Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Вӗренни йӑтса ҫӳрес ҫӗклем мар.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Виталий Станьял: Картана хупӑнасран вут пек ача хӑтарчӗ

Виталий Станьял21.06.2018 20:4111452 хут пӑхнӑ

Таврапӗлӳҫӗ типтерӗнчен.

2018, ҫӗртме, 20.

 

Чӑваш наци вулавӑшӗнче ҫӗртмен 15-мӗшӗнче чӑваш чӗлхине шкулта мӗнле вӗрентесси пирки Олег Николаев депутат «ҫавра сӗтел» ирттернӗ иккен те, ҫавна эпӗ, тӑван ялта пулнӑ пирки, сисмесӗрех юлнӑ. Шупашкара килсен тин ҫав «суйласа илнисен» вӑрттӑн канашӗ ҫинчен кӑштах вуларӑм. Тӗплӗрех пӗлесшӗн пулса, чӗлхене хӳтӗлесе сӑмах хускатнӑ вӑртахӑмсенчен — чӑваш халӑх ҫыравҫисенчен Валери Туркай, Анатолий Кипеч, Денис Гордеев тата Ваттисен тӗп канашӗн ҫыруҫинчен Алексей Бойковран ыйтса пӑхрӑм. Вӗсене те систермен иккен!

Пирӗн ҫырусем ҫине хурав паман пуҫлӑхсемпе тӗл пулса калаҫни те юрӑхлӑ пулӗччӗ. Анчах вӗсем куҫа-куҫӑн сӑмах татма та шикленнӗ-мӗн!Сисеҫҫӗ вӗсем, Чӑваш ячӗпе Госдумӑри депутатсем халӑхсене хирӗҫ ыйту хускатни вӗсем пирӗн шанӑҫа сутса янине кӑтартать. Аршинова та, Николаев та — халӗ темле йӑпӑлтилле калаҫаҫҫӗ пулсан та — чӑваш ятне тӗнчери халӑхсем умӗнче ҫӗртрӗҫ. Ют тӑхлачинчен урӑххине кӗтес ҫук пулсан та, эпӗ чӑваш ывӑлӗ ҫивӗч самантра йӑмшак пулнӑшӑн чӗререн хурланатӑп.

Хурланнипе чух уҫӑлмасть. Чӗлхене картана хупиччен хама картана хупса хурам терӗм. Ҫеҫпӗл Чӑваш чӗлхи ҫине вӗлтрен ан тухтӑр тенине аса илсе, маҫак пахчинчи вӗлтрене тӑпӑлтартӑм, ҫӗрӗк карта хӑмисене сӳтсе пӑрахрӑм. Вара чӑвашла тап-таса та тирпейлӗ калаҫакан, хӑйӗн кӳршин Митта Ваҫлейӗн сӑввисене юратса калакан Радик Васильев ӑстаҫӑ — Лиляпа Алексей ӗҫтешӗсем пулӑшнипе — икӗ кунта 125 метр хӳме хӑпартса пачӗ. Ҫакӑн пек вут чӗреллӗ, ӑслӑ, шанчӑклӑ, ҫивӗч алӑллӑ чӑвашсем пур чухне чӗлхемӗр пӗтместех тесе савӑнтӑм. Ӗҫе пӗтерсен Радик шӑллӑм каларӗ: «Тӑхта-ха, халӑхран уйрӑм питӗрӗнсе ларма — акӑ сана тӑватӑ енне тӑватӑ алӑк туса патӑм. Миттаран тӗслӗх ил!» — терӗ.

Госдумӑпа Патшалӑх Канашӗнче Митта кӳрши пек ӑслӑ ӗҫ ачи пӗр депутат та пулин пур-ши?

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 3756.0.8691
2018.06.21 21:08
Agabazar
Ырă Çыннăмăр Станьял Хоспочын,
Олег Алексеевич Николаев чăваш ятне çĕртрĕ пулсан та, тепĕр ен пур:
Валентин Сергеевич Шурчанов пурте пĕлекен саккун проектне хирĕçле сасăланă. Çакна эпĕ Шурчановăн çăлтăр саманчĕ тесе хак патăм.

Мĕн калать-ха Олег Николаев? Хум çинче пулас тесе тата май килсен мĕне те пулин витĕм кÿрес тесе саккун проекчĕ сĕнекенсен йышне кĕме килĕшрĕм, тет.
Ман шутпа, ку сăпатне сыхласа хăварассишĕн каланă сăмах çеç.
Ăна сĕннĕ — вăл килĕшнĕ. Ахăртнех, сĕнÿрен пăрăнса юлмашкăн майсем пачах та пулман пулĕ. Мĕн шутлатăр кун пирки?
Микула // 9259.3.8429
2018.06.21 21:38
Вăрттăн пулсан вăрланă пулать. Сирĕн хăвăрăн Республика Кунĕ умĕн çынсене пухса калаçмалла. Кайран петици çырмалла. Петицине сасăлама вырнаçтармалла интернетра. Чи кирли ,халăх патне çырни.
Agabazar // 3756.0.8691
2018.06.21 21:43
Agabazar
Вăт тыт та çыр çав петицине, халăх хушшинче салат, Путин патне те çитер. Çăмăл ача çăм тапать.

Унччен Атнер Хусанкай ĕнси çине улăхса ларса рая кĕрсе кайма ĕмĕтленеттĕн. Халь тата Станьял хăтан ĕнси çине улăхса ларассишĕн хĕрĕнсе çÿрен.

Страницӑсем: 1, [2]

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем