Харун Гӳнгор профессор, доктор ӑслӑлӑхра тӗрӗк халӑхӗсен тӗнӗсене тарӑн тӗпченипе палӑрнӑ. Ҫавна май вӑл Тӗрӗк тӗнчинче Анӑҫран Тухӑҫа ҫити – Балканран пуҫласа Монголи таран - нумай хутчен ҫул ҫӳренӗ, ҫав шутра темиҫе хутчен Чӑваш Енре, Чӗмпӗр облаҫӗнче, Мари Элра пулнӑ, авалхи тӗнпе пурӑнакан Чӑвашкасси ҫыннисемпе, чӑвашсен паллӑ тӗпчевҫисемпе, ҫав шутра, хӑй пекех, тӗнсене тӗпченӗ Петр Денисов профессорпа, докторпа тӗл пулса калаҫнӑ, ӑслӑлӑх ыйтӑвӗсене сӳтсе явнӑ.
Чӑваш ҫамрӑкӗсене Турцири университетсенче тӳлевсӗр пӗлӳ илме вӗренме янӑ ҫулсенче Харун Гӳнгор профессор, доктор Кайсерири тата ытти университетсенче вӗренекен чӑваш ачисемшӗн аслӑ тете (пичче) вырӑнне пулса, яланах вӗсене пулӑшса тӑнӑ. Вӗсен кил алӑкӗсем чӑваш ҫамрӑкӗсемшӗн яланах уҫӑ пулнӑ. 90-мӗш ҫулсен варринелле ку пирӗн ҫамрӑксемшӗн мӗн тери хаклӑ пулнине ҫакӑ та ҫирӗплетет: ҫав вӑхӑтра кӗсье телефонӗсем пулман-ха, ҫыру та икшер уйӑх килнӗ, чӑваш ҫамрӑкӗсем ашшӗ-амӑшӗпе те тӑтӑш хыпарлашса тӑрайман, ҫавӑнпах халиччен пулса курман ҫӗршывра ҫывӑх тӑван пек ҫынсем пурри калама ҫук хаклӑ пулнӑ. Харун Гӳнгорӑн тата ун пекех ҫӗршер те ҫӗршер турккӑ ҫыннин ӑшпиллӗхне чӑваш халӑхӗ нихӑҫан та манас ҫук.
Яшлӑхра, Турцире те тӗрӗк ҫынни пулма, тӑванла ытти тӗрӗк халӑхӗсене «тӑван» тесе калама чарнӑ ҫулсенче, урамри ҫапӑҫусенче пӑшалтан пенӗрен аманнӑ пулин те, Харун Гӳргёр нихҫан та ҫынлӑхне ҫухатман, Тӑван Ҫӗршывне – Тӗрӗкьеле (Türkiye) чунтан юратнипе пӗрлех, тӑванлӑ тӗрӗк халӑхӗсене хисеплеме, пӗр-пӗриншӗн усӑллӑ ҫыхӑнусем йӗркелеме пулӑшма пӑрахман. Ҫак тӗллевпех вӑл Бишкекра Турципе Каркӑс патшалӑхӗсем уҫнӑ Манас университетӗнче ӗҫленӗ, Туркестанри турккӑ-казахсен Есеви ячӗллӗ университечӗпе тачӑ ҫыхӑнусем тытнӑ, унта та вӑл яланах чӑваш ҫамрӑкӗсене пулӑшнӑ. Ҫавӑнпах вӑл пирӗншӗн ӗмӗр-ӗмӗр манӑҫми ҫын.
Йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр! Чунӗ ҫӑтмахра пултӑр, сӗтлӗ кӳлӗре ҫуретӗр! Хӑй хисепленӗ Чӑвашкассинчилле каласан, леш тӗнчере те ӑна хӗвел ӑшши ӑшӑттӑр, унӑн чунне сиплетӗр!
Тӗрӗк тӗнчин культурӑ тӗввин ертӳҫи, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Абдюльхак Хамид Тарханӑн поэзири Аслӑ парнине тивӗҫнӗ Илле ИВАНОВ.
Туссем пирки вӗсем пурӑннӑ вӑхӑтра калама тӑрёш-ха!
Гюнтерӑн кирлӗ ӗҫӗсемпе чӑваша паллаштарасчӗ