Agabazar // 1541.63.1454
2025.01.27 10:24 | |
Вырак // 1417.52.3180
2025.01.28 07:28 | |
Ан та кала.Айван Музыкантовпа Казанков СУВАР тесе ят панӑ ансамбльпе крепоҫне.Чи чаплӑ чӑваш стилӗпе тунӑ ресторан каллех СУВАР.СВО паттӑрӗсем те СУВАРсемпе ҫыхланса кайнӑ.Сталин ҫитместь вӗсене! | |
Agabazar // 2773.32.0761
2025.01.28 14:42 | |
Калас пулать тата тепĕр хут, Антон Кириллович Салмин хăйĕн Марр аккачемĕкрен илнĕ «савир эпопейине» тутарсемпе мирлешес шутпа туса пырать. Уççăн палăртнă тĕллевĕ шăпах çакăн пек. Ку тĕлĕшпе вăл хăйĕн шухăшне пачах та пытармасть.
Мир!Дружба!Жвачка! Пăлхар еткерлĕхне вăл тахçанах ĕнтĕ тата пĕтĕмпех тутарсене «сутса янă». Хаклă тутарсем! Пăлхарлăх пĕтĕмпех — сирĕн! Пирĕн, чăвашсен, унта нимле ĕç те çук! — вăт çавнашкал лейтмотив. Çакна кура Хусан уччонăйĕсем çине-çинех алă çупмалла пек ĕнтĕ: аплодисмент хыççăн аплодисмент! Чăннипе вара пачах та ун пек пулса пымасть. Мĕншĕн-ха?Мĕншĕн Мир!Дружба!Жвачка! текенни ниепле те шăвăнасшăн мар? Пирĕн чăваш историкĕсем Антон Салмин пултарулăхĕ тĕлĕшпе çывăрса выртнă чухне, хайхи хусансем кунта та пиртен темиçе хут чĕрĕрех пулчĕç. Мĕн-ма-ха хусансем-тутарсем чăвашсен «суваризмне» йышăнасшăн мар? Ара вăл вĕсемшĕн питех те шăл çемми пек пулмалла-çке? О забавных галлюцинациях чувашских историков о сувар-язычниках, Серебряную Булгарию и булгарских монастырях (Искандер Измайлов) Мĕншĕн-ха Антон Салмин, тем пек тăрăшсан та (качамачи хуçса кăтартманни кăна!), тутарсене юраймарĕ? Мĕншĕн? | |
Agabazar // 1197.28.8428
2025.01.29 04:58 | |
Вырак: Ан та кала.Айван Музыкантовпа Казанков СУВАР тесе ят панӑ ансамбльпе крепоҫне.Чи чаплӑ чӑваш стилӗпе тунӑ ресторан каллех СУВАР.СВО паттӑрӗсем те СУВАРсемпе ҫыхланса кайнӑ.Сталин ҫитместь вӗсене!Ан пытан Музыкантовпа Казанков çурăмĕсем хыçне. Музыкантовăн личнăй ансамблĕ мар вăл. Ăна, йăнăшмастăп пулсан, СССР вăхăтĕнчех йĕркеленĕ, Трактор савучĕ çумĕнче. Казанков Параньга районĕнчен Звенигово районне мĕншĕн куçса килнине пĕлетĕн-и-ха? Ывăлĕ лери çармăс ачисемпе выляса ÿссе çармăс шкулĕнче вĕренессинчен хăраса ÿкнипе. Çапла вара унăн ывăлĕ çармăслăх витĕмĕнчен ăнăçлă хăтăлнă темелле. Халь вара эс пире çав Казанкова «суварлăх» тĕлĕшпе çав тери пысак авторитет теесшĕн-им ĕнтĕ? Çапах та тĕп ыйту ку мар. Мĕншĕн-ха çав ансамбле тÿрех «Пăлхар» тесе ят паман? Трактор савучĕн Гендиректорĕ Мингазов тутар пулнă та, çавăнтан хăраса ÿкнипе-и? Каярахпа вара, «Суварята» сиксе тухнă чÿхне, кам пит хăратнă? Ун чухне Мингазов пулман вĕт гендиректорта? Çавнашкал ят вырăнне «Пăлхар чĕпписем» е ăна çывăх урăх ят панă пулсан мĕн пулатчĕ? Антон Кириллович Салмин систерчĕ пире хăй тутарсенчен çав тери хăранине. А эсĕр вара? Казанковсемпе Музыкантовсем тата Трактор савучĕн (Трактор савучĕн культура керменĕн) тĕрлĕ вăхăтри ертÿçисем мĕнрен хăраççĕ? | |
Валери ТУРКАЙ // 1099.05.4843
2025.01.29 08:58 | |
Çунтар та ĕнт,ĕнт те çунтар, Акапасар, Вырак йышшисене!
Вĕсем эс пĕлнин 10 процентне те пĕлмеççĕ! Анчах та хăйсене хăйсем академиксем пек тытаççĕ. Валери ТУРКАЙ. 29.01.25 | |
Вырак // 1417.52.3180
2025.01.29 19:44 | |
Казанков- гений! | |
Agabazar // 3567.45.6100
2025.01.30 02:37 | |
Иван Иванович Казанков — гений. Анчах та гений пулсан та, вăл пирĕн пек çынах. Хам комментрири тĕслĕхе çавăнпа илсе кăтартрăм.
Сиктĕрмери «Çĕнĕ Сăвар» проекта, ахăртнех, вăл мар шутласа кăларнă. Анчах та ыттисем сĕннипе явăçнинче те ним усалли те çук темелле. Ман шутпа, асăннă проекта Геннадий Зюганов ырлани те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă. Шăпах çавăнпа ĕнтĕ вырăнти Тутарстан элитисем те хирĕç тăрайман. Çав вăхăтарх Геннадий Зюганов та Иван Казанковпа тачă çыхăннă. Мĕншĕн иккенне пĕлетĕр. Искандер Измайлов хытă тиркет-ха та, анчах та вăл тиек тата чиновник мар. Калас пулать, «Çĕнĕ Сăвар» тесе Тутарстанта Сиктĕрмене мар, Сăпас районĕнчи Кузнечихăна калаççĕ. Анчах та Кузнечиха чăваш ялĕ мар. Унта вырăссем пурăнаççĕ. | |
Валери ТУРКАЙ // 1099.05.4843
2025.01.31 06:24 | |
Иван Иванович КАЗАНКОВ гений-и, гений мар-и, анчах та ăна пире,чăвашсене, 21-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче Турă ярса пачĕ -- Чăваш Ятне-Сумне тата çÿлерех çĕклеме! Эпĕ кун пирки иккĕленместĕп!
Тĕнчекурăм-менталитет тĕлĕшпе унпа (хисеплĕ И.И.Казанков - питĕ талантлă зоотехник) Алмантай текен "сăварçă" темиçе çул çине тăрса ĕçлет, истори ăслăлăхĕнчи пур пек пĕлĕвне Иван Иванович çине "тиет". Акапасар, Михаил Романович ФЕДОТОВ пирки мĕн шутлатăн? Пурнатпăр-ха! Валери ТУРКАЙ. 31.01.25 | |
Agabazar // 1524.8.9930
2025.02.03 16:04 | |
Валери ТУРКАЙ: Акапасар, Михаил Романович ФЕДОТОВ пирки мĕн шутлатăн?Михаил Романович ФЕДОТОВ — ашмаринçă, ура тупанĕнчен пуçласа пуç тÿпи таранчченех. Хăйĕн ĕçĕсене ăслав-теори енчен çÿллĕ шайра туса пынă. Анчах та кунта проблема мĕнре-ха? Паянхи неосуварçăсем Михаил Романччăна та, ытти паллă ашмаринçăсене те хăйсене майлăн çураçма мекĕçленеççĕ. Унтан та ытларах, вĕсем Ашмарина хăйне те суварçă пек кăтартасшăн тăрăшаççĕ. Калăпăр, ку А. К. Салмин ĕçĕ-хĕлĕнче сисĕнет. Паллах, çакă пĕтĕмпех ултав, вĕсенче нимĕнле суварлăх та çук. Акă, М. Р. Федотовăн Чăваш чĕлхин этимологи сăмахсарĕнче «Чăваш» статья та пур. Унта вăл ку сăмахăн çармăссен тутарсене пĕлтерекен «суас» сăмахĕпе çыхăну пуррине палăртать. Çав вăхăтрах вăл «чăваш» сăмах Атăлçи Пăлхарти сăварсемпе çыхăннине çирĕплетме килĕшмен. Этимологи словарĕнчи пысăк «Чăваш» статьяра та çавна нихăш енчен те çирĕплетмест. Валери ТУРКАЙ: Пурнатпăр-ха!Паянхи сăварçăсем, çав «сăвар» тенине, çине-çине пур тĕлте те янраттарса, цемент пек хытарса хăварма пултараççĕ. Кайран çавна, тем пек тăрăшсан та, каялла хăйпăтса илейместĕн. Чăнах та çапла пулĕ теместĕп, анчах проблема пур. | |
Валери ТУРКАЙ // 1099.05.4843
2025.02.04 06:20 | |
Килĕшетĕп, Акапасар! Хăрушлăхĕ, чăнах та, пысăк!
Валери ТУРКАЙ.04.02.25 |
Вырак ачам, Пăлхар еткерлĕхне хăйпăтса илсе çавна «сувар» çумне çыпăçтарса хуни мĕн пулать вăл? Тĕрĕс, çавна «вăрăлла ĕç» теççĕ.
Çапах та, Вырак юлташ, мĕншĕн Пăлхартан пит хăран-ха?
Мĕншĕн пăлхар пулма хăран? Мĕн пур унта çав тери хăрушши?
Акă Антон Кириллович Салмин пире каласа пачĕ мĕншĕн (камсенчен) хăранине. Тутарсенчен çав тери хăратăп, тит.
Эс вара камсенчен хăран? Мĕншĕн: "Эп — пăлхарсен тăхăмĕ!" — тесе çăвар туллин калаймастăн?
Эх, Сталин юлташ сăмахĕ çитмест çав! Çав касать.
Вăл сире тахçанах, Марр суя аккачемĕкпе пĕрле, тăрă шыв çине кăларнă пулĕччĕ! (Марр е Лысенко пирки аккачемĕк тесе «суя» тенине хушмасăр та калама пулать, мĕншĕн тесен вăл ята, пĕр панă хыççăн, каялла туртса илмелли майсем çук).