Микула // 9259.3.8429
2020.11.28 09:34 | |
Шоу ,шоу татах та шоу. Ку вӑл паянхи "наци программи". Тӗп пуянлӑхӗ те паян нафталин шӑршиллӗ музейсем тесе ӗнентересшӗн пире. Чӗлхе программине те ҫынна хӑйӗн ҫине алӑ хума хистемелли меслетпе хатӗрленӗн туйӑнмасти сире ? Чӗлхене пӗтерсе хунӑ ятпа лартнӑ палӑкне те "чӑваш тӗррипе" илемлетӗҫ ? "Заслуженныйсемпе народныйсем" сӑмах илӗҫ? Ҫеҫпӗл Мишшин сӑввисене те вырӑсла та пуллин калӗҫ ? Чӗлхене таптаса пынӑ чухнехи уявсенче чи кирли ҫук. Чӑвашсем валли мар кун пек уявсем. Ячӗшӗн кӑна. Ӗлӗкрех "вӑрлаҫҫӗ" тесе каланӑ пулсан ,паян ытларах тен "суяҫҫӗ" ? | |
Микула // 9259.3.8429
2020.11.28 09:58 | |
Истори пирки ,шел пулин те ,Аҫтахар ӑнлансах каймасть пулмалла ? Историне пӗлмен халӑха хырӑм тутти анчах кирлӗ пулса тухать. Пӗтӗм тӗнчери халӑхсен тытӑмӗсенчен чи хӑватли истори туйӑмӗ пулсан чӑвашсемшӗн "иртнӗ пурнӑҫпа йӑпанни" анчах тесшӗн? Кун пек шухӑша камран илтнӗ ? Мӗнле ҫын ун пек каласа ӗнентерме пултарнӑ ? Ытти халӑхсен чӗлхисене чӑвашсене "вӑйпах " вӗрентмелле ,ҫав шутра вӗсен истори туйӑмне йӑшӑнса пурӑнмалла,тӑван халӑхӗнне пӗлмесен те юрать?
"Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинчи ҫитӗнӳсемпе халӗ те мухтанассин сӑлтавӗ те ҫавах! "тесе калать Аҫтахар. Ҫавах мар ҫав. Кунта ытларах ун чухнехи Ҫӗнтерӗвпе усӑ курса хӑйсен паянхи анса пыран рейтингне хӑпартасси малти. Кӑштах та пуллин шутлӑр мӗн тунӑ пулнӑ пулӗччӗ Сталинпа Жуков паянхи депутатсемпе тата олигархсемпе ? Заводсемпе фабрикӑсене приватизировать тунӑ пек АСЛӐ ҪӖНТЕРӖВЕ те .... ? | |
Валери ТУРКАЙ // 2634.07.8657
2020.11.28 10:09 | |
Питех те паха статья, Аҫтахар! Пӗтӗмпех килӗшетӗп санпа!
Юлашки ҫулсенче пӗрисем - шалта, чунӗсен тӗпӗнче, чӑвашлӑх ҫуккисем - ҪАКНА чӑваш тӗрриллӗ кӗпесемпе, галстуксемпе тата калпаксемпе пытарма хӑтланаҫҫӗ. КАМА улталаҫҫӗ вӗсем? Ма вӗсем ҫынсене ухмахсем вырӑнне хураҫҫӗ?.. Пӗррехинче эпир Ренат Хариспа иксӗмӗр Ӗпхӳре унта ӗҫлесе пурӑнакан питӗ пултаруллӑ та паллӑ Идриз Газеев тутар-юрӑҫ патӗнче хӑнара пулнӑччӗ. "Эп тюбетейкӑсӑр ҫӳрени эп тутар пулманнине, эп тӑван халӑха юратманнине пӗлтермест!" - тенӗччӗ ун чух Идриз. Питӗ тӗрӗс сӑмахсем! Чи хакли т ӗ р ӗ мар, ЧӖЛХЕ! Валери Туркай. | |
Тимер // 4183.99.1214
2020.11.28 10:43 | |
Тĕрĕ уявĕнче имитаци пек куранчĕ çав шел пулин те.Олег Алексеевичăн кунĕпе темиҫе ҫӗре ҫитмелле, пуҫра тем чулӗ проблема тейĕпӗр. Анчах та культура министăрĕ пире хăй чӑваша хисепленине мĕнле кăтартрĕ ха?.Йĕри-тавра пурте чăваш тĕррие-тумĕпе!.Нивушлĕ çав териех вăтанать вăл чăваш тĕриллĕ тум тăхăнма халăх умне тухнă чух?.Чунпа эпир чăваш тесе хуравлаҫҫӗ вĕсене каласан.Эх.Ҫук ҫав пархатар. | |
Agabazar // 3555.90.0234
2020.11.28 11:35 | |
Аптранă кăвакал кутăн чăмнă тит.
Мĕнпур шанчăк Микула çинче. Урăх никам та шанмалли çук! Пĕр пĕрчĕ те! Юрать Микула пур. Вăл пулмасан пĕтетпĕр вĕт пурте. Саççим пĕтетпĕр! | |
Agabazar // 3555.90.0234
2020.11.28 11:35 | |
Аптранă кăвакал кутăн чăмнă тит. Чĕлхене тата чĕлхепе вĕрентме-вĕренме майсем çукрах та, аптранă енне тĕрлеме чĕнеççĕ авă.
Пирĕн юрă, пирĕн тĕрĕ, Пирĕн тÿсĕмлĕ сăмах — Упранса вăл пырса кĕрĕ Коммунизм таранах. ©Петĕр Хусанкай | |
Аçтахар Плотников // 2923.46.2066
2020.11.28 14:28 | |
Микула, эп истори пач та кирлӗ мар тесе каламан-ҫке. Кирлӗ историне пӗлни. Истори вӑл — халӑхӑн тымарӗ, вӑл ҫирӗп пулмалла. Анчах та вӑл енӗпе ҫеҫ чакаланса ларни — сиенлӗ япала. Уйрӑмах халӑхӑн малашлӑхӗшӗн. |