Agabazar // 1088.5.2431
2023.02.28 20:05 | |
![]() |
|
николай григорьевич кондрашкин, скульптор // 2467.56.0384
2023.03.01 18:01 | |
Анлантам таванам, санан та манни пекех чуна ыратать. Тав сире! перле еслер ха малалла та... | |
николай григорьевич кондрашкин, скульптор // 2467.56.0384
2023.03.01 19:33 | |
Где есть человек, там есть и случай сделать ему добро.
(Сенека) | |
Атнер // 3959.00.8771
2023.03.02 16:08 | |
Сенека калани кирĕ и пире?.Кам вăл?.Хăш ялтан?.Станьял мĕн каланă кун пирки- вăт мĕн пĕлтерĕшлĕ! | |
Евразиец // 3592.88.7110
2023.03.02 19:13 | |
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: нарушение правил написания комментариев (пункты 1.3,1.11) | |
Agabazar // 1088.5.2431
2023.03.02 19:38 | |
![]() |
Станьял мĕн шутланине пĕлме аякка каймалла мар, ак çак тĕле çеç пăхмалла — https://chuvash.org/blogs/comments/5962.html |
Вулакан // 8152.9.4286
2023.03.03 21:07 | |
Агабазар,Станьялӑн эсӗ сӗннӗ статьине вуларӑм та тӗлӗнтӗм,мӗнле винегрет вара ку.Мӗн калас тенӗ-ши шурсухал.Таҫта та кӗре-кӗре тухать,статьян шӑнӑрӗ ҫук.Ҫав тери пӑтрашуллӑскер. | |
Вулакан // 8152.9.4286
2023.03.03 21:19 | |
Агабазар,эсӗ ӑслӑ ҫын.Тутар сакки ҫине саваламасӑр ларма хушман.Тутарсен чӑнлӑхӗ хӑйсене майлӑ.Тутар ӳтӗнче чӑваш юнӗ чупнине нихӑҫан та ӗнентереймӗн. | |
Agabazar // 1444.18.2256
2023.03.04 10:14 | |
![]() |
Станьял шухăшне пĕлмелле терĕç те — эпĕ сире кăтартрăм. Тата мĕн кирлĕ? Мĕн çитмест?
Вăт, хăвах шутласа пăх: пĕр ĕмĕре яхăн каялла, А. П. Ковалевский текен «банддеровццă», 20-30 çул хушши шутласа çÿренĕ хыççăн, пĕртен-пĕр тĕлте «саван—суваз—сувар» пек тетте тупнă та, эпир вара, айвансем, панхи кунччен те çав теттепе вылямашкăн пăрахаймастпăр. «Вырăх» текенни те çав тĕлтенех. Кирлех-ши пире «бандеровццăсем» алăран тыттарнă çавнашкал тетте? Ковалевскийсĕр пуçне тата Марр академик пулнă пире «суварпа» илĕртекенни. Анчах та вăл çынна 1950-мĕш çултах Хăватлă Сталин аркатса тăкнă. https://ru.wikipedia.org/wiki/Марксизм_и_вопросы_языкознания |
Agabazar // 1444.18.2256
2023.03.05 06:29 | |
![]() |
Вулакан // 8152.9.4286 2023.03.03 21:19 Агабазар,эсӗ ӑслӑ ҫын.Тутар сакки ҫине саваламасӑр ларма хушман.Тутарсен чӑнлӑхӗ хӑйсене майлӑ.Тутар ӳтӗнче чӑваш юнӗ чупнине нихӑҫан та ӗнентереймӗн.Пирĕн А. К. Салмин пур, çавă акă мĕн калать. Тутарсем Пăлхар еткерлĕхне ярса илнĕ те, унта чăвашсене патне те пыртармаççĕ. Вара пирĕн, чăвашсен, çавна кура, лăпланса лармалла имĕш. Лăпланса ларас тени мĕне пĕлтерет-ха? Пăлхар улпучĕсем сĕтел çинчи суварла шăмăсене, кышласа çутатнăскерсене, йытăсем тĕлĕшпе çапла тунă евĕр, пăрахса параççĕ те, çавăнпа савăнса пурăнмалла иккен. Кышла, чăваш, сувар шăммине! Эп кунта Хусан уччоннăйĕсен çакнашкал тăрăма хирĕçле каланă сăмахĕсене илсе кăтартрăм. Мĕнрен начар ку? Эсир вара емĕрĕ-ĕмĕрĕпе çав сувар шăммисемпе тăранса пурăнасшăн-и? Тутар шăнăрĕсенче чăваш юнĕ чупни пирки каларăн-ха та, анчах та акă пĕр факт. Чăваш полицитемийĕ текен япала пур. Ăна çавăн пекех çармăссемпе удмуртсем тата итальянсем патĕнче тупса палăртнă. Анчах та вăл япалана тутарсем хушшинче тупман теççĕ. Мĕншĕн? |
Унашкалли чăнах та пур, Фра-Мауро картти çинче. Çавна чăн малтан асăрхаканнисем — Хусантан. Акăш-макăш хăватлăн çĕклесе яраканни — В. Д. Димитриев.
Анчах та çав Веда Суар текенни шăп та шай ăçта пулнине тĕллĕхлĕн (географилле координатсене кăтартса) пĕлме май çук. Ну пулма пултарнă ĕнтĕ хальхи Шупашкар тĕлĕнче. Анчах та ăна çав майпах Сĕнтĕрвăрри, Ильинка е Çĕнĕ Шупашкар тĕлĕнче теме те май пур.
Ку темех мар-ха, тейĕпĕр. Анчах та ăна Вырăхпа, сувар халăхĕпе çыхăнтарма мекĕçленни — ахраталла сĕтĕрсе каять.
Нивушлĕ вара чăваш историйĕнче çав Вырăхсăр пуçне урăх паттăр юлман?
Кăтрак палăкĕ монуменчĕ пысăк çитĕнÿ пулчĕ. Анчах та çак чăнах та пысăк çитĕнĕве, шел пулин те, йÿнетсе яма та пулать. Енчен те малашне пули-пулми япаласемпе аппаланма пуçласан.
Йытă вĕрет те караван малаллах каять текен каларăша вара эсир те, Виктор Отставнов та тĕрĕс мар ăнланатăр пулмалла. Йытăсем вĕрни караваншăн питĕ кирлĕ. Мĕншĕн тесен йытăсем, караван шутĕнчех шутланаканскерсем, усал-тĕселе айккинелле хăвалаççĕ. Сăмахран, пушхирти шаккалсене.