Agabazar // 3278.37.2708
2022.09.24 22:18 | |
Чăвашла калаçăр, Виталий Петрович. | |
Станьял // 3206.3.6276
2022.09.24 22:51 | |
Сивĕтеççĕ чăваш чĕлхинчен, Акапасар, Мана хаçатсем пичетлесĕр кÿрентерчĕç. Халь те чĕлхерен мăшкăллаççĕ. Шкул, сăмахран, пуçламăш классенчен (Чăваш чĕлхи, 2 кл, Блинов т.ыт.) пуçласа "Халăх шкулĕ" таран " Çĕршыв, тимĕршапа, чăрăштăрри..." сăмахсене уйрăм çыртараççĕ. Ман ват пуçа çапаççĕ, мурилешшĕсем! Республика пуçлăхĕсем таранах нăйкăшрăмăр,Мĕн вара? Кĕçех татарла калаçма пуçлас пуль... | |
Евразиец // 1855.68.3619
2022.09.25 11:21 | |
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: комментари ҫырас йӗркене пӑсни (1.11-мӗш пункт) | |
Мĕтри Ванччă // 3908.34.5944
2022.09.26 07:42 | |
Паллăран та паллă чăваш ăсчахĕ тата общество деятелĕ (çитменнине, пурисчĕ, "страница" сăмаха "хутъен" е "питъен" тесе çырма чĕнекенскер) чăваш халăх сайтĕнче чăваш журналĕ пирки чăваш вулаканĕ валли вырăсла çырни мĕне пĕлтерет-ши, çапах та? Ман шутпа, е статьине вырăссем валли çырнă, е чăвашсене часрах вырăс чĕлхи çине куçма чĕнет хăйĕн тĕслĕхĕпе. | |
Agabazar // 3278.37.2708
2022.09.26 09:57 | |
Çĕршыв, тимĕршапа, чăрăштăрри... йышши сăмахсене уйрăм çырма юрать. Петĕр Яккусен çапла пиллесе хăварнă (пĕччен мар, хăйĕн айкомиссийĕпе пĕрле). Анчах та ... «хазяин — барин». Вырăнта ларакансем чарса тăраççĕ пулсан — ним те тăваймастăн. Вĕсене вырăна лартакан вăйсем çукрах.
Юрать терĕм-ха та, анчах та ку Петĕр Яккусем пиллесе хăварнăран çеç мар. Орфографи йĕркевĕсен 75-мĕш параграфĕ те çапла хушать | |
Геннадий // 3419.87.9903
2022.09.26 10:30 | |
"Где-то валяются листы о Сироткине, Канюкове, Агакове, Эктеле... Нужды в них сейчас не вижу." Мĕншĕн вара , Виталий Петрович ? Хаваспах йышăннă , вуланă пулăттăмăр ! | |
Пинерпи // 7060.5.2022
2022.09.27 11:00 | |
Виталий Петрович, чăваш хаçачĕсене те тишкерсе тухăр-ха пĕрре çапла - хупăнса пĕтиччен | |
Вырăк // 1726.84.3785
2022.09.27 17:38 | |
Ватăлчӗ Станьялӑмăр.Тӑван чӗлхене те манса пырать.Такама айӑплать пӗрмай.Ҫырчӑр пӗрле е уйрӑм, сана мӗн ӗҫ?.Кӗҫех чăвашла ҫырма пӑрахӗҫ пачах.Мӗн пайлатӑр?. | |
Agabazar // 3278.37.2708
2022.09.29 21:20 | |
<<Вырăк>>, эсĕ ни пĕрле, ни уйрăм, ни хăяккăн, ни урлă çырма пултарймастăн. Ахаль çеç хăлаçланатăн кунта. Юратмастăп сан пек шутсăр ăслă çынсене. |