Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +26.3 °C
Туман тиха пилӗкне ан хуҫ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ: 6510]
 

Таисия Ташней усӑ курaкан дневникӗ

Тупиччен тупманни

  26.03.2016 17:00 | 3704 хут пӑхнӑ

Ҫынсем, ватти те, яшшисем пушшех те, тӗнче тетелӗнче ларма кӑмӑлланине пурте пӗлетпӗр-ха. Пӗрисем унта ӗҫпе кӗреҫҫӗ, теприсем — тус-юлташпа хутшӑнма, виҫҫӗмӗшӗсем — вӑйӑ выляма. Хайхисем халӑха пӑшӑрхантаракан ыйтусене те хускатаҫҫӗ. Акӑ вӗсенчен пӗри. Хальхинче сӑмахӗ тупнӑ япалашӑн укҫа тӳлемеллипе тӳлемелле марри пирки.

Япала, уйрӑмах телефон, ҫухатса курман ҫын та ҫук пулӗ. Ача-пӑчана та иртӗхтеретпӗр те ҫав хатӗрпе, шӑпӑрлансем уйрӑмах тимсӗр. Кун каҫипе сикеҫҫӗ-выляҫҫӗ, ҫӑва шӑтӑкне кӗрсе тухманни кӑна пуль вӗсен!

Малалла...

 

Тӗлӗнтереҫҫӗ тӗлӗнтермӗш пуҫлӑхсем

  17.03.2016 21:36 | 3398 хут пӑхнӑ

Тӗлӗнмелле ҫынсем вӗсем пуҫлӑхсем. Чӑнах-чӑнах. Теприсем темле шухӑшлаҫҫӗ те, анчах эпӗ вӗсенчен тӗлӗнме пӑрахмастӑп.

Мӗншӗн тӗлӗннине уҫӑмлатиччен пуҫлӑха ларсан, тен, ҫавӑн пек пулмалла та пулӗ тесе те аптӑратӑп тупата! «Мӗнле вӑл ҫавӑн пек?» — тетӗр-и? Вырӑссем ун пеккисене хулӑн ӳтлӗ теҫҫӗ те, чӑвашсем мӗнле каланине пӗлейместӗп.

Халӗ ҫынсем, яшши те, яшах марри те, вӑтам ҫулхи те, унран аслӑраххи те тӗнче тетелӗнчен татӑлма-тухма пӗлмест темелле. Ҫавсенчен пӗрисем, Шупашкар районӗнче пурӑнакансем, халӑх тетелӗсенчен пӗрисенче «Кӳкеҫ поселокӗн общество канашӗ» ятлӑ ушкӑн уҫнӑ.

Малалла...

 

Мӗншӗн хура вӑрман каш кашлать?

  15.03.2016 21:15 | 4105 хут пӑхнӑ

Чӑваш Енри экологсем уйрӑмах хӳтӗлемелли ҫутҫанталӑк лаптӑкӗсем сахалланса юлншишӗн пӑшӑрханаҫҫӗ иккен. Кун пирки ҫӗршыври паллӑ информаци агентствисенчен пӗри, Regnum, республикӑри Ҫамрӑксен экологи дружини тӗнче тетелӗнче ҫырни тӑрӑх пӗлтерет.

Тӑван тавралӑх шӑпи ик айкки те тӑвайкки маррисене республикӑн Ҫутҫанталӑк министерстви иртнӗ уйӑхра регион тата вырӑнти пӗлтерӗшлӗ уйрӑмах хӳтӗлемелли территорисене ҫирӗплетнӗ хыҫҫӑнхи тӑрӑм шухӑша янӑ.

Асӑннӑ ведомство приказӗпе ҫирӗплетнӗ списока 58 объект кӗнӗ, ҫав шутран 29-шӗ — уйрӑмах хӳтӗлемелли ҫутҫанталӑк территорийӗ.

Малалла...

 

Сывӑ пултӑр Елчӗк ен!

  02.03.2016 19:45 | 5022 хут пӑхнӑ

Статья ятне курсан вулакан ку хӑй те Елчӗк ҫынни пуль ӗнтӗ, ҫавӑнпа хӑй тӑрӑхне мухтать тесе шухӑшлама пултарӗ.

