Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ӗҫ ҫӗклет, ӳркев ӳкерет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Софья Савнеш: Хӑш ҫулсенчи хӗл асра юлнӑ?

Софья Савнеш29.01.2017 20:407301 хут пӑхнӑ

Кӑҫалхи хӗл сивӗ пуласси пирки унчченех калаҫрӗҫ. Ку тӳрре тухрӗ. Шартлама сивӗ шӑтӑртаттарать кӑна. Уйрӑмах – айлӑмра вырнаҫнӑ ялсенче. Унта ҫӗрлесерен сывлӑш температури 38 градус таран анни те пулнӑ. Юлашки 100 ҫулта Мусквра мӗнле хӗлсем пулнӑ. Хӑшӗсем асра юлнӑ?

1993-1994 ҫулсем — чи юрлӑ хӗл. Ун чухне сывлӑш температури темиҫе хутчен улшӑннӑ. Раштав, кӑрлач уйӑхӗсем ытти чухнехи пекех тӑнӑ. Анчах кӑрлач вӗҫӗнчен пуҫласа нарӑс варриччен сивӗтнӗ. Хӗле ӑсатма хатӗрленнӗ ҫеҫ — нарӑс вӗҫӗнче юр ҫума тытӑннӑ. Темиҫе кунра кӗртсем ӳссе ларнӑ – 3 ҫулти ача ҫӳллӗшех. Кунашкалли хальлӗхе пулман-ха.

1954-1955 ҫулсем — юрсӑр хӗл. Ун пекки те пулнӑ. Хӗлӗпе те 46 миллиметр хулӑнӑш юр ҫунӑ. Ҫанталӑк кӗркуннене аса илтернӗ. Кӑрлач уйӑхӗнче ҫеҫ сивӗтнӗ. 1964, 1972, 1985 ҫулсенче те юр сахал ҫунӑ.

2010-2011 ҫулсенчи хӗл мускавсемшӗн тӑкаклӑ пулнӑ. Ҫӗнӗ ҫул умӗн унта пӑрлӑ ҫумӑр ҫунӑ. Мускаври аэропортсем ӗҫлеменрен Мускав ҫыннисем малтанах палӑртса хунӑ ҫӗршывсене канма каяйман. Чукун ҫул вокзалӗнче те электроэнергипе йывӑрлӑхсем сиксе тухнӑ. Йывӑҫсем ӳкнӗрен ҫӗр-ҫӗр машина сиенленнӗ. Ҫынсем те шуҫса ӳксе мӑкӑльсем «лартнӑ» – урамра утма ҫук пӑрлак пулнӑ. Ун чухне пралуксем, йывӑҫсем ҫинче 2-3,5 сантиметр хулӑнӑш пӑр пулнӑ.

1940-1941 ҫулсем — чи сивӗ хӗл. Ҫӗпӗр сиввисем виҫӗ уйӑх хуҫаланнӑ. Мускавра кӑрлач уйӑхӗнче термометр 42 градус сивӗ кӑтартнӑ. Ҫитменнине, ҫил вӑйлӑ вӗрнӗ, юр ҫунӑ. Пахчасем те шар курнӑ. Мичурин ячӗллӗ пахча ҫимӗҫ институтӗнчи сивве чи чӑтӑмлӑ улмуҫҫисем те шӑннӑ. Хӑш-пӗр районти вӑрмансенче юмансем, вӗренесем шар курнӑ.

1960-1961 ҫулсем — чи ӑшӑ хӗл. Раштав уйӑхӗнчи 26 кун ӑшӑ тӑнӑ. Вӑтам температура нормӑран ытларах пулнӑ. Раштав уйӑхӗнче вӑтамран 0,1 градус ӑшӑ тӑнӑ. Анчах ҫав хӗл юр ытти чухнехинчен сахалрах ҫунӑ. Юр хуланӑшӗ 28 сантиметр ҫеҫ пулнӑ (нормӑпа килӗшӳллӗн 48 см пулмалла). 2008 ҫулта та хӗл ӑшӑ килнӗ. Ун чухне рекорд пулнӑ — сывлӑш температури вӑтамран 9,6 градус ӑшӑ тӑнӑ.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем