем тӑракан базӑра ӳкерсе илнӗ. Ку мӗн амакӗ пулнине ӑнкараймарӑм-ха?
 

Ҫын месерле ӳкни

  18.07.2010 18:21 | 1714 хут пӑхнӑ

http://rutube.ru/tracks/3425976.htm ... 9a2e7722f75fde607b64

Ҫак каҫӑпа Шупашкар хулинчи пӗр картишре ӳкернӗ видео вырнаҫтарнӑ. Ӳсӗртерех ҫын сулӑнса-такӑнса месерле ӳкет, пуҫпа хыттӑн ҫапӑнать. Тен, вилмеллех...
 

Шӑрӑхра ҫӑлакан квас

  18.07.2010 13:28 | 2275 хут пӑхнӑ

Шӑрӑхра квас сутакансен услам ӗҫӗ ӑнса пырать пулмалла. Хам та Шупашкарта кунӗпе пӗр-икӗ литр ҫав ӗҫмене астивмесӗр лӑпалаймастӑп.
 

Строительство каллех пуҫарнӑ

  18.07.2010 13:15 | 3089 хут пӑхнӑ
В свое время президент Федоров обалдел от безобразия чиновников. Федоров потребовал "выгнать с должностей", а "если есть возможность - посадить" чиновников, которые поставили свои разрешающие подписи на строительство двух объектов в Чебоксарах. "Пинком под зад", "напилить побольше денег", "обалдел", "обнаглели совсем" - в гневе Федоров особо не церемонился в выражениях и не стеснял себя в эмоциях на заседании республиканского правительства, которое состоялось 9 июня. Одна тема касалась вот этого объекта.

На время строительство приостановилось, снесли все до нулевой отметки.

Малалла...

 
: 1, ... 25, 26, 27, 28, 29, [30], 31, 32, 33, 34, 35, ... 40
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Кӑмӑл-туйӑм улшӑнса тӑмӗ. Халӗ япӑх туйӑмсем сире усӑ памӗҫ. Унсӑрӑн ҫакна пулах юратнӑ ҫынпа хутшӑнӑва пӑсма пултаратӑр. Кайран вара хутшӑнӑва йӗркелеме ҫӑмӑл пулмӗ.

Ҫӗртме, 11

1868
158
Таланцев Зиновий Михайлович, паллӑ купса ҫуралнӑ.
1918
108
Кошкин Исак Федорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуларнӑ.
1920
106
Ижутов Николай Степанович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ, летчик, полковник ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...