Аван-и!!! Пит кӗскенЯндекс.Куҫарушӑн кама-кама та тав туса пӗтерейменни те халӗ те тӗплӗн пӗлейместӗп! Яндексра ку енӗпе те пит конкретлӑ ӗҫ-пулӑм пулса пынишӗн чӑннипех хӗпӗртемелле. Шухӑшӑма ҫирӗплетме пӗр кӗске текст кӑна илсе кӑтартатӑп. Чи малтан — яндекс чӑвашла куҫарни пулӗ (чарӑну паллисене те ҫаплах, тӗкӗнмесӗр хӑварнӑ унта), малалла ҫав текстӑн — вырӑсла оригиналӗ, кайран — хамӑр кӑштах юсанӑ вариант.
Яндекс ҫапла хӑйӗн миллионшар сӑмахлӑ алтӑрне чӳхентерсе-шыраса тӗрӗсех, пурне те ӑнланмалла текст калӑплать. Малалла вырӑсла пичетленнӗ оригинал-варианчӗ:
Халӗ тата кӑштах эпир юсанӑ-тӗрӗсленӗ чӑвашла иккӗмӗш вариант. Хӑш-пӗр чӑваш интеллигенчӗ тӳрлеткеленисене йышӑнмасан та пултарать. Анчах та хамӑрӑн чӗре варринче йӗрмӗшекен чӑваш чӗлхи, текст ҫӑмӑлраххӑн вулантӑр тесессӗн, ҫапла тумах хистет пулӗ. Кунта нимӗнле иккӗлле калани-куҫарни те ҫук.
Хушса калани. Чӑваш ҫырулӑхӗ аталанма пуҫланӑранпа 150 ҫул ҫитнине уявлама хатӗрленеҫҫӗ халӗ. Акӑ, каллех, фейсбукран паян ятарласа илнӗ текста яндексра чӑвашла куҫарнине лартатӑп: «Кӑҫал эпир чӑваш ҫырулӑхне тума 150 ҫул ҫитнине паллӑ тӑватпӑр. Чӑваш Республикин Наци библиотекинче чӑваш ҫырулӑхне халалласа аталантарассипе ҫыхӑннӑ анлӑ кӗнеке экспозицийӗ уҫӑлӗ. Февралӗн 3-мӗшӗнче библиотека директорӗ Роза Лизакова ертсе пынипе выставка проектне пурнӑҫлас енӗпе йӗркелӳ комитечӗн канашлӑвӗ иртрӗ. Курав планне сӳтсе явнӑ чухне Олег Улангин художник, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн наука ӗҫченӗсем Алевтина Долгова тата Юрий Гусаров, Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн ӗҫченӗсем Юрий Виноградовпа Анна Егорова хутшӑнчӗҫ. Канашлура нумайччен сӳтсе яврӗҫ, выставка ятне уҫӑлнӑ ыйту тӑрса юлчӗ. - Хаклӑ туссем! Сире пӗрле ӗҫлеме чӗнетпӗр тата сирӗнтен интереслӗ те ҫутӑ сӗнӳсем кӗтетпӗр. Чӑваш ҫырулӑхне туса пӗтернӗренпе 150 ҫул ҫитнине халалланӑ курава эсир мӗнле каланӑ пулӑттӑр? https://www.facebook.com/ Чунтанах чӑваш чӗлхишӗн ӑнтӑлакансемшӗн питӗ кирлӗ информаци пулчӗ ку. Вӗсем хӑйсен шухӑшӗсене комментарисем туса пӗлтереҫҫех пулӗ тетӗп. Ҫавӑнпа пӗрлех, маларах пуҫланӑ ыйтӑва тӑсса, интернетри чӑваш ҫырулӑхӗ епле аталанма пуҫланине тата халӗ вӑл мӗнла шайра пулса пынине, хӑш-пӗрисемсӗр пуҫне, пӗлсех каймастпӑр. Мӗнлерех маттур пулнӑ-ха, тен, кӑштах пуҫтахрах та, ӑс-туйӑмлӑ чӑваш ачисем! Ку енӗпе халӗ те тӑрӑшсах ӗҫлесе пыракан Николай Плотникова асӑнмасӑр епле те иртӗн-ха. Халӗ тата темле санкци-манкци вӑхӑтӗнче пурӑннӑ май, хамӑрӑн пуласлӑх ассӑн сывлаттарать. Тӳр чунлӑн пӗлсе ӗҫлесе пыракансене хамӑрӑн патшалӑх та пулӑшмалла, паллах. Пирӗн шутпа, ҫак ӗҫе куллен туса пыракансем валли — Н.А. Плотников, З.А. Яковлева тата ыт. те (малти пурнӑҫ чӑнлӑхӗ — пулас перепиҫ умӗн пушшех те!!!) ятарлӑ хушупа каланӑ ятарлӑ стипенди пулмаллах. Пӑхӑр-ха, Чӑваш Республикин пуҫлӑхӗн ҫамрӑксем валли уйрӑм пултарулӑх туртӑмӗшӗн стипенди пур. Интернетра чӑвашла тӗллевлӗн тата ӑҫ-хакӑла куллен вӑратмалла ӗҫлесе пыракансене хавхалантармаллах, ялан курмасӑр тенӗ пек иртсе кайса тӑлламаллах мар вӗсене те!!!
Л. Атлай
Редакцирен. «Яндекс.Тӑлмачӑн» куҫару пахалӑхне, паллах, лайӑх тесе хак пама пулать. Ҫапах та «Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ» хатӗрлекен куҫаруҫӑн ӗҫӗ пирки те каласа хӑварас пулать. Хӑй тӗллӗн куҫаракан ҫав тӑлмач http://translate.chv.su адреспа вырнаҫнӑ. Танлаштарса кӑтартас тӗллевпе эпир вӑл мӗнле куҫарнине те илсе кӑтартатпӑр:
Тӳрех ку куҫару япӑхрах тесе хак пама ан шутлӑр. Хальхи вӑхӑтра моделе ҫӗнетес тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ. Унсӑрӑн пуҫне, паллах, Яндексри ӑстасен опычӗ те самай пысӑкрах. Анчах «Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн» хастарӗсем те ытлах кая юлса пымаҫӗ. Чи пахи вара: танлаштарсан ку вариантра Яндекс.Тӑлмачран лайӑхрах вырӑнсем пуррине курма пултаратӑр. Апла-тӑк, иккӗшпе усӑ курса тата та аванрах куҫару тума май пур. Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест. |
Agabazar // 2853.94.9195
2021.02.07 11:04 | |
![]() |
«Чăваш çырулăхĕ» мар, «Яковлев çырулăхĕ» темелле. |
Вулакан // 3787.77.4408
2021.02.07 20:26 | |
Ҫапла. Асанне "О" "Ӑ" вырӑнне каланине илткеленеччӗ часах. Анатрисене те Яковлев пӑтраштарчӗ шкул туса. Эпир мӑнуксем ҫеҫ тӗрӗсле литературӑпа "калаҫакан" чӑвашсем | |
Вулакан // 3787.77.4408
2021.02.07 21:02 | |
Ҫав акӑлчанран, китайран чӗлхе элеменчӗсем ҫукки пӗтереть. Кама кирлӗ усӑ курать. Яковлев не зря говорил " Два языка - это два ума". Я думаю речь идет продвинутых возможностях построения речи и мышления, которое ставит Эгоизм на 1-е место, продвинутые возможности построения времен, которое позволило бы породить людей которые умеют планировать на чувашском языке также как англичане. По этой части язык усечен. Он неполноценен для интеллигенции. Возможно некоторые лингвисты меня поймут.
Это одна из причин почему чуваш отстает. Потому что программа, операционная система усеченная, облегченная для деревни и села.... Мы целый Век потеряли и Кучу поколений и так и не поняли в чем проблема языка..... В его синтаксической узости, урезанности, сложности изучения... И тут даже дело не в словарном запасе Даже операционная система постоянно дорабатывается, языки программирования дорабатываются. А чувашский язык стоит уже 150 лет на одном месте и не развивается | |
Agabazar // 2357.99.7776
2021.02.07 22:32 | |
![]() |
Чăваш çырулăхĕ 150 çулта çеç тени — тĕрĕс мар. |
Аçтахар Плотников // 3994.51.6601
2021.02.08 14:20 | |
![]() |
«Ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхӗ» теме йышӑнчӗҫ пулас. //паян унта пултӑм (хатӗрленӳ комитетӗнче) |
Agabazar // 3776.66.5761
2021.02.08 15:43 | |
![]() |
Çĕнĕ чăваш çырулăхĕ тесе тахçанах калаççĕ.
Çĕнĕ чăваш çырулăхĕ умĕн Кивĕ чăваш çырулăхĕ пулнă. Кивĕ чăваш çырулăхĕпе Рожанский, Талиев, Алмазов, Элпидин, Базилевич, Спиридон Михайлов, Виктор Вишневский тата ыттисем те çырнă. Яковлевпа çырулăхĕпе юнашар Золотницкий çрулăхĕ те тăнă. Ăна та Кивĕ чăваш çырулăхĕпе пăтраштармалла мар. |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |