Вулама юратакан // 1494.09.1456
2020.05.08 22:43 | |
Кипеч мучин халалĕ пиçсе çитеймен пек туйăна пуçларĕ.Хире тухса тырă акас выранне хывăх сапать. | |
Agabazar // 2879.12.5930
2020.05.09 18:32 | |
Санăн, çамрăкраххин, хире тухса тырă акас пулать.
100 çула çитсе пыракан Кипечĕн мар. Атту ытла ваттисен ĕнси çинче пурăнма вĕренсе кайнă. Вăй-хал ĕçне çамрăкраххисен тăвас пулать. | |
Вулама юратакан // 1494.09.1456
2020.05.09 21:15 | |
Эс, Agabazar, Çĕнтерÿ кунне паллă тунă пулас паян, çавăнпа та Кипеч мучи хăйĕн халалĕнче тырă вырăнне хывăх сапать тесе ытарлăн каланине тĕшмĕртсе илеймен пулас. | |
Agabazar // 5699.9.0530
2020.05.10 07:29 | |
«Ытарлă» акавсемпе тутă пулаймастăн.
Чăн-чăн тырă акмалла. Чăн-чăн пулă тытмалла. Чăн-чăн сĕт ĕçмелле (пальма çăвĕнчен тунине мар). Кăшăлвируспа кĕрешме те чăн-чăн эмелсем кирлĕ. «Арбидол» евĕрлĕ фальшаксем мар. | |
Хампур // 1537.72.7157
2020.05.10 20:58 | |
Фотти питӗ сӑнарлӑ. "Аксакал" пире, хӑйӗн соплеменникӗсене, "родной народа" юратса пурӑнма тата ӑна намӑс кӑтартмалла мар тесе тӑн парать, ҫав вӑхӑтра "родной народӑн" ҫамрӑк ӑрӑвӗ Кипече кутпа ҫаврӑнса тӑнӑ. Хӑлхине те чикмест Кипечӗн ӑслӑ сӑмахӗсене, чунне те хывмасть. Вӑл кантӑкран пӑхать. Кантӑкӗ хӑй тепӗр сӑнар - "Окно в Европу". Уншӑн дедушка Кипечӑн хывӑхӗ - Халалӗ те, писатель пек ҫырнисем те мӗне кирлӗ? Европа ӑслӑрах, интереслӗрех. | |
Вот и // 1977.69.9930
2020.05.11 09:06 | |
"Любитель чтения" утверждает, что "Обращение..." - неспелое... Действительно, "Обращение..." писал не Конфуций и не Далай-Лама... Наверное, каждый должен заниматься своим делом... Но мы любим не учиться, а больше учить... Китайцы не бросили своего Мудреца Конфуция, а на основе его мудрого учения дошли до НЕОКОНФУЦИАНСТВА. А ведь это величайшее этико-политическое учение, не случайно они заметных успехов достигли почти во всех сферах жизни. Чувашам нужно перестать заниматься сказками и взяться за серьезные дела с ориентацией на 600 лет вперед, тогда что-то могут получить будущие поколения. Не случайно ведь учения Соломона или Ветхозаветного Сираха до сих пор актуальны:"Каков правитель народа, таковы и служащие при нем; и каков начальствующий над городом, таковы и все живущие в нем"(Сир.10,2). Не убавить и не прибавить, а всё про нас с вами. И сколько тысячелетий живет эта мудрость... | |
Малай // 3465.14.4592
2020.05.11 09:48 | |
Вулама юратакан!Кипечĕн Халалĕ мар, Кипечĕ хăй Халалсем çырма пиçсе çитеймен.Тăм Кăмакара (Кипеч çуралнă ял, Канаш районĕ) вуттине сахалрах хунă пулĕ. | |
Agabazar // 2468.88.6607
2020.05.11 11:49 | |
Халалра хĕвел сÿниччен вырăссене пăхăнса пурăнмалла тени çитеймест.
«Пиçсе çитеймен» тени те çавăнтанах курăнать ĕнтĕ. А Чулкăмака пирки ахалех асăнан. Кипеч Шупашкар хулинче пурăнать, Чулкăмакара мар. Шупашкарта пурăннин стажĕ санăннинчен темиçе хут пысăкрах. | |
В. Степанов // 1491.83.6368
2020.05.12 20:52 | |
Тӗрӗс тӑвать Туля пичче вырӑсла ҫырса. Чавашла ҫырни кама кирлӗ халхи вӑхатра? Аслӑ чӑвашсем пурте вырӑсла пӗлеҫҫӗ. | |
Микула // 9259.3.8429
2020.05.13 18:06 | |
Акӑльчанла ҫырмалла пулнӑ,татах та ӑслӑрах курӑннӑ пулӗччӗ? Э-эх ,чӑваш ҫыравҫи чӑвашла ҫырман пулсан кунта савӑнса мухтанмалли ҫук вара. Патшалӑх политики майлӑ пуласси малта ӗнте чӑваш" интеллигенцин", ҫавӑ кӑна. Ирӗкле шухӑшлама вӗрентмен те хушман та пулас совет саманинче ятарласа хатӗрленисене ? Разветка кайма пачах урӑхла "интеллигенци" кирлӗ, "тактика тата стратеги" пӗлекеннисем. Медальсем,званисем тата ытти влаҫ палӑртса хунӑ япаласем пулманнине мала хурас пулать . Влаҫ ырланисене,асӑрхарӑр пулсан,пӗрне те тӑван чӗлхепе ӳстермелли ача сачӗсем кирлӗ мар. Кирлӗ мар пулсан ӗненме те кирлӗ маррине халӑхӗ сисет те ӗнте. Ҫӗннисен ҫӗнӗлле пулмалла,чӑваш чӗлхине ӗлӗкхи меслетсемпе тата ҫурма утӑмсемпе ҫӑлма ҫуккине ӑнланмалла пулӗ. |