Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Ҫурхи кун кӗр тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: 2016-мӗш ҫулталӑкӑн пӗтӗмлетӗвӗ

Аçтахар Плотников31.12.2016 13:215822 хут пӑхнӑ

Кашни ҫул пекех кӑҫалхи ҫулталӑкӑн ӗҫӗсене те пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ. Ҫулӗ ҫӑмӑл пулмарӗ пулин те нумай ӗҫ тума пултартӑмӑр.

Енчен те 2015 ҫулта эпир открыткӑсем кӑларса пӑхрӑмӑр пулсан, кӑҫал — чӑвашла укҫа конверчӗсене алла илес терӗмӗр. Ҫапла май вара тӑватӑ ҫӗнӗ вариант кӑлартӑмӑр (малтанхипе шутласан пиллӗк пулать). Вӗсен пӗтӗмӗшле тиражӗ — 3500. Енчен те малтанхисене алӑпа касса кӑларма тиветчӗ пулсан — ҫӗннисене халь эпир ятарлӑ станокпа хатӗрлетпӗр, ҫавна май вӗсем лавккарисенчен пӗрре те кая мар пулса пыраҫҫӗ.

2016 ҫул пирӗн сайтра ҫӗнӗ авторсемпе ҫырӑнса юлӗ. Кӑҫал пирӗн патра хӑйсен статьисене Владимир Болгарский, Сергей Щербаков, Валерий Алексин, Нелли Пальмова, Юрий Яковлев вырнаҫтарма пуҫларӗҫ. Халӑх та вӗсен шухӑшӗсемпе кӑмӑлласа паллашать. Хӑш-пӗр статьясене пин-пин ҫын вулать. Халь ятарласа хӑш статьяна ытларах вуланине пӑхрӑм та — 28 пин ытла вуланӑскер те пур иккен! Ку вӑл Акапасар ҫырнӑ «Орфографи пирки калаҫмалӑх ҫук...» ятлӑскер. Орфографи ыйтӑвӗ чӑн та халӑха питӗ вӑйлӑ кӑсӑклантарать ӗнтӗ. 10 пин ытла вуланисем (5 статья) — пурте ун пирки.

Статьясем пирки пӗтӗмӗшле калас пулсан кӑҫал пирӗн сайтра 335 статья кун ҫути курчӗ. Вӗсенчен ҫирӗм пиллӗкӗшне 5 пин ытла вуланӑ. Кунта ӗнтӗ пур автора та тав сӑмахӗ калас килет — малтан ҫыракансене те, ҫӗннисене те. Эсир пирӗн патра ҫырни пире самай пулӑшу кӳрет.

Уйрӑммӑн Чӑваш халӑх сайчӗн вырӑсла версийӗ пирки асӑнас пулать. Кӑҫал эпир ӑна ҫӗнӗлле аталантарма пуҫларӑмӑр — хыпарсем ҫырма уйрӑм ҫын тытрӑмӑр. Пирӗн сайтри хыпарсем «Яндекс.Новости» портала лекме пуҫларӗҫ, ҫапла май сайта кӗрекенсен йышӗ те самай ӳсрӗ. Шел те, ҫӗнӗ ҫултан вӑл портала МИХ пек регистрациленнӗ сайтсенчен кӑна илме пуҫлӗҫ. Ҫавӑнпа та халь пирӗн умра тӑракан тӗллев — сайта МИХ пек регистрацилесси.

Ҫӗнӗ сайтсене асӑнас пулсан «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи» тата «Пилсемпе кӗлӗсем» ятлисене калама пулать. Пӗри вӗсенчен чӑвашла-вырӑсла тата вырӑсла-чӑвашла хӑй тӗллӗн куҫаракан хатӗре тума пулӑшмалла, тепри — тахҫанах сутлӑхра пӗтнӗ «Пилсемпе кӗлӗсем» кӗнекепе паллаштармалла. «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи» сайт пуҫламӑшӗнче кӑна лайӑх аталанчӗ, анчах та халӑх ҫак ӗҫе хастар хутшӑнманнине пула ун ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрма пӑрахрӑмӑр. Ни влаҫрисем, ни хӑй халӑхӗ ӗҫлесшӗн мар пулсан мӗншӗн пирӗн кӑна нушаланмалла? Пурте хатӗррине кӗтеҫҫӗ.

Ытти ҫӗнӗлӗхсем: сӑмахсарсен сайтне пуянлатни; сайтра пӗлтерӳсен пайне тата сӑнсен пайне хушни. Улшӑнусем тата та пулса-ха та ӗнтӗ, анчах вӗсене асӑнса тӑмӑп.

Маларах каларӑм, ӗнтӗ, укҫа енчен кӑҫал та ҫӑмӑл пулмарӗ. Ҫавах та хыпарҫӑсене тӳлеме, конкурссене ирттерме укҫи-тенкине тупрӑмӑр-ха. Сӑмах май, тӑкакӗ пӗлтӗрхинчен кая мар пулчӗ. Кунта, паллах, тӑкаксем ӳсни ҫӗнӗ сервер вырнаҫтарнипе (халӗ вӗсем пирӗн иккӗ) тата вырӑсла пай валли тепӗр ҫынна тытнипе ҫыхӑннӑ. Укҫа-тенкӗ енчен кашни пулӑшакана пысӑк тав сӑмахӗ калас килет. Пурӗ 20 пин патнелле пулӑшрӑр. Ку, паллах, хушма тӑкаксен ҫурри кӑна, ҫавах та пирӗншӗн ҫӑмӑллӑх пулчӗ. Хушма тӑкаксен йышӗнче кӗнеке сканерласси, конкурссем ирттересси тата ытти шутланать. Хыпарҫӑсене тӳлесси унта кӗмест.

Пурнӑҫламан япаласем пирки калас пулсан кӑҫал унашкаллисем сахал пулчӗҫ. Чи малтан электронлӑ вулавӑша тимлӗх уйӑрма пӑрахнине калама