Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тимофеев В.Н.: Вырӑнти вӑхӑта Чӑваш Ен Тутарстанпа пӗрле куҫмалла!

Тимофеев В.Н.25.06.2021 10:314144 хут пӑхнӑУлӑштар Кӑларса пӑрах

Совет саманинчен пуҫласа пӗр 20-30 ҫул хушши ҫуллахи тата хӗллехи вӑхӑтсемпе пурӑнтӑмӑр эпир. Ку куҫарусем урӑх пулмаҫҫӗ ӗмӗрте те!

Пӗртен-пӗр май-меслет — Мускав вӑхӑчӗпе сывпуллашасси! Вырӑнти вӑхӑтпа пурӑнма пуҫламалла пирӗн. Анчах, пирӗнтен хӗвелтухӑҫ енче вырнаҫнӑ регионпа Тутарстанпа! Тутарстанпа пӗрле вырӑнти вӑхӑтпа пурӑнма пуҫласан тин ку вӗр-ҫӗнӗ пархатарлӑх ӗмӗрлӗхе ҫирӗпленӗ!

Чӑннипех те, Тутарстан хӗвелтухӑҫ енчен Пушкӑртстан Республикипе чикӗленет. Пушкӑртстан Мускавран икӗ сехет малта пурӑнать (+2). Тутарстанӑн пӗр сехет малта пурӑнмалла-ха, ӗнтӗ, Мускав вӑхӑчӗпе пурӑнакан регионсенчен (+1). Темӗншӗн Тутарстанӑн Мускав вӑхӑчӗпе пурӑнмалла?

Чӑваш Республикинче вырӑнти вӑхӑт хуҫаланма тытӑнать, тейӗпӗр! Паллах, пурӑнӑпӑр пӗр ҫул. Кайран, каллех Мускав вӑхӑтне таврӑнма тивӗ, мӗншӗн тесен хирӗҫлекенсен йышӗ ӳссе кайӗ! Чукун ҫулпа Горький облаҫӗнчи Пильна станцийӗнчен Тутарстанти Свияжск станцине ҫити икҫӗр километртан ытларах мар республикӑмӑрӑн сарлакӑшӗ. Шӑмӑршӑран вырӑнти вӑхӑтпа пурӑнакан Чӗмпӗре ҫитме каллех Тутарстанӑн Ҫӗпрелӗ витӗр каймалла! Мускав енчен Хусан еннелле ҫул тытсан вырӑнти вӑхӑтпа пурӑнма пуҫланӑ, тейӗпӗр, Чӑваш Республики урлӑ кайӑпӑр-ши? Пильнӑра тата Свияжскра Мускав вӑхӑчӗ. Пирӗн патра (+1) пулма пултарать-и, вара? Кулӑшла!

Ӗмӗр-ӗмӗр вырӑнти вӑхӑтпа пурӑнакан Удмурт Республики пур пирӗн! Раҫҫейри Атӑл тӑрӑхӗнчи наци субъекчӗсен пурин те вырӑнти вӑхӑтпа пурӑнма пуҫламалла! Куншӑн хӑрамалла мар! Раҫҫей арканас ҫук ҫакӑншӑнах!

«Россия1-Чувашия» телеканалпа чӑваш чӗлхиллӗ кӑларӑмсем 9 сехетре тин пуҫланаҫҫӗ, 10 сехетре вӗҫленеҫҫӗ. Раҫҫейӗн пӗрремӗш телеканалӗпе ирхине 5 сехетре эпир хор юрлакан Раҫҫей гимнне итлетпӗр. Ҫав вӑхӑтрах Россия1 телеканалпа Раҫҫей гимнне оркестр шӑрантарать! Сӑмах май, ТНВ (Татарстан Новый Век) телеканалпа) икӗ чӗлхеллӗ Тутарстанӑн гимнӗ янӑрать тата 4 сехет те 55 минутра кашни ир! Вырӑнти вӑхӑтпа (+1) пурӑнма пуҫласан Россия1 телеканалпа 6 сехетре Раҫҫей гимнне итленӗ хыҫҫӑнах Чӑваш Патшалӑх гимнне пӑхма май пулӗ! Кайран 55 минут хушши чӑваш чӗлхиллӗ кӑларӑмсем пырӗҫ! 7 сехетре (Мускав вӑхӑчӗпе 6 сехетре) Россия1 телеканалпа федераллӑ кӑларӑмсем пуҫланӗҫ.

Шӑп ку самантра наци телевиденийӗпе «Ир пулсан» текен кӑларӑм пуҫланать. Вырӑнти вӑхӑтпа пурӑнма пуҫлани халӑхӑмӑра тӑван чӗлхепе пыракан телекӑларӑмсене пӑхма ҫӑмӑллӑх кӳрет!

Тата Россия1 телеканал тӳлевсӗр телеканалсен шутне кӗрет-ҫке! Пирӗн хӑшӗ-пӗри укҫи-тенкине тӳлес мар тӗллевпе наци телевиденисӗрех пурӑнма хатӗр! Пулаҫҫӗ-ҫке этемсем!

Вырӑнти вӑхӑтпа пурӑнма пуҫласси пирки, чи малтан, чӑваш чӗлхипе иртекен канашлусенче сӳтсе явмалла, паллах! Чӑваш чӗлхийӗ ҫинчен шухӑшламан этем вырӑнти вӑхӑтпа пурӑнма пуҫласси пирки шухӑшламасан та пултарать.

Самара, Чӗмпӗр хулисем Мускав вӑхӑчӗпе пурӑнмаҫҫӗ. «Проводное радиовещание» текен ырлӑх 6 сехетре Раҫҫей гимнӗпе вӑратать унти халӑха! Вӑл Самантра Мускавра 5 сехет. Вырӑнти вӑхӑта пӗр эрнерен хӑнӑхса ҫитӗпӗр. Вырӑнти вӑхӑтпа 22 сехетре ҫывӑрма выртӑпӑр. Ӗҫ кунӗсенче Россия1 телеканалпа чӑваш чӗлхиллӗ телекӑларӑмсене курмашкӑн Мускав пире хаваспах вӑхӑтне уйӑрса парӗ, мӗншӗн тесен Мускавра вӑл самантра 5 сехет анчах. Мускав вӑхӑчӗпе пурӑнса чӑваш чӗлхиллӗ кӑларӑмсене эпир 9 сехетрен пуҫласа 10 сехетччен кӑна пӑхма пултарӑпӑр! Пӑхакансен йышӗ нумаях мар, паллах!

Мускав вӑхӑчӗпе пурӑнса хамӑрӑн Наци телевиденийӗ пире питӗ-питӗ ҫывӑрас килнӗ вӑхӑтра, ирхине 5 сехетре, чӑваш чӗлхиллӗ кӑларӑмсене пӑхтарать тата! Ун чухне куракансен йышӗ пӗчӗкрех!

Ҫӗнӗ йӗрки ҫиттӗрччӗ ҫитес ҫулсенчех! Тутарстан, Мари Эл, Мордва, Чӑваш Республикисем Удмурт Республики пекех вырӑнти вӑхӑтпа пурӑнма тытӑнӗҫ!

Вырӑнти вӑхӑтпа пурӑнма пуҫлас ӑнтӑлу тӗллев хӑшӗ-пӗрисене пӑшӑрхантарчӗ пулас! Мускав вӑхӑтӗнчен уйрӑлни чӑн-чӑн ҫӗнтерӳ!!!

Ирхине 6 сехетре (Мускавра 5 сехет) проводаллӑ радиохыпарлав пире Раҫҫей гимнӗпе вӑратакан шӑнкӑрав евӗр ура ҫине тӑратать! Раҫҫей тата Чӑваш Патшалӑх гимнӗсене тӑнласан 7 сехетччен (Мускав вӑхӑчӗпе 6 сехетччен) тӑван чӗлхемӗрпе тӗрлӗ-тӗрлӗ радиокӑларӑмсем пулӗҫ! Вырӑс чӗлхиллӗ кӑларӑмсем те пулӗҫ, паллах, 7 сехет те 10 минутран пуҫласа мӗн 8 сехетччен!

Кашни 12 уйӑхран кашни Ҫӗнӗ Ҫула Мускавран пӗр сехет маларах кӗтсе илӗпӗр! Тутарстан Республики Мускав вӑхӑтӗнчен уйрӑласси пирки йышӑну тутӑрччӗ ҫеҫ!

Вырӑс патши республикӑсем вырӑнти вӑхӑта (+1) куҫасси пирки хушӑва алӑ пусса ҫирӗплетӗ! Пушкӑртстан Республики (+2) вӑхӑтран (+1) вӑхӑта куҫасса шанатпӑр! Мордва, Чӑваш, Мари Эл, Тутарстан, Пушкӑртстан Республикисем Мускав вӑхӑтӗнчен пӗр сехет маларах пурӑнма тытӑнӗҫ!

 

Тимофеев В.Н.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Владимир Изачак // 1988.38.6935
2021.06.25 14:40
Автору не трепится показать себя деятельным, предлагает затеять мышиную возню. Есть поговорка: "Когда коту делать нечего, он себе яйца лижет".
Agabazar // 1907.15.3465
2021.06.25 22:32
Agabazar
Эпир куçсан, Тутарстан куçмасан — вара мĕн пулать?

Апла та пулма пултарать-и?
Евразиец // 4677-1754
2021.06.26 11:18
Тем тума кирле. Удаленно ещлене чухне мӗнле сумлӑ эп МСК вӑхӑчӗпе пурнап тесен
Agabazar // 3850.84.3366
2021.06.26 22:43
Agabazar
Пурте пĕлетпĕр, Чĕмпĕр Совет саманинченех хăйĕн вăхăчĕпе пурăнать (Мускавран пĕр сехет маларах).

Çав вăхăтрах Чĕмпертен нимпе уйралса тăман Чăвашстан тата Тутарстан — Мускав вăхăчĕпе.

Мĕншĕн?

Ахальтен мар вĕт ку, ачсемри!
Евразиец // 1977.69.9930
2021.06.27 10:33
"Аптранă кăвакал кутăн чăмнă", - чăвашсем. Те çавăнпа чăвашсем пĕрмай кутăн чăмма хатĕр.
Agabazar // 3553.26.4142
2021.06.27 11:46
Agabazar
Евраçийццă, кам саккасне пурнăçлатăн кунта? Мĕрикканццăсем сана çакнашкал çатăлтатма хушаççĕ-им?
Евразиец // 1977.69.9930
2021.06.27 12:31
Agabazar, хăш евраçийццă патне чĕнсе калаçатăн эсĕ? Суя евраçийццăсем тупăнчĕç. Мĕрикканцăсемпе эсĕ хăв туслă теççĕ, вĕсем чăвашсене пăлхатаççĕ, ăна эсĕ ху лайăх пĕлетĕн, çÿлти хуçасем çине суда пама вĕрнтеççĕ.
Евразиец // 3018.78.3476
2021.06.27 19:25
Британ пекарнисене савӑнтарап. хех
Евразиец // 2917.5.3173
2021.06.28 15:47
Суя евраçийццăсем тупăнчĕç??? Эп аташмас пульте???
Agabazar // 4500.4.6552
2021.06.28 20:52
Agabazar
Хусанта Шупашкартинчен кăшт маларах çутăлать.

Çавăнпа та Шупашкарти вăхăт Хусантинчен маларах пулмалла мар.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем