Владимир Болгарский // 6916.6.6190
2017.09.20 11:31 | |
Маттур Кибеч пичче. Шутланàччé эсир хàвàp уçà ҫлà та витéмлé cacca паратàpax тесе.Пуриншéнте эсир чàн тécлéх. | |
Тимĕр Акташ // 1446.5.5801
2017.09.20 20:57 | |
Кипеч пиччепе, Владимир Болгарскийĕн хаклавпа килĕшетĕп.
Кипеч, Станьял - пирĕн сумлă, ăслă шурсухалсем. Апла пулсан, вĕсенрен тĕслĕх илсен, çамрăклах чăвашсем те пирĕн тăван халăхăн интересĕсене хÿтелеме вĕренмелле, тăрăшмалла, кĕрĕшмеллех. | |
ĂСПАМАЮРАТАКАН // 9259.3.8429
2017.09.21 05:31 | |
Ҫаксене пурне те "найден оптимальный вариант"теме нимле сӑлтав та ҫук. Тӗрӗссипе каласан, "однонацистсем" паян пысӑк вӑй пухса пӗр харӑс ытти халӑхсен чӗлхисем ҫине тапӑнма шут тытнӑ ? Ҫавӑ кӑна,удав тактикине вӑрахха кайнипе пӑрахаҫланӑ,кӗтсе ывӑннӑ. Фальстарт теҫҫӗ ун пек чух. Кун пек Тӑван чӗлхе "добровольно" тени кам камне питӗ хаварт кӑтартса парӗ. | |
ĂСПАМАЮРАТАКАН // 9259.3.8429
2017.09.21 05:32 | |
"ученые,писатели,общественные деятели ,представители власти" пӗрле пуҫтарӑнса калӑҫнӑ. Пӗрле йӑшӑнусем тунӑ. Пирӗн вара "представители власти" ку енчен именчӗк? Халӑхран хӑраҫҫӗ е хӑйсене ытла та мӑнна хураҫҫӗ ? Кипеч те маттур, Путин патне ҫыру ҫырнӑ (паллах ӑна канцеляринчен ытла ямӗҫ,е республикӑран кӑлармӗҫ),анчах та унта тӗрӗс марри те пур. "В школах Чувашии в этом вопросе найден оптимальный вариант. Именно поэтому в республике спокойно, острых межнациональных трений нет." Трений нет- чӑваш халӑхӗ ытлашипех те чӑтма хӑнӑхни пирки тата хӑйӗн прависене хӳтӗлеме пуҫламаннипе кӑна? Хӳтӗлеме тытӑнсан "тренисем" пулаҫҫех? Чӑваш ачи сассине хӑпартма пуҫласанах курӑпӑр,чӗлхене сыхлас текенсем "националистсем" пулса тӑрӗҫ,чӗлхене таптас текенсем суя "патриотсем " пулӗҫ. Ҫавӑн пек " тӳнтерле " идиологи паян хуҫаланма тытӑнасшӑн . "Оптимальный вариант"-тени пачах кулӑшла. Оптимальный вариант тени паян пӗчӗккӗн ,удав пек пӑваса пыни. Чӑвашла вӗрентекенсене хатӗрлессине чакарса пыни,ялти шкулсене хупса пыни,ача пахчисенче чӑваш чӗлхи уйӑхне пӗрре,ячӗшӗн кӑна пулни,восптательници чӑвашла пӗлет пулсан кӑна,пӗлмесен вӑл та ҫук. Шкулта чӑваш чӗлхине ним вырӑнне хуманни. | |
Agabazar // 3422.28.0861
2017.09.21 12:23 | |
"Оптимальный вариант" тени, чăн та, тĕрĕсех мар, анчах та Çырура вăл мар чи малта тăрать. |