Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Надежда Кириллова: Театроведени науки. Чӑвашсене кирлӗ-и вӑл?

Надежда Кириллова08.06.2021 11:043888 хут пӑхнӑ

Кӑҫалхи ҫурла (август) уйӑхӗнче Чӑваш Республикинче театроведени науки пуҫланса кайни 55 ҫул ҫитет. Уяв, теес килет те, калама вара хал ҫитмест.… Театроведени науки ХIХ-мӗш ӗмӗр вӗҫӗнче Германире пуҫланса кайнӑ. Берлин университетӗнче литература уйрӑмӗнче ӗҫлекен Макс Герман ҫӗнӗ наука — театроведени науки — шутласа кӑларать. Унччен театрсенчи спектакльсене пьеса енӗпе пахаланӑ, пьеса — спектаклӗн тӗп шӑнӑрӗ шутланнӑ. Театрта лартакан спектакльсене хакласа Макс Герман литературовед хӑй статйисенче пьесӑпа спектакль хушшинчи пысӑк уйрӑмлӑхсене палӑртать. Драматург ҫырнӑ пьеса литературӑпа кӑна ҫыхӑннӑ пулсан, режиссер лартнӑ пьеса драматургпа, актерсемпе, режиссёрпа, художникпе, балетмейстерпа, музыкантпа ҫыхӑнать, спектакль кураканпа хӗмленсе халӑх ӑс-тӑнӗ ҫине пысӑк витӗм кӳрет. Ҫак ученӑй театр искусстви тӗрлӗ искусствона ҫыхӑнтарса халӑха пӗр пысӑк туйӑма пӗрлештерсе витӗм кӳме пултаракан ҫӗнӗ наукӑна — театроведени наукине — ҫирӗплетет. Раҫҫейре вӑл вӑхӑтра, ХIХ-мӗш ӗмӗрӗн вӗҫӗнче тата ХХ-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнче, пӗтӗмӗшле театр аталанӑвӗн хӑйне евӗр вырӑнне пӑхса тухнӑ В.Г. Белинскин, Н.Г. Чернышевскин, Н.А. Добролюбовӑн тата А.В. Луначарскин чылай критикӑллӑ ӗҫӗсем пулнӑ-ха, анчах театроведени наукин палли Раҫҫейре ҫӗкленеймен.

Германири Берлин университечӗн ученӑйӗн Макс Германӑн идеи ХХ-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Раҫҫейре пурӑнакан А.Гвоздевпа С.Мокульский критиксене интереслентерсе янӑ. Литературӑпа театр историкӗ, паллӑ театр критикӗ, Петроградри патшалӑх искусствосен историйӗн институтӗнче ӗҫлекен А. Гвоздев Макс Герман идейисене Раҫҫейре аталантарма пуҫлать.1920-мӗш ҫулта Всеволод Мейерхольдпа Константин Станиславский режиссерсемпе пӗрле Макс Германа та Петроградри патшалӑх искусствосен историйӗн институтӗнчи историпе теори уйрӑмӗн хисеплӗ членне илеҫҫӗ. Театр искусствин аталанӑвне вӑл вӑхӑтра калама ҫук пысӑк шайпа пӑхнӑ. Режиссёрсем, актёрсем, художниксем тата ученӑйсем вӑл вӑхӑтра пӗрлешӗнсе ӗҫлеме пултарни халь те тӗлӗнтерет. Вӗсем час-часах пӗрле дискуссисем, конференцисем ирттернӗ, ученӑйсен журналсенче пичетленсе тухакан критикӑллӑ статйисене пӗрле сӳтсе явнӑ. Ҫак ҫынсем театр искусствине тӗрлӗ енлӗн тата тӗрлӗ майпа аталантарма тӑрӑшнӑ, мӗншӗн тесен ученӑйсен пӗлӗвӗ те анлӑ пулнӑ, режиссёрсемпе актёрсен те театр искусствине пысӑк шая ҫӗклес ӑнтӑлӑвӗ ҫӳллӗ пулнӑ, ҫавӑнпа та театр искусстви ҫине вӗсем пурте уйрӑм искусство ҫине пӑхнӑ пек пӑхнӑ. Ҫапла майпа ученӑйсемпе театр искусствинче ӗҫлекен мал ӗмӗтлӗ ҫынсем театр искусствине халӑх патне епле майпа ҫитермелли мелсен ҫулӗсене уҫма тӑрӑшнӑ. Тӗнче шайӗпе ҫакӑн пек пысӑк тӗллевсем ҫуралнӑ вӑхӑтра Раҫҫейре ҫӗнӗ театрсем ҫуралаймасӑр пултарайман. 1920-мӗш ҫулсенче тӗрлӗ йывӑрлӑхсене пӑхмасӑр Мускавпа Петроград (халӗ Санкт-Петербург) хулисенче вырӑс театрӗсем тата чылай вырӑнта наци театрӗсем кун ҫути кураҫҫӗ. Ҫав шутра, паллах, пирӗн Чӑваш театрӗсем те. Вӑл вӑхӑтри чӑваш театрӗн коллективӗсене шута илес пулсан ҫакна асӑрхамалла: ХХ-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнче вӗсем Етӗрнере, Улатӑрта, Козьмодемьянскра, Цивильскра, Шупашкарта тата Шупашкар районӗнчи Шемшер ялӗнче; 1917-мӗш ҫулхи революци хыҫҫӑн — Хусанта, Бугурусланта, Йӗпхӳре, Самарӑра, Чӗмпӗрте; 1920-мӗш ҫулсем хыҫҫӑн — Канашра, Йӗпреҫре йӗркеленеҫҫӗ. Ҫак чылай чӑваш театр ушкӑнӗсенчен (Хусан хулинчех вӗсем темиҫе пулнӑ!) 1920-мӗш ҫулта Чӑваш автономи облаҫӗ йӗркеленнӗ хыҫҫӑн Хусанти И.С. Максимов-Кошкинский ертсе пыракан театр ушкӑнӗ Шупашкара куҫса килсе, ҫирӗпленсе, аталантарса кайма вӑй илет.

Тӗнче театр историйӗнче искусство вӑйӗ ҫынсем ҫине мӗнлерех витӗм кӳнине эпир малтанхи ӗмӗрсенче пурӑннӑ Платонпа Аристотель шухӑшлавҫӑсен ӗҫӗсенчех вуласа пӗлетпӗр. Чӑваш театр историнче вара чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ И.Я. Яковлев 1870-мӗш ҫултах ҫырнӑ «О влиянии театра» статйи чӑвашсемшӗн ҫав тери паллӑ вырӑн йышӑнать. «Театр может в нас возбудить и развить эстетическое чувство, то есть чувство ко всему прекрасному и возвышенному; он может также напоминать нам о высшем назначении человека, о долге и обязанностях, отсюда вытекающих; может поддерживать в нас нравственное чувство и направлять его к истине и добру», — тет вӑл унта. Иван Яковлевӑн театр искусстви еннелле туртӑннӑ ҫак сӗмӗ Чӗмпӗр чӑваш шкулӗнче чӑваш наци театр искусствин пуласлӑхне ҫуратса вӑй илсе аталантарса яма пултарнӑ. Унта вӗренекен шкул ачисем йӗркелекен литературӑпа музыка каҫӗсем, К.В. Ивановӑн ҫырӑннӑ «Нарспи» поэми, 1913-мӗш ҫулта вӗрентекенсемпе пӗрле М.И. Глинкӑн «Иван Сусанин» (Жизнь за царя) оперин пӗр сыпӑкне сцена ҫине кӑларни, унтах Иоаким Максимов театр искусствипе интересленсе кайни — пурте ҫавна ҫирӗплетеҫҫӗ. Пире ҫавӑн пекех музыка тата театр ӗҫӗпе интересленнӗ, пӗр вӑхӑт Шупашкар районӗнчи Шемшер ялӗнче театр труппине ертсе пынӑ Ф.П. Павлов композитор 1922-мӗш ҫулта ҫырнӑ статйи те чӑваш театр искусствин вӑйне уҫса парать: «Театрта пур искусство та пур, — тесе ҫырать вӑл хӑй «Чӑваш тӗп театрӗ» статйинче. — Пирӗн чӑваш искусстви тин ҫуралать. Театр пулмасан пирӗн кашни искусствона уйрӑм пӑхса ӳстерес пулать. Апла пулсан, пирӗн чӑвашсен ҫын та ҫитмест, пӗлни те ҫитес ҫук. Ҫавӑнпа искусство малалла кайтӑр, вӑйланса пытӑр тесен, ӑна театр еннелле туртас пулать, театр ӑшӗнче ыттисемпе пӗр ҫемье тӑвас пулать, вара тин чӑваш искусстви мала кайӗ. Кунтан шухӑшласан та чӑваш халӑхне театр пит те кирлӗ».

Чӑваш трупписем ҫуралса аталанса пынӑ май чӑваш театроведени наукин сӗмӗ те аталанма пуҫлать. Хусанпа Чӗмпӗрте тухса тӑракан хаҫат страницисенче чӑвашла лартнӑ спектакльсем ҫинчен малтанхи ҫыравҫӑсем ҫутатсах тӑнӑ. Чӑваш театрӗ ҫуралса аталаннӑ май ун йывӑрлӑхӗсемпе нушисем чылай мал ӗмӗтлӗ шухӑшлавҫисем ҫине тиеннӗ. Чӑваш тӗп театр искусствин аталанӑвӗ ҫынсене хӑйӗн ҫитменлӗхӗсемпе ҫитӗнӗвӗсем ҫинчен калаҫтарнӑ. Шупашкара куҫса килнӗ чӑвашсен тӗп театрӗн аталанӑвӗ ҫинчен тӗрлӗ ҫулсенче чылай артист, писатель, поэт, литературовед, режиссёр чӑвашла тухса тӑракан хаҫат-журнал страницисенче ыйтусем ҫӗкленӗ. Анчах ХХ-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Раҫҫее хӗвеланӑҫӗнчен килнӗ ҫӗнӗ наука — театроведени науки — Чӑваш ҫӗршывӗнче вӑл вӑхӑтра аталанайман-ха. Ҫӗнӗ наука аталанасси Чӑваш театрӗ аталанӑвӗн шайӗнчен те нумай килнӗ, ҫав вӑхӑтрах, республикӑра ҫав ҫӗнӗ наукӑпа ӗҫлеме пултаракан специалист та кирлӗ пулнӑ.

Данилова Галина Дмитриевна театровед, искусствоведени кандидачӗ ҫапла аса илет: «Отец (Данилов Дмитрий Данилович литературовед, ГИТИС преподавателӗ) старался понять, на что способен ученик, чем может быть полезен чувашской культуре, пытался выявить и развить склонность студента к режиссуре или драматургии, или к переводам, театральной педагогике, к руководящей работе. Позаботился отец и о том, чтобы у обновленного Чувашского театра был специалист, не существовавший ранее в республике профессии — театровед, театральный критик. Его стараниями параллельно с чувашской студией в ГИТИСе (1947 года выпуска) обучалась Фаина Романова, впоследствии много и плодотворно поработавшая для чувашского театра». Вӗренсе тухсан Чӑваш Республикине таврӑннӑ Фаина Романован тӳррех хӑй профессийӗпе ӗҫлеме май килмен. Вӑл 18 ҫул Республикӑри культурӑпа искусство ыйтӑвӗсене хуравлакан тӗрлӗ учрежденисенче ӗҫлет, ҫав вӑхӑтрах Республикӑри театр искусствин ыйтӑвӗсене тӗрлӗ хаҫат-журналсенче ҫутатма пуҫлать.

1930-мӗш ҫулта йӗркеленнӗ Чӑвашсен наукӑпа тӗпчев институтӗнче вӑл вӑхӑтра искусство пайӗ пулман. Унта экономикӑпа промышленноcть пайӗ, вӑрман хуҫалӑх пайӗ, культурӑпа халӑх йӑли-йӗрки ыйтӑвӗсен пайӗ тата марксизмпа-ленинизм вӗрентӗвӗн пайӗ ҫеҫ пулнӑ. Чӑваш театрӗн спектаклӗсем ҫинчен хаҫат-журналсен страницисенче вӑл вӑхӑтра Мускаври ГИТИСра театроведени уйрӑмӗнчен 1935-мӗш ҫулта вӗренсе тухнӑ Леонид Агаков та ҫырса тӑнӑ. Чӑваш театрӗн историйӗпе унӑн аталанӑвӗ Фаина Романована та интереслентернӗ. 1961-1967-мӗш ҫулсенче «Советская энциклопедия» издательство ултӑ томлӑ «Театр энциклопедийӗ» кӗнекене кун ҫути кӑтартма плана кӗртет. Унта Чӑваш театрӗ историйӗ ҫинчен те статьясем кирлӗ пулнӑ. Чӑвашсен тӗп театрӗ хӑйӗн 50 ҫулхи юбилейӗ патнелле ҫывхарса пынӑ. Энциклопеди валли парти обкомӗнче ӗҫлекен Фаина Романован вара Чӑваш театрӗн историйӗ ҫинчен кӗскен, фактсене ҫирӗплетсе, вӗсене ӑнлантарса ҫырса памалла пулнӑ. Ҫак пысӑк ӗҫе пуҫӑнса Ф.А. Романован СССР Культура министерствине пӑхӑнса тӑракан Искусство историйӗн институчӗпе ҫыхӑнӑва кӗрсе ӗҫлеме тивнӗ, Чӑваш театр искусствин аталанӑвне ытти театр аталанӑвӗсен хушшинче кӑтартса пама тивнӗ. Ҫавӑнпах пуль парти обкомӗнче культура енӗпе ӗҫлекен Фаина Романована чӑваш театр историйӗ, ахӑртнех, нумай шутлаттарнӑ.

Чӑваш театрӗ искусствин аталанӑвне наука енӗпе пӑхса тухас ыйтӑва Чӑваш Республикинчи Совнарком чи малтан 1933-мӗш ҫултах ҫӗкленӗ. 1933-мӗш ҫулхи январӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш обкомӗн ВКП(б) постановленийӗнче чӑваш тӗп театрне малалла аталантарма тӗрлӗ пулӑшусем пама йышӑнаҫҫӗ. Тепӗр икӗ кунтанах январӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш Республикин ЦИК Президиумӗ йышӑннӑ постановленипе Чӑваш патшалӑх театрне тунӑ ӳсӗмсемшӗн «академи» званине параҫҫӗ. Чӑваш театрӗ ҫинчен ун чухне пӗрремӗш хут кӗске 15 ҫулхи историйӗ пичетленсе тухать. Каярах, 1940-мӗш тата 1945-мӗш ҫулсенче те Чӑваш театр историйӗпе кӗнекесем кирли ҫинчен Чӑваш Республикин СНК (ХКК — Халӑх Комиссариачӗсен Канашӗ) ҫумӗнче искусство енӗпе ӗҫлекен управленийӗ те, ВКП(б) Чӑваш обкомӗ те ыйтусем пӗрре мар ҫӗкленӗ. Анчах ку анлӑ ыйтусене 1966-мӗш ҫулхи ҫурла (август) уйӑхӗччен те (Чӑвашсен Наукӑпа тӗпчев институтӗнче искусство пайӗ уҫӑличчен) пурнӑҫлама май килмен.

1965-мӗш ҫул пуҫламӑшӗнче СССР Наука Академийӗ ҫӗршыври автономи Республикисен 13 наукӑпа тӗпчев институчӗн ӗҫӗсене пӑхса тухать. Чылай республикӑсенчи наукӑпа тӗпчев институчӗсенче ҫак халӑхсен историпе культура тата театрсем енӗпе чылай ӗҫсемпе статьясем пухӑнса кайнине палӑртать. Ҫакна пула, наукӑпа тӗпчев институчӗсене штатсем хушса парасси ҫинчен, искусство наукине те аталантарма ирӗк памалли ҫинчен калаҫу пуҫлать. Архив докуменчӗсем тӑрӑх вӑл вӑхӑтра Горно-Алтайскри наукӑпа тӗпчев институтӗнче 11 наука сотрудникӗ ӗҫленӗ, Мари Республикипе Хакасинче — 15-шер, Карачаево-Черкессинче — 17, Калмӑкпа Чӑваш республикисенче — 19-шар наука сотрудникӗ ӗҫленӗ. Ҫав 1965-мӗш ҫултах РСФСР Совет Министрӗсен патшалӑх комитечӗ 13 автономи республикисенче тата тӗрлӗ облаҫсенче вырнаҫнӑ наука институчӗсен штачӗсене ӳстересси пирки хушу кӑларать. «Научно-исследовательский институт при Совете Министров Чувашской АССР, созданный в 1930 году, проводит значительную работу по исследованию проблем чувашского языкознания, литературоведения и фольклоростики, истории, этнографии и экономики Чувашской АССР. В ноябре 1964 года комиссия Государственного комитета Совета Министров РСФСР по координации научно-исследовательских работ и Академии наук СССР положительно оценила работу института, но отметила его отставание в решении важных научных проблем, что объясняется малочисленностью сотрудников в институте. Для обеспечения выполнения пятилетнего плана института необходимо увеличить его штат на 31 единицу, в том числе 14 старших, 14 младших научных сотрудников, 2 машинистки, 1 завхоз. Этот вопрос желательно решить в 2 этапа: с 1 января 1967 года увеличить штат института на 17 единиц, а с 1 января с 1969 года — на 14 единиц. В Чувашской Республике имеются подготовленные научные работники. Но ввиду отсутствия штатных единиц в научно-исследовательском институте, они вынуждены трудиться в разных учреждениях, не связанных с исследовательской работой».

1966 ҫулхи июнь уйӑхӗнче Чӑваш Республикин парти обкомӗпе Министрсен Канашӗ Чӑвашсен наукӑпа тӗпчев институчӗ валли 17 штат единици ыйтса РСФСР Министрсен Канашне ҫырупа тухаҫҫӗ. Ҫапла майпа, наукӑпа тӗпчев институтӗнче 1966-мӗш ҫулхи ҫурла (август) уйӑхӗнче искусство пайӗ уҫӑлать, ун ертӳҫи пулма Фаина Романована лартаҫҫӗ. Искусство пайӗ малтанхи ҫулсенчех пысӑк хастарлӑхпа ӗҫлеме пуҫлать. Чи малтанах, архивсенчи, тӗрлӗ хаҫат-журналсенче пичетленнӗ, пухӑнса пынӑ материалсене пӑхса тухса искусство пайӗн наука шайӗпе статьясем ҫырса кӑлармалла пулнӑ. Наукӑпа тӗпчев институчӗн искусство пайӗ васкасах чӑваш театр историйӗпе (Ф.А. Романова), чӑваш музыка историйӗпе (Илюхин Ю.А. — ҫур ставкӑпа), чӑваш ӳнер искусствипе (Ургалкина Н.А.) материалсем пухма, статьясем ҫырма пуҫлаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах искусство секторӗ наукӑпа тӗпчев институтӗнче штатра тӑман, урӑх вырӑнта искусство енӗпе ӗҫлекен ҫынсене те ҫак ӗҫе явӑҫтарать. Ҫапла майпа театр искусстви енӗпе: писатель, театровед Л.Агаков; Чӑваш художество галерейин директорӗ, театровед А.Андреева; Шупашкарти художество училищин преподавателӗ, театровед И.Козоровицкая; Чӑваш музыкӑпа драма театрӗн режиссерӗ, театровед, режиссер И.Краснов; Чӑваш радиокомитетӗнче театр енӗпе хатӗрлекен передачӑсен редакторӗ Г.Сергеев ҫак ӗҫе хутшӑннӑ. Чӑваш музыка искусствин историне ҫырас енӗпе вара Шупашкарти музыка училищин преподавателӗ, музыковед Ю.Илюхин; Чӑваш радиокомитетӗнчи музыка пайӗн редакторӗ Н.Леонтьев; Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн музыкӑпа юрӑ уйрӑмӗн заведующийӗ В.Ходяшев; Венгри Республикин наука академийӗн музыкӑпа фольклор институчӗн ученӑй-секретарӗ Ласло Викара кӗнӗ. Чӑваш ӳнер историне ҫыракансем хушшинче: Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче ӗҫлекен ӳнер кафедрин пуҫлӑхӗ, искусствоведени кандидачӗ Н. Овчинников; Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн преподавателӗ, искусствовед А. Григорьев; Чӑваш Республикин краеведени музейӗн директорӗн ҫумӗ Н. Леонтьев пулнӑ. Чӑваш тӗп театрӗ 50 ҫул тултарни ҫывхарса пынӑ май — тематикӑллӑ статьясен анлӑшӗ те, вӗсен шучӗ те ӳсет. Штатра тӑман наука ӗҫченӗсем кашни хӑйне валли чӑваш театрӗн историйӗпе тема суйласа илеҫҫӗ.

Наукӑпа тӗпчев институтӗнче искусство пайӗ ҫав вӑхӑтра йӗркеленни питӗ кирлӗ пулнӑ. 1968-мӗш ҫулта Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ хӑйӗн 50 ҫулне кӗтсе илме хатӗрленнӗ. Ҫав ятпа Чӑваш Республикин Культура министерстви, Наукӑпа тӗпчев институчӗ, Раҫҫей Театр обществи 1968-мӗш ҫулхи февраль уйӑхӗн 4-мӗшӗнче «В единой семье советского многонационального искусства» темӑпа наука конференцине ирттерет. Унта хутшӑнма Мускавран искусствоведени докторне Ю.А. Дмитриева, Хусантан — искусствоведени кандидатне Р.Ф. Усмановӑна, Йошкар-Ола хулинчен филологи наукисен кандидатне М.А. Георгинӑна чӗнсе илеҫҫӗ. Ҫак докладсем тата хӑш-пӗр артистсен биографийӗсем 1969-мӗш ҫулта «Искусствоведени» ятлӑ Наукӑпа тӗпчев институчӗ кӑларса тӑракан кӗнекере пичетленсе тухаҫҫӗ. Фаина Александровна Романова Чӑваш театрӗн историйӗпе анлӑн ӗҫлеме пуҫлать. «Отсутствие единого координирующего центра по искусствоведению привело к тому, что мы, подходя к 50-летию чувашского советского искусства, до сих пор не имеем освещенной истории чувашского изобразительного, музыкального и театрального искусства, не имеем исторической оценки огромных этапных периодов в становлении и развитии чувашского профессионального и народного искусства. У нас нет монографий о творчестве отдельных художников, композиторов, деятелей театра. Чувашский театр подходит к своему 50-летию — это явление огромной важности не только в культурной жизни нашего народа, но и в истории советского многонационального театра. А законченной работы пока еще нет», — тет вӑл сектор отчетӗнче.

Чӑвашсен наукӑпа тӗпчев институчӗн искусство пайӗ вӑл вӑхӑтра Мускаври искусствосен историйӗн институчӗпе тачӑ ҫыхӑнура ӗҫленӗ. 1966 ҫулта Мускавра «Наука» издательствӑн 6 томлӑ энциклопедин 1-мӗш томӗ ҫутӑ кун курать. 1971 ҫулччен (юлашки 6-мӗш томӗ 1971-мӗш ҫулта кун ҫути курнӑ) Фаина Романован ҫав энциклопеди валли Чӑваш театр искусствин историйӗпе материалсем хатӗрлесе тӑрать. Энциклопеди валли материалсем хатӗрленӗ май, Ф.А. Романова Чӑваш театрӗн историне пайӑн-пайӑн кун ҫути кӑтартать темелле, ҫапла майпа хӑйӗн пулас диссертаци ӗҫне те хатӗрлесе пырать. Искусство пайӗ уҫӑлнӑ май Республикӑри вырӑс драма театрӗ ҫинчен Л.М. Смолянинова тӗпчев ӗҫӗсем ҫырма пуҫлать, 1970-1974-мӗш ҫулсенче вӑл наукӑпа тӗпчев институтне ӗҫе вырнаҫать. Л.М. Смолянинова Республикӑра вырӑс театрӗн малтанхи утӑмӗсене (1917-1932 ҫ.ҫ.) тӗпчесе кӑтартма пултарнӑ. Фаина Романова хӑй искусство пайне ертсе пыма пуҫласанах, чӑваш театр историйӗн малтанхи утӑмӗсене тӗрлӗ статьясенче пичетлесе кӑларать. Чӑваш театрӗн искусство аталанӑвӗ ҫинчен ҫырнӑ искусство кандидачӗн К.И. Ванюшкин статьисем те вӑл вӑхӑтра паллӑ вырӑн йышӑнаҫҫӗ.

1971-мӗш ҫулхи декабрь уйӑхӗн 25-мӗшӗнче наукӑпа тӗпчев институчӗн искусство пайӗ, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн коллективӗ тата Раҫҫей театр обществин Чӑваш уйрӑмӗ пӗрлешсе Чӑваш театрӗн паллӑ режиссерӗн Константин Иванович Ивановӑн 60 ҫула ҫитнӗ асӑну-юбилей каҫне ирттерет. Пысӑк докладпа Фаина Романова тата чылай культура деятелӗсем тухса калаҫаҫҫӗ. К.И. Иванов режиссёр пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен ҫак материалсене тӗпе хурса 1976-мӗш ҫулта Чӑваш кӗнеке издательствинче «В творческом горении — высшая радость» ятлӑ кӗнеке пичетленсе тухать. Кун пек асӑну-юбилей каҫӗсем искусство пайӗ йӗркеленипе час-часах иртнӗ. 1972-мӗш ҫулта Фаина Александровна «Возникновение и развитие чувашского драматического театра (1918-1941) диссертаци ҫырса пӗтерет, наука ӗҫне хӳтӗлесе искусствоведени ӑслӑлӑхӗн кандидачӗ пулса тӑрать. Тепӗр ҫулах вӑл ҫак ӗҫе ҫирӗплетсе, малалла ҫырнӑ статйисем ҫине таянса Чӑваш кӗнеке издательствинче «Театр, любимый народом» (Халӑх юратакан театр) кӗнеке пичетлесе кӑларать. Фаина Романова пысӑк ӗҫне хакласа Леонид Агаков писатель, театровед республика хаҫачӗ ҫинче ҫапла ҫырать: «Я уверен, что книга станет настольной книгой всех, кто интересуется вопросами искусства». Хӑй те театровед пулнӑран чӑваш театр историпе касӑкланнӑран, кӗнекери хӑш-пӗр ҫитменлӗхсене асӑрхать: «Правда, встречаются в ней неточности. Например, пьеса «Ярость» никогда не ставилась по-чувашски, её играл русский театр, режиссёр Календер был приглашен в чувашскую труппу, а не в русскую. Но их немного и они нисколько не умаляют бесспорных достоинств книги». «Ялав» журнал страницинчех Леонид Агаков ҫак кӗнеке тухнине ҫапла пӗтӗмлетет: «Ф.А. Романова нумай ҫул хушши пӗрер пӗрчӗн тенӗ пек тем чухлӗ материал пухнӑ хыҫҫӑн пирӗн театрӑн чӑн-чӑн историне ҫырнӑ. Пирӗн театрӑн историйӗ ҫукчӗ-ха, халӗ ӗнтӗ — пур». Философи наукисен кандидачӗ И. Маркелов ку кӗнекене ҫапла хаклать: «Фаина Романова тӑван театр ҫур ӗмӗрхи историне кӑтартса парас ӗҫре пӗрремӗш пысӑк ӗҫ турӗ. Чӑваш театрӗн творчество кунҫулне утӑм хыҫҫӑн утӑм тенӗ пек пӑхса тухакан наукӑлла пысӑк ӗҫ, ӑнӑҫлӑ ӗҫ турӗ». 1988-мӗш ҫулта вара Чӑваш академи драма театрӗ юбилейӗ тӗлне «Театр, любимый народом» (Халӑх юратакан театр) кӗнеке иккӗмӗш хут пичетленсе тухать, унта автор Чӑваш академи драма театрӗн историн 70 ҫул аталанӑвне кӑтартса парать.

Хӑй ертсе пыракан искусство уйрӑмне ҫамрӑк специалистсем кирли ҫинчен тӑтӑшах шутланӑ Фаина Александровна. 1972-мӗш ҫулта вӑл хӑй ертсе пыракан искусство уйрӑмне ҫамрӑк Михаил Григорьевич Кондратьева илесшӗн пулать. М.Г. Кондратьев вӑл ҫул Хусанти консерваторинчи теорипе композитор уйрӑмӗнчен вӗренсе тухать. Анчах ҫамрӑк ҫыннӑн салтака каймалла. Директор ӑна ӗҫе илесшӗнех пулмасть. Ҫамрӑк кадрсене хаклакан Фаина Романова директора ӳкӗте кӗртет кӗртетех. Михаил Кондратьева 1972-мӗш ҫулхи июнь уйӑхӗнче института ӗҫе илеҫҫӗ, анчах ҫав ҫулах кӗркунне ӑна салтака илсе каяҫҫӗ, ҫамрӑк специалист института ҫулталӑк иртсен тин, 1973 ҫулхи декабрь уйӑхӗнче таврӑнать. Кунта ҫакна каласа хӑвармалла. Малтан музыка енӗпе ӗҫленӗ Илюхин ҫур ставкӑпа кӑна институтра ӗҫленӗ, паллах, музыка енӗпе статьясем ҫителӗксӗр пулнӑ. Ф.А. Романова тата Ю.А. Илюхин пулӑшӑвӗпе ҫамрӑк наука сотрудникӗ Михаил Кондратьев малтанхи ҫулсенче чӑваш халӑх кӗвви-юррине пӑхса тухса ҫакӑн пек статьясем ҫырать: «Метроритмическое строение чувашских народных песен, записанных от Г.Федорова», «Особенности музыкальной формы свадебных гостей верховых чувашей», «К вопросу о типологии чувашской народной музыки» тата ытти те. Фаина Романова ҫамрӑк сотрудникӑн кашни статьйине хаклать, йӑнӑшӗсене те кӑтартать: «Излишнее увлечение темой, недостаточное использование музыкального фольклора. В статье также стоит указать, кто такие Любимов и Полетаев. Также я соглашусь с замечанием Ю. Илюхина о том, что следует покритиковать Чувашский музыкальный театр за то, что театр мало обращается к произведениям чувашских композиторов. В статье «Новые симфонические произведения» автору следует уточнить период, который является основой изучения. Говоря о неудаче 3-ей части произведения Г. Хирбю нельзя ограничивать критику произведения только неудачным подбором стихов (Ю. Петров), ведь речь идет о музыкальном произведении». Тепӗр пилӗк ҫултан вара М.Г. Кондратьев ӗҫӗсене Фаина Романова ҫапла хаклать: «Рецензенты его статей, как правило, отмечают оригинальность постановки вопросов, важность исследований, как имеющих практическую ценность для творчества композиторов, музыкальных коллективов». Ҫав ҫулах вӑл Михаил Кондратьева кӗҫӗн наука сотрудникӗнчен аслӑ наука сотрудникне куҫма пулӑшать. «Он является примером для молодых научных сотрудников института. Им сданы два кандидатских экзамена, но пора ему приступить к оформлению диссертации, сдаче экзамена по специальности», — тесе хӳтӗлет ҫамрӑка Фаина Романова 1977-мӗш ҫулхи ноябрь уйӑхӗнче институтри пӗр пухура. 1982-мӗш ҫулта вара Фаина Александровна М.Г. Кондратьевӑн ӗҫне тата анлӑрах хаклать. «Ф.А. Романова внесла предложение просить Ученый Совет института выдвинуть кандидатуру старшего научного сотрудника М.Г. Кондратьева на соискание премии комсомола Чувашии в области науки и техники за совокупность научно-исследовательских трудов по теории и истории чувашской народной музыки и за сборник «Песни низовых чувашей».

1974-мӗш ҫулта Мускавра пӗрремӗш хут Чӑваш театрӗн гастролӗсем МХАТ сцени ҫинче пысӑк ӑнӑҫупа иртеҫҫӗ. Пысӑк гастрольсем ӑнӑҫлӑ иртни, паллах, искусство пайне те савӑнтарнӑ, малалла тата ӑнӑҫлӑ ӗҫлеме хавхалантарнӑ. 1977-мӗш ҫулта искусство пайӗнче ӗҫлекен сотрудниксене ытларах пулӑшас шухӑшпа Фаина Романова ҫакӑн пек тӗллевсем лартать: пирӗн Мускаври искусство институчӗпе кӑна мар, Мускаври ӳнер, теорипе искусство институчӗпе те, ытти институтсемпе те ҫыхӑнура пулмалла; ҫыракан статьясен пахалӑхне ӳстерес тӗллевпе вӗсене ытларах, анлӑрах сӳтсе явмалла; малтан тӗпчемен темӑсемпе статья ҫырнӑ чухне Мускавран е Ленинград хулинчен наука енӗпе ӗҫлекен консультантсемпе ҫыхӑнмалла, вӗсенчен статья пахалӑхне пӗлме рецензи илмелле; ҫӗршыври культурӑпа искусствӑра пулса иртекен пулӑмсене пӗлсе тӑмалла.

1978-мӗш ҫулта Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ аслӑ театр училищинче Чӑваш театрӗ валли чӑваш студийӗ йӗркеленет. Студи ертӳҫи, В.К. Смирнов, Чӑваш Республикипе анлӑ ҫыхӑну тытать, Фаина Романовӑна вӑл студине ачасем валли чӑваш театр историне лекци вулама чӗнсе илет. Ҫав майпа чӑваш студине 1-мӗш курсранах лайӑх пӗлсе тӑракан Фаина Александровна, ачасене тӗрлӗ енлӗн пулӑшу кӳме тӑрӑшать. Мускавра вӗренекен чӑваш студийӗ 1981-мӗш ҫулта Геннадий Айхи сценарийӗпе «Асран кайми» ятлӑ поэзипе фольклор спектаклӗпе ӗҫлеме пуҫланӑскер, чӑваш студин илемлӗх ертӳҫи В.К. Смирнов Чӑваш Республикин культура министрӗ И.А. Кочетова патне ҫакӑн пек ҫырупа тухать: «Для работы со студентами над дипломным чувашским материалом нам необходима помощь Научно-исследовательского института Чувашии. Предварительная договоренность с работниками института о количестве и качестве фольклорного материала имеется. В настоящее время институту необходима официальная просьба Министерства культуры Чувашии о подборе этого материала для фольклорного спектакля студии». Чӑваш наукӑпа тӗпчев институчӗн искусствопа литература, фольклор уйрӑмӗн пӗрлехи пухӑвӗнче Ф.А. Романова ҫапла йышӑнать: «Всемерно оказывать в подборе необходимого материала для Чувашской студии Московского театрального института им. М.С. Щепкина при первом же обращении студии к отделу». Анчах ҫамрӑксен тӑрӑшулӑхне Чӑваш театрне ертсе пыракан В.Н. Яковлев ура хурать, Геннадий Айхи ҫырнӑ диплом спектаклӗн сценарине театр валли йышӑнтармасть, ҫавӑн пирки вӗренсе тухнӑ чӑваш артистчӗсем хӑйсен чӑваш фольклорӗпе тата поэзипе хатӗрленӗ диплом спектакльне Чӑваш театрӗн сцени ҫинче кӑтартма ирӗк илеймеҫҫӗ. 1983-мӗш ҫулта Ф.А. Романова «Традиции и поиски в актерском искусстве Чувашского академического театра драмы имени К.В. Иванова» статьйинче ҫапла ҫырать: «У Чувашского театра прекрасное будущее. В его коллективе актеры очень разные по творческой индивидуальности, опыту. Пройдет совсем немного времени, и к ним вольется большая группа новых актеров — выпускников чувашской студии Государственного театрального училища имени М.С. Щепкина (одно слово чего стоит — «щепкинцы», взывающее к сохранению лучших традиций!) Будущее театра в большой степени зависит и от того, насколько монолитен в своем стилевом единстве будет коллектив, который их примет, и насколько он будет способен создать атмосферу их творческих успехов во имя будущего, во имя того, чтобы театр всегда мог гордиться своими яркими художниками». Шел пулин те, чылай ҫул Чӑваш патшалӑх академи драма театрне тытса пыракан В.Н. Яковлев, театрта ӗҫлекен кашни артист художник шайне ӳссе ҫиттӗр тесе тӑрӑшманни, театр репертуарӗнче артист аталанма пултарнӑ пьесӑсене лартманни, театрти режиссёрсен пултарулӑхӗ аялти шайра пулнипе артистсен пултарулӑхӗ сӳнсе пыни, Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ аслӑ театр училищинчен тӗрлӗ ҫулсенче (1978-1983), (1989-1993), (1997-2002) вӗренсе тухнӑ виҫӗ студи те Фаина Романова тӗллевне пурнӑҫлама пултараймарӗ.

1984-мӗш ҫулта Фаина Романова «Театр» журналта театроведени ыйтӑвӗпе пысӑк статья ҫырса кӑларать. Вӑл унта пирӗн республикӑра аслӑ пӗлӳ паракан институтсенчен вӗренсе тухакан ҫамрӑксем никам та театр критикипе интересленменни ҫинчен пӑшӑрханса ҫырать. Чӑнах та, республикӑна музыка енӗпе те (М.Г. Кондратьев, А.А. Осипов, И.В. Данилова, С.И. Макарова), ӳнер искусстви енӗпе те (А.А. Трофимов) специалистсем килсех тӑнӑ, театр енӗпе кӑна никам та килмен. Ҫак асаплӑ лава Фаина Романован пӗр канмасӑр 18 ҫул пӗчченех туртма тивнӗ. 1985-мӗш ҫулта театр критикипе интересленекен, театр искусствине юратакан Чӑваш патшалӑх университечӗн студенчӗ Кирилл Кириллов тупӑнать. Фаина Александровна Кирилл Кирилловӑн наука руководителӗ те пулма килӗшет, вӗсем хӑйсем хушшинче пулас наука темине те ҫирӗплетеҫҫӗ (Историческая тема в драматургии И.С. Максимова-Кошкинского и ее воплощение на сцене театров), анчах ҫамрӑк ҫынна университет малалла театр искусстви енӗпе вӗренме яма килӗшмест. Кирилл Кириллов университет хыҫҫӑн Чӑваш патшалӑх наукӑпа тӗпчев институтне вырнаҫса литературӑпа фольклор пайӗнче ӗҫлеме пуҫлать, 1992-мӗш ҫулта вара Мускаври тӗнче литератури институтӗнчен аспирантурӑран вӗренсе тухса филологи наукисен кандидачӗ пулса тӑрать. Кандидат ӗҫне те театр искусствипе ҫывӑх, чӑваш драматургипе хӳтӗленӗ ҫын, институтра литературӑпа фольклор уйрӑмӗнче ӗҫленӗ вӑхӑтрах, театрти спектакльсем ҫинчен статьясем ҫырать, Чӑваш телевиденипе «Театр — юратӑвӑм ман» ятлӑ телепередача йӗркелет. Фаина Романова пек мал ӗмӗтлӗ ҫын вӑл вӑхӑтра Чӑваш патшалӑх наукӑпа тӗпчев институтӗнче ӗҫленӗ пулсан, театра чунтан юратакан ҫынна театроведени енӗпе ҫул уҫса пама пултарнӑ. Шел пулин те, Фаина Романова 1990-мӗш ҫул вӗҫӗнче нумай вӑхӑт йывӑр чирленӗ хыҫҫӑн пурнӑҫран уйрӑлса каять. «Статьи выпускника аспирантуры при институте мировой литературы и его телевизионные передачи теперь ассоциируются не только со временем перестройки и попыткой наших художников уйти с наезженной колеи «варварской простоватости», но и с тем, что попытки такого размаха и качества, видимо, возобновятся уже не скоро. Кирилл Кириллов почувствовал это уже двенадцать лет назад, когда писал, что «театр смотрит в страшное зеркало современности, смотрит наивными и бытовыми приемами, не озадачиваясь, а не взращивает ли он сегодня целое поколение на антикультуре», — ҫапла ҫырать Кирилл Кириллов пултарулӑхӗ пирки Маргарита Красотина 2006-мӗш ҫулта.

Наукӑпа тӗпчев институтӗнче театр енӗпе 1987-мӗш ҫулта Фаина Романовапа пӗрле ЛГИТМиКӑн театроведени уйрӑмӗн аспирантурине вӗренме кӗнӗ И.А. Дмитриев ӗҫлеме пуҫлать. Тӑхӑр ҫул институтра ӗҫленӗ Иосиф Дмитриев статйисенче ытларах чӑваш театр искусстви халӑх пултарулӑхӗпе, этнографипе ҫыхӑннӑ статйисем кун ҫути кураҫҫӗ. Хӑйӗн кандидат ӗҫне вӑл хӳтӗлемест, 1996-мӗш ҫулта режиссер пултарулӑхӗпе ӗҫлеме Казахстана тухса каять.

2010-мӗш ҫулта Санкт-Петербургри патшалӑх театр искусствин академийӗнче проректорта ӗҫленӗ, театровед Павел Викторович Романов — Фаина Романован ывӑлӗ ҫул уҫса панипе, Чӑваш Республикин культура министерстви тӑрӑшнипе Санкт-Петербургри патшалӑх театр академинчен (2015-мӗш ҫултан РГИСИ — Раҫҫей патшалӑх сцена искусствин институчӗ) хамӑр республикӑран виҫӗ ҫамрӑк — икӗ хӗрпе пӗр каччӑ театроведени уйрӑмӗнчен вӗренсе тухаҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри — Сергей Фишер Чӑваш Республикине таврӑнса виҫӗ ҫул Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче литература пайӗнче ӗҫлет. Иккӗмӗшӗ, Мария Курышина та республикӑна театроведени енӗпе ӗҫлеме килме хатӗр пулнӑ, диплом ӗҫӗ те ун Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн тата Республикӑри вырӑс драма театрӗн историйӗсемпе ҫыхӑннӑ. Диплом ӗҫӗ валли материалсем пуҫтарасси Мария Курышинӑна ҫӑмӑлах пулман. «К сожалению, доступ в архив Чувашского драмтеатра, где хранятся уникальные документы по истории театра, его репертуару, фотографии и многое другое, был закрыт литературной частью театра, — ҫырать дипломница хӑй ӗҫӗнче. Кроме того, негативное впечатление произвел официальный сайт Чувашского государственного академического драматического театра. На сайте в разделе «Спектакли» и «Репертуар» в большинстве случаев не указываются ни актеры, ни режиссер, ни переводчик пьесы с русского и с других языков на чувашский язык, нет дат премьер спектаклей, и только за редким исключением указаны все сведения. Что касается современного периода в Чувашском драмтеатре, то тут отсутствие серьезной, исследовательской работы объясняется отсутствием театральных критиков, искусствоведов, тема театра не изучена, и здесь открывается огромный простор для исследования. Литература по истории Русского драматического театра, в отличие от литературы по истории Чувашского драматического театра немногочисленна, ее практически нет. Скорее всего, это вызвано тем, что на протяжении сорока лет оба театра существовали под названием «Чувашский Государственный театр». Программки выпускались под одним названием и всегда печатались на двух языках. Афиши, программки и фотографии на спектакли русской труппы, вполне вероятно, могут храниться в архиве Чувашского драматического театра». (М. Курышина. «Чувашский и Русский драматические театры в Чебоксарах. Пути развития и современные проблемы». Дипломная работа. Научный руководитель — кандидат искусствоведения, профессор Н.А. Таршис. Санкт-Петербург, 2013.)

Анчах 2010-мӗш ҫулта вӗренсе тухнӑ специалистсенчен пӗрне те Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн искусствоведени уйрӑмӗ хӑй патне йышӑнмасть. 2022-мӗш ҫулта пирӗн Республикӑри вырӑс драма театрӗ 100 ҫул тултарать. Ӗҫленӗ пулсан, паянхи куна Мария Курышина хӑй диплом ӗҫӗ ҫине таянса, вырӑс театрӗн историйӗпе юбилей тӗлне кӗнеке те хатӗрлесе кӑларма пултаратчӗ. Республикӑра профессиллӗ театрсем халӗ 6 таран. 1984-мӗш ҫултанпах Фаина Романовӑна пӑшӑрхантарнӑ туйӑм (37 ҫул!) пирӗн чунсене халь те ыраттарать: «Я с грустью думаю о тех, кому придется через десятки лет воссоздавать картину современного театрального процесса в Чувашии, — тесе ҫырать Фаина Александровна «Театр» журналти «Большие проблемы» статьяра. — По статьям и рецензиям им очень трудно будет понять диалектику его движения, трудно будет выявить истинно ценное».

Театроведени ӗҫӗ республикӑра аталаннӑ пулсан, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ те паянхи ҫак мӗскӗн шая анса лармастчӗ, театроведсем хӑйсен сӑмахӗсене вӑхӑтра каласа ӑна пӗтес ҫул ҫинчен сирме пултарӗччӗҫ. Хальхи вӑхӑтра вара Чӑваш патшалӑх гуманитари институчӗн искусствоведени уйрӑмӗнче музыковедсемпе искусствоведсем ҫеҫ ӗҫлеҫҫӗ. «Театровед вырӑнӗ, Фаина Романова хыҫҫӑн, таса та пушӑ». Ҫапла хурав панӑччӗ чӑваш халӑхне искусствоведени уйрӑмӗнче ӗҫлекен специалистсем 2012-мӗш ҫулхи журналта пичетленнӗ хӑйсен сӑмахӗсенче: «СВЯТО МЕСТО БЫВАЕТ И ПУСТО». (ЛИК, 3-мӗш №).

ҪАПЛАЛЛА пурӑнатпӑр! «Уява» ҪАПЛА кӗтсе илетпӗр!

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Базиль Кириллов // 4050.23.2482
2021.06.08 15:10
Аван япала. Çĕнĕ фактсем, пĕтĕмлетÿсем пур.
Agabazar // 3373.74.3031
2021.06.08 17:22
Agabazar
Театр пĕлĕвĕ тата театр критики.
Agabazar // 3373.74.3031
2021.06.08 19:20
Agabazar
Фаина Романова çырнă кĕнекесене эп вуланă. Шел, чăвашла çырнисем çук унăн та. Пур-и унашкаллисем, чăвашла вулас текенсем — пĕлместĕп.
Микуласене шăршлă вĕренпе сĕтĕрсен те чăвашла вулаттараймастăн.
Agabazar // 1604.03.3355
2021.06.08 23:27
Agabazar
«Театроведени» тетпĕр пулсан, çамрăк Иван Яковлевич Яковлевăн театр пирки пĕтĕмĕшле çырнă статйине аса илĕр.

Вăл статья «О влиянии театра» ятлă. Кăсăклăнакан çын ăна çăмăллăнах тупса вулама пултарать.

Сатьяна 1870-мĕш çулта çырнă. Ĕнтĕ унтанпа 150 çул иртнĕ. Анатолий Васан çамрăк Яковлевăн статйине «пиçсе çитнĕ тĕпчевçĕнни пек» тесе хаклать.
Agabazar // 1604.03.3355
2021.06.09 07:35
Agabazar
Яковлевсăр пуçне ку статьяра тата Дмитрий Данилов ятне асăннă. Мĕнре-ха унăн театр пĕлĕвĕнчи тÿпи?

Вăл чăваш театрĕн халăх пултарулăхĕнчи тымарĕсене палăртасси енĕпе ĕçленĕ. Унăн çав ĕçĕ те пичетленсе тухнă пулмалла.
Максимов // 4404.1.3783
2021.06.09 19:49
Тавах, Надежда Мефодьевна, тĕрĕс те тĕплĕ сăмахшăн.
Микула // 1077.37.9691
2021.06.10 18:34
Пӗр ҫӗршыв пӗр наци тенӗ пулсан пӗтӗмпех ҫав калӑпа вырнаҫтарасшӑн. Театрсенче лати лӑппи сахалтарах тесшӗн пулсан калӑр-ха ӑҫта чӑваш чӗлхине тата культурине анлӑ ҫул уҫса панӑ ? Пӗтӗмпех званисем илесси тата пысӑкрах пукан ҫине ларисси тавра тӗкӗшӳ пырать. Кӗҫех,суйлавсем иртсен, регионсенне пысӑклатас текенсем тупӑнсан мӗн калӑр тата ? Театрти пулӑмсем уйрӑм мар ,улшӑнусен пӗр пайӗ кӑна.
Agabazar // 3587.9.9687
2021.06.10 20:06
Agabazar
Театр, театр тееççĕ —
Театр мĕнне пĕлмеççĕ....
Ахаль ташлу-юрлу
Театр пулмасть пуль у!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем