Agabazar // 3756.0.8691
2018.06.21 21:47 | |
Юлашки араттăр, чăвашла калаç. (Юлашки араттăр сăмахне модераторсем кăларса пăрахнă). | |
Виттус // 3994.21.5149
2018.06.21 22:04 | |
Ӳркенмен улпутӑм Акапасар!
Пур япалан та пичӗпе хыҫӗ пур. Кирек мӗне те ырлама та, хурлама та пулать.Анчах чӑнни - пӗрре! Чалтан вӑрҫинче Сталинӑн "Ни шагу назад!" приказӗнчен пӑрӗнса юлма тивӗҫ пулман, Госдума вара темле хушусем хыҫҫӑн сӗтӗрӗнет пулсан, ӑна тӗрӗслӗх фрончӗ мар, лакейсен лаҫҫи ҫеҫ темелле. Иккӗмӗш вулавра Олег Николаевӑн ырӑ витӗмӗ палӑрсан кӑна ӑна Атӑлҫи халӑхӗсем тӳрре кӑларӗҫ тесе шутлатӑп. | |
Микула // 9259.3.8429
2018.06.21 22:10 | |
Тыт та çыр ? Прахвуст вара эс Акапасар. Мана президент пулма суйлăрха тесе çÿремен.Эп шупăрсем тăхăнса кĕрекесем тăрăх йăваланса çÿремен,шкулсем хупаканнисен аллисенчен хисеп хучĕсем ильмен.Тимĕр патĕнче,Çăлкуçра, эп те эп тесе ларман. Академик тетĕр пулсан академик пек пулмалла . Ĕлĕк ,Ельцин вăхăтĕнче,кашни иртен çÿрен "паттăр" пулма пултарнă пулсан паян вĕсем ,"паттăрсем" çук? Тарса пытаннă? Шупашкарта тăван чĕльхепе ÿстермелли ача пахчисем çук пулсан ,ун пирки Хусанкай та Станьял та пĕр самах та шарламаççĕ пулсан,кам "ĕнси" пирки калаçан Акапасар ? Ан аташ. Тĕрĕс çулпа утасран ура лартса ларнине тахçанах сисетпĕр .Хирĕçтерсе ларан анчах кунта,çавăнпах ятна пытаран. Агабазарщина -сĕрĕм сарса ларан. | |
Agabazar // 3756.0.8691
2018.06.21 22:18 | |
Микула // 9259.3.8429 2018-06-21 22:10Шупашкарта тăван чĕльхепе ÿстермелли ача пахчисем çук пулсан ,ун пирки Хусанкай та Станьял та пĕр самах та шарламаççĕКу — намăсăррăн элеклени пулать. "Кайăк" темерĕн! | |
Микула // 9259.3.8429
2018.06.21 23:08 | |
Кам,хăçан тата мĕн каланă ? Сăмах май асăннисĕр пуçне.Çĕр хут таккаса ăнлантарса пани хыççăн кăна. Чăваш чĕлхине аталантармаллин пĕрремĕш утăмне ,пĕрремĕш чи кирлĕ меслетне ăнланмалла. Çичĕ хут чăваш шупăрне тăхăнсан та чăваш чĕлхин грамматикине пĕльсен те ,Акапасар ,эс тăван чĕльхепе ÿстермелли ача сачĕсем малта пулмаллине тавçарса илейместĕн. Пăшалĕ мĕнрен тăнине вĕрентнĕ пулсан та пăшалĕпе пеме вĕрентмен сана. Филологи факультетĕнче çавăн пек çитменлĕх яланах пулнă. Чăвашла калаçма çырма вĕрентеççĕ пулсан та чĕлхене сыхласа ,аталантарма вĕрентекен пулман. | |
Agabazar // 3756.0.8691
2018.06.21 23:26 | |
Такки чарăнмасть, шеремет! | |
Лешкукша // 3994.21.5149
2018.06.21 23:41 | |
Пасарта ҫухалса кайнӑ Микула ача сачӗсем пирки кунта мар, Республика администрацийӗн,министерствӑсен тата Патшалӑх Канашӗн электрон почтисенче ҫырсанччӗ!
Чӑваш аксакалӗсен канашӗ ача сачӗпе пуҫламӑш шкул пирки темиҫе "петици"те кӑларчӗ, унта Микула сасси пулмарӗ. Кам эс, ҫич хут шупӑр тӑхӑнман тата президент пулас темен пӑшалҫӑ марскер? | |
Аскольд Де Герсо // 3540.85.9773
2018.06.22 04:45 | |
Чăнласа та, Акапасар, пурне те çитĕшсе тăриччен, мĕскершĕн хăвăр нимĕнле йышăну тума та шутламастăр? Хавшак? Каçхине "ирĕклĕ сăмах" хаçата çыру çыртăм, хуравĕ паян та çук. Вăхăтĕнче умкайпа вырăнлă пулса юлчĕç те паян пу рте çиелтен çÿреççĕ, ĕçĕ патне çитсен, таçта тарса çĕтеççĕ. Мĕншĕн ыттисем хуравлаççĕ. Тепĕр литература сайчĕ çинче сирĕн йышши чăваш çыравçи пур, вырăс сайчĕ çинче киревсĕр сăмахсене чăвашла çырса ларать, çавă пулать-и чăвашсене хисеплеме йыхăрни? Кăшт та культурăна вĕренмелле, çынсене хисеплеме. Ансат пул, вара çынсем те сан пата туртăнĕç теççĕ. Кунта вара, пустуй пупленĕ вăхăтра хаксем çÿлелле те çÿлелле хăпараççĕ, хăшне пырса тивет? Хисеплĕ çынна, çумрисене хисеплекене çеç хисеп кÿреççĕ | |
Agabazar // 2235.00.9370
2018.06.22 13:34 | |
Аскольд Де Герсо // 3540.85.9773
2018-06-22 04:45 Чăнласа та, Акапасар, пурне те çитĕшсе тăриччен, мĕскершĕн хăвăр нимĕнле йышăну тума та шутламастăр? ================================================ Ак тата тепри! Ку тата Акапасар ĕнси çине хăпарса ларса рая кĕрсе каясшăн! Акапасартан Патшалах Думин депутачĕ туса хур вара пырса ыйт Акапасартан, ăнман авкаланчăк! Акапасар паян-ыран тÿнсе каяс пулсан мĕн тăван? Вара пурнăç та чаранса ларать-им? Кам вăл саншăн Акапасар? Патша? Турă? е Президент? | |
Agabazar // 3091.33.4945
2018.07.06 04:21 | |
Çырана сĕве, сĕве
Майĕпен юхать Сĕве... |