Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Чӑваш ҫыравҫисен пӗрлӗхӗ 85-ре кӑна-и?

Аçтахар Плотников17.12.2019 17:099617 хут пӑхнӑ

Валерий Туркай ыйтнипе 2003 ҫулта тухнӑ Петӗр Ялкирӑн статйине вырнаҫтаратпӑр. Вӑл «Писательсен пӗрлешӗвӗ — 80-ра» ятлӑ. Статья вырнаҫтарма Валерий Туркая, ахӑртнех, пирӗн сайтра пӗлтернӗ «Чӑваш ҫыравҫисем союз юбилейне пухӑнӗҫ» хыпар хистенӗ. Чӑваш ҫыравҫисен пӗрлӗхӗ миҫе ҫулхи юбилейне тата хӑҫан палӑртмаллине ҫак статьяпа паллашнӑ хыҫҫӑн татса пама пулать тесе шутлатпӑр.

«Чӑваш халӑх сайчӗн» тӗп редакторӗ Николай (Аҫтахар) Плотников.

«Писательсен пӗрлешӗвӗ — 80-ра»

Чӑваш ҫыравҫисене пӗр ушкӑна пӗрлештерес шухӑша Ҫеҫпӗл Мишши 1921 ҫулхи пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Вӑрнар техникумӗнче вӗренекен Н. Ваҫанкка поэт патне ҫырнӑ ҫырӑвӗнче палӑртнӑ. 1923 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче «Канаш» хаҫат редакцийӗнче тата кӗнеке издательствинче ӗҫлекен ҫыравҫӑсем хӑйсен пухӑвӗнче Чӑваш писателӗсемпе журналисчӗсен «Канаш» союзне туса хума йышӑнаҫҫӗ. Унӑн бюровне Николай Золотова, Николай Шупуҫҫыннине, Хумма Ҫеменне, Степан Лашмана, Николай Патмана, Лява Платунне, Ананий Элтивана суйлаҫҫӗ. Председатель пулма «Канаш» хаҫат редакторне Николай Золотов критика уйӑраҫҫӗ.

«Канаш» союз писательсен хайлавӗсене пӑхса тухса пичете сӗнессине йӗркелесе янӑ. «Канаш» хаҫатра сӑвӑсем, калавсем, очерксем ҫапӑнма пуҫлаҫҫӗ. Писательсем тӑрӑшнипе 1924 ҫулта «Сунтал», 1925 ҫулта «Капкӑн», 1928 ҫулта «Ӗҫ хӗрарӑмӗ», 1929 ҫулта «Хатӗр пул», 1931 ҫулта «Трактор» журналсем тухма пуҫлаҫҫӗ. Писательсем сӑвӑ-калав ҫеҫ мар, романсем, поэмӑсем, нумай актлӑ пьесӑсем ҫыра-ҫыра пичетлеме тытӑнаҫҫӗ. Чӑвашла Мускавра «Коммунар» хаҫат, Самарта «Колхозник» хаҫатпа «Вӑтам Атӑл» журнал, Хусанта «Утӑм» журналпа «Хӗрлӗ ялав» хаҫат тухма пуҫлаҫҫӗ.

1934 ҫулта ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвне Чӑваш совет писателӗсен союзӗ теме пуҫлаҫҫӗ. Аталану ҫулӗ ҫӑмӑл пулман. 18 ҫыравҫӑ репрессие лекнӗ, А. Золотов, Е. Захаров, Н. Митта, Н. Янкас, Н. Патман, Н. Шупуҫҫынни таврӑнайман. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинчен СССР писателӗсен союзӗн 16 членӗ чӗррӗн тухайман. Ҫӗн йӗркелӳ тапхӑрӗнче писательсен союзне темиҫе пая уйӑрса аркатма хӑтланчӗҫ.

Пӗрлӗхшӗн тӑракансем чӑваш профессиллӗ писателӗсен союзӗн ялавӗ айӗнчен пӑрӑнмарӗҫ. Халӗ унта 140 таран прозаик, поэт, драматург, критик, публицист пӗрлешсе тӑрать.

Профессилле писательсен союзӗн правленийӗ Валерий Туркай ертсе пынипе чӑваш литературине малалла аталантарас тесе ҫине тӑрса тӑрӑшать. Ҫӗнӗ произведенисем «Тӑван Атӑлпа» «Ялав» журналсенче, хаҫатсенче сахал мар пичетленеҫҫӗ. Йывӑррӑн пулин те, кӗнекесем те тухкалаҫҫӗ. Классиксен, П. Хусанкайӑн, Я. Ухсайӑн, томӗсене ҫеҫ мар, В. Элпи, В. Енӗш, Д. Гордеев, П. Ялгир, А. Казанов тата ыттисен хайлавӗсене те кӑларнӑ. Писательсен юбилейӗсене анлӑрах ирттересси вӑй илсе пырать. Вӗсене Шупашкарта кӑна мар, ялсенче те палӑртаҫҫӗ. Ҫав ятпа районсенче литература кунӗсем иртеҫҫӗ. Вӗсем юлашки вӑхӑтра Муркаш, Комсомольски, Вӑрнар, Етӗрне тата ытти районсенче те иртрӗҫ. Тӑванла Тутар, Пушкӑрт, Мари Эл республикисене кайса чӑваш литературин кунӗсене ирттертӗмӗр. Унтан та пирӗн пата хӑнасем килсе кайрӗҫ. «Хавхалану» хаҫат тата «Чувашия литературная» альманах тухма пуҫларӗ. Шупашкарта Ҫеҫпӗл Мишши, Слакпуҫӗнче Я. Ухсай, Сиктӗрмере П. Хусанкай музейӗсем уҫӑлчӗҫ. Союз членне 15 ҫамрӑк ҫыравҫӑна йышӑнтӑмӑр. Проза антологийӗ тухрӗ, поэзи, драматурги, ача-пӑча, сатирӑпа юмор антологийӗсене кӑларма хатӗрленӗ. Пурнӑҫпа тан утса пирӗн писательсем тӑван Чӑваш Ен хитрен чечекленсе пытӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ.

Юбилей ирттернӗ май хӑш-пӗр кӑлтӑксене те палӑртма тиврӗ. Сӑмахран, ҫур миллионлӑ тӗп хуламӑр Шупашкар чӑваш литературине пӗр писатель те памасть. Шупашкар хули ҫинчен вырӑс летопиҫӗнче 1371 ҫултанпа ҫырма тытӑннӑ. Ун чухне Дмитрий князь Мускавран Атӑл тӑрӑх Мамай хан патне Сарай хулине кайнӑ, Шупашкарта пӗр каҫ ҫывӑрнӑ. Ҫавӑнтанпа чӑваш литературине Шупашкартан пӗр ҫын та хутшӑнманни питӗ пӑшӑрхантарать.

Тӗлӗнмелле, чӑваш писателӗсем ялтан кӑна тухаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та произведенисем те ытларах ял ӗҫченӗсем ҫинчен. Ялтан хулана килнӗ ҫыравҫӑсем хӑйсем те ял темине ҫӗклеҫҫӗ. Промышленность темипе ҫыракансем Алексей Талвирпе Иван Григорьев писательсем ҫеҫ пулнӑ. Ку тӗлӗшпе ҫамрӑксем улшӑну туни курӑнмасть.

Юбилей пухӑвӗнче Писательсен пӗрлешӗвӗн правленийӗн ҫак ҫитменлӗхе пӗтерессишӗн тӑрӑшмаллине палӑртрӗҫ. Ял ҫыннисем ҫинчен те сулмаклӑрах хайлавсем кирли пирки сӑмах пычӗ.

П. Ялгир.

 

Хушни

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 2405.41.8395
2019.12.17 21:06
Agabazar
Аван мар лару-тăру.
Вара 1939-мĕш çулта çеç пĕрлешÿ туса хунă пулать-и?
Валери Туркай // 4175.42.3625
2019.12.18 05:05
Аван мар лару-тӑру, Акапасар, питӗ аван мар!
Пӗтӗмпех Филиппова текенскерпе Кибеч туса хучӗҫ. Никама та итлемеҫҫӗ, никама та шута хумаҫҫӗ. Культура министерстви те ним те мар ҫак икӗ пуҫтахшӑн. Министерство та халран кайса ҫитнӗ вӗсемпе. Ю.М. Артемьев профессор ӗнер мана телефонпа "Юрать правлени членне суйланмарӑм, намӑс кураттӑм" терӗ.
Ытти-хыттисӗр пуҫне, Филиппова "Тӑван Атӑл" шайне антармаллипех антарса лартрӗ. Ун, супер-купер председателӗн, вӑхӑчӗ ҫук журналпа аппаланма!..
Хӑҫанччен тӑсӑлать КУ МЫСКАРА?!
Валери Туркай
Атнер // 1491.06.4912
2019.12.18 06:26
Паянхи кун миҫе союз вара?.Ирттерчӗр кашни хӑйӗн юпилейне.
Agabazar // 4210.34.3729
2019.12.18 09:35
Agabazar
Чăннипе каласан, кунашкал япаласем пирĕн пурнăçра пайтах пулнă.
Астăватăр-и, Николай Васильевич Никольский ятне çĕклесе яма тытăнтăмăр?

Сасартăк формула çуралчĕ: Н.В.Никольский чăвашран тухнă «пĕрремĕш профессор» иккен!

Эх, пуçларĕç, эх, пуçларĕç çакна çавăрттарма! Пĕрремĕш профессор! Пĕрремĕш профессор! Пĕрремĕш профессор! Пĕрремĕш профессор! Пĕрремĕш профессор! ........

А мĕн каппайланмалли пур ку япалапа? Профессор-тăк профессор пултăр, вара мĕн?...

Тĕрĕслĕхĕ вара татах та кулăшларах: Чăвашран тухнă прахвиссăрсем маларах та пулнă. Вĕсенчен пĕри, Виктор Петрович Вишневский (24.11.1804, Сăкăт ялĕ, Етĕрне уесĕ (халĕ Вăрнар р-нĕ) – 30.12.1885, Хусан) — 1828-мĕш çултах философи прахвиссăрĕ пулса тăнă
Варык // 1726.84.3785
2019.12.18 11:42
А кам чӑвашӑн пӗрремӗш тракторисчӗ?.Пӗлместӗн ҫакна та,Акапасар. Хӗлип Лиди вара писаччӗлсенчен кулмаллипех кулать пулас.
Agabazar // 4210.34.3729
2019.12.18 12:21
Agabazar
Тата тепĕр тĕслĕх.
Акă эпир Иван Яккăльччă Яковлева çĕнĕ чăваш çырулăхне йĕркелекенĕ тетпĕр. Анчах та чылайăшĕ çав çĕнĕ текеннине ячĕшĕн çеç калать, хайхи çуттатуртавçăна чăннипех пуçлавçă вырăнне хурать. Пĕрремĕш букварь пирки калаçать.

Хайхи çĕнĕ тенине хушса хунă пулсан та, кам питех асăрхать ăна кулленхи пурнăçра? Курмăш пулаççĕ те — иртсе каяççĕ.

Чăн та чи тăнлисем Николай Золотницкий букварĕ тата вăл ăсталанă çырулăх пирки илткеленĕ ĕнтĕ. Вăл Ӳӳ саспллине кĕртнине те пĕлкелеççĕ.

Анчах та Николай Золотницкий ăсталнă букварь тата çырулăх та чи пирвайхисем мар.

Ку факт тахçан авалхи Атăлçи Пăлхар саманине каймасăр та аван курăнать.

Пулнă Талиев букварĕ тата çырулăхĕ, Пулнă Вишневский букварĕ тата çырулăхĕ. Тен, татах та пулнă пуль. Халлĕхе тĕпĕ-йĕрĕпе пĕлсе пĕтерейместпĕр кăна.

Страницӑсем: 1, 2, [3]

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем