Ҫӗртме пуҫламӑшӗнче чӑваш халӑх писателӗ Денис Гордеев, Каҫал енчи Асанкасси каччи, нумай калавсемпе повеҫсен хуҫи, хӑюллӑ журналист пурнӑҫӑн 85-мӗш ҫулне утса кӗчӗ. Ӑна шкул ачисем, ентешӗсем, вулакансем уяв тусах хаваслӑн саламланӑ. Манӑн пӗрле ларсах савӑнмаллаччӗ, паллӑ ҫулӑн кашни кунӗ питӗ хаклине палӑртмаллаччӗ — анчах ватлӑх эпир картнине йӑлтах пурнӑҫлама май памасть ҫав.
Институтра пӗрле вӗренни, Нурӑсри ачасен ҫуртӗнче, «Коммунизм ялавӗ» хаҫатра пӗрле ӗҫлени, инҫекурӑмпа тухса калаҫнисем куҫ умӗнчех, кӗнекӳсем - сентре ҫинче. Коопераци институчӗн студенчӗсемпе онлайн калаҫу ирттернӗ чухне сана чӑваш литературин аслӑ гвардийӗ шутне кӗртсе калаҫрӑм. Тивӗҫлипе мухтарӑм!
Тинӗс тусӑм, хум хыҫҫӑн хум ывӑтма, ӗмӗт хыҫҫӑн шухӑш сӑвӑрма пӑрахмасса сунатӑп. Тепре куриччен!
Виталий Станьял
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.