Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ват ҫын — тӑват ҫын.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Таисия Ташней: Тӗлӗнтереҫҫӗ тӗлӗнтермӗш пуҫлӑхсем

Таисия Ташней17.03.2016 21:363669 хут пӑхнӑ

Тӗлӗнмелле ҫынсем вӗсем пуҫлӑхсем. Чӑнах-чӑнах. Теприсем темле шухӑшлаҫҫӗ те, анчах эпӗ вӗсенчен тӗлӗнме пӑрахмастӑп.

Мӗншӗн тӗлӗннине уҫӑмлатиччен пуҫлӑха ларсан, тен, ҫавӑн пек пулмалла та пулӗ тесе те аптӑратӑп тупата! «Мӗнле вӑл ҫавӑн пек?» — тетӗр-и? Вырӑссем ун пеккисене хулӑн ӳтлӗ теҫҫӗ те, чӑвашсем мӗнле каланине пӗлейместӗп.

Халӗ ҫынсем, яшши те, яшах марри те, вӑтам ҫулхи те, унран аслӑраххи те тӗнче тетелӗнчен татӑлма-тухма пӗлмест темелле. Ҫавсенчен пӗрисем, Шупашкар районӗнче пурӑнакансем, халӑх тетелӗсенчен пӗрисенче «Кӳкеҫ поселокӗн общество канашӗ» ятлӑ ушкӑн уҫнӑ.

Ушкӑн ятне ӑна рекламӑлас тесе ҫырмарӑм-ха. Тепӗр тесен, реклами кирлӗ те мар вӗсене. 5 пин ытла ҫын тӑрать вӑл ушкӑнра. Кӳкеҫре, эп пӗлнӗ тӑрӑх, 12 пин ытларах ҫын пурӑнатчӗ. Тепӗр майлӑ каласан, кашни иккӗмӗшӗ асӑннӑ ушкӑнра тӑрать, унти ҫӗнӗлӗхсене сӳтсе явма шикленсен те унта мӗн ҫырнипе паллашса тӑрать. Ку вӑл — асӑннӑ ушкӑна реклама кирлӗ марри пирки.

Тӗп шухӑшӑм ҫапах та урӑххи пирки. Кӑҫал хӗл каҫипе тенӗ пекех ҫынсем район центрӗнчи урамсем пирки ҫырчӗҫ-шавларӗҫ. Асар-писер тӑман талӑкӗпе вӗҫтернӗ чух урамсене хырса-тасатса ӗлкӗрме йывӑррине такам та ӑнланать. Малтанхи кун ӑшӑ ҫанталӑк пулнӑ хыҫҫӑн тепӗр ирпе шӑнтса лартнӑ хыҫҫӑн урампа утмалла мар пӑрлаклантарнине те этем тени ӑнланать. Анчах пӗр кун иртет, ик кун ҫитет, виҫҫӗмӗшӗ те пулать, ыйтӑвӗ ҫапах та татӑлманнине ҫынсем ӑнланасшӑн марах.

Поселок тротуарӗсем пӑрлакланса ларни, урӑ пуҫлӑ, вӑй питтине те утма кансӗрри пирки ҫынсем кашни кӗтесре тенӗ пек тарӑхса калаҫаҫҫӗ пулӗ. Уйрӑмах хӑюллисем асӑннӑ ушкӑнра ҫыраҫҫӗ. Ку лару-тӑрура чи кӑсӑкли — ҫавӑн пек ҫырнине тӳре-шара тата ун таврашӗнчисем (ӗҫтешӗсем, тус-тӑванӗ, пӗлӗш-тантӑшӗ...) епле йышӑнни тӗлӗнтерет. Ҫук, вӗсем ыйтӑва татса пама тӑрӑшмаҫҫӗ. Хайхисем шухӑшланӑ тӑрӑх, урампа утма чӗр нуша тесе ҫыракансем такама кураймаҫҫӗ, ӑна усал тума тӑрӑшаҫҫӗ имӗш.

Тӗрӗссине кӑтартакан асӑрхаттарушӑн тав тӑвас, кӑлтӑка пӗтерме тӑрӑшас вырӑнне кӳренеҫҫӗ, япӑх ҫынсен «хура списокне» кӗртсе хураҫҫӗ.

Пӗчӗк кӑлтӑксене пӗтерме хыпӑнман пӗчӗк пуҫлӑхсем хӑйсен «хытӑ тирӗпе» ҫӳлли шайри пуҫлӑхсене ура хунине нивушлӗ ӑнланмаҫҫӗ-ши? Ҫынсем вырӑнти пӗчӗк пуҫлӑхсен ӗҫне кура района, республикӑна, ҫӗршыва ертсе пыракансене хаклаҫҫӗ-ҫке. Ҫакна пӗчӗк пуҫлӑхсем ӑнлансанах пурнӑҫ пыл та ҫу пулмалла пек те... Е, тен, йӑнӑшатӑп-ши?

 

Сӑн ҫинче: Кӳкеҫ посёлокӗ. 2010 ҫул, Аҫтахар Плотников тунӑ сӑн.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем