Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.7 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Софья Савнеш: Чи хăрушă музейсем

Софья Савнеш17.04.2015 20:044180 хут пӑхнӑ

Чылай чухне çынсем музея чунпа канма çÿреççĕ. Тĕрлĕ экспонатсемпе паллашнă май кăмăл уçăлать, нумай çĕннине те пĕлетĕн унта. Анчах тĕнчере чи хăрушă музейсем те пур-мĕн. Унта чунпа канайăн-ши? Ара, унти экспонатсем хăрушă вĕт.

 

Парижри Дюпюитрен музейĕ. Унта медицина тытăмĕнчи сусăрсемпе паллашма пулать. Хăрушă музея 1935 çулта хирург уçнă. Арçын çут тĕнчене çуралман ачасене, сывă маррисене, чылай вăхăт пухнă. Музейра кĕлетки тĕрĕс мар ÿснĕ ачасем, сиам йĕкĕрешĕсем пур. Пĕтĕмпе – 6 пин ытла экспонат.

 

Италири Турин хулинчи Ломброзо. Ăна Чезаре Ломброзо уçнă. Вăл –пуçиле физиономист. Музея 1898 çулта уçнă. Унта – 400 ытла пуç. Музея уçакан арçын çын криминала иленни пуç калăпăшĕпе тÿрремĕн çыхăннине ĕненнĕ. Унта пуçсемсĕр пуçне пуç мимисем, шăмăсем, престеплени инструменчĕсем пур. Ломброзон хăйĕн пуçĕ те кунтах упранать.

 

Японири паразитологи музейĕ. Паллах, çынна хăратакан япала нумай. Анчах паразитсем пирки пурте шутламаççĕ ахăртнех. Вĕсем таçта та пур-çке: апатра, шывра, сывлăшра. Ку музей алăкĕсене 1953 çулта уçнă. Унта 45 пин ытла экземпляр курма пулать: хуртсем, эрешменсем.. Анчах музея экскурсие кайиччен лайăх шутламалла. Вăл çынна параноика та кăларма пултарать.

 

АПШри «Глор» психиатри музейĕ. Унта кĕрекен çын сисчĕвленет, хăрать. Ăна 1968 çулта психика тĕлĕшĕнчен сывă мар çынсем сипленекен пульницăра уçнă. Чирлисене хăрушă процедурăпа сипленĕ. Тĕслĕхрен, читлĕхри арлана евĕр пысăк урапа. Кун пек майпа пациента 48 сехет хушшинче вăйран янă. Пациентсемпе мĕн тери хăрушă ĕçсем тунине музея килсен курма пулать.

 

Италири хăрушă музей. Вăтам ĕмĕре Тĕттĕм ĕмĕр те теççĕ. Мĕншĕн? Музея килсен хуравне тупма пулать. Унта çынсене асаплантарнă 100 ытла инструмента курма пулать. Темĕн те пур унта. Тĕслĕхрен, «Испани эрешменĕпе» упăшкисене улталанă хĕрарăмсен кăкăрне касса илнĕ.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем