Agabazar // 2016.18.2458
2025.01.22 16:20 | |
Станьял // 2616.15.9234
2025.01.23 00:54 | |
Тёпчевсёсене кам кама лапчётнипе ёс тухмасть.Марр та, Салмин та таса сывлёшран персе анман. Лайёхрах тёпчемелле! Пулём тапхёрёсене уссёнрах палёртса пёхмалла.
Хусан тутарёсен никёсё - тутарлантарнё Чёвашсем. Чёваш сувазёсен --"йёвашёсн" (сапла сырнё ёлёкхи картта синче!) ёс-хакёл пурлёхне (Вёл шутра фольклорне, .ёлёкхи тённе те!) хёйсен тёвассё. Мёсёльман культури пачах урёх-ске! Халё. вара "Тутартан илнё." тессё пирён тунккуйсем. Тутарланнё чёвашсем илсе кайнё! Тутар ученёйёсем ухмах мар! Историе хёйсен арки айне сявёрса чикессё. Кайрантарах тёрёсси сиеле тухатех - сёнё чёваш авалхи документсене вулама вёренетех, тетёп. "Унчен-ха чёваш ыйхёлать...! | |
Валери ТУРКАЙ // 1099.05.4843
2025.01.23 05:13 | |
Маттур,Акапасар!!!
"Кăптăрмăш чăвашсем" - вăйлă! Чăваш халăхĕн тĕп тăшманĕсем - шăпах çавсем! Вĕсен хăйсен эшкерĕ! Валери ТУРКАЙ.23.01.25 | |
Agabazar // 1504.47.2917
2025.01.24 00:31 | |
Акапасара мухтама кирек хăçан та май пур. Эпир пăхса тухакан ыйтăва илес пулсан вара, чăн малтанах Иосиф Сталина мухтамалла (кун пирки эп маларах каларăм ĕнтĕ).
Еплерех «илтернĕ» вăл хайхи Марр суя академика! Лешĕн паянхи кунччен шăмми-шакки те тăрса юлман. Кунта сăмах Марр ГУЛАГра çĕрни пирки мар пырать. Суя академик 1934-мĕш çултах хайĕн вилĕмĕпе (ватăлса темелле пуль, 69 çеç тултарнă пулсан та), ăшă вырăн çинче выртсах, вилнĕ. Унтан ăна çав тери пысăк хисеп туса пытарнă. Чăннипе вара, идея енчен, интеллектуаллăх тĕлĕшпе çапса хуçнă Марр суя академика Сталин юлташ. Лешĕ вилнĕ хыççăн 16 çул иртсен (1950). Халь вара пирĕн Марр суя академик мĕлкине, Антон Кириллович Салмин сăнарлăскерне, çĕнĕрен чĕртсе тăратмалла-и? Çук, кирлĕ мар кунашкал япала! Кирлĕ мар!. Тур хăтартăр ун пек чысран. Курăр-ха, Сталин вилнĕ хыççăн, ăна та, Иосиф Виссарионовича, ятарлă кампанисем туса ирттерсех, нумай тиркенĕ. Нумай вăрçнă. Анчах та Сталин юлташ Марр суя академик пирки каланисене каярахри тапхăрсенче нихçан та тивмен, хурламан. И. В. Сталинăн «Марксизм и вопросы языкознания» статйине паян та кăмăллăнах алла тытса вулама пулать темелле (Интернетра та пур). Вăл статья, тĕпрен илсен, тĕрĕс шухăшсенчен тăрать. | |
Валери ТУРКАЙ // 1099.05.4843
2025.01.25 05:46 | |
Юлашки вăхăтра эп Сталин çинчен 2 сăвă çыртăм - ытла мухтаса та мар, ытла хурласа та мар. Юрий Щербаков вĕсене вырăсла та куçарчĕ. Чылайăшĕ мана ку сăвăсемшĕн тав турĕ, "Маттур!" терĕ. Комсомольски р-чи Йăлмахвара мана ăна ял халахĕ умĕнче те вулаттарчĕç, çынсем хавхаланса алă çупрĕç...
Ĕнер вара мана 8-мĕш мунчара пĕр пенсионер-чăваш, милицин отставкăри полковникĕ, "убежденный антисталинист" мана çав сăвăсемшĕн ÿпкелерĕ. ...Раççей обществинче ИДЕОЛОГИ тĕлĕшпе нихçан та пĕрлĕх пулмасть! Маррăн "Чуваши-яфетиды на Волге" кĕнекине тахçан эп кăранташпа вуласаччĕ. Марра та манма май çук паллах, анчах та наукăри вульгарлă теорисен калама çук пысăк хăрушлăхĕпе сийенĕ пирки те асран яма юрамасть. Валери ТУРКАЙ.25.01.25. | |
Agabazar // 2954.90.2798
2025.01.25 12:54 | |
Станьял: Кайрантарах тёрёсси çиеле тухатехСтаньял юлташ! Пире тĕрĕслĕх «кайрантарах» мар, паян кирлĕ. Кунта тата халĕ. Çак тĕлте тата çак вăхăтра. Пире миллион е миллиард çул иртсен пулакан тĕрĕслĕхпе «савăнтармалла» мар. Мĕншĕн тесен унашкал тĕрĕслĕх никама та питех савăнтарма пултараймасть. Паянхи тĕрĕслĕх çинчен шутламалла. Вăл вара, çав паянхи тĕрĕслĕх, ак çапла: Чăвашсен кунçулĕ ниепле те хыпашласа илме май çук темĕнле «сăварсемпе» мар, пĕтĕм тĕнче пĕлекен Атăлçи Пăлхарсемпе çыхăннă. Ку енĕпе нимĕнле дискусси тавраш та пулма пултараймасть. 13-14-мĕш ĕмĕрсенчен юлнă чул палăксем пур. Пĕрре-иккĕ çеç мар, 400 штук таран. Вĕсем çинчи çырусем, тĕпрен илсен, ĕлĕкхи чăваш чĕлхи ăслайĕпе вуланаççĕ (ăнкарăнаççĕ). Çак чăнлăха нимле аккачемĕк те, нимле прахвиссар та, нимле таврапĕлÿçĕ те çапса аркатма пултараймасть. Тен, малашне çĕнĕрен те çĕнĕ уçнăлăхсем килĕç, çĕнĕ фактсем тупăнĕç, анчах вĕсем те халиччен тупнă палăксем çинчи çырусене улăштараймаççĕ. Палăксем мĕнле пулнă, çавăн пекех юлаççĕ.Вĕсене улăштарма пултаракан вăй-хăват тĕнчере çук. | |
Валери ТУРКАЙ // 1099.05.4843
2025.01.25 14:47 | |
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: комментари ҫырас йӗркене пӑсни (2.1-мӗш пункт) | |
Вырак // 1417.52.3180
2025.01.26 12:38 | |
Анчӑк вӗркелет - караванӗ вара малалла каять.СУВАР Казанковӑн хулавӑшӗХусан кремӗлӗнчен те пысӑкрах ҫӗкленет, СУвар ансамблӗ Европана парӑнтарать, CУВАР ресторан Шупашкарта кӗрлет.Ювенальевпа Алмантӑйӑн суварсен истриӗ пирки ҫырнӑ кӗнекисем Мускаври выставкӑсенче ҫӗнтереҫҫӗ пиншер тиражпа тухнӑскерсем веҫ саланаҫҫӗ чӑваш тӗнчинче Рецензисене гуманитари институтчӗн сумлӑ профессорӗсем ҫырса панӑ. Темле таҫти самоиздат мар.ЧАплӑ кӗнекесем. Пиншер чӑваш переписьре хӑйне сувар=чӑваш ҫыртарса вырӑсланнинчен ҫӑлса хӑварнӑ.СВО ра СУВАР батольон неоцизма хирӗҫ паттӑрла ҫапӑҫать.Диван ҫинче ӗҫсӗр аптракансем, тем, кунта пӑтратма пикенекенсем вара слона ҫыртма пикенекене аса илтереҫҫӗ. | |
Agabazar // 1262.98.8390
2025.01.26 13:30 | |
Станьял: сёнё чăваш авалхи документсене вулама вёренетех, тетёп.А мĕн пит вĕренмелли пур унта? Вырăс леттопиçĕсене авалхи вырăсла çырнă. Авалхи вырăсла вулама çынсем пĕлеççĕ. Хĕвелтухăç çăлкуçĕсене арабла çырнă. Арабла вулама çынсем пĕлеççĕ. Чул юпасенчи çырусем каллех араб саспаллийĕсемпе. Вула хырăм çурăлса тухиччен. Талăкĕ талăкĕпе вуласа лар. Анчах хуть те мĕн чухлĕ вуласа ларсан та, унти çырусем улшăнмаççĕ, мĕнле çырнă çавăн пекех юлаççĕ. Çырăва улăштарма хăтланса манипуляцисем тума пулать, анчах сана пурпĕрех алăран кап! çеç ярса тытаççĕ. Вара мĕнпур юлнă ĕмĕрне «шулĕк» ятпа пурăнса ирттерме тивет. Паллах, мĕн те пулин çĕнни тупма пулать. Анчах та нимле çĕнĕлĕх те халиччен тупнă çырусене улăштарма пултараймасть. Андрей Сергеевич Сараевăн çĕнĕ статйисене вуланă пуль? Питĕ кăсăклă! Нимĕçсем патĕнче ăс пухнă Валиди-Тоган тата Харьковри Ковалевский еплерех манипуляцисем тунине тăрă шыв çине кăларнă. (Усал шухăшпа мар аппаланнă лешсем, анчах мапипуляци вăл пурпĕрех манипуляци). Вопшĕм, çав япала патнех таврăнатпăр: тĕрĕслĕх пире паян кирлĕ, темле куçпа курма çук малашлăхра мар. | |
Agabazar // 1484.93.3620
2025.01.26 22:15 | |
Маррăн "Чуваши-яфетиды на Волге" кĕнекине тахçан эп кăранташпа вуласаччĕ. Марра та манма май çук паллах, анчах та наукăри вульгарлă теорисен калама çук пысăк хăрушлăхĕпе сийенĕ пирки те асран яма юрамасть.Маррăн «яхват теорийĕ» («чĕлхе пирки çĕнĕ вĕрентÿ») хайхи «сувар» текен япалапа тачă çыхăннă.. Марр Шупашкарта икĕ хут пулса докладсем вуласа панă, çапла майпа хăшпĕр çынсене «суваризм» текен чирпе те ун чухнех чирлетсе янă. Кунсăр пуçне вăл Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн ĕнтĕ ирĕлме пуçланă юлашкилĕхĕнче те пулса курнă пулмалла. Унта та çав «сувар» текеннинех тĕртнĕ. Николай Яковлевич Марр ăслав историйĕнче Трофим Денисович Лысенко ячĕпе юнашар тăрать. Уйрăмлăхĕ çакă çеç: Марр текеннине Сталин юлташ тăрă шыв çине кăларса ĕлкернĕ (1950-мĕш çулта). Лысенко текенни вара ăслав тĕнчинче 1965-мĕш çулчченех тытăнкаласа тăнă. Каламасăрах паллă. тата тепрер çул пурăннă пулсан, 1953-мĕш çултах вилмесен, Сталин юлташ çав Лысенко аккачемĕке те лăскаса тăкатчех ĕнтĕ. Анчах та ĕлкĕреймен. Çапла вара Лысенко 1965-мĕш çулчченех çынсен тĕнкисене илсе пурăннă. Марр акккадемĕке хальхи вăхăтра ырăпа асăнакансем пур-и? Паллах, çук. Тен, хăшпĕри ăна чĕлхесем нумай пĕлнĕшĕн мухтама пултарĕ (анчах та чĕлхесем пĕлни ăслав ĕçĕ мар-ха...). Лайăх тамада пулнине палăртаççĕ, ĕçкĕ-çикĕсем ирттерме пĕлнĕ. Тата ытти çавнашкал япала. Анчах та ăна никам та уччонăй тесе шутламсть (вăл шутра илнĕ пĕлÿ енĕпе те — Петербург университетĕнче вăл чĕлхе енĕпе мар вĕреннĕччĕ пулас). |
Антон Салмин çырнисем вара — темиçе хут хăрушăрах.
Тутарсене, мĕн каланине йышăнмасан та, ăнланма пулать. Вăсем Атăлçи Пăлхар еткерлĕхне алăран вĕçертесшен мар. Мирфатых Закиевăн юлашки кĕнекисенчен пĕринче кун пирки анлăн, темиçе страницăра, «ăнлантарса кăтартнă». Çатăрласа тытнă та — ямаççĕ.
Анчах та Антон Салминăн тата ытти çавнашкал хамăр пек кăптăрмăш чăвашсен ку тĕлĕшпе мĕншĕн мекĕçленмелле-ха? Мĕн нушаран!
Мĕншĕн Ашмарина тата ыттисене ним шеллевсĕр çÿп-çап шăтăкне кăларса пăрахмалла? (Вариант: мĕншĕн Ашмарин пирки вăл пăлхар-чăваш вĕçе-вĕçлĕхĕшĕн тăман тесе суймалла?).
Кунти пирĕн официозлă историксем Салмин хыççăн сикме васкамаççĕ-ха, тейĕпĕр. Анчах ку тĕлĕшпе те мăнаçланмалли сахал.
Антон Салмин «сăвар» пирки «сÿпĕлтетме» пуçлани чылай пулать ĕнтĕ. Йăлт тилĕрсех кайнă темелле.
А эпир пур — çаплипех çывăратпăр. Ним те пулман тейĕн.
Ӳркенмен ăста пулнă, вăтанман юмăç пулнă. Çапла калатчĕ кукамай.
Халь вара çавна пачах урăхла çавăрса хума тивет:
Вăтанман — уччоннăй пулса тăнă.
Питех те шел. Вăтанса тăраканнисем вара — урăххисем. Эпир. Испанла намăс, теççĕ.Калас пулать, «суваризм» темине Марр текен суя академик туртса кăларнă. Чăвашсем маттур, Марр академик пусăмне чăтса ирттернĕ, хайсене суварлатма питех паман. Каярахпа Сталин юлташ Марр академика тĕппипех лапчăтса хума пулăшнă. Тавтапуç ăна, Сталин юлташа, çавăншăн.
Ĕнтĕ Марр суя академиксене чăтса ирттертĕмĕр те, халĕ вара Салминсен мăшкăлĕ пулса тăрăпăр-и? «Йăвача» юмахри пек, кашкăртан тарса ÿксе чее тилĕ çăварне лекĕпĕр-и?