Ара, эстрада ҫӑлтӑрӗ тесе хӑйсемпе паллаштаракансен концерчӗсене кайсан: "Ӑҫта эсир, елчӗксем?" - йышши кӑшкӑрашу-ҫуйхашӑва илтме тӳр килет-ҫке. "Сывӑ пултӑр Елчӗк ен!" - тенӗрен те эпӗ савӑн пеккисенчен хӑраххи тесе шухӑшлама пулать-тӗр.

Ҫук, вӑл тӑрӑхри ҫын мар. Республикӑн кӑнтӑр енче вырнаҫнӑ ҫав районтисене унтисем хӑйсен тӑван чӑваш чӗлхине хытах сума сунӑран юрататӑп-хисеплетӗп.

Малалла...

 

Пуҫ ҫаврӑнни амак мар

  26.02.2016 18:29 | 4489 хут пӑхнӑ

Шурӑ халатлисен ӗҫне эпир питӗ пархатарлӑ тесе сума сӑватпӑр. Хам та ҫавӑн пекех шухӑшлатӑп мар-и? Ҫавӑн пек шухӑшланӑранах вӗсенчен пулӑшу ыйтма васкатпӑр. Е чим-ха, васкасах каймастпӑр. Амакӗ аптӑратса ҫитерсен кӑна пулӑшу ыйтса тӗмсӗлетпӗр. Ытти чухне хамӑр валли ниепле те вӑхӑт тупаймастпӑр мар-и ҫав...

Нумаях пулмасть тусӑм каласа панӑ тӗслӗхсене илтсен шурӑ халатлисем пирки ним калама шалт аптӑрамалла. Пӗррехинче тусӑм кӗтмен-туман ҫӗртен пуҫ ҫаврӑннипе аптӑрама тытӑнчӗ.

Малалла...

 

Капюсавшӑн ватӑсенчен суд урлӑ шыраса илесшӗн

  02.02.2016 19:30 | 5146 хут пӑхнӑ

Нумай хваттерлӗ ҫуртра пурӑнакансене капиталлӑ юсавшӑн тӳлеттерес пирки ҫӗршыв шайӗнче кӑларнӑ йышӑнӑва ҫынсем хавасланса йышӑнманни каламасӑрах паллӑ. Ун пирки Чӑваш халӑх сайчӗ темиҫе хутчен те ҫырнӑччӗ.

 

Тепӗр вунӑ-ҫирӗм ҫултан юсама пултӑр тесе паян укҫа пухнине ҫынсем ниепле те йышӑнасшӑн маррине ӑнланма пулать. Вилме выртнӑ карчӑк вилеймен текен каларӑш пур та, анчах тепӗр ҫирӗм ҫултан такам таҫта пулать. Пурнӑҫа пӗлмелле мар та, те вилсе выртӑпӑр вӑл вӑхӑта, те чӗрӗ пулӑпӑр тесе ултӑ-ҫичӗ теҫеткере пыракан ватӑсем кӑна мар, хӗрӗх ҫула ҫитейменнисем те аптӑраҫҫӗ.

Малалла...

 

Автобус хуҫисен хуҫа пур-и?

  30.01.2016 12:20 | 3271 хут пӑхнӑ

Нумаях пулмасть паллаканӑмӑн ывӑлӗпе тата унпа пӗр автобусра ҫула тухнӑ пассажирсемпе кӑмӑла пӑсмалли лару-тӑру сиксе тухнӑ.

Ҫула хайхисем кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче тухнӑ. Мускавран каҫхи сакӑр сехетре тухакан автобус ҫине ларнӑ. Ирхи виҫӗ сехетре хайхисен автобусӗ ванса каять. Водительсем урапа айне кӗрсе выртса чакаланма пуҫланӑ.

Ара, ҫулта-йӗрте тем те пулать пулӗ — пассажирсем ҫакна ӑнланнипе виҫӗ сехет чӑтӑмлӑн кӗтсе ларнӑ. Кайран вӗсенчен пӗри, Мускавра вӗренекен студент, килне патне смс-ҫыру шӑрҫаланӑ.

Малалла...

 

Урамри ачасем савӑнтарчӗҫ

  20.01.2016 19:40 | 4301 хут пӑхнӑ

Паян каҫхине, ӗҫрен килнӗ чух, хам пурӑнакан Кӳкеҫ поселокӗпе утнӑ чух урамра тӑватӑ арҫын ачана куртӑм. Вӗсем савӑннине курса хам та ачалла савӑнтӑм.

Ачасене ҫулта-йӗрте час-часах асӑрхама тивет-ха. Ирпе — вӗсем шкула васканине, каҫхине — тӗрлӗ секцинчен (ултӑ сехетсенче ӗҫрен таврӑнатӑп та, вӑл вӑхӑтра секцинчен килеҫҫӗ пуль тесе шухӑшлатӑп) таврӑннине. Анчах урамри кӗрт ӑшӗнче ашакансене юлашки хутчен хӑҫан курнине те манса кайнӑччӗ. Паян, ӗҫрен таврӑннӑ чухне, Советски урамри ҫуртсен умӗнчи юр купи ҫинче тӑватӑ арҫын ача ашнине куртӑм.

Малалла...

 

Хӑй ӑҫта ӗҫленине пӗлмен ҫынсем пульницӑра нумай-ши?

  17.01.2016 18:33 | 4514 хут пӑхнӑ

Пӗр енчен вар хытиччен кулмалла, тепӗр енчен ларса макӑрмалла ку тӗслӗхе тусӑм иртнӗ эрнере каласа кӑтартрӗ. Шӑнса пӑсӑлнӑ хыҫҫӑн сывалаймасӑр вӑрах пурӑннӑ хыҫҫӑн тухтӑр патне кайнӑ. Унта тем тӗрлӗ сиплев ҫырса панӑ, эмелне йӗркипех асӑнса кайнӑ. Каланӑ — тунӑ. Анчах чир иртсе кайманнине кура кӑштахран (пирӗнтен чылайӑшӗ сывлӑхран ытла ӗҫе мала хурать мар-и ҫав...) тусӑм тепре пульницӑна ҫул тытнӑ. Пӗр пӳлӗмрен тепӗр пӳлӗме ҫӳренӗ май тусӑм амбулатори карттине шӗкӗлчесе ларнӑ. Ак тамаша!

Малалла...

 

Ҫӗр ҫинчи пулса курмалли хӑна ҫурчӗсем

  12.01.2016 21:05 | 3455 хут пӑхнӑ

Отпуска ют ҫӗршыва кайма хальхи вӑхӑтра чылай ҫыншӑн питех те йывӑрри паллӑ-ха ӗнтӗ. Унтан та ытларах: хамӑр патра та канма кайма май тупасси хӑшӗсене иккӗлентерет. Апла пулин те ҫӗр ҫинчи тӗлӗнтермӗшсем пуррине пӗлме те кӑсӑклӑ. Хальхинче эпир тӗнчен тӗрлӗ кӗтесӗнче вырнаҫнӑ тӗлӗнсе каймалла илемлӗ тата хӑйне евӗр 14 хӑна ҫурчӗ пирки каласа кӑтартасшӑн.

1. ICEHOTEL отель Швецинче вырнаҫнӑ. Ку хӑна ҫурчӗ ҫулсерен ирӗлсе каять пулин те ӑна ҫӗнӗрен тӑваҫҫӗ. Ку вӑл лайӑх та темелле, мӗншӗн тесен кашни ҫулах пачах расна хӑна ҫурчӗ пулса тӑрать.

Малалла...

 
Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7, 8, 9, 10, ... 13
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Укçа-тенкĕ енчен ку эрнере хавшакрах. Укçана перекетлĕр. Харпăр тата професси хутшăнăвĕсенче йывăрлăхсем пур. Тен, юратнă япала çухалĕ. Эрне вĕçнелле йăлтах йĕркеленĕ. Ырă çынсем пулăшнипе çухалнă япалана тупаятăр. Юратнă çынпа хутшăну лайăхланĕ. Эсир ăна пуринчен ытла шанатăр. Юратнă çын çакна тивĕçлĕ пулинех.

Ака, 19

1936
88
Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
1957
67
Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...