Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Шӗшкӗ авмасӑр мӑйӑр татаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Иван Саландаев: Псевдоним тупрӑмӑр

Иван Саландаев21.12.2022 16:453067 хут пӑхнӑУлӑштар Кӑларса пӑрах

Чӑн пулни

Ӗлӗкрен пыракан йӑлапа, писательсемпе журналистсенчен чылайӑшӗ хушма ят (псевдоним) йышӑнать. Пирӗн редакцире те ҫак йӗрке пурнаҫланса пынӑ. Николай Осипович Падиаров, акӑ хӑй ҫырнӑ статья-заметка айне «Каю» е «Осенин» тесе алӑ пусатчӗ. Петр Иванович Фомин малтан «Хумма Петӗрӗ», каярахпа «Тусли» ятпа ҫыратчӗ. Василий Федорович Чураков «Сарри» хушма хушамат йышӑннӑ. Геннадий Семенович Смаев «Гендоз» пулса тӑчӗ. Мана ӗҫе пуҫӑнсанах юлташсем «Анаткас» ят пачӗҫ. «Купӑс Иванӗ» те, «Ивмих» та, «Упиади» те эпех. Владимир Николаевич Михайлов «Ула Тимӗр» пулса сӑвӑ хыҫҫӑн сӑвӑ шӑрантаратчӗ...

Пӗр сотрудник тивӗҫлӗ канӑва кайрӗ те, ун вырӑнне ҫӗннине йышӑнтӑмӑр. Ҫынни паллӑччӗ-ха районта: унӑн сӑввипе Шӑмӑршӑ гимне ҫырнӑ. Виталий Николаев ҫаннисене тавӑрсах ӗҫе пуҫӑнчӗ.

— Ҫынсен пурин те псевдоним пур, мана та тупса парӑр-ха! — терӗ вӑл ирхи планеркӑра.

Хайхи пурте пуҫ ватма тытӑнтӑмӑр: мӗнле хушма ят шыраса тупмалла-ха ун валли?

Чимӗр-ха, чимӗр, Виталий шӑп та лӑп «операция «Ы» и другие приключения Шурика» кинокомедири тӗп сӑнар пекех вӗт! Каснӑ-лартнӑ Шурик: ҫӳллӗшӗпе те, сӑн-пичӗпе те, хӑйне хӑй тыткаланипе те... Куҫлӑхӗ те ӑна Шурик сӑнне кӗртет.

— Виталий Шурик! — кӑшкӑрсах ятӑм эпӗ. — Кунтан чаплӑ псевдоним тупаймӑр.

Ҫапла кула-кула Николаев ҫумне «Шурик» ят «ҫыпӑҫтартӑмӑр».

— «Жулик» тесе ҫеҫ ан калаччӑр ҫынсем, — шӳтлетчӗ Виталий Васильевич.

«Виталий Шурик» ятпа икӗ-виҫӗ заметка ҫырма ӗлкӗрчӗ те Николаев, пирӗн патӑртан пӑрахса кайрӗ. «Чун ирӗке туртать, чапа тухма ҫук сирӗн патӑрта», — ҫапла каласа уйрӑлчӗ пиртен Виталий.

«Шурик» ят вара ун ҫумне сурӑх пек ҫыпҫӑнчӗ. Шӑмӑршӑра сӑвӑ ҫыракан Николаев тесен пурте: «Шурик-и?» — тесе ыйтатчӗҫ.

 

Ив.САЛАНДАЕВ (Купӑс Иванӗ).

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 9163.4.2819
2022.12.21 18:06
Agabazar
Упиади мар. Ун пек пулма пултараймасть.
— Е Убиади
— Е Упиачи

Иккĕшенчен пĕри.

А леш малтан çырни вара — «ни рыба, ни мясо...»
Иван Платонов // 1997.92.8456
2022.12.21 22:30
Эх-эх-эй... Сарпиге, Агатуй тенисем йăлана кĕнĕ вĕт. Ăнланмасăр калаçас марччĕ.
Agabazar // 2536.0.1412
2022.12.23 12:55
Agabazar
Чăннипе вара Сарбиге, Агадуй пулмалла.

Кам мĕнле пултарать, çапла хăтланать. Мухтанмалли кун пек лару-тăрура ним те çук. Ятарлă йĕркевсем кирлĕ. Лараççĕ унта Юрий Виноградовсем кирлĕ мар япаласемпе аппаланса.

Умра тем чухлĕ ĕç, тăваканни никам та çук. Сÿтĕлчĕксем хырăмĕсене каçăртса çÿреççĕ, çавă пур ĕнтĕ....

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем