Аскольд Де Герсо // 3805.67.5035
2019.07.24 22:36 | |
Атнер, хамăрăн чăваш чĕлхинчи каларăшсемпе те аванах усă куратăп эпĕ вырăнлă чухне, ку енчен ман пата претензи пулас çук. Анчах та икĕ нĕрсĕр мĕскĕнсем сайтра Вот ипе пĕр хĕрарăм çавна ăнланас çук. Вот и текенни халĕ çулĕсемпе силлеме пикенчĕ, маншăн хăть çĕр çулта пул, анчах нимĕн те ăнланмасан мĕне тăраççĕ çав çулсем? Урайĕнчи çÿпе те тăмаççĕ. Паянхи кун Лев Толстой çыравçăн "Анна Каренина" романне тапăнаççĕ, халăха хăйĕн çине алă хума хĕтĕртет имĕш. Ку хушăра хам çине тапăннине пу çа та илместĕп, Лев Толстой ăçта та эпĕ ăста? Ăссăрлăх саманинче ушкăнпа пĕрлешсе ăссăр пулма кăмăл çук | |
Алексин // 3422.28.0861
2019.07.25 12:05 | |
Ответила автор, Е.Я. Ухсай. Удивлена тем, что ситуация в Слакбаше никого не колышит. Люди озабочены рейтингами и прочими никчемными вещами. Слушайте, Земля плачет, а вам трын-трава. | |
Аçтахар Плотников // 2443.0.1048
2019.07.25 14:19 | |
Ҫав териех вӑйпа лартма ыйтсан — пушшех те лартмастӑп!
1) вӑл статьясене пӗр автор ҫырнӑ (урӑх никам та ҫыраймасть-шим?..); 2) вӑл статьясене таҫти ресурссене те вырнаҫтарнӑ (эпир вырнаҫтарсан ӑна интернет-шыравҫӑсем плагиат тесе хаклаҫҫӗ; пӗр-пӗр статйине хӑть чӑвашла куҫарса ярса парасчӗ...); 3) пӗр статья та пулин чӑвашла ҫырас — ҫук вӗт, йӑлт вырӑсла (чӑвашсен ҫӗрӗшӗн мар, вырӑссен ҫӗрӗшӗн кулянатпӑр пулса тухать; е каллех кунта «пурне те ӑнланмалла» чир хуҫаланать?); 4) пире ку ыйту кулянтармасть тесе калама нимле май та ҫук (ку статьяна вырнаҫтарнӑ-и — вырнаҫтарнӑ!; ку ыйтӑва сӳтсе явассинчен чаратпӑр-и — ҫук!); 5) статьясен черечӗ пур, тата вӑхӑт ҫукки. | |
Аçтахар Плотников // 2443.0.1048
2019.07.25 14:20 | |
Вӑйпа чышнине эп вара ҫав тери хирӗҫ. Паян мӗн те пулин шутласа кӑларасшӑнччӗ те Елена Ухсайӑн черетлӗ статйине вырнаҫтарасшӑнччӗ (ӗнерхи статья хыҫҫӑн талӑк пек кӗтнӗ хыҫҫӑн) — анчах ҫав териех вӑйпа лартма сӗннине пула темскер вӑл кӑмӑлсем пӗтрӗҫ. | |
Алексин // 3422.28.0861
2019.07.25 16:32 | |
Елена Ухсай нимле "черетлӗ" статья та яман, "Когда земля плачет" тенине анчах. Тата вӑл ку ыйтупа район пуҫлӑхӑн ҫумӗ янӑ хурава ярса панӑ. Тавралӑх картти пур, вите ӑҫта ларнине ӑнланса панӑ. Вӑл ниҫта та пичетленмен. "Когда земля плачет" ятли "Блоги Правды ПФОра" кӑна тухнӑ, таҫти "рессурссенче" ҫук. Енчен те пӗлтерӗшлӗ ыйту пулсан хаҫатсем те, телевиденипе Интернет та кӗрлет кӑна, никам та рейтинг тесе нӑйкӑшса лармасть.
Тӗлӗнмелли тата ҫакӑ: кунти авторсенчен хӑшӗсем хӑйсенчен ним те ҫырмаҫҫӗ, ытти ҫӗртен сӑптӑрса кӑна лараҫҫӗ. Сӑптӑрма та йӗркеллӗ пӗлмеҫҫӗ, анчах рейтингшӑн ку ним те мар. Халӑха хывӑхпа ан улталӑр. Танлаштарма: "Правда ПФОра" вулакансем ҫутҫанталӑка варалани пирки пӑшӑрханса ҫыраҫҫӗ, кунтисене вӑл япала кирлӗ мар, священное писание, Толстой, Каренина тата тем-тем пирки сӳпӗлтетсе рейтинга ӳстереҫҫӗ. "Маттурсем" мар-и? | |
Аскольд Де Герсо // 2959.77.9990
2019.07.25 16:39 | |
Алексин, мĕншĕн-ха Елена Ухсай хăй çырмасть? Тĕлĕнмелле. Енчен те çырма кăмăл пур, мана нимĕн те чăрмантармасть, Елена Ухсай вырăсла çырнисĕр пуçне çынсене хушать çырма, ăнкартмастăп. Е ку пиар? | |
Алексин // 9268.4.8764
2019.07.25 22:36 | |
Вӑл кун пек сайт ҫинчен илтмен. Пичетлӗр-ха май пулсан ӑҫта та пулин тесе палӑртнӑ. Халь вӑл Пушкӑрта тухса кайнӑ хирӗҫ тӑма, чӑваш писателӗсем ахаль те вӑхӑт ҫук тесе унпа кайма килӗшмен.
Кунта ҫыракансене Слакпуҫӗнче чӑвашсенчен мӑшкӑласа сысна ферми уҫни ним чухлӗ те тӗлӗнтерместь иккен. ...Аскольд текенни Наполеон пек анлӑ шухӑшлать, ку тӳрех курӑнать. | |
Ялтан // 9268.4.8764
2019.07.25 22:40 | |
"Лев Толстой ӑҫта та эпӗ ӑста". Ӑста ҫав, питӗ ӑста, Толстойран та иртсе каять. | |
ТУРИНККЕ КИРЕМЕТ СЫХЧИ // 2291.81.1801
2019.07.26 10:43 | |
Ку ыйтупа (пысăк сысна ферми пирки) пĕрре сайтра сăмах хушнăччĕ. Елена Ухсайпа килĕшсе эпир те пăшăрханатпăр. Пирĕн йăхран тухнă Петров-Турингесем вăл Пушкăртри (Слакбаш,Белебей тата ытти), çĕр çинче пурăнса нумай вăй хунă. Священник,педагог,композитор А.П.Петров-Туринге(1858-1913) Чĕмпĕрти шкулта юлташĕпе - И.Я.Яковлевпа пĕрле ĕçленĕ хыççăн Бижбулякра благочинный пулнă май Белебей уездĕнче чылай шкулсемпе, чиркÿсем уçма тăрăшнă/пулăшнă. Унăн шăллĕ Яков Петров (Туринге)(1865) Чĕмпĕрте 1878-1886 вĕреннĕ хыççăн, 2 çул Бичурин училищинче (Шупашкар уездчĕ), виçĕ çул тата Девлезеркински училищинче (Бугульма уездчĕ) ĕçлеть. Яков Петров (Туринге) Чуюнчи-Николаевского училищин пĕрремĕш учителĕ, 1892 çулта вăл Слакбашри Михайло-Архангельский чиркÿне тата вырăнти миссионер шкулне учитель пулса куçать. Я.П. Петров (Туринген) 11 ача пулнă, кулянмалла, анчах хальхи саманара кĕçĕн манукĕсем вырăса тухнă. А.П. Петров-Туринген пĕр ывăлĕ П.А. Петров-Туринге (этногроф, педагог) Пушкăрт Чăвашĕсене терлĕ енчен нумай тĕпченĕ, анчах 1937ç. арестленĕ хыççăн, 10 çул параççĕ те, 1943ç. лагерьте вилеть; А.П. тепĕр арестленĕ ывăлне Володине - 1938ç. персе прахаççĕ. Çапла саманасем ĕлĕк пулнă тата паян... | |
Аскольд Де Герсо // 3153.87.8792
2019.07.26 11:14 | |
Алексин, кунта çыракансем ытларах пулнă-пулман иртнинче чаваланма кăмăллаççĕ, ара, уншăн нимĕн те тумаççĕ-çке-ха, текех ача-пăча вăййи выляччăр, чиновниксене çеç ан чăрмантарччăр хăйсен хура ĕçне тума. Сысна ферми тăвасси вара чиновниксене хирĕç каясси, куншăн пуçран шăлмаççĕ, пĕремĕк те тыттарас çук. Çакă вăл паянхи ура-патриотизм |