Автор статьи - неглупый человек, даже творческий. Но, бедняга, смотрит и слушает телевизор и всяких реакционеров вроде мих-х. Плюньте, Владимир! И не смотрите тв! Это вредно. Берегите нервные клетки. Даже смотреть за осами - полезней. Они не поддаются политической и милитаристсеой имперской пропаганде.
Çыр-ха эппин илемлĕхлĕ литература, çыр. Купи-купипе çыр. Анчах та публицистика та илемлĕхлĕ литература шутнех кĕрет.
Вырăс чĕлхинче «шыв» сăмах çук. Вырăсла «шыв» тени «вода» пулать. Шыв тенине вырăсларан чăвашла куçарнă пек кăтартасшăн пуль-ха та. анчах та апла та мая килмест. Шыв сăмаха кунашкал пĕлтерĕшпе чăвашсем те каламаççĕ мар.
"Чăваш та блогер...» тенине вара хамăрăн чăваш гимнĕнче каланă пек патлатттартăн: "Отныне и чуваш крылат..."
Пурте çунатлă: вырăсĕ те, тутарĕ те, çармăсĕ те... Халь вара чăваш та çунатлă иккен.
Пуринчен кайран. Маларах вара çунатлă пулайман. Çăпатине сырса кая тăрса юлнă (Гимнри çав кăлтăка эп çеç курнă тесе ан шутлăр, калăпăр, пичетре ун пирки Владимир Иванов прахвиссăр та каланă).
Халь вара тата чăвашсем, каллех пуринчен кайран, блогер пулма хатĕрленеççĕ иккен.
Анчах ку Изачак текенни, чăннипе, хăйне пачах та чăваш пек курмасть. Чăвашлăх уншăн — сăхман çумне ăнсăртран пырса çыпçăннă улăм пĕрчи пек çеç....
Акапасар, блогерство никогда не будет художественной литературой. Это тоже самое что телегу назвать автомобилем. Давно нп был на сайте, но как вижу, знания у комментаторов остались на том же уровне, как и культура. Но скатываться на твою уровень не собираюсь, ты там давно и однозначно сильнее. Хотелось верить, что здесь произошли значительные изменения. Но увы и ах!
Ан мекĕçлен. Публицистикăна илемлĕхлĕ литература пайĕ тенĕ. Хăвăнпа ху кĕрешме пултаран. Ăнкарман çĕре пырса ан перĕн. Эп чăвашла çырни патне хăвăн вырăсла çырнийÿпе пырса перĕнтĕн те, тÿрех «уровень» пирки сÿпĕлтетме пуçларăн. Анчах та шай тени мĕнле чĕлхепе çырнинчен килмест вăл.
Блогерство илемлĕхлĕ литература мар тени мĕнпе çыхăннă-ха? Чăн та, эп çакна пĕлместĕп. Ахăртнех, кун пирки литература теоретикĕсенчен ыйтмалла. Чи кирли кунта — авторлăха çирĕплетме май пулни е май çукки. Ара, такам çырса пырать-ха ăна çав блогер ячĕпе Интернетра?
Анчах та судпа айăпламалла пулсан таçтан-таçтан шыраса тупаççĕ авторсене.
Литература тĕпчевçисем çавнашкал шыравçăсенчен мĕнрен кая? Эппин вĕсем те Интернетра чăннипе кам çырнине тишкерме пултараççĕх пуль.
Авă, Кĕркури Перельман, Пуанкаре гипотезине ĕнентернĕ. Ĕнентерĕве Интернетра çакса хунă. Ку тĕлĕшпе унăн хут çине çырнă статья е кĕнеке çук та пулмалла.
Çавна май Кĕркури Перельман ĕçхĕлне математикăпа пачах та çыхăнман темелле-ши? Çук пулĕ.
Унăн ĕнентерĕвне виçĕ институт ятарласа тĕрĕсленĕ: иккĕшĕ Америкран. пĕри — Киттайран.
Тĕрĕсленĕ те — Кĕркурие тÿрре кăларнă. Шарлаттан мар, чăннипех математик.