Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +26.9 °C
Качакан сухалӗ вӑрӑм та ӑсӗ кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Admin юлташӗсен ҫырӑвӗсем

[ Малалла утар! ]

Орфографи "фронтĕнче" улшăнусем çук

  12.05.2015 23:51 | 58009 хут пӑхнӑ

Чĕрĕп тата çĕлен тĕлĕшпе ĕлĕкхи анекдот пур: иккĕшне пĕтĕçтерсен икĕ метр тăршшĕ йĕплĕ пралук пулать амитке. Чăваш орфографи комиссине йĕркеленĕ чухне каланă шухăшсем çак анекдота аса илтерчĕç. Компромисс, консенсус тупмалла имĕш.

Мĕнле ăнланмалла кăна? Хире-хирĕçлĕ шухăшсене еплерех пĕтĕçтерме пулать?

Консенсус тупас тесе, калăпăр, "çĕршыв" сăмаха епле çырассине кун сиктерсе улăштарса пымалла-и: мăшăрлă кунсенче (02, 04, 06, 08,.

Малалла...

 

Фермер ультрамарафонра епле çĕнтерме пултарнă?

  04.05.2015 21:48 | 4768 хут пӑхнӑ

1983 çулта Австралири 61 çулти фермер Клифф Янг Уэстфилдри ультрамарафона хутшăннă. Супермарафон дистанцийĕ 875 çухрăмпа танлашнă. Стартпа финиш Австралире, Мельбурнра тата Сиднейра пулнă.

Унта яланах тенĕ пекех тĕнче шайĕнчи çăмăл атлетсем хутшăнаççĕ. Вĕсем кун валли ятарлă тренировка ирттереççĕ, вĕсене паллă брендсем спонсор пулăшăвĕ параççĕ.

Клифф Янг чупма тытăниччен прессăна интервью панă. Вăл унта сурăхсене хăваланăран икĕ-виçĕ талăк çывăрманни пирки пĕлтернĕ. Фермер майĕпен чупнă, малтанах ыттисенчен юлса пынă.

Малалла...

 

Аслă Атилĕх вăрçи

  03.05.2015 20:21 | 62754 хут пӑхнӑ

<<Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

п.с. Тăван çĕршыв (ытларах 1941-1945 çулсенчи вăрçă ятне каланă чухне усă кураççĕ). «Отечество» вырăнне Митта Ваçлейĕ «аттелĕх» теме сĕннĕччĕ. Г.Юмарт //С-на, 1990, 390 с. Ăна Хĕрлĕ Çăлтăр, 1 степень Аттелĕх вăрçин орде-нĕсемпе... наградăланă. Н.Кушманов //Т-ш, 22.01.1998, 4 с. — Аттелĕх вăрçи (М.Юхма //Пике, 1991, 7 /, 24 с.); Аслă Аттелĕх вăрçи (ЧЕ, 1992, 21 /, 16 с.; К-ш, 27.04.1996; ХС, 25.09.1997; ТА, 2003, 2 /, 41 с.; ЧХ, 2003, 19 /, 1 с.); иртнĕ Аттелĕх вăрçи (Л.Таллеров //Х-р, 24.07.2001, 2 с.).>> http://samah.chv.su/s/аттелĕх

Çавăн пекех тата ак çакăнта пăхăр: http://termin.

Малалла...

 

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çывхарнă май

  02.05.2015 20:27 | 12576 хут пӑхнӑ

Аслă Çĕнтерÿ çывхарнă май хăш-пĕр япаласене аса илни те пăсмасть пулĕ. Тен, кун пирки теприсем ку таранччен те пĕлмен…

Чи кăсăкли – чикĕ леш енче Çĕнтерÿ кунне çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче мар, 8-мĕшĕнче уявлаççĕ. Мĕншĕн тесен капитуляци актне тĕп Европа вăхăчĕпе 1945 çулхи çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче 22 сехет те 43 минутра алă пуснă. Мускав вăхăчĕпе ку – 00 сехет те 43 минут.

Çĕнтерÿ ялавĕ Кутузовăн 150-мĕш орденĕн II степень Идрицк стрелоксен дивизийĕн штурм ялавĕ шутланать. Ăна 1945 çулхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче Берлинра рейхстаг çине çĕкленĕ.

Малалла...

 

Сайра тĕл пулакан чечексем

  26.04.2015 21:40 | 4534 хут пӑхнӑ

 

Тĕнчере темĕн тĕрлĕ чечек те пур. Анчах вĕсенчен хăшĕ-пĕри çав тери сайра тĕл пулать.

 

Хĕрлĕ Миддлемист – камели тĕсĕ. Вăл кĕлчечеке аса илтерет. Вăл тĕнчери чи сайра чечек, ăна аран çăлса хăварнă. 1804 çулта Д.Миддлемист акăлчан Китайран хăйне килĕшнĕ чечек илсе килнĕ. Анчах вăл пĕртен пĕр эксемпляр пулнă-мĕн. Унăн вăрринчен çĕннисене ÿстеме май килнĕ. Вăл çулталăкне темиçе эрне çеç чечекре ларать.

Стронгилодон Китевой – симĕс-кăвак тĕслĕскер, чĕрне евĕр.

Малалла...

 

Хÿхĕмлĕхĕн йăх тымарĕсем

  24.04.2015 20:13 | 5139 хут пӑхнӑ

Çак хĕрача питĕ уççăн каласа кăтарт чăвашăн пурнăçĕ çинчен.

Тав, ăнăçу сунап ăна.

 

 

Манăн чĕлхе кунĕ ячĕпе!

  24.04.2015 19:33 | 33558 хут пӑхнӑ

 

Миçе ĕмĕр витĕр асаппа тухмарăн,

Миçĕ çичĕ ютăн мăшкăлĕ пулса…

Çапах паттăр юлтăн, вăйна çухатмарăн,

Халь те пулиен çивĕч, кăвартан таса.

 

- Çеçпĕл Мишши

 

«Пире вырăс чĕлхи «мăйкăчĕ» пăвать»

  22.04.2015 15:23 | 25454 хут пӑхнӑ

Тĕлĕнмелле çынпа паллашма тÿр килчĕ. Çуралсанах ăна Витали ят хунă. Ялта ăна «министр» тесе чĕннĕ. Халĕ тус-юлташĕ ăна Пил Тымарлан ятпа пĕлет. Ку – унăн паспортри ячĕ. 1997 çулта Виталий Иванов хăйĕн ятне улаштарса Пил Тымарлан тесе çыртарнă. Чăваш чĕлхишĕн хыпса çунаканскер халĕ те Совет Союзĕ вăхăтĕнчи паспортпа çÿрет. Вăрнар тăрăхĕнчи Кайри Тукай ялĕнче çуралнă Пил Тымарлан 56 çулта.

- Эсир кунашкал ята ахальтен суйламан ахăртнех.

- Ятăмри сăмахсем мĕнпе çыхăннине чухлама йывăр мар ĕнте.

Малалла...

 

Куçлă курăксем?

  22.04.2015 10:06 | 5404 хут пӑхнӑ

 

Çак чечексен ячĕсем кăсăклă. Хăшĕ мĕн куçне ас илтерет?

http://cevelti.blogspot.com.tr/2015 ... kavakarcan-kuse.html

 

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пирки

  17.04.2015 20:36 | 39247 хут пӑхнӑ

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтернĕренпе 70 çул çитнĕ май пурте пĕлмен япаласем пирки сăмах хускатасшăн. Вĕсене тĕнче тетелĕнче ăнсăртран асăрхарăм.

• Вăрçă чарăнсан Çĕнтерÿ кунне 17 çул уявламаннине, ахăртнех, пурте пĕлмеççĕ.

• 1948 çултанпа Çĕнтерÿ кунĕ тĕп уяв шутланнă, анчах ăна никам та уявламан.

• Халĕ шутланă тăрăх, вăрçă хирĕнче 43 миллион совет çынни выртса юлнă.

• Вăрçă хыççăн 7 миллион çын кăна юлнă.

• Çĕнтерÿ хыççăн та Германипе СССР мирлешмен. Çапăçу вĕçленнине 1955 çулта кăна алă пуснă.

Малалла...

 

Чи хăрушă музейсем

  17.04.2015 20:04 | 5117 хут пӑхнӑ

Чылай чухне çынсем музея чунпа канма çÿреççĕ. Тĕрлĕ экспонатсемпе паллашнă май кăмăл уçăлать, нумай çĕннине те пĕлетĕн унта. Анчах тĕнчере чи хăрушă музейсем те пур-мĕн. Унта чунпа канайăн-ши? Ара, унти экспонатсем хăрушă вĕт.

 

Парижри Дюпюитрен музейĕ. Унта медицина тытăмĕнчи сусăрсемпе паллашма пулать. Хăрушă музея 1935 çулта хирург уçнă. Арçын çут тĕнчене çуралман ачасене, сывă маррисене, чылай вăхăт пухнă. Музейра кĕлетки тĕрĕс мар ÿснĕ ачасем, сиам йĕкĕрешĕсем пур.

Малалла...

 

Чухăнлăхра ÿснĕ çынсен йăлисем

  05.04.2015 11:39 | 4031 хут пӑхнӑ

Чухăнлăх - инкек мар теççĕ. Чухăнлăхра, çити-çитми пурнăçпа ÿснĕ çынсен йăли ĕмĕрлĕхе юлать-мĕн. Укçа енчен лару-тăру лайăхлансан та. Джон Чиз 35 çул чухăнлăхра пурăннă. Вăл çак тапхăрта унчченхи йăласенчен хăтăлайман-мĕн. Акă мĕн çырнă вăл.

1. Йÿнĕ апат-çимĕç. Чухăнрах пурăнакансем çимĕç туяннă чухне хакне тата усă курмалли срокне пăхаççĕ. Пĕрремĕшĕ пĕчĕк пултăр, срокĕ вара – нумайрах. Пахалăхĕ, тути, кам туса кăларни пирки шутламаççĕ. Ку – гурмансем валли. Чухăннисем эрнере пĕр хут лавккана çÿреççĕ.

Малалла...

 

Итали çинчен - кăсăкли

  29.03.2015 21:28 | 4520 хут пӑхнӑ

Италие çитсе килме ĕмĕтленекен нумаййи пирки иккĕленместĕп. Ара, илемлĕхĕпе хăйĕн патне кăчăк туртать-çке вăл. Мĕнпе уйрăлса тăрать вăл? Мĕнпе тĕлĕнтерет?

• Италире 20 регион. Кашнин – хăйĕн диалекчĕ, хăш чухне калаçăва кÿршĕ регионтисем те ăнланмаççĕ-мĕн.

• Регионсем вара коммунăсем çине пайланаççĕ. Вĕсем те пĕр-пĕрин калаçăвне ăнланмасан та пултараççĕ.

• Ку, ахăртнех, лайăх хыпар. Италире ача çурчĕсем çук.

• Çавăн пекех унта килсĕр-çуртсăр чĕрчунсем те çук.

Малалла...

 

Чухăнлăхра ÿснĕ паллă çăлтăрсем

  22.03.2015 20:56 | 4719 хут пӑхнӑ

Телевизор çинче чаплă çăлтăра курсан, тен, хăшĕ-пĕри ăмсанать те. Ара, вĕсем укçа шутламаççĕ, пуян пурăнаççĕ. Анчах вĕсем пуян çуралнă-ши? Хăшĕ-пĕри чухăнлăхра ÿснĕ.

 

Хилари Соунк çемйин пурăнма хваттер те пулман. Вĕсем ахаль трейлерта пурăннă. Хилари 6 çулта чухне ашшĕпе амăшĕ уйрăлнă. Вăл амăшĕпе пĕрле Лос-Анджелеса куçса кайнă. Укçа пулманран вĕсем унта хваттер те тара тытайман.

Малалла...

 

Валери Туркай патне Уççыру

  18.03.2015 20:03 | 31710 хут пӑхнӑ

Ырă Çыннăмăр Валери Владимирович Туркай,

Эпир "Хыпар" хаçат "çĕршыв", "тунтикун" йышши сăмахсене пĕрле çырма тытăннине хавасланса кĕтсе илтĕмĕр.

Хăшпĕрисем вара çапла калама васкарĕç: Туркай кивĕ орфографи патне таврăнчĕ. Унашкал çавăрттарса хуни, ман шутпа, элекпе тан. Мĕншĕн тесен халь вăйра тăракан орфографи сăмахсене пĕрле çырма пачах та чармасть.

Ку тĕлĕшпе эп хам та çак сайтри кунсемлĕхре самаях тĕплĕн çырса кăтартрăм.

1)Парламента шан, анчах паянхи кунпа пурăн.

Малалла...

 

Пĕчĕк çуралсан та пурăнаççĕ

  15.03.2015 21:17 | 4553 хут пӑхнӑ

Хальхи медицина палăртнă кунран маларах çуралнă ачасене те пурăнма май туса парать. Тĕнчере унашкалли нумай. Анчах пĕчĕк виçепе çуралнă хăш-пĕр ача вилĕме мĕнле çĕнтерни халĕ те тĕлĕнмелĕх шутланать.

Мэделайн Мэнн АПШра 1989 çулта 275 грамм виçепе çуралнă. Амăшĕ преэклампси чирĕпе аптăранă, çавăнпа ăна 27-мĕш эрнере кесарево тунă. Ачан çурланă чухне тĕрлĕ орган япăх ĕçленĕ, анчах специалистсем вĕсене йĕркене кĕртнĕ. Ашшĕ-амăшĕ ачине пульницăран 4 уйăхран çеç илсе кайма пултарнă.

Малалла...

 

Майĕпен, пĕрчĕн-пĕрчĕн...

  14.03.2015 12:43 | 5543 хут пӑхнӑ

Чăваш орфографине палăртакан 75-мĕш параграф.

Васкамасăр, майĕпен, утăм хыççăн утăм тишкерме сĕнетĕп. Утăмне тусан, маларах мĕн вуласа пĕлнине те манса ан кайăр, тархасшăн.

Малтанхи пуплерĕшрен:"Сӑмах майлашӑвӗсене, вӗсем мӗнле пӗлтерӗшлӗ пулнине пӑхмасӑрах, тӗпрен илсен, уйрӑм ҫырмалла:..."

Мĕн-ха вăл "сăмах майлашăвĕ"? Хуть те мĕн те! Сăмахран, "çырма хĕрринче савăнса ÿсекен лаштра йăмра". Е тата:"çĕр мăкăртса тухнăскер". Сăмах майлашăвĕсем-и кусем? Паллах! Вĕсене уйрăм çырнипе никама та тĕлĕнтерейместĕн.

Малалла...

 

Парламента шан, анчах паянхи кунпа пурăн!

  13.03.2015 12:08 | 4257 хут пӑхнӑ

Çырулăх йĕркевĕсене улăштарассишĕн тапаçланатпăр.

Мана та килĕшсех пĕтмеççĕ халь вăйра тăракан йĕркевсем. Чăнах, вĕсене хăçан та пулсан улăштарма тиветех ĕнтĕ. Апла тăвас тесен çĕнĕ проекта Парламент витĕр кăлармалла.

Çапла майлаштарасси чылайăшне питĕ çăмăл ĕç пек туйăнать пуль.

Тĕрĕссипе вара çĕнĕрен тăвăнакан йĕркевсем хальхинчен те начартарах пулса тухма пултараççĕ.

Хуть те мĕнле пулсан та, паянхи кун вăйра тăракан йĕркевсем çинех таянма тивет. Вĕсем вара сăмахсене пĕрле çырма пачах та чармаççĕ. Çак ансатран та ансат шухăша эп "ним вăтанмасăрах" миллионмĕш хут каласшăн.

Малалла...

 

Тĕнчери чи таса мар юханшывсем

  09.03.2015 21:38 | 4949 хут пӑхнӑ

Хальхинче тĕнчери чи вараланчăк юханшывсемпе паллашма сĕнетпĕр. Ахăртнех, вĕсем тахçан тасах пулнă, унта пулă та ĕрченĕ.

Чи хура юханшыв Индонезире вырнаçнă. Citarum юханшыв тĕп хулапа – Джакартăпа – юнашар юхса иртет. Вăл 9 миллион çын пурăнакан хула ăпăр-тапăрне пухать. Вырăнти халăх унта пулă ĕрчени пирки маннă ĕнтĕ. Унта пулла çÿремеççĕ, юханшыври çÿп-çапа пуçтарса ятарлă çĕре укçалла кайса параççĕ. Ку пулă тытса аппаланиччен тупăшлăрах-мĕн.

Ку – Citarum юханшывах, анчах Хĕвелтухăç Явăра (Индонези).

Малалла...

 

АПШри хăйне евĕр çемье

  28.02.2015 19:56 | 3428 хут пӑхнӑ

 

АПШри Юта штатра хăйне евĕр çемье пурăнать. Вĕсем килте 30-ăн пурăнаççĕ: упăшки, унăн 5 арăмĕ тата вĕсен 24 ачи. Ку çемье пирки нумай пулмасть Америка телекуравĕ те кăтартнă.

43-ри çемье пуçлăхĕ Брейди Уильямс телейлĕ тесе шутлать хăйне. Вăл кун пирки, Ютăра нумай арăмпа пурăнма саккун чарать пулсан та, каласа кăтартма хăраман. Арçын кунта ним япăххи те курмасть. Кун пек çемье телейлĕ те сывă пурăнма пултарасса ĕненет вăл.

Малалла...

 
: 1, ... 16, 17, 18, 19, 20, [21], 22, 23, 24, 25, 26, ... 40
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Кӑмӑл-туйӑм улшӑнса тӑмӗ. Халӗ япӑх туйӑмсем сире усӑ памӗҫ. Унсӑрӑн ҫакна пулах юратнӑ ҫынпа хутшӑнӑва пӑсма пултаратӑр. Кайран вара хутшӑнӑва йӗркелеме ҫӑмӑл пулмӗ.

Ҫӗртме, 11

1868
158
Таланцев Зиновий Михайлович, паллӑ купса ҫуралнӑ.
1918
108
Кошкин Исак Федорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуларнӑ.
1920
106
Ижутов Николай Степанович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ, летчик, полковник ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...