Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Виталий Станьял: «Мӗнле мехел тупса тӑна кӗртер-ши ыйха кӗлернӗ савнӑ халӑха?»

Виталий Станьял27.06.2020 10:388679 хут пӑхнӑ

(«Пуҫ сырман шухӑшсем» кӗнеке ҫинче шухӑшласа ларнинчен)

Анатолий Малышев, Тутарстанри чӑвашсен ҫивӗч ҫыравҫи, хӑйӗн 80 ҫулне сӑвӑпа пӑрасна (проза) кӗнекине пичетрен кӑларса паллӑ турӗ. Пысӑк та хитре кӗнеке, ӑна мана Тимӗр Тяпкин хак пама хистесе парнелерӗ. «Пуҫ сырман шухӑшсем» (Нецеремониальные мысли) ятлӑскер (Ш., Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2020. 264 ен.), тӳрех пуҫа ватма хистет — аха, туйра ҫӗнӗ ҫынна пуҫ сырса хӗртен арӑм тӑваҫҫӗ, кунта вара ватӑ ӑсчах мӗн-ма-ши хӑйӗн шухӑшӗсене туй хисепӗсӗр (церемонийӗсӗр) хӑварнӑ?

Кӗнеке тӑватӑ пайлӑ — сӑвӑсемпе поэмӑсем; калавсемпе повеҫсем; юмахсем; публицистика. Унӑн пуҫне те, хыҫне те, урине те йӗркеллех сырнӑ. Ытлах тиркес тесен, умсӑмах ҫуккишӗн тата аннотацие («ҫак кӑларӑма тӗрлӗ ҫулсенче ҫырнӑ пичетленмен хайлавсем кӗнӗ» тенине) пухчӑ вӗҫне лартнишӗн шӑрпӑкласа илме юрать, мӗншӗн тесен капла туни ГОСТ хушнине итлеменни пулать. «Пичетленменнисем» тени те тӗрӗсех мар пуль... Сахал мар вуланӑ ҫке-ха «Сувар» хаҫатра Анатолий Малышевне те, Маланмер эль — Пӳркелне те (асӑрха та асту — пирӗн мучук Пӳркел ялӗнчен вӗт!).

Пӳркелте ҫур ӗмӗр каяллах, Шупашкар студенчӗсемпе Тӑхӑръял тӑрӑхне литература йӗрӗпе экспедицие кайсан, эпӗ унпа тӑван килӗ умӗнче паллашнӑччӗ. Вӑл вӑхӑтра Мӗтри Юман ятне ял ҫыннисем асӑнма та хӑратчӗҫ. Иван Юркин чул ҫуртӗнче — юхӑнтарса, мӑшкӑлтӑк шывне урай тӑрӑх юхтарса — ферма тарҫисем пурӑнатчӗҫ. Колхозӗ пуян, председателӗ Социализмла Ӗҫ Геройӗ. Чун чӑтманран ун патне кӗрсе тухрӑм. Пӗртте урлӑ калаҫмарӗ тутар пуҫлӑх, музей уҫас шухӑша та тиркемерӗ.

Тӑхӑръялӑн чаплӑ ҫыннисем тӑхӑрвун тӑххӑр, Пӳркелӗн хӑйӗн вӗсем ик теҫетке! Анчах Пӳркелӗнче Юманпа Юркин ҫинчен ун чухне, ӳпкевлӗ пулсан та, чӗптӗм ҫӗнӗ хыпар тупса пулмарӗ. Унтанпа пайтах ҫилсем вӗрчӗҫ, шалтах шывсем юхрӗҫ. Кӑна Кушкинче, Эльшелте, Пӳркелте, Шемекре музейсем, палӑксем ҫӗкленчӗҫ.

Самана чуппине «Пуҫ сырман шухӑшсем» пухчӑра лайӑх кӑтартнӑ. Унта халӗ Юркин ҫинчен ниҫтинчен те тӗплӗрех пӗлме пулать. Юманпа Романова та, Ухлипе Хветкене те манса хӑварман. Вӗсем тата ытти тӑхӑръялсем ҫинчен (Иван Яковлев, Григорий Тимофеев, Валентин Урташпа Николай Дедушкинран пуҫласа манӑн юлташсем пулнӑ Николай Юнгеров, Роман Чепуновпа Валериан Ашкеров таранах) публицистика пайӗнче, сӑмаха тӳррӗн лартса, селӗм ҫырса панӑ.

Анатолий Малышев пӑрасни (публицистикипе калавӗ-повеҫӗ, юмахсем) хӑйне евӗрлӗ. Вӗсене ыттисенчен уйӑрса илмелли пахалӑхсем нумай. Малтанах Малышевӑн шухӑшлавӗпе ҫыру мелӗ расна пулнине палӑртмалла. Халиччен хускатнӑ ыйтусенех тапратать вӑл, анчах е ыттисем асӑрхайманнине хушса парать, е пачах тепӗр енчен пӑхса тухать, тавлашса та, пӗҫертсе те илет.

Мана Анатолий Меркурьевичӑн виҫӗ юмахӗ те сӗре килӗшрӗ. Суккӑр Вӗлтренпе Тал Пиҫен мӗншӗн ахаль вӗлтренпе пиҫенрен уйрӑлса кайнине кашни ача пахчинчех вӗт-шакӑрпа сӳтсе явма пит меллӗ. «Шурӑ кайӑксем» юмах чӑваш халӑх историне пӗлекен ҫынна уйрӑмах кӑсӑк. Вӑл чӑваш кунҫулне авалтан паянччен ытарлӑ та курӑмлӑ уҫса парать. Юмах юмах та, ним ҫукран юптарса ларни мар! «Сӗвепе Атӑл» вара географие шахвӑртуллӑн вӗрентет. Юмантай йӗкӗтпе Сӗвепи пике юратӑвне таптасах, ашшӗ-амӑшне пурлӑхпа астарсах, парӑнман хӗре вӑйпа ҫавӑрса, инҫетрен килнӗ пуян сутӑҫ (Атӑл ятлӑскер) чӑваш хӗрне хапсӑнать. Савнӑ Юмантая хирӗҫ ҫурҫӗрелле васкакан хӗр, Уйӑх пилленипе юханшыв пулса тӑнӑскер, Атӑлпа ҫапӑнать те (лешӗ те Уйӑха улталаса шыва ҫаврӑнма ӗлкӗрнӗ!), кӑнтӑралла пӑтранса юхса каять. Тата нумай таса шывсене тыткӑна илнӗ Атӑл сӑнарӗ ку юмахра пӗрре те халичченхи Атӑл-атте евӗр мар.

Атӑлпа юнашарах хирӗҫле юхакан Амаксар, Сӗве, Сӑвӑр (Сура) шывӗсем ҫинчен кун евӗрлӗ халап-юмах татах тӗл пулнӑ эпӗ. Анчах вӗсенче пӗринче те ҫутҫанталӑк пулӑмне юрату виҫкӗтеслӗхӗ витӗр ӑнлантарса панине курман. Халӑхӑн та, ҫыннӑн та пурнӑҫӗпе тӗнчекурӑмӗ тӗрлӗ вӑхӑтра пайтах урӑхланать. Халап-юмах вӑл вӑхӑт шульӑшне часах ҫавӑрса илет ҫав.

Повеҫӗсенче ҫыравҫӑ Чалтан вӑрҫи тата ун хыҫҫӑнхи ҫулсенчи пурнӑҫа сӑнланӑ. Чуна тивекен пулӑмсемпе пайрӑмсем тӑрӑх ун чухнехи лару-тӑрӑва ӗненмелле кӑтартнӑ. Тӗнче литературинче вӑл вӑхӑта халиччен ҫутатман мар, ҫапах та чӑваш ҫыру ӑстин хӑйӗн куҫӗ, вӑл расна мел, вичкӗн сӑнарсем, кирлӗ сӑмахсем тупма пултарнӑ. Ӗҫ-пуҫ ҫинчен хӑй ятӗнчен каласа пыни, хӑйпе пулни-иртнине аса илни те вуланине ӗнентерсе лартать.

Якут ҫӗршывне ӗҫлеме янӑ ҫамрӑк фельдшерӑн, Тӑхӑръял каччин, тайгари ушах кӗтесре пӗр ватӑ чӑваш Семен мучие сыватмалла пулса тухать. Кӗтмен тӗлпулу, тӗлӗнтермӗш пулӑмсем. «Читлӗхри чӑваш» хайлава авторӗ повесть тенӗ, тӗрӗссипе вӑл — лайӑх унаса кӑларнӑ новеллӑлла вӑрӑм калав. Пиҫӗ япала. Пурнӑҫ кукри-макри пирки, этем хӑвачӗ тавра шухӑшлаттаракан, ӑс паракан философи.

...Вӑрҫӑра нимӗҫсен тыткӑнне лекнӗ Семен Журавлев Хӗрлӗ Ҫара хирӗҫ йӗркеленӗ легионра пулнӑ, тепӗр хут хамӑрӑннисен тыткӑнне ҫаклансан вӑл 25 ҫула тӗрмене лекнӗ. Кайран, ирӗке тухсан, тӑван Рункӑна хыпар тумасӑр, таврӑнмасӑр якутсем патӗнче пурӑнма юлать. Йывӑр чирленӗ хыҫҫӑн вӑл чӑвашла калаҫма тытӑнать, ывӑлӗпе кинӗ ӑна ӑнланмаҫҫӗ те, тӑнран кайса аташать тесе шутлаҫҫӗ, ватӑ сунарҫа, тайгана тухса ҫухаласран хӑраса, упа читлӗхӗнче вырттарма пуҫлаҫҫӗ. Ывӑлӗ — Афанасий — ашшӗне сыватасшӑн, вӑл таҫти аякри поселока пӑлансемпе вӗҫтерет те, фельдшера илсе килет. Фельдшерӑн ӗҫ ӑнать. Вӑл читлӗхри ентешне сыватать, унӑн хӗсӗр ывӑлӗн кӑмӑлне кура, Инҫет Тухӑҫри вак халӑхсен авалхи йӑлипе сарӑпланса, арӑмне тухӑҫлӑ вӑрлӑх сапса хӑварать.

Ытарлӑ, тирпейлӗ савӑшу саманчӗсем кӗнекере нумай тӗл пулаҫҫӗ. «Брудершафт», «Йӗс кӳлӗ», «Савакансен утравӗ, савакансен кӳлли» сӑвӑсенче, сӑмахран, «Ҫимӗк умӗнхи каҫ повӗҫре. Ыран салтака тухса каяс Печчук упӑшкине вӑрҫӑра ҫухатнӑ Хветуҫ аппапа вылянса тупӑлчах хӗр ашшӗ пулса юлать. «Аслӑ вӑрҫӑн юлашки ветеранӗсем» повӗҫре те хӑйӗн асаплӑ шӑпине аса илекен юлашки ветеран «Иванов-импотент» (1946 ҫулта атом бомбине тӗрӗсленӗ чухне пайӑркасемпе сиенленнӗскер) тӑлӑх арӑм Верукпа «каччӑлӑха ҫухатса арҫын ретне тӑнӑ каҫ» пирки каласа парать. Анчах ку повеҫсем пачах та юрату-савӑшу юмахӗсем мар. Вӑрҫӑ хуҫса хӑварнӑ ял-йыш шӑпи унта, тӗрӗс, чӑн пулнӑ майлӑн ӳкернӗ Анатолий Малышев ҫав хурлӑхлӑ, нушаллӑ, катӑк пурнӑҫа. Хайлавсен ӗртине пиҫӗ ҫыпӑҫтарса пыни, сӑнарсен шухӑш-кӑмӑлне яр курӑмлӑ хӑтлани, пуплевпе ялтилле ирӗклӗ те виҫеллӗ усӑ курни, пӗчӗк пайрӑмсем урлах самана сӑн-сӑпатне пӗтӗмлетсе кӑтартни ҫыравҫӑ ӑсталӑхне палӑртса тӑрать. Тӗслӗхӗсем йӗркеренех, вӗсене вулакан тӳрех асӑрхать, ҫавӑнпа вӗсене кунта илсе памастӑп. Вырӑнти ятсене е ҫӗнӗ сӑмахсемпе ӑнлавсене (пӗрхуҫ, тарих, артар, вӗрчеме, микителлӗ сӑпран, чӗпкуҫ, наҫмих) хайлавсем хыҫҫӑнах кӑтартса хӑварнӑ. Вӗсем сахал мар, ҫавӑнпа авторӗ хӑй ӑнлантарса хӑварни вырӑнлӑ пулса тухнӑ.

Кӗнекен ҫурри ытла сӑвӑсемпе поэмӑсем. Вӗсене шухӑш, илемлӗх, сӑнарлӑх, янӑравлӑх е чӗлхипе састашӗ енчен тата жанр тӗсӗсем тӑрӑх тишкерме лайӑх майсем пур. Ҫапах та, критиксене вӑрҫтарсах, мӗн е кам ҫинчен мӗнле ҫырнине палӑртса хӑварсан та ҫитӗ. Тӑван халӑх та тӑван чӗлхе, тӗрӗслӗхпе суя, тивӗҫпе чыс, поэтсемпе поэзи, хавхаланупа ылхан, авалхи йӑла та ӗненӳ, такӑннӑ юрату, Тӑван Ҫӗршыв, атте-анне, ҫуркунне-кӗркунне, Тукай та Урташ, самана кукӑр-макӑрӗ... Ыттисем ҫыраканнисемех-ҫке, тейӗр, Пӑхӑр-ха тимлӗрех — мӗнле ҫырать? Кӑра, витӗмлӗ, шухӑ, тӳррӗн, хӑй каларӑшле, кунта пуҫа сырӑннӑ канӑҫсӑр шухӑшсен ҫӑмхипех! Кӗнеке пуҫламӑшӗнчех уҫӑлакан «Чӑваш халӑх сӑвӑҫисем патне янӑ уҫӑ ҫыру» публицистикӑлла поэмӑна вуласа тухӑр-ха, эппин. «Чӗлхе пӗлмен чӑваш ачи хисепӗ Ҫултан-ҫула пусса килет пире. Чӑваш сӑвӑҫисем, епле тӳсетӗр, Ҫак намӑсра тӑсмашкӑн ӗмӗре?». Ҫав ҫивӗч ярӑм малтанах пичетленнӗччӗ, анчах халӑх поэчӗсенчен пӗри те ӑна хурав памарӗ-ха. Парсан тивӗҫлӗ сас парӗ Валери Туркай, мӗншӗн тесен уҫӑ ҫырупа пӗрлех ӑна халалланӑ «Пурӑнатпӑр... Пӑхсан — курӑнатпӑр» сӑвва лартнӑ. «Пурӑнатпӑр, ӳкетпӗр, тӑратпӑр, Ӑнланмасӑр ӑҫта ҫитнине. Вӑтӑр кӗмӗл таткишӗн сутатпӑр Несӗл пухнӑ пахалӑхсене... Чурӑс чунӑм ҫавна ҫеҫ пӗлесшӗн Ыр-хаярлӑх йӑли-йӗркипе Ҫӗр ҫинчи кунӗ-ҫулӗ пӗтсессӗн Кам чунне йышӑнать-ши поэт?» Тен, Порфирий Афанасьев хуравлӗ сӑвӑҫа. Ӑна ентешӗ «Чӑваш тӗнчи ясар хӗрарӑм евӗр» сӑввине халалланӑ — «Чӑваш ҫынни начар хӗрарӑм евӗр, Пуласлӑхне кӗтсе кӗҫеленет. Ӑрасланса каять ютсен ӗрчевӗ, Чӑваш тӗнчи анчах кӗҫӗнленет... Мӗнле мехел тупса тӑна кӗртер-ши Ыйха кӗлернӗ савнӑ халӑха?».

Анатолий Малышев хальхи нушасемпе тӗнче ӳкерчӗкӗсене хитрен пиелесе сӑнлама пӗлни савӑнтарать. Автан ыйхӑран вӑратни пирки кам ҫырманни юлман-тӑр. Малышева та автан килӗшет, анчах вӑл унран вӑр-вартарах — «Пултартӑм эп ирех тӑма Ыйтмасӑр ватӑ автанран, Умри ҫава ташланӑ май Сывлӑм тарса пырать манран».

Шухӑшпа ӳкерчӗксен тачӑ пӗрлӗхӗ ҫирӗп кӗнекери сӑвӑсенче. Чӑваш сӑввисене кухаллӗн шухӑшсӑр шепӗлтетӳ-калану тулса ларчӗ. Нота пӗлмен юрӑҫсен, поэзи мӗнне ӑнкарман сӑвӑлчахсен вӑхӑчӗ халӗ. Шӗкӗр турра, Анатолий Меркурьевич шухӑшсене сӑвӑрма, пуҫ тавра ҫавӑрма пӑрахман-ха. Сӑнарлӑ ун пысӑк шухӑшӗсем! «Ыр ҫын ятне, ун ӳчӗ ҫийӗн Чӑваш тӗм лартнӑ авалтан... Хурӑнланать Аттелӗх ҫӗрӗ, Шур хурӑнланчӗ Тӑхӑръял. Тӗпрен илсен ман ҫӗр — Россия — Шур хурӑн ращи пек паян» («Атте хурӑнӗ»). «Хӑрса сайралнӑ Чакӑлтӑм вӑрманӗ, Юхха тухса пырать тӑван тӗнче» («Манӑҫа тухнӑ Уяв хуранӗ»). Ӑнлантӑр-и вӑрҫӑ суранӗсемпе ҫутҫанталӑк инкекӗ пирки мӗнле каланине?

Социализм реализмӗ вырӑнне кунта критика чӑнлӑхӗ таврӑннӑ тесе ан аппаланӑр. Пӳркел сӑмахҫи тиркеме те пӗлет, шӳтлеме те маттур («Правур хушамат ҫурални», «Шӳтлӗ хӑна юрри», «Киремет хуралҫи»).

Поэмӑсемпе уйланӑшсен (балладӑсен) ярӑмӗ «Пӗртен-пӗр» хайлавпа уҫӑлать. Мӗн-ха вӑл пӗртен пӗрри сӑвӑҫшӑн? «Пурнӑҫра ман вуҫҫех пӗртен-пӗр; Чӑн Ҫӗршыв, чун савни, ман Анне... Тантӑшсем амӑшсемшӗн хӗрелчӗҫ, Эп аннешӗн пите хӗретмен!». Ҫакӑнтан пысӑкрах хаклав пирӗн аннесемшӗн пулас та ҫук.

Истори йӗрӗпе ҫӳрени поэмӑсенче хисеплӗ вырӑн тупнӑ. «Пихампар ылханӗ» (поэмӑра Ҫеҫпӗле «алла пӗлмен алаҫ» пек кӑтартнипе эпӗ килӗшместӗп, паллах), «Арман», «Авалхи тухьясен хӳхлевӗ», «Шурӑ чӗкеҫ» тата «Комсомолец вилӗмӗ» уйланӑшсем, «Урташ ташши», «Улӑпсем таврӑнни», «Колхозри чӳк» поэмӑсем мана Николай Исмуков тӗплӗ ҫырнисене, Александр Твардовкипе Егор Исаев тетралогийӗсене аса илтерчӗҫ те, Тутарстанра та пирӗн ҫапла ӑсчах сӑмахҫӑ пурришӗн хӑпартланса савӑнтӑм. Юлашки Улӑп пек, юлащки Пӑлхар, юлашки могикан пек паттӑррӑн ҫӗкленнӗ «Пуҫ сырман шухӑшсем» кӗнекери лирикӑлла тӗп герой, ҫӗнтерес тӗллевпе тухнӑ вӑл хаяр кӗрешӗве. Юлашки суйлавсем умӗн тытӑҫма хатӗрленнӗ пекех. Илтетех поэтӑн тӗрӗс те вӗри сӑмахне хамӑр халӑх, тӑна кӗрсе ура ҫине тӑратех.

«Тӑван сасса хаяр глобализаци

Хайчисемпе хӑмсарнӑ тапхӑрта

Чӗлхӗрсене ан ҫыртӑр, тӑвансем!

Вӗсен — хӑйсен, чӑвашӑн — хӑйӗн пурнӑҫ!»

Ҫапла пултӑрччӗ, ӑсчахӑм. Пиллесе панӑ халал пекех, тарӑн пӗлтерӗшлӗ, сумлӑ та вырӑнлӑ канӑҫсӑр пуҫу тавра ҫавӑрса каланӑ сӑмаххусем.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 3601.6.2548
2020.06.27 22:43
Agabazar
"Проза" вырăнне «пăрасна» тенипе никама та тăна кĕртейместĕн.

"Проза" вырăнне «пăрасна» тенипе никама та тăна кĕртейместĕн.

"Проза" вырăнне «пăрасна» тенипе никама та тăна кĕртейместĕн.

Agabazar // 3778.05.2672
2020.06.28 16:18
Agabazar
Баллада вырăнне Уйланăш тени епле пархатар кÿме пултарать?
Валери Туркай // 3865.77.8659
2020.06.28 19:26
Хаклавӗ паха.Тен, кӗнекинчен пахарах...
Акапасар "проза" пирки тӗрӗс калать. Станьял мучин "бзиксем", шел пулин те, пит нумай.
Agabazar // 4126.3.9648
2020.06.29 20:53
Agabazar
Иван Николаевич Юркин прозăлла çырнă сăвăсене «тăсса çырнă такмаксем» тенĕ.

Çапла вара, И.Н.Юркин шучĕпе, проза вăл — тăсса çырни.
Ултимĕр Гордеев // 3957.56.0551
2020.07.03 22:25
Аван-и, сывă-и, аякри тăвансем. Станьял кухатер ăслă статья çырма пултарни пур чăвашсемшĕн те мăнаçлăх! Ăна чăркăшланса хирĕçлекенсен кунтан та кем мар çырнисем пуртăр та, аса тем килмеççĕ-ха. Малышева та асăнмаççĕ иçмасса. Станьялăн статьи, маншăн, тарăнран та тарăн курăнчĕ. Мухтава тивĕç вăл тивĕçлĕхпех. Станьял патне пирĕн пурин те кармашасчĕ. Вуласа тухнă хыççăн кăмăлăм çĕкленчĕ! Паян эпĕ ахалех пурăнса ирттермен иккен пурнăçа. Ăслă çынсем хамăр хушăрах паян пурри, вĕсем пысăк паха ĕçсем тума пултарни(Малышев пеккисем), çав ĕçене тивĕçлĕн хаклама пултаракансем пулни савăнтарать. Хавхалантарать.
Agabazar // 1465.50.6559
2020.07.04 17:09
Agabazar
Станьяла темĕнле Улатимĕр Гордеев мухтам пекки туни кирли пирки шутсăр хытă иккĕленетĕп.
Улатимĕр Гордеев // 3957.56.0551
2020.07.04 23:57
Саламлатăп сана, Акапасар! Эс вырăнти паллă çын пулнăран, санпа паллашмасăр сăмах калани киревсĕр ĕнтĕ. Тепĕр хут, аван-и? Иккĕленекен çынсем кирлех вĕсем! Карл Маркс каласа хăварни те куç умĕнче. "Иккĕленĕр",- тенĕ вăл. (Во всём имейте сомнение". Иккĕленме чăнахах пултарсан япăх сăвă-юрă та çырăнмĕччĕ, кĕнеке-журналсем те лайăх шайра пулĕччĕç. Суйлавсем те çав шутра... Иккĕленни - паха пулăм! Анчах унпа питĕ çирĕп алăпа, фанатизмсăр, усă курмалла пек, ман шутпа. Сывă пул. Иккĕленме ан пăрах...
Варык // 1726.84.3785
2020.07.06 17:20
Улатимӗр тете,каҫар пире акапасар пеккисемшӗн.Капла йӗркеллӗ чӑваш нумайрах кунта пирӗн.
Agabazar // 4035.77.1936
2020.07.07 17:54
Agabazar
Хăш енчен Улатимĕр саншăн «тете» пулать? Ăçтан пĕлен эс ăна? Е пĕр кантурта ĕçлетĕр-и?

Карл Маркс нумай чĕлхе пĕлнĕ, анчах чăвашла е вырăсла пĕлмен. "Во всём имейте сомнение" — теме пултарайман.

Фридрих Энгельс, чăн та, вилес умĕн вырăс чĕлхине вĕренме пуçланă техçĕ. Анчах вăл та пурпĕрех вĕренсе ĕлкĕреймен.

Акапасар пеккисемшĕн намăсланакансем пурри аван-ха вăл.
Вот и // 1977.69.9930
2020.07.07 19:54
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: комментари ҫырас йӗркене пӑсни

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем