Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Тӗпсӗр ҫынна тӗмен ҫитмен.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Тӗрӗ тӗрле чӑваш! Тӑван чӗлхӳ кирлех те мар!

Аçтахар Плотников28.11.2020 00:2912140 хут пӑхнӑ

Кӑҫалхи ҫул чӑвашсемшӗн типӗ кӑсӑклӑ иртсе пырать. Мӗн кӑна пулса иртмерӗ пулӗ хӑлӑхӑмӑр пурнӑҫӗнче. Пӗрре — кӑшӑлвирус алхасать, ӗҫлеме памасть. Тепре — пӗр Элтепере ҫухатса тепӗрне тупрӑмӑр... Виҫҫӗмӗшӗ вара, чӑваш культуринче кӑҫал самай тарӑн йӗр хӑварнӑскер — Чӑваш тӗрӗ кунӗ! Пуҫласа уявлатпӑр. Олег Алексеевич Элтепер пуканне йышӑннӑранпа тунӑ чи палӑрмалла утӑмсенчен пӗри тесен те йӑнӑшмӑпӑр пулӗ (ҫулталӑка пӗтӗмлетсе чылайӑшӗ ӑна палӑртӗҫех ӗнтӗ!).

Чӑн та аван япала! Унашкал уяв кирлӗ мар тесе калама хӑяйман пулӑттӑм. Шел те, шухӑшӗ аван, анчах ӑна епле пурнӑҫланине виҫҫӗ паллӑран ытларах лартма май ҫук.

Кӑшӑлвируса пула хуланалла ытлашшиех тухса ҫӳреместӗп, ҫавна май ӑна епле уявлани пирки тӗнче тетелӗ урлӑ кӑна пӗлсе тӑтӑм. Ҫавӑнпа та хамӑн хаклавра йӑнӑшнисем пулсан каҫару ыйтатӑп.

Борис Чиндыков пӗрре паянхи чӑваш культурине «орнаментализмпа аташни» тесе хак панӑ пек астӑватӑп.

Ку тӗлӗшпе килӗшме те, килӗшмесӗр те пулать. Пӗр енчен, пирӗн культурӑра тӗрӗ ытла нумай вырӑн йышӑнать: чӑваш культура ҫурчӗ — тӗрӗллӗ пулмалла, кӗпи-тумтирӗ, ытти япалисем — тӗрӗпе... Тепӗр енчен пӑхсан тӑван культурӑна пач та тӗрӗсӗр хӑварсан та йӗркеллӗ япала мар пек. Мӗн тӑвӑн, чун туртать-ҫке...

Акӑ икӗ тӗслӗх. Чӑваш халӑх сайтӗнче маларах, ӑна илемлетнӗ май, тӗрӗллӗ элементсемпе сахал мар усӑ курнӑччӗ. Каярах вара сайт дизайнӗнче ҫав япаласем пирӗн майӗпен-майӗпен ҫухалса пычӗҫ. Хальхи вариантра вара пач ҫук тесен те йӑнӑш мар, пӑт-пат ҫеҫ тӗл пулаҫҫӗ вӗсем. «Чӑваш халӑх сайчӗ» ку утӑма туса пӗрре те хӑйӗн чӑвашлӑхне ҫухатмарӗ.

Е тата эпир хатӗрленӗ япаласене илес — укҫа конверчӗсене, открыткӑсене. Тӗрӗссипе вӗсем ҫав япаласем ҫинче те ытлашши. Анчах... кунта халӑх кӑмӑлӗ, туянакан кӑмӑлӗ мала тухса тӑрать. Чӑвашла эрешсем вырнаҫтарсанах халӑх вӗсене аванрах туянать. Чи малти вырӑнта вӗсемшӗн тӗрӗ пултӑр, чӑвашла ҫырни вара — иккӗмӗшле. Ҫавнашкал хӑнӑхнӑ ҫав, нимӗн те тӑваймӑн. Кунта вара, ҫӑвӑнтан хӑтӑлтарас тесен, майӗпен-майӗпен хӑнӑхтарса пыни ҫеҫ пулӑшма пултарать.

Мӗншӗн-ха пире ҫак тӗрӗсем патне туртать-ха? Психологи енчен илес пулсан ман шутпа ҫакна ҫеҫ калама пулать: халӑх хӑйӗн малашлӑхне шанмасть, мӗн пур ырӑ япалине иртнинче ҫеҫ курать. Ҫавна май ӗнтӗ хальхи вӑхӑтра пирӗн халӑх ытларах иртнӗ пурнӑҫри йӑла-йӗркесемпе кӑсӑкланать, маҫаксемпе мамаксем тӗрленӗ тӗрӗсемпе... Историпе кӑсӑкланассин тӗп сӑлтавӗ те ҫавӑнтах — халӑх хӑйӗн малашлӑхне курмасть, иртнӗ пурнӑҫпа йӑпанать. Атӑлҫи Пӑлхар тапхӑрӗнчи историпе кӑсӑкланасси халӑхӑн мӑнаҫлӑхне ӳстермелли мел тесе калаҫҫӗ-ха, анчах тӗрӗссипе ку йӑлт иртнӗ мӑнаҫлӑ пурнӑҫпа йӑпанма тӑрӑшни ҫеҫ (танлаштарӑр: Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинчи ҫитӗнӳсемпе халӗ те мухтанассин сӑлтавӗ те ҫавах!). Унашкал шухӑш-кӑмӑлпа пуласлӑха туртӑнма питӗ йывӑр. Тӗрӗссипе пирӗн небоскребсем тӑвас енпе кӑсӑкланмалла, инҫетри тӗнче уҫлӑхӗнче ют цивилизацисене (леш, пришелецсем пирки каласшӑн-ха) шырама ӑнтӑлмалла! Эпир вара иртни ҫинче чакаланса ларатпӑр, ӑнман пурнӑҫӑн лачакине путнӑҫем путса пыратпӑр.

Юрӗ, ку пӗтӗмӗшле хак пулчӗ. Малалла ҫак уяв епле иртни пирки темиҫе сӑмах.

Олег Алексеевич уяв ячӗпе чӑвашла та вырӑсла та салам сӑмахӗсене пичетлерӗ. Ку — аван япала. Шел те, кунта ним тӗлӗнмелли те ҫук... Республика Пуҫлӑхӗшӗн пӗр-пӗр уявпа чӑвашла та вырӑсла саламлани норма ӗнтӗ. Хуть энергетика промышленноҫӗн кунӗ ячӗпе саламла, хуть чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе. Олег Алексеевич ку ӗҫе тӗрӗс ҫулпа тытса пырать, куншӑн ӑна ни ятлама, ни мухтама сӑлтав ҫук. (Шел, паллах, унӑн тӗслӗхӗпе аяларахри пукансене йышӑнакан ытти чиновниксем темшӗн усӑ курмаҫҫӗ...)

Чӑваш тӗррин кунӗпе ҫыхӑннӑ хыпарсене вула-вула пӗр япала ман куҫа тӑрӑнчӗ. Чӑваш тӗрри, иккен, пирӗн халӑхӑн тӗп пуянлӑхӗ! Пирӗн культурӑн тӗп пайӗ шутланать! Чӗлхе мар! Тӗрӗ! Ҫук, тӗрри пирӗн чӑн та хӑйне евӗрлӗ, унашкалли ни вырӑсӑн, ни тутарӑн, ни ытти халӑхӑн ҫук. Анчах, мӗнле майпа вӑл малти вырӑна тухса тӑнӑ-ха? Чӗлхене ҫухатса тӗрӗпе ҫеҫ юлсан эпир халӑх пек упранса юлӑпӑр тесе пире каласшӑн-ши?

Ҫак шухӑша тӗпе хурсах ӗнтӗ уява халалласа республикӑра акци ирттерчӗҫ — чӳкӗн 26-мӗшӗнче ҫуралнӑскерсене тӗрӗллӗ кипке парнелерӗҫ. Аван, лайӑх шухӑш. Анчах, мӗншӗн ҫак акци йӑлт вырӑсла иртрӗ-ха? Парне пакечӗсем ҫинче — йӑлт вырӑсла ҫеҫ. Чӑваш халӑхӗ хӑйӗн чӗлхипе усӑ курма пултараймасть-им? Чарса лартнӑ-им? Е вӑл ачасене ашшӗ-амӑшӗ ҫавах вырӑсла ҫеҫ пуплеме вӗрентӗ тесе, лешсем кайран ӳссе ҫитсен унта мӗн ҫырнине ӑнланмӗҫ тесе ҫапла хӑтланнӑ-ши? Олег Алексеевич, ку акцине эсир сӗннӗ тесе палӑртаҫҫӗ. Апла ӑна мӗнле пурнӑҫлани те — йӑлт эсир килӗшни тӑрӑх пулса пынӑ.

Мӗн калас, орнаментализм текен япалан курӑмлӑ енӗ. Ку уяв епле иртнине эп ҫапла ҫеҫ ӑнланма пултаратӑп: «Тӗрӗ тӗрле чӑваш! Тӑван чӗлхӳ кирлех те мар!».

ХК: Олег Алексеевич, тӑван чӗлхене вӑйпа, хистесе мар вӗрентмелле, ҫынни ун патне хӑй туртӑнтӑр текен сирӗн шухӑшпа эп ытларах енӗпе килӗшетӗп. Анчах ӗҫ-пуҫ унашкал ҫулпа пулса пытӑр тесен чӗлхепе тем тесен те усӑ курмалла. Анлӑрах, пур ҫӗрте те. Чӑваш тӗррин уявне вырӑс чӗлхипе ирттерни вӑл питӗ те ӑнланмалла мар япала. Уяв чӑн та чӑваш культуришӗн тӗрев пултӑр тесен тӑван чӗлхепе анлӑрах усӑ курас пулать. Аттук, капла вӑл, «Паха тӗрӗ» пеккисен кӗсьине хулӑмлатни пек ҫеҫ курӑнӗ.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Микула // 9259.3.8429
2020.12.02 18:03
Пӗтӗм тӗнчери халӑхсене тӑван чӗлхепе устермелли ача сачӗсемпе шкулсем кирлӗ пулсан ,сире итлесен,чӑвашсене кирлӗ мар ? Акапасар , кам тата мӗншӗн ҫав юрӑна юрланине пурте ӑнланаҫҫӗ,илтекеннисем те калаканнисем те. Влаҫ тесе влаҫран ытлашши малах чупса каймалла мар ӗнте. Туркай темле чаплӑ сӑвӑҫ ,тепри Тимӗрӗ, тата "генералисимус" пултӑр ,ҫавах "садиксемсӗр" тени пӗр тӗпчӗм те тӗрӗс мар. Шупашкарта чӑвашла ӳстермелли садиксем ҫук пулсан пирӗн умра шупӑрсем тӑхӑнса ан саркаланӑр,ӗненместпӗр тет халӑхӗ? Кунта Туркай "садиксемсӗрех" тенӗччӗ,ҫавӑнпах ӗнте "тавлашу" ,Туркайпа кӑна мар . Кунта сӑмах пырать- наукӑпа тата наукӑсемсӗрех юлмалла чӑваш чӗлхин . Килте тата садиксемсӗрех тени каялла туртни анчах пулать. Тӑван чӗлхепе садиксенче, шкулсенче тесен чӗлхен пуласлӑхӗ пулатех.
Микула // 9259.3.8429
2020.12.02 18:18
Туркай фонт ертӳҫи тата "народный фронт" тенин учредителӗ пулсан кун пек "тавлашу" усӑллӑ пулмалла ,пурин валли те. Пурин те сӑпайлӑрах пулас пулать темле хӑвна мӑнна хурсан та чӑтмалла. Туркай мӑнукӗсемпе чӑвашла калаҫнине кунта пӗр ҫын та хирӗҫ мар,савӑнатпӑр кӑна. Анчах та сӑмах хулари пӗтӗм чӑваш пирки пырать. Калӑпӑр Туркай слесарь пулнӑ пулсан, университетра вӗренсе тухма малтанах укҫи пулман пулсан е кӗреймен пулсан .калаҫнӑ пулнӑ пулӗччӗ вӑл мӑнукӗсемпе чӑвашла ? Иккеленӳллӗ ? Анас пулать ҫӳлтен халӑх патне,ӑнланас пулать ӑна. Ӑнлансан "садиксемсӗрех" темен пулӗччӗ. Сирӗн "садиксемсӗрех" теме хӑтланаканнисен ӗҫӗ чӑваш чӗлхипе ҫыхӑннӑ пулсан ыттисем пирки те шутламалла.
Agabazar // 3394.98.3645
2020.12.02 18:25
Agabazar
Микулана шупăр тăхăнса саркаланма ирĕк паратпăр.

Çÿре, Микула, шупăрна тăхăнса тата ăна çутăлтарса! Тĕнче тĕлĕнсе тăтăр!

Хулпуççисем çине çулăкна уртса яр тата! Аллуна саламат ярса тыт!

Эх, пулать вара!
Микула // 9259.3.8429
2020.12.02 18:44
Партине те кӗмен совет саманинче ,салтакра кӗрсен "старшина"звани паратпӑр тесе астарсан та, "кайран та, уйрӑм "блат" шыраман. Шупӑрне чару ҫук,тольк пурне те "патша" шупӑрӗ кирлӗ. Пурин валли те тархан хутне ҫитерме пулӗха ,анчах та кайран кам ӗҫлӗ халӑхшӑн? Шупӑр тӑхӑннисенчен пӗр Аҫтахар анчах ҫаннине тавӑрса ӗҫлет.Ыттисем ,хӑвӑрах куратӑр, "ты кто такой " тесе анчах кӑшкӑраҫҫӗ. Влаҫпа туслашнӑ ?
Agabazar // 3394.98.3645
2020.12.02 20:03
Agabazar
Ачам, сан Аçтахар юлташу та, влаçпа туслашмасăр нимех те тăваймасть.

Ăна та, кирлех пулсан, шăнкăрт! çеç чĕрнепе пусса лапчăтса хураççĕ!

Е: <<апла мар!>> — тесшĕн-и?

А старшина пакунĕсене ахалех илмен вара эс! Илмеллеччĕ!
Евразиец // 1977.69.9930
2020.12.03 11:05
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: комментари ҫырас йӗркене пӑсни
Agabazar // 2826.62.5208
2020.12.03 12:31
Agabazar
Хаклă Евраçийццă юлташ, эс те паянхи кунчченех салтакра чухне старшшина пулса тăрайманнишĕн ÿкĕнсе çÿретĕн-и?
Анчах та Аçтахар юлташа лапчăтма вара кирлех мар пуль.
Микула // 9259.3.8429
2020.12.03 18:02
Против казенного патриотизма, воспитания у подданных любви к власти, страстно выступал Лев Толстой. Вот цитата из книги «Христианство и патриотизм»: «Патриотизм в самом простом, ясном и несомненном значении своем есть не что иное для правителей, как орудие для достижения властолюбивых и корыстных целей, а для управляемых – отречение от человеческого достоинства, разума, совести и рабское подчинение себя тем, кто во власти. Так он и проповедуется везде, где проповедуется патриотизм. Патриотизм есть рабство»
<br> Что лучше, эффективнее и честнее — менять систему или изо всех сил стараться дружить с ней ради достижения конкретной маленькой благой цели ? Знаменитый педиатр Леонид Рошаль долгие годы находится в хороших личных отношениях с главой государства, при этом неоднократно выступал против действий Минздрава и является категорическим противником платной медицины. Но эти отношения с властью и личный авторитет все равно не способствовали повышению качества медицины в России.
Культура на службе у власти - это уже не культура, а банальное приспособление примазавшихся. Таким образом рождается пропаганда.
Микула // 9259.3.8429
2020.12.03 18:16
Эх Акапасар, влаҫ мӗнне катаран анчах пӗлетӗн пулас ? Туслашни кирлӗ мар ,ӗҫлени кирлӗ, калаҫса татӑлса пурне те курмалла ӗҫлени. Кӗреке чирӗ ан ертӗр тесен "дистанци " тытас пулать. Демократи пур ҫӗртре влаҫ та виҫӗ уйрӑм пайран тӑрать. Туслашни сиен анчах кӳрӗ.
Agabazar // 2826.62.5208
2020.12.03 23:12
Agabazar
Аха, Микула пек ĕçлеме юратакансене влаçрисем пит кăмăллаççĕ.

Акапасар пек е Аçтахар пек наянсене чăтма пултараймаççĕ.

Страницӑсем: [1], 2, 3, 4, 5

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем