Аçтахар Плотников // 2131.06.7895
2009.03.05 16:27 | |
володя // 3135.21.3669
2009.03.05 18:25 | |
А чуваш всегда был стоязычным. Он думает, что так он сохранит себя и свое лицо. Он готов обернуться тысячу раз вокруг столба, лишь бы столб не упал на него. | |
Хăна // 3858.24.0168
2009.03.06 09:43 | |
Мы тоже на своем сайте Тегешевского сельского поселения ( http://gov.cap.ru/main.asp?govid=456 ) давно уже установили такую гиперссылку.
Халь пĕтерчеç. | |
Аçтахар Плотников // 4268.41.1949
2009.03.06 10:48 | |
Пĕтермен-иç. Шăвакан йĕркесенче, аялта пур-иç. | |
Ajdush // 8765.0.5192
2009.03.06 12:44 | |
Migulaj çырать:
Сана ним çук çĕртрен питрен сурсан та эсĕ унпа килĕшетĕн пулмалла. Тĕнчере Патшалăх сайтчĕсене чи малтан тăван чĕлхепе тăваççĕ. Çав www.cap.ru хуравĕ чăваш чĕлхине мăшкăланине пĕлтерет. Вăл тĕнчере питĕ пысăк çылăх шутланать. Сан шутпа хăçан www.cap.ru чăвашла пулать? Çав МАНКУРТ Чăваш республикин Аслă каяшĕнче каланине камсем валли чăвашла куçарнă? | |
Аçтахар Плотников // 4268.41.1949
2009.03.06 13:53 | |
Микулай, атя мана сӳтсе явмăпăр, юрать-и?
Ман мĕн кашни кĕтесре «ЭПĔ ХИРĔÇ» тесе кăшкăрса çӳремелле-им? Кашнин хăйĕн шухăшĕ. Манăн çавнашкал. Кашни ĕçе шухăшламасăр (ав, оппозици, яланах хирĕç — хуть те мĕнле ĕçĕ пултăр, çавах хирĕç. Лайăх тусан те хирĕç, япăх тусан та хирĕç. Вĕсем оппозици, çавăнпа та хирĕç пулмалла.) Тата тепĕр енчен çынсене тĕрлĕ ярлыксем çакса яма эсир Турă мар. Турă ун ĕçне хаклатăр. Хăвсамăр çине мĕнле те пулин ярлык çакса ярсан килĕшмĕр пулĕ? //сире пулах, комментарисене тӳрлетмелли пая тума тивет пулĕ (хальхи вăхăта çитсен те ăна туман-ха. Комментарине хуратмалли пайне туса, тӳрлетмеллине туман.) > Сан шутпа хăçан www.cap.ru чăвашла пулать? Ман ăçтан пĕлес? Эп унта ĕçлеместĕп вĕт. Тен тума та шутланă? Тен шутламаççĕ те. Эп çын шухăшĕсене инçетрен вулама пĕлместĕп. Тата ман мĕн тума вĕсем тăвасса кĕтсе лармалла? Хавшаккисем çеç ыттисем туса парасса кĕтеççĕ, вăйлисем вара пурнăç кустăрмине хăйсем çавăраççĕ, ыттисем çавăрасса кетсе лармаççĕ. Тăваççĕ-и тумаççĕ-и — вăл вĕсен пурнăçĕ. Эпĕ вара, хамăн ун енĕпе ăс пулнăран, Чăваш халăх сайтне аталантаратăп. Канашлăва сăнанă тăрăх, сайтра регистрациленекен çынсене пăхнă тăрăх çынсене чăвашла сайт кирли курăнать. Вĕсен унта çук та чăвашла пайĕ вĕсем пирĕн сайт çине килеççĕ. Мĕн чухлĕ вăраха тăсаççĕ чăвашла пай тумасăр — çавăн чухлĕ пирĕн кунта çын ытларах пулĕ. //паллах, эпĕ патшалăх сайтĕнче чăвашла пай кирлĕ мар тесе каламастăп. Тусан хирĕç пулмастăп. Чăвашла пай çукки лайăх тесе те шутламастăп — патшалăх чĕлхипе тунă пай кирлех. | |
Ajdush // 8765.0.5192
2009.03.06 16:32 | |
Admin (2009-03-05 16:27:59)
>Чăваш чĕлхине аталантарас текен сайтсем www.cap.ru çинче нихăçан та пулмаççĕ Ну... ун пекех калама кирлĕ мар ĕнтĕ. Ав, Валерий Иванович та çырать-иç, Красноармейски сайтĕнче каçăна вырнаçтарнă тесе. Ятарлă баннер та хатĕрленĕ. Тата cap.ru сайтра вăхăтран-вăхăта Чăваш чĕлхипе çыхăннă пай курăнкалать. ++++++++++++++ Куна урăх çын çырман-и? | |
Аçтахар Плотников // 2131.06.7895
2009.03.06 17:19 | |
Ăнланмарăм. Ну мĕн каласшăн эсĕ? Ниепле те сан шухăшна ăнланса çитерейместĕп. Эп çырни курăнмасть-им (курмастăн пулсан тен куçлăх тăхăнмалла...)? | |
Ajdush // 8765.0.5192
2009.03.08 12:47 | |
Migulaj çырать:
Икĕпитлĕх тĕнчере япăх япала шутланать. Эпĕ "Чăваш чĕлхине аталантарас текен сайтсем www.cap.ru çинче нихăçан та пулмаççĕ" тенине хирĕç мĕншĕн "Ман ăçтан пĕлес?" тесе çыран? Унччен эпĕ чăваш чĕлхине Чăваш республикинче тислĕк вырăнне хураççĕ тени сана килĕшмен. Çав вăхăтрах чăваш чĕлхине Чăваш республикинче нимĕн выранне те хуманнине курмастăн. Çакă икĕпитлĕх пулмасть-и варв? | |
Аçтахар Плотников // 2819.46.9498
2009.03.08 14:13 | |
>Çакă икĕпитлĕх пулмасть-и варв?
Ку вăл сирĕн шухăш. Хăвăр çак шухăша çак сайт тăрăх сарса çӳресе эсир чăваш халăхне пулăшатăп теетĕр-и вара? Ĕçлекен çын пирки «икĕ питлĕ» тесе çӳрени лайăх-им вара? Эп хама икĕ питлĕ тесе шутламастăп — ку вăл пĕтĕмпех эсир мана ăнланманнинчен килет. //чăннипе, мана ку тавлашу йăлăхтарса çитерчĕ. Пĕр япала пирки çĕр хут çырни мана килĕшмест. Сире тахçанах каласа — эсир кунта «нежданный гость» (чăвашăн ун пек каларăш çук та вырăсла калатăп). Çавна пула тепре калатăп — урăх кунта ан та çырăр — пĕтĕмпех хурататăп. Пĕр купа нервă пĕтериччен (эсир ăна ăнланаймастăр пулас — попугай пек пĕр юрра юрлатăр) пĕр çынна çухатни лайăхрах. Леш cap.ru хуравĕнче «либераллă-демократиллĕ» тенĕ пулин те пурне те чăтса тăма пултараймастăп. Килĕшмест — хăвăр сайта тăвăр та унта çырăр. |
Ну... ун пекех калама кирлĕ мар ĕнтĕ. Ав, Валерий Иванович та çырать-иç, Красноармейски сайтĕнче каçăна вырнаçтарнă тесе. Ятарлă баннер та хатĕрленĕ.
Тата cap.ru сайтра вăхăтран-вăхăта Чăваш чĕлхипе çыхăннă пай курăнкалать.