Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Пӗр паттӑрӑн ик алли тӑват ҫӗрӗн ҫапӑҫать теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Галина Зотова: Кӑкшӑм шкулӗнчен вӗренсе тухнине аса илсе

Галина Зотова31.07.2017 16:036835 хут пӑхнӑУлӑштар Кӑларса пӑрах

Ҫу кунӗсенче шкулсенчен тӗрлӗ ҫулта вӗренсе тухнисем шкул ҫулӗсене аса илме, пӗрле вӗреннӗ юлташӗсемпе тӗл пулса калаҫма пухӑнаҫҫӗ. Кашни шкулӑн хӑйӗн вӑхӑчӗ. Калӑпӑр, эпӗ ӗҫленӗ Штанашри вӑтам шкулта ҫулленех ҫурла уйӑхӗн пӗрремӗш шӑматкунӗнче туссем пуҫтарӑнаҫҫӗ, шкул пӗтернӗренпе 5, 10, 15, 20, 25... 50 ҫула палӑртма.

Кӑҫал та 50 ҫулхисем пухӑнма калаҫса татӑлнӑ. Етӗрне районӗнчи Кӑкшӑмри 8 ҫул вӗренмелли шкултан 1972-мӗш ҫулта вӗренсе тухнисем ҫак кунсенче шкул пӗтернӗренпе 45 ҫул иртнине палӑртма пухӑнчӗҫ. Тӗлпулӑва 18-ӑн тата ачасен юратнӑ математика вӗрентекенӗ, халӗ Етӗрне хулинче пурӑнакан Чӑваш Республикин тата Раҫҫей Федерацин тава тивӗҫлӗ учителӗ, Раҫҫей ҫутӗҫ отличникӗ Жуков Рудольф Васильевич пухӑннӑ. Пурнӑҫ ҫулӗ класри ачасене ҫӗршывӗпех салатнӑ, вырӑнта ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва тухнисем те пур.

Рудольф Васильевичӑн педагогикӑри пӗрремӗш утӑмӗсем шӑпах 1968-мӗш ҫулта Кӑкшӑм шкулӗнче пуҫланнӑ, вӑл шкул завучӗ тата икӗ пиллӗкмӗш классенче математика вӗрентнӗ. Рудольф Васильевич ун чухне ҫемье ҫавӑрма ӗлкӗрмен-ха, мӗнпур пушӑ вӑхӑтне пирӗнпе ирттеретчӗ, пире йӗлтӗрпе вӑрмана та илсе кайса, тӗрлӗ математика конкурсӗсем ирттеретчӗ, математикӑпа иртсе кайнӑ темӑпа зачёт та тыттаратчӗ! Эпир математикӑна класӗпех юратса пӑрахнӑччӗ, вӑл хӑй те пире килӗштеретчӗ. 7-мӗш класс хыҫҫӑн вӑл хӑйӗн тӑван ялӗнчи шкула куҫса кайрӗ, унпа класӗпех куҫҫульпе сывпуллашрӑмӑр. Тепӗртакран Рудольф Васильевич пире курма ятарласа килчӗ: «Унта та сирӗн пек ачасемех, анчах та темшӗн эсир вӗсенчен лайӑхрах, ӑслӑрах пек туйӑнатӑр», — тет пире кашнине куҫран тинкерсе.

Тӗлпулу вырӑнти культура ҫуртӗнче иртрӗ. Пухӑннисем пӗр-пӗрне хӑйсен пурнӑҫ ҫулӗпе паллаштарчӗҫ, вӗрентнӗ учительсене аса илсе тав сӑмахӗсем каларӗҫ, вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайнисене тата учительсене аса илсе пӗр минут шӑп тӑчӗҫ (Жуковсӑр пуҫне хальхи вӑхӑтра 70-мӗш ҫулсенче пире вӗрентнӗ учительсем пурте ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ...). Рудольф Васильевич пухӑннисене хӑйне манса кайманшӑн тав турӗ, хӑйӗн аса илӗвӗсемпе паллаштарчӗ.

Тӗлпулӑва 8Б класра вӗреннӗ Александр Шаров баянпа ертсе пычӗ. Вӑл вырӑнти шкулта музыка урокӗсене ертсе пырать, Кӑкшӑмри культура ҫурчӗн художество ертӳҫинче 1983-мӗш ҫултанпа вӑй хурать, тӗрлӗрен конкурссен лауреачӗ.

Уявра кашниех хастар пулчӗ. Туссем тӗлпулу инициаторӗсене Константин Михайлова, Нина Пчёлкинӑна тата Александр Шарова чунтан тав турӗҫ.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 1122.78.1032
2017.08.08 20:43
Agabazar
Кăкшăмран хĕвел пăхать.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем