Аçтахар Плотников // 2923.46.2066
2020.11.29 11:58 | |
Тимер // 1031.9.3154
2020.11.29 12:38 | |
Чи пахи.Туркай хӑйӗн килӗнче-ҫемьинче чӑваш чӗлхине хисеплет.Хӗрӗсем Илемпипе Силпи атте теҫҫӗ ӑна тата паллах тӑван чӗлхепе тап-таса калаҫаҫҫӗ.Садик-шкул ҫине тата такам ҫине шанса ларман халӑх поэчӗ ыттисем пек.Нумаях пулмасть Тургай КУКАҪ пулса тӑчӗ. Деда мар-КУКАҪ!.Кам танлашма пултарать Туркайпа чӑвашлӑх енӗпе.Марина Карягина, Балтай Микуҫ,Иванов Илле,Лукиянов Микулай тата миҫе ҫын? | |
Вĕрентекен // 2648.22.2483
2020.11.29 15:08 | |
Пĕлес килет, Станьял мучи мăнукĕшĕн кам - кукаç-и, дедушка-и? Килĕнче мăнукĕпе чăвашла пуплет-и е вырăсла-и? | |
Аванмарт // 2318.33.6692
2020.11.29 22:34 | |
Чăваш тĕрри- халăхăн чи паха пуянлăхĕ тени - суя мар. Тĕрĕ - вăл çавăн пекех чĕлхе, ăна вулама пелмелле. Шел, нумай чух "чăваш тĕрри" тесе суя япаласем кăтартаççĕ (темле чечек-кушаксене тĕрленине те). Эрешре нумайăшĕ теттесĕр ним те курмасть, вăл вара эмĕртен-эмĕре килекен çырулăх. Танлаштарса пăхăр-ха: çитес çул çĕнĕ чăваш алфавитне йĕркеленĕренпе пĕр эмĕр çурă кăна çитет, пирĕн саспаллиллĕ çырулăх вара вилĕм тенкелĕ çинче выртать... https://www.facebook.com/groups/751735758686265 | |
Валери ТУРКАЙ // 1839.19.9640
2020.11.30 07:43 | |
Пӗтӗмпех тӗрӗс, Тимӗр. Тав сана! Анчах мана аслӑ мӑнукӑм (вӑл виҫҫӗ те тултарман-ха) КУКАҪ мар, КУКАҪИ тет.
Вара... Вара эп, савӑннипе, ухмаха тухатӑп! Валери Туркай, Кукаҫи. | |
Евразиец // 1977.69.9930
2020.11.30 11:36 | |
Уважаемые,поскольку один из вас ко мне обратился как к уважаемому,Аçтахар и Валери Тургай.Мне всё понятно стало по поводу кто вы есть и каковы у вас нравственные основы. Вы,как выходит,в вопросах образования и обучения родному языку не при чем.Хотя постоянно везде и всюду твердите о необходимости обучению чувашскому языку в образовательном процессе.Но,оказывается, вы еще и налоги платите,налогами занимаетесь.Хотя в своё время в 18 лет я уже платил не просто подоходный налог,но и так называемый "холостяцкий".Но Бог с вами и налогами.Статью вы,Аçтахар, очень хорошо назвали:"Тĕрĕ тĕрле чăваш!Тăван чĕлхÿ кирлех те мар"("Вышивай чуваш!Язык родной не так и важен"!).Вот где-проблема зарыта.Вышивка-язык.Проблема ОБРАЗОВАНИЯ.А образование-онтологично,а значит здесь без теории познания никак.Вам следовало бы заниматься прежде изучением и распространением методики преподавания родного языка в условиях билингвизма.Изучить дидактику,педагогику Я.А.Коменского, К.Д.Ушинского и др.Они,естественно,намного шире знали дидактику,ибо знали еще апостольскую дидаскалию.А вам Валери нужно научиться обращаться с незнакомыми людьми,культуре,а не только себя рекламировать.Знайте,я никого не учу.Успехов вам. | |
Евразиец // 1977.69.9930
2020.11.30 14:19 | |
Вначале подумал, что обидел честного человека... Это я о Валери Тургае. А затем мне разъяснили... Оказывается его бытие начинается из какашки и уходит туда же. Вот почему в своем комментарии он мне показался чрезвычайно хвастливым, потому что он хочет на всех плюнуть, на всех наср...ь. И этот человек проводит встречи с учащимися? Говорит об искусстве прекрасном, в том числе о вышивке... А как он читает собственные стихи о чуваше, бесконечно возвышая себя и унижая, завуалированно унижая других этносов. О, прости Господи его, особенно за в его собственный вариант богоискательства. Не дай Бог... | |
Agabazar // 9141.6.5812
2020.11.30 16:10 | |
Чи пахи.Туркай хӑйӗн килӗнче-ҫемьинче чӑваш чӗлхине хисеплет.Хӗрӗсем Илемпипе Силпи атте теҫҫӗ ӑна тата паллах тӑван чӗлхепе тап-таса калаҫаҫҫӗ.Садик-шкул ҫине тата такам ҫине шанса ларман халӑх поэчӗ ыттисем пек.Нумаях пулмасть Тургай КУКАҪ пулса тӑчӗ. Деда мар-КУКАҪ!.Кам танлашма пултарать Туркайпа чӑвашлӑх енӗпе.Марина Карягина, Балтай Микуҫ,Иванов Илле,Лукиянов Микулай тата миҫе ҫын?Вара мĕн? Çакăнпа сан ĕмĕт тулчĕ-им? Ташша ярасшăн-им çавна май? Юрĕ, эс суймастăн тейĕпĕр. Чăннинех калатăн пуль, тен. Анчах та çакна пултарайман Аванмарт юлташпа мĕн тумалла? Намăс хăми çине çапса хумалла-и ун сăнне? Е персе пăрахмалла? Хуть те мĕн калăр та, анчах та çав Туркайсен, Палттайсен ачисем чăвашлăх шайĕпе пирĕн пек кăптăрмăш чăвашсене çитеймеççĕ. Мĕншĕн тесен эпир шкулта чăваш чĕлхи çине таянса вĕреннĕ. Тем чуль мухтама пултаран Марина Карягина е Микуç тăхăмĕсене. Апла пулин те кунпа никама та тĕлĕнтерейместĕн. Тепĕр тесен, тĕлĕнтерес тени тĕллев пулаймасть. | |
Микула // 9259.3.8429
2020.11.30 18:51 | |
Микула каламасан каллех пустуй кӑна ятлаҫса пӗтӗр? Ятлаҫни мар паллах кунта, диспут "мозговой штурм " пулмалла тейӗпӗр. Килте чӑвашла калаҫнипе мухтанса ларни паян чӑваша пӗр сыптӑм та уҫӑ сывлӑш памаҫ. Ялти ачасем паян Тимӗрпе Тургай каламасӑрах чӑвашла калаҫаҫҫӗ,мӗншӗн тесен ялта чӗлхе валли майсем пур. Хулара вара пачах ҫук. Мӗншӗн ҫав тери хӑраса тӑратпӑр ҫавӑн ҫинчен хытӑрах калама ? Мӗншӗн Тургай ытларах ялсенче ,хулара мар. Мӗншӗн хулари чӑвашӑн ют патшалӑхри пек пурӑнмалла ? Тӑван чӗлхепе ӳстермелли ача сачӗсем те ҫук ун валли ,шкулсенче те тӑван чӗлхен статусне антарса лартнӑ. Тургай тата унӑн евӗчи Тимӗрӗ ҫавна курмаҫҫӗ мар ӗнте ? Кураҫҫӗ пулсан мӗншӗн шарламаҫҫӗ? Пире патшалӑх налук сӑптӑрма анчах кирлӗ мар. Патшалӑхӑн тата яваплӑ чиновниксен тивӗҫӗ халӑх чӗлхине аталанса пыма майсем туса парасси те . Хулари чӑваш ачисем валли тӑван чӗлхепе ӳстермелли ача сачӗсем пулмалла,шкулсенче чӑваш чӗлхи ытти предметсемпе тан пулмалла. Унччен фестивалсем те ячӗшӗн кӑна . | |
Микула // 9259.3.8429
2020.11.30 19:01 | |
Тӑван чӗлхепе ӳстермелли ача сачӗсем ҫук пулсан ,шкулти чӑваш чӗлхине тан тӑвасшӑн мар пулсан ытти хусканусем нимле майпа та "прекрасные" пулаймаҫҫӗ. Ку вӑл "рубль не падает, а показывает отрицательный рост" тенипе пӗрех. Чӑваш чӗлхине шкулсенче "уникальный" тунӑ-вӗренмесен те пулать тата хулари чӑвашсем "прекрасно обходятся" тӑван чӗлхепе ӳстермелли ача сачӗсемсӗрех-мӗншӗн тесе йӑлт вырӑсла ? Чиновниксемпе юлташла пулни ӗнте ҫавӑнта ҫитерсе хучӗ. Тимӗр, килте хутте" фаттер муттер" тейӗр,анчах та чӗлхе пирки тапратсан "садиксемсӗрех" тенӗ ан пултӑр. Кун пек шухӑш чӑваш халӑхне хирӗҫле ,кун пек калани вӑл ҫичӗ юта юрас тени анчах пулать. |
Сӑмах май, вӑл православи тӗнӗпе пурӑнакан ҫын (чӑвашсен йӑли-йӗрине питӗ хирӗҫ).