Agabazar // 3860.58.8399
2020.04.03 18:51 | |
Микула // 9259.3.8429
2020.04.03 19:20 | |
Пĕлмен – пĕр сăмах, пĕлсен – çĕр сăмах.
Тăшман йăпăлтатса хур тăвать, тусу тавлашса ыр тăвать. Слушай, а, как тебя звать? спрятано всё под ником имя своё скажи. наш Акапасар безликий. можно и сразу вес, возраст и рост, конечно, вдруг ты меньше меня ,вдруг бородавка где-то... | |
Пĕри // 3601.16.5109
2020.04.03 20:01 | |
Мĕскер çак Акапасара тапăнатăр эсир?
Мухтав турра, пур-ха вĕсем, Акапасарсем, шухăшлама пăрахман çынсем, хăйсем мĕн шухăшланине витĕмлĕ сăмахсемпе çырса пама пултаракансем. Паянхи халăх поэчĕсем вара чылай чух хăлаçланассипе те çатăлтатассипе малта, анчах та шухăш тарăнлăхĕпе çивĕчлĕхĕ çукрах вĕсен, тата пуçĕсенче те ытларах чух хывăх çеç -- çил ăçталла вĕрет, çавăнталла вĕçет те хывăхĕ вара. Акапасар пачах та урăхла туйăнать, талпăнасса та çиле май мар, çиле хирĕç талпăнать вăл ялан тенĕ пекех. Акапасар калакан чăн сăмах хăшĕ-пĕрине килĕшменни вара питех те ăнланмалла - тÿртен калани кама килĕштĕр? Станьялăн хаклавĕ чăнах та вулама аван, тавах ăна çĕнĕ кĕнекесем çинчен çырсах тăнăшăн. Муркаш энциклопедийĕ те аван кĕнекех пулас, Станьял çырнине вуланă тăрăх. Анчах та пирĕн таврапĕлÿçĕсем пĕр-пĕринпе ăмăртса тенĕ пек кĕнекисене вырăсла çырни те шухăшлакан çынна пăшăрхантармасăр пултараймасть. | |
Валери Туркай // 1691.22.2430
2020.04.03 20:56 | |
"Районсен энциклопедийĕсене чăвашла кăларма пултарайманни мухтанмалли япалах мар".
Ах, пирӗн энциклопедисене МУХТАНМА чӑвашла кӑлармалла иккен-ха! Чӑваш та, тутар та, вырӑс та, белорус та, ытти те УСӐ КУРМАЛӐХ мар - МУХТАНМА, "курӑр: еплерех маттур эпир - чӑвашсем!" теме. Вӑйлӑ! Тӑван халӑха юратни вӑл акатуйсенче тӗрӗллӗ кӗпе тӑхӑнса ҫӳрени мар, хаҫатсенче "октябрь" вырӑнне "юпа" тени те мар, вӑл - УРӐХХИ, ШАЛТИ! Кӑлараймастпӑр эпир паян район энциклопедийӗсене ЧӐВАШЛА, кӑлараймастпӑр! Ҫакна шипкӑ умнӑй "Агабазар" та питӗ лайӑх ӑнланать, анчах... Анчах ҫук, ун хӑйӗнчен, аноним пулнипе усӑ курса, суперпатриот тумалла! Унпа пӗрле - ыттисен. Пӑрахӑр-ха хӑвӑртан халӑха ҫӑлакан аноним-паттӑрсем тума! Ҫакӑнта та пулсан ЯТӐРСЕНЕ кӑтартма хӑратӑр та, ӑҫтан халӑха ҫӑлаятӑр эсир! ҪАКӐНТА эсир ман ҫине шакалсем пек сиксе ларассинчен эп шикленместӗп. Тахҫан "Взатка" хаҫатра, "Правда ПФОра" анонимсем ман пирки мӗн-мӗн ҫырнине аса илсен, эсир ҫырни маншӑн шӑна ҫыртни кӑна. Ырӑ каҫ пултӑр! Ан чирлӗр! Чи пахи халь - ҪАКӐ! Валери ТУРКАЙ. 89278555480 | |
Agabazar // 3860.58.8399
2020.04.04 01:01 | |
Эпĕ, Акапасар, аноним пулнипе нихăш енчен те усă курмастăп.
Ну, "аноним" пултăр, вара мĕн? Хама нимле «суперпатриот» тесе те шутламастăп. Ахаль кăптăрмăш чăваш. Çавă çеç. Улăп мар, Паттăр мар, Герой мар, Экстремист мар. Çурăм шăмми çав тери пиçĕ. Валери Туркай пекех, çав уйăх ячĕсене "юпа", "нарăс" тесе мекĕçленнине чăтма пултараймастăп. Проблемăсем пур, анчах кăрлач, çĕртме тенисенче нимле пысăк хăват та курмастăп. Хам ума эп <<халăха çăлас тĕллев>> лартман. А ятăма эп яланах кăтартатăп. Ман ят — Акапасар. Интернетри ытти çынсен ячĕсене вăрласа клонсем ăсталамастăп. Сăмах май каласан, Интернета ман никеймпа манран ыйтмасăр тухакансем те пур. Çавăн пекех нумаях пулмасть хăйне суйса Микула Павловски текене кап! çеç ярса тытнăччĕ. Микулай Павловский Интернетра чăнах та пур. Чĕмпĕр чăвашĕ. Анчах та эп ярса тытни вăл мар, унăн клонĕ. Ун пеккисенчен сыхланма тăрăшмалла. | |
Валери Туркай // 1691.22.2430
2020.04.04 11:51 | |
Эп сана кӳрентересшӗн марччӗ, Акапасар-тӑванӑм. Ытлашши хӗрсе кайрӑм-тӑр. Каҫар мана! Ку сайтра ӑна та кӑна "вӑрттӑн ҫыртакан йытӑсем" тарӑхтарса ҫитерчӗҫ. Капла та, ӑнман "патшасене" пула юлашки вӑйпа малалла талпӑнатпӑр ку чух,. Юрать-ха халӑхӑмӑр маттурипех маттур! Чӑваш Ен тӳри-шари вара?.. Намӑс!
Проблемӑсем - миллион! Эпир вӗсен йышне чакарас вырӑнне, ӳстерсе пыратпӑр. Эп, Акапасар, ӑнлантӑм: эс КУ САЙТСӐР пурӑнаймастӑн. Ку сайт сана пурӑнма вӑй-хал парать. Лайӑх-и ку? Лайӑх! Пуҫна ан ус, тӑванӑм! Хисеплесе те ӑнӑҫу сунса- Хырай Ӗнел ачи Валери Туркай. 89278555480 | |
Agabazar // 2704.83.6365
2020.04.04 15:40 | |
Ку сайтсăр эп шик! шăхăрса çеç пурăнма пултаратăп. Çак çĕр çинче пурăнма мана нимле малсăлтавсем те питех кирлĕ мар.
Ыйту урăххинче — мĕншĕн хальхи вăхăтра районсем тĕлĕшпе, таврапĕлÿ тĕлĕшпе чăвашла кĕнекесем, энциклопедисем кăларма май çук? Мĕншĕн? Ахăртнех, тÿрреммĕн чарни çук пулас. Эппин, мĕнре-ха сăлтавĕ? Тахçан "Ĕмĕр сакки сарлака" пек япаласене каçса кайса кайса вуланă вĕт? Тен, вулакансем халь те пур пуль. Чăннипе, шел пулин те, энциклопедисем кăларас тесе ăшталанса çÿрекенсене «ах, чăвашла вуласчĕ-ха» текен шухăш ярса илмен. Унашкал идея вĕсен пуçра та çук. Ун пирки вĕсем тĕлленмеççĕ те. Калăпăр, Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ Ухтияров Хоспочын тахçан Виçпÿрт-Шăмăршă ялĕ çинчен вырăсла кĕнеке кăларнă. Халĕ вара çав Ухтияров Хоспочын патне <<ма кĕнекÿне чăвашла кăларман?>> текен ыйтупа пырса çыхланни усăсăр. Унашкал ыйтăва вăл ăнланас та çук. Кăнн! пăхса илĕ те сан çине, айккинелле пăрăнĕ. | |
Лешкукша // 7343.6.3468
2020.04.04 23:08 | |
Акапасар! Хӑвӑр район энциклопедине тыт та ЧӐВАШЛА кӑлар, вара сутса hуй | |
Agabazar // 2704.83.6365
2020.04.04 23:22 | |
Эс Лешкукша мар вĕт? Теприн никнеймĕпе усă куратăн?
Клон. Ху энциклопеди ăстала тенине илес пулсан, мĕн сĕкĕнен ку тĕлешпе? Эп сана Акапасрăн энциклопеди йĕркелеме юрамасть, ăна чарнă теместĕп вĕт! Чарман. Ăна та юрать энциклопеди йĕркелесе яма. Анчах та вăл чăнласах ку ĕçе пуçăнсан, ун умне чăрмавсем кăларса тăртамĕç-ши? Э? Апла-и, капла-и, анчах энциклопедисем тата ытти таврапĕлÿ кĕнекисем туса пырасси вырăсла пулса пырать. Ку — факт. Чăнлав. Ют çын никнеймĕпе усă курмашкăн пăрахма сĕнетĕп. | |
Лешкукша // 5418.9.4598
2020.04.12 17:04 | |
Кукша - хитре кайӑк. Эс ӑна курман пуль-ха, Пасар ачи.
Лешкукша вара эпӗ, хамӑр ялсем, Ялта мана пурте паллаҫҫӗ, хам ҫап=ҫамрӑк пулсан та. Пирӗн ялта Клон та, Слон та ҫук. Тутарта Акапасар пулнӑ теҫҫӗ, пирӗн ялсем унта пулман, ҫампа Акапасара палламаҫҫӗ, а мана аякранах салам калаҫҫӗ. Ассалам-мегелейкум, Ак- а- пасар! |
Малашне те каппайланса çÿрес теместĕп.
Кам-ха, эпĕ? Ахаль кăптăрмăш чăваш, хушăран-хушă хамăн шухăша пĕлтерекенскер.