Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -6.7 °C
Хитре ҫеҫкен кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Виталий Родионов: Халӑхӑмӑрӑн мухтавлӑ ывӑл-хӗрне манас марччӗ

Виталий Родионов22.08.2019 16:025558 хут пӑхнӑ

Ярухха Витти ҫырнӑ «Куншӑн намӑс пулмалла, е Никифор Мраннька ҫыравҫӑ вил тӑприйӗ ҫинче» статьяна (Тӑван Атӑл. 2017. №) вуланӑ хыҫҫӑн чунӑм хытах пӑлханса илнӗччӗ. Ҫыравҫа хӑй вӑхӑтӗнче аванах пӗлнӗрен (1970 ҫулта эпир, пӗрремӗш курс студенчӗсем, унпа Куславкка районӗнчи Муркар ял клубӗнче тӗл пултӑмӑр, ун чухне ӑна халалласа эпӗ сӑвӑ та хайланӑччӗ), ҫыравҫӑмӑр вил тӑпри юхӑнса кайнишӗн хама та айӑплӑн туйрӑм. Эпир астумасан, вӑл ҫырнӑ, ҫуралнӑ е пурӑннӑ вырӑнсене упрамасан камах тутӑр-ха ҫак сӑваплӑ ӗҫсене?

Мранькка йышши мухтавлӑ йӑхташӑмӑрсем, тӑван сӑмахӑмӑра унӑн лаҫҫинче шӑратса ӗмӗрне ӗмӗрленӗ паттӑрсем сахал мар чӑвашӑн. Тивӗҫлипе упратпӑр-ши эпир вӗсен ячӗсене чӗремӗрсенче, халӑхӑмӑра мӑнаҫланма пулӑшакан тӑванӑмӑрсене манса каймастпӑр-ши? Кунта пирӗншӗн тӗслӗх вырӑнне Андриан Николаев космосҫӑн тӑван ялӗнчи вил тӑприйӗ тата музейӗ пулса тӑрать. Ҫыравҫӑсем те тӑван сӑмах космосне уҫакансем пулнине манмалла мар. Вӗсем чӗлхемӗре хӑват кӗртекенсем-ҫке, малашлӑха ҫул уҫса пыракансем. Чӗлхемӗр аталанни вара халӑхӑмӑр малаллах утнине пӗлтерет. Ку тӗлӗшрен патӑрьелсене мухтамалла: вӗсем хӑйсен ҫӗрӗ ҫитӗнтернӗ ҫыравҫӑсемпе тивӗҫлипе мӑнаҫланаҫҫӗ кӑна мар, вӗсен вил тӑприсене те, пурӑннӑ вырӑнӗсене те сӑваплама тӑрӑшаҫҫӗ (Митта Ваҫлейӗ, Турхан Энтри, Геннадий Айхи). Ҫеҫпӗл Мишшине те мансах кайман темелле: унӑн музейӗ те, чул кӗлеткисем те пур ӗнтӗ. Ҫемен Элкерӗн ячӗ те кӑштах сӑвапланнӑ темелле (Шупашкарти урам, тӑван ялӗнчи шкул ячӗ, кил вырӑнӗнчи палӑк). Петӗр Хусанкайӑн та ҫавнашкалах.

Асӑну, сӑваплу ӗҫне ытларах «ҫӳлтен хушнипе» туса пынине палӑртас килет манӑн. Ҫак ӗҫе хура халӑх хастар хутшӑнманнин хӑйӗн сӑлтавӗ пур пек туйӑнать. Малалла ҫавӑн ҫинчен вулавҫӑпа пӗрле шухӑшласа пӑхасшӑн.

Хӑйсемшӗн хаклӑ ҫынсене чӑваш хӑҫан асӑннӑ-ха? Эпӗ 1984 тата 1987 ҫулсенче хальхи Чӑваш гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ ирттернӗ пур енлӗ экспедицисене хутшӑннӑччӗ, ун чухне республикӑмӑр тулашӗнчи чылай чӑваш ялне ҫитсе куртӑмӑр, масарсем ҫинче те пултӑмӑр. Ҫав пухнӑ материалӑн пӗр пайне пичетлеме май килчӗ (Родионов В.Г. Епле пурӑнать-ши аякри тӑван: пур енлӗ экспедиции материалӗсем. Шупашкар, 2008. 400 с.), пысӑкрах пайне ку таранчченех кун ҫути кӑтартаймарӑм. Тӗпчев ҫакна кӑтартрӗ: 1. Атӑлпа Урал тӑрӑхӗнче пурӑнакан пӗтӗм чӑваш ваттисене ҫак-ҫак вӑхӑтсенче тата вырӑнсенче асӑнать: мункунта (килте), ҫимӗкре (масар ҫинче) тата юпа уйӑхӗнче (килте). Килте асӑннӑ чухне вилнисем хӑналанма килеҫҫӗ теҫҫӗ, масар ҫине вара пурӑнаканӗсем хӑйсем каяҫҫӗ. 2. Енчен те пӗр-пӗр тӑванӗн вил тӑпри тӑван ялӗнчен инҫетре е пачах паллӑ мар пулсан, ун йышшисене масар ҫинче асӑнмалли ятарлӑ вырӑнсем туни чылай тӗл пулать. Чӑваш тӗнӗпе пурӑннисене юпа, православи тӗнӗнчисене хӗрес, коммунистсене ҫӑлтӑрлӑ палӑк лартса асӑнаҫҫӗ. Ун йышши ятарлӑ вырӑнсене (вӗсем символла вил тӑприсем) кенотаф теҫҫӗ. 3. Ҫимӗкре никам та ял хушшинчи палӑк (вӑрҫӑра вилнисен ячӗсемпе лартни пур пулсан та) каймасть.

«Хамӑрӑн паллӑ ҫыннӑмӑрсене асӑнмалли палӑксене хура халӑх традицисене шута илсе вырнаҫтармалла» тесе каласшӑн эпӗ. Патӑрьел тӑрӑхӗнчи паллӑ ҫыравҫӑсен вил тӑприсем, телее, тӑван енчех упранаҫҫӗ. Ку питӗ лайӑх. Мраньккан вил тӑпри тӑван ял масарӗнче пулни те аван, ял халӑхӗ ҫимӗксерен асӑнатех ӑна. Вырӑнти хуҫасен тимлӗхӗ ҫитменни кӑна кунта. Ҫав хушӑрах мухтавлӑ ҫыннӑмӑрсен вил тӑприсем тӑван ялтан инҫетре пулни ҫимӗксенче-юбилейсенче яланах чӑрмав кӳрет: ял ҫыннине куҫ умӗнчи вил тӑпри кирлӗ (вӑл кенотаф кӑна пулсан та).

Ҫакӑн пек чухне пултаруллӑрах чӑвашсем, каларӑм ӗнтӗ, масар (ҫӑва) ҫине кенотаф-палӑк лартса асӑнни питех те пӗлтерӗшлӗ. Тӗслӗхрен, вырӑс ҫыравҫин Марина Цветаеван вил тӑпри Елабуга хулинче, Балтика тӑрӑхӗнче вара унӑн кенотафӗ пур, унти халӑх сӑвӑҫа асӑнма ҫав палӑк патне ҫӳрет. Чӑваш патшалӑх университетӗнче ӗҫленӗ профессорӑн (М.М. Михайловӑн) вил тӑпри Мурманск хулин ҫӑвинче пулсан, ун кенотафӗ тӑван тӑрӑхӗнче пур: Элӗк районӗнчи Энехмет ялӗн ҫӑвинче. Унта хисеплӗ ҫыннӑмӑр тӑванӗсемпе ӗҫтешӗсем тӑтӑшах ҫӳреҫҫӗ, ял халӑхӗ ҫимӗкре асӑнать. Ман шутпа, ҫак мелпе ытти мухтавлӑ ентешсене те асӑнма тӑрӑшмалла. Чи малтан вилсен хӑйӗн тӑван ялӗн масарне таврӑнма ӗмӗтленнӗ ҫынсене.

Ку тӗлӗшрен эпӗ Ҫемен Элкер пирки калаҫса илесшӗн. Поэтӑмӑр мӑшӑрӗ упӑшкин кун кӗнекисене архива панӑ чухне мана ҫапла каланӑччӗ: «Вилес умӗн Ҫемен мана хӑйне тӑван ялӗн масарне пытарма ыйтнӑччӗ. Ватӑлсан, унта ҫӳреме йывӑртарах пулӗ тесе, эпир Шупашкартах пытарас терӗмӗр». Чӑваш ҫыравҫисенчен те илтнӗ ҫак шухӑша. Вилес умӗнхи ҫулсенче аслӑ сӑвӑҫӑмӑр архиври метрика кӗнекисене тӗплӗн пӑхса тухни паллӑ. Вӑл хӑйӗн йӑхне, таврашне тарӑннӑн тӗпченӗ, йӑх тымарне шыранӑ. «Кушлавӑш уйӗ» ятлӑ очеркне вара виличчен пилӗк уйӑх маларах кӑна вӗҫленӗ. Ку вӑл Элкер тӑван тӑрӑхне, Пысӑк Упакасси ялне питӗ хытӑ юратни ҫинчен калать. Ахальтен мар ӗнтӗ сӑвӑҫ 1918 ҫултах ҫапларах йӗркесем хайлать: «Эй, Кушлавӑш, ешӗл уй, - / Ҫут ачалӑхӑм сӑпки! / Пӗл, ӑнланччӗ мана, туй: / Эс ман пурнӑҫ кӑвапи». Элкерӗн пурнӑҫланман ӗмӗтне паян та, вӑхӑт ҫур ӗмӗр ытла иртнӗ пулин те, пурнӑҫлама май пур: Пысӑк Упакасси масарӗнче ун ячӗпе кенотаф вырнаҫтармалла. Ҫак шухӑша чӑваш халӑх поэчӗн Шупашкарти ентешӗсем те ырлаҫҫӗ, тӑкакӗсене хӑйсем ҫине илме шантараҫҫӗ.

 

Виталий Родионов,

Чӑваш патшалӑх университечӗн профессорӗ,

Кушлавӑш уйӗн ывӑлӗ.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 1627.99.4202
2019.08.22 18:20
Agabazar
Кенотаф лартас йăла пур.
Чăвашсем кун пек чухне <<çĕр кастарнă>> теççĕ.
Манпа пĕр класра вĕреннĕ ача Çĕпĕрте вилнĕччĕ те кунта илсе килесси пулмарĕ, мĕншĕн тесен виллине те тупайман. Халĕ вилтăпри çук çĕртех палăк ларать.
Алексин // 3806.8.9922
2019.08.23 21:26
Валентин Урташ тӑпри Шупашкартах юхӑнса выртать, ӑна ӑҫта пытарнине пурте маннӑ.
2019.08.27 06:28
Кун пирки пĕр вырăс пултаруллă çыравçи çапла çырать: живём не люди, умрём - не человеки. Миçе хутчен вулама тивнĕ: вилтăприйĕ çинче ĕçтешĕсем: мы тебя никогда не забудем. Пусть земля будет пухом, теççĕ те васкаççĕ кĕреке хушшине вырнаçма. Пĕринче çакнашкал пулăм курма та тÿр килчĕ: мулла масар çинче хăйĕн ĕçне тĕплĕн вĕçлесе çитермерĕ, алăри сехечĕ çине пăхрĕ те, манăн тепĕр çĕре çитмелли пур терĕ. Ара, кунта укçине илнĕ вĕт, тата мĕскер кĕтмелли пур. Тепĕр çĕрте татах укçа ты ттараççĕ. Вăт çавăн пек пурнăç кайрĕ халь
Agabazar // 2913.69.1192
2019.08.27 15:51
Agabazar
Лĕпĕртетсе лариччен, чуп халех Валентин Урташ вилтăприйĕ патне! Пуçла тирпейлеме! Хăванпа пĕрле куккуна, арăмна, пĕр-ик юлташна ил. Майлаштарăр!
2019.08.27 17:01
Акапасар, сна вара урлă пулать-и? Кунта пуринчен ытларах эсĕ лĕпĕртетсе лараканни. Мĕскер хăвăн çинчен сиретĕн? Е сана ку пĕртте тарăхтармасть те, кулянтармасть те-и?
Agabazar // 2913.69.1192
2019.08.27 21:43
Agabazar
Тĕрĕс, мана та юрать.
Agabazar // 2913.69.1192
2019.08.27 21:43
Agabazar
Тĕрĕс, мана та юрать. Вăл ĕçе эп кайса тусан та ним те пулмасть. Тăванĕсене тупса калаçмалла, мĕн кирлине тумалла.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем