Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Agabazar: Фарида сасси

Agabazar19.07.2017 19:339944 хут пӑхнӑ

Тахӑш вӑхӑтран пуҫласа чӑваш эстрадин уҫлӑхӗнче Фарида сасси янраса кайрӗ.

Чӑваш Енти Патӑрьел районӗнче Начар Упи текен ял пур (Темшӗн ӑна "Красномайск" текен сӑнсӑр ятпа улӑштарнӑ та халиччен те чӑн ята каялла тавӑрман....).

Асӑннӑ ялта ӗлӗкренпех тутарсем пурнакан кӗтес пур. Ҫав кӗтесе Тутаркасси теҫҫӗ. Официалла хутсенче те ҫаплах ҫырӑнать: улица Татарская. "Хыпар" хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, унта хальхи вӑхӑтра мӗнпурӗ 8 кил. Вӑт ҫав 7-8 килтен пӗринче ҫуралса ӳснӗ те ӗнтӗ Фарида.

Ачаранпах чӑвашла пӗлнӗ тени — ним те каламаннипе пӗрех. Мӗншӗн тесен тутарла вӑл чӑннипе килте ҫеҫ калаҫнӑ. Кулленхи пурнӑҫра ытларах чӑваш чӗлхипе усӑ курнӑ. Шкулта та, ытти ачасемпе пӗрле, чӑваш программипех вӗреннӗ.

Мӗншӗн-ха ҫакӑн пирки пусарсах калама тивет? Акӑ мӗншӗн!

Юрлама пулать 10 чӗлхепе, 99 чӗлхепе, 100 чӗлхепе, 180 чӗлхепе.... Анчах та ку ҫавӑн чухлӗ халӑхӑн юрӑҫи пулса тӑнине пӗлтермест-ха.

Фарида вара чӑн-чӑн чӑваш юрӑҫи пулса тӑчӗ. Апла пулса тӑма вара чӑвашла юрлани ҫеҫ сахал. Чӑвашла пӗлни те ҫителӗксӗр. Чӑваш пурнӑҫӗпе пурӑнса ӳснӗ ҫын ҫеҫ ҫапла пулса тӑма пултарать. "Этимология этнонима чуваш" текен материалта фон пек янракан юрра ӑсталамашкӑн тата шӑрантармашкӑн вара чӑвашӑн 1000 ҫуллӑх историне ыттисемпе пӗрле пурӑнса ирттермелле! Ҫакӑ вара Фаридан — пур. Мӗн пуррине унран никам та туртса илеймӗ.

Ӗмӗр сакки сарлака. Ӗнтӗ Фарида та тахҫанах тӑван ялӗнчен тухса кайнӑ, пурӑнасса та Чӑвашстан тулашӗнче пурӑнать теҫҫӗ: те Ҫыранҫи Чаллӑра, те Хусанта, те Элметре — паллах мар. Теме чышса каласшӑн мар, анчах Фаридан та, тен, чӑваш тӗнчинчен писесси пулса иртме пултарнӑ пуль кӑштах мушпӗт... Е малашне ун пекки пулмашкӑн пултарӗ-и? Мӗнле калас, тӗрлӗ сӑлтавсене, тӗрлӗ витӗме пула! Авӑ, темле такамсем ӑна халех "неосуваризм" ҫумне ҫыпӑҫтарма пултарнӑ. Тӳреммӗн мар ӗнтӗ, хӑяккӑн кӑна.

Апла-и, капла-и, эпир паян Фаридана чӑваш тӗнчинчен уйӑрса калаҫма пултараймастпӑр.

Чунӗ унӑн — чӑн-чӑн чӑвашла. Унӑн юррисенчен, вӑл панӑ интервьюсенчен ҫакӑ яр уҫҫӑн курӑнать. Калӑпӑр, хӑйне "вырӑс юрӑҫи" пек те кӑтартма тӑрӑшни те — ытла та чӑвашла-ҫке! Тутар пики хӑйӗн пирки нихҫан та апла каласа ҫӳрес ҫук пулӗ!

Фарида тата унӑн йӗкӗреш хӑраххи Фльӑра юрлаҫҫӗ. (Вырӑсла "Флера" пек курнаканнине чӑвашла ҫапла ҫырсан меллӗ — оригинала ҫывӑх). Юррин сӑввине Валерий Раштав, кӗввине Фарида ҫырнӑ.

Хӑшпӗр ҫырса хӑварнисем (ютубра):

афоня агафоня9 месяцев назад

ЛУЧШИЙ ГОЛОС ЧУВАШСКОЙ ЭСТРАДЫ! УЧИТЕСЬ, ЧУВАШСКИЕ МИМОЛЕТНЫЕ "ЗВЕЗДЫ"!!!!

<Куҫару: афоня агафоня 9 уйӑх каялла Чӑваш эстрадин чи чаплӑ сасси! Вӗренӗр, чӑваш самантлӑх "ҫӑлтӑрӗсем"!!!>

Wigwam wigwamГод назад

Фарида, я чуваш, огромное спасибо за Ваш прекрсный Голос и настоящее чувашское чувство. Рэхмет. Вы Великая!

<Куҫару: Wigwam wigwam Ҫулталӑк каялла Фарида,

эп чӑваш, тем пысӑкӑш тав Сирӗн чапла Сассӑршӑн тата чӑн-чӑн чӑвашла кӑмӑлшӑн. Рехмет. Эсир —

Аслӑ!>

2018-мӗш ҫулта Чӑваш Театрӗ 100 ҫул тултарать. Ҫавӑнпа ҫыхӑннӑ уявсене хутшӑнма Фаридана чӗнмешкӗн сӗнме пулать.

Фарида пирки Чӑвашла Википедири (cvwiki) статья — https://cv.wikipedia.org/wiki/Фарида_(юрӑҫ) (Ку каҫӑ, темшӗн, тӗл лектереймест, анчах статйи унта чӑнах та пур).

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Вулакан // 3190.81.8338
2017.07.26 00:31
Аван çырнă Agabazar.
Agabazar // 2081.62.7273
2017.07.26 12:02
Agabazar
"Мухтанипе" Акапасар вӗҫсе кайрӗ тесе ан шутлӑр, тархасшӑн. Юрӑҫи аван, ҫавӑнпа статйи те аван ҫырӑнать.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем