Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Тиркекене тирӗк тӗпӗ лекет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Галина Ялдра: Пӗрле пулар!

Галина Ялдра12.04.2020 16:484816 хут пӑхнӑУлӑштар Кӑларса пӑрах

Кӑшӑлвирус шуйхатнӑ ентешӗмсене

 

«Унта ан тух!», «Кунта ан кай!»...

Ку — пурнӑҫ-и вара? Кай-кай!..

Хаяр чир-чӗр этемлӗхе

Хупса хурасшӑн читлӗхе.

 

Куҫа та курӑнман амак

Пире пӑхӑнтарасшӑн ак.

Те хамӑр кӗрӗс-мерӗсле

Пурнатпӑр?.. Ҫитрӗ тӗрӗслев.

 

Шӑпланчӗ вӑйӑ та уяв,

Мӗнле-ши тухӑпӑр уя?..

Тарлатӑр аҫлӑк та ҫуха —

Тӑватпӑрах ака-суха!

 

Пӗччен ларсассӑн та килте,

Эпир — ан манӑр! — пӗр кӗлте.

Асра тытсан ҫак чӑнлӑха

Инкек хуҫаймӗ халӑха.

 

Ҫак ырӑ туйӑм хушнипе

Хамри мӗнпур чун ӑшшипе

Сире пурне те ыталам,

Телей сунса салам калам.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Микула // 9259.3.8429
2020.04.12 20:25
Ӗҫлеттерес е итлеттерес чух "пӗрле" текенсем чылай ҫав,кукӑльне ҫинӗ чух ун пирки шарлакан сахал.
Варык // 1726.84.3785
2020.04.13 16:17
ийя ҫав.Чӑваш ачи валли садик уҫма кикам та пӗрле ҫок Микулайпа.Капла вара пурте пӗрле те пӗрле,эпир пулнӑ пур пулатпӑр текелеҫҫӗ.Ҫук ҫав пархатар.
Микула // 9259.3.8429
2020.04.14 10:51
Зомбиящик хыҫҫӑн "пӗрле" тенипе паян никама та тӗлӗнтереймӗн. Садик уҫасси те пирӗн хавшак элиткӑн намӑслӑхӗ кӑна Варык текеннин ҫавна ӑнланмалла пулӗ ,"ия" теме ӑна ашак та пултарать .Варыкӑн пенси укҫи прокурорӗнпе пӗрешкелтерех е чиновникпе танрах пулсан тин "пӗрле " тени тӗрӗс пулать пулӗ?
Хула ачи // 1726.84.3785
2020.04.14 12:08
Садик уҫасси пулмарӗ пуль Микулай.Элитӑна тахҫанах кирлӗ пулман ха ку ӗҫ,халӑха та,тем,кирлех мар пулас.
Agabazar // 3799.48.4714
2020.04.14 14:11
Agabazar
«Элита» тесе ан сÿпĕлтет. Ятран кала. ФИО — хушамат, ят, ашшĕ ячĕ.

Калăпăр, эп те «элита». Вара, ача сачĕ çук тесе, Акапасара персе пăрахасшăн-им?
Микула // 9259.3.8429
2020.04.14 15:07
Акапасар калать, ыттисем сӳпӗлтетеҫ кӑна. Паянхи элиткӑн юратнисем Сталин тата Хаяр Иван пулсан -диагноз "ӳтенӗ". Мӗн пирки калаҫмалла сирӗнпе ?
Agabazar // 3799.48.4714
2020.04.14 17:05
Agabazar
Эс ан калаç, ĕçне вара ту.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем