2011 ҫулта Чӑваш кӗнеке издательствинче Дмитрий Григорьевӑн «Кровь или 72 часа» мистикӑлла романӗ пичетленсе тухрӗ. Кӗнеке авторӗ – врач-генетик. Ун чухне вӑл Америкӑри Джонс Хопкинс институтӗнче (Балтимор хули) ӗҫлесе пурӑнатчӗ, ҫулсерен пӗр-икӗ хутчен Шупашкара килсе кайма май тупатчӗ. Пӗррехинче ҫыравҫӑ-медик кӗнеке корректурине вулама килчӗ, пысӑк калаҫу пуҫлас тӗллевпе хӑйпе илсе килнӗ пысӑках мар чӑматанне уҫса кӑтартрӗ. Унта туллиех темле пробиркӑсем лартса тухнӑччӗ, вӗсене… юн ярса тултарнӑ иккен. Чӑваш юнӗ! Ҫакна Дмитрий Николаевич палӑртсах каларӗ. Пробиркӑсене Шупашкарти юн илекен станцире хатӗрленӗ, вӗсене океан леш енне илсе ҫитерсе генетиксене параҫҫӗ, лешсен вара хӑш ген мӗн енӗпе этеме витӗм кӳнине тупса палӑртмалла.
«Чувашская полицитемия» текен чир пур иккен, унпа ытларах чӑваш ҫыннисем аптраҫҫӗ иккен, ҫавӑнпа ҫапла ят панӑ иккен ку чире. Генетикӑна тӗпчекенсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак чир 62 пин ҫул каяллах пулнӑ, анчах ӑна 1960 ҫулта кӑна шыраса тупнӑ. 1977 ҫулта Чӑваш патшалӑх университетӗнче Лидия Полякова вырӑс храрӑмӗ ҫӗр ытла пациентӑн юнне тӗрӗслесе пӑхнӑ, хӑшӗсен хӗрлӗ пайӑркасем ытла та нумай пулни палӑрнӑ. Ҫав пациентсенчен 81-шӗ чӑваш ҫынни пулнӑ пирки чире «Чувашская полицитемия» теме пуҫланӑ. Лидия Полякова ҫав ҫынсене куҫран вӗҫертмен, вунӑ ҫул хушши сӑнаса пынӑ. Ҫак хушӑра 100-тен 11-ӗшӗ юн ҫӑралса кайса юн тымарӗсем питӗрӗнсе ларнипе вилнӗ, вӗсем 16-58 ҫулсенчи ҫынсем пулнӑ.
Америкӑри генетиксем ҫак чир мӗнрен килнине акӑ епле ӑнлантараҫҫӗ) генсенчен тахӑшӗ хавшакрах пулнипе юна кислород килсе тӑнине организм «ӑнланми» пулать иккен, ҫавна пула эритроцитсем (хӗрлӗ пайӑркасем) хунаса каяҫҫӗ, юн ҫӑралса ларать.
«Ку чӑнах та чир-ши е ҫын чирлеме хатӗрленсе тӑнине кӑна пӗлтерет?» - ыйтрӑм эпӗ генетикран. «Каларӑм ӗнтӗ, пациентсен 10 проценчӗ ҫамрӑклах вилсе кайнӑ, хальччен ку чир пирки ним те пӗлмен пирки сӑлтавӗсене тӗрлӗрен палӑртнӑ. Халь иккӗленмелли ҫук, юн ҫӑралса кайнине чирех темелле, йӑхран йӑха куҫса пыракан вӑрттӑн чир, - пӗлтерчӗ Дмитрий Николаевич. - Малтанах ҫын пуҫ ҫаврӑннипе аптрать, ун сӑмсинчен тӑтӑш юн кайма пултарать, шӑл тунисем те сӑлтавсӑрах юнланни тӗл пулать, ура хырӑмӗсенче юн тымарӗсем хӑпарса тухаҫҫӗ. Ҫӑра юнлӑ ҫынсем вӑй-хал ӗҫӗнче тӗлӗнмелле тӳсӗмлӗ».
Чикӗ леш енчи генетиксене кирлӗ иккен чӑваш юнӗ. Хӑш ген мӗншӗн «айӑплине» тӗрӗс тупса палӑртсан сыватмалли меслетсене палӑртса усӑ курма та ҫӑмӑлрах пулать. Паллах, ҫакна медицина науки малалла ҫирӗп утӑм туни тесе хакланӑ пулӗччӗҫ.
Ку чире «Чувашская полицитемия» тесе калани пӗр енчен тӗрӗсех те мар, ҫӑра юнлӑ ҫынсем Атӑлҫи нимӗҫӗсем, ҫармӑссем тата ытти халӑхсем хушшинче те тӗл пулаҫҫӗ. Чӑвашсенчен унпала вирӗялсем ытларах аптӑраҫҫӗ.
Юлашки вӑхӑтра генетиксем тӗрлӗ халӑхӑн йӑхран йӑха куҫса пыракан чирӗсене нумай тӗпчерӗҫ. Чӑвашсем пирки те «Генетическая структура и наследственные болезни чувашской популяции» монографи тухрӗ (2006).Сӑмах май каласан, ҫак кӗнекере капашсӑр пысӑк методологи йӑнӑшӗ пур) унта турисемпе анат енчисене тата Улатӑр районӗнчи «чӑвашсене» кӑна шута илнӗ, Пушкӑртри, Тутарти, Самарпа Чӗмпӗрти чӑвашсене пачах асӑрхаман, ҫавна пула ку кӗнекене, пысӑк укҫа тӑкса ҫырнӑ пулин те, питех ӗненме ҫук.
1915 ҫулта Герман Кокель священник (каярахпа епископ, Православи чиркӗвӗн ҫветтуйӗ) Николай Никольский ӑсчах патне ҫапла ҫырнӑ) «…Просматривая словарь, травник и известник, издание А.А. Каспари (ж. »Родина«), я наткнулся на следующие названия) »чувашский корень или чапутинский, сарсапарилла". См. сассапарель. Фармацевтическое название china orientalis. s. nodosa. s. pаnderosa (Radix)… произрастающее в Китае или Японии.
…Чувашский - это наш чувашский или только одно созвучие слов? Если этот корень наш чувашский национальный, то что за название «сарсапарилла»?.. И почему растет в Китае и Японии, а не среди чуваш?.. Я здесь такую траву не знаю и не слыхал, может быть, при случае напишете мне про эту траву…" (Фонд Никольского, отд.1, ед. хр. 168, т.279, стр. 219-225).
Калас пулать, пӗлмен ыйтӑва питӗ «пӗлсе» лартать Г. Кокель. Сӑмахран, мордовник курӑк «мордовать» тенинчен пулса кайнӑ, чӑвашла «асаплантар» тени пулать, ку ята мордва халӑхне «халалламан». Татарник текен курӑк ячӗ те ҫапларах.
Ҫапах та ӑҫтан тухса кайнӑ чӑваш тымарӗ текен ят, камсем, мӗне пула, мӗнле курӑка ҫапла ят панӑ? Ҫутҫанталӑка тӗпчекен хӑш-пӗр ученӑйран ыйткаларӑм кун пирки, анчах уҫӑмлӑ хурав илтеймерӗм. Альберт Ластухин кӑна Интернетра чакаланса асӑннӑ кӗнеке 1855 ҫулта Лондонра тухнӑ тесе пӗлтерчӗ.
Чылай вӑхӑт иртсен кун пирки медицина историкӗпе Григорий Алексеевпа калаҫма тӳр килчӗ. Вӑл шухӑша кайрӗ те тепӗртакран хӑйӗн «Народная медицина в Среднем Поволжье» кӗнекине илсе килсе тыттарчӗ. Унта ҫак йӗркесене хумханса вуларӑм) «…Г.И. Раздевич в своем историческом очерке »Исследование о чепучийных мастерах" указывает, что именно в Среднем Поволжье хорошо знали корень сарсапариллы, привозимый из Персии для лечения сифилиса в смеси с ревенем.
Так, этот корень назывался «чепучинским» корнем. Трава «сималакс» встречается в трех родах и в 200-300 видах, но на территории Среднего Поволжья не произрастала. Это многолетнее растение произрастало в Японии, Китае, Индии, на Кавказе, Ближнем Востоке и т.д.
Корень и трава, по данным сегодняшней фармакопеи, содержит крахмал, дубильные вещества, силацин, кристаллы оксалата кальция, сахарины - париллин и сарсапюнин. Траву хорошо знали арабы, персы, французы, китайцы, итальянцы и японцы. Она почиталась и русскими врачевателями - чепучиными мастерами еще с ХVII в. В Среднем Поволжье ее широко использовали чувашские и татарские врачеватели, поэтому эту траву как в народе, так и в литературе ХVII - ХVIII вв. называли «чувашенником» или «чуб-и чиником». Растение в народной медицине употреблялось как средство от венерической болезни – сифилиса. Траву, ее корень продавали в лавках на ярмарках и базарах Средневолжских городов, особенно в Казани и Астрахани.
Рассматриваемое растение «чепучиник» или «чувашенник», по существу, являлось травой повой с видом «повой будущий», «повой высокий» и «повой шерстистый». В научной литературе траву повой еще назвали просто «сарсапариллой» или «повой сарсапарилл». Она в народе имела также синонимы, как «дорогая трава» (рус.), «тайная трава» (чув.), «потник» (тат.). Основное направление в лечении больных заключалось в достижении выделения («изгнания») злого «духа» (заразного начала) из организма путем потовыделения. Для этого врачеватели варили из корня травы «сарсапариллы» отвар и давали пить внутрь". (173 стр.)
Ҫакӑ мӗн пирки шутлаттарать? Авалхи саманара наука тата медицина пирӗн мӑн асаттесем патне ҫитеймен. Анчах вӗсен хушшинче йывӑр чирсенчен сыватма пӗлекенсем тупӑннӑ, вӗсем хӑйсен ӑсталӑхӗпе тӗнчери чи мала кайнӑ тухтӑрсенчен ӳксе юлман. Эппин, самай тарӑна анса каять эпир пӗлсех кайман сиплӗ «чӑваш тымарӗ».
Валерий Алексин.
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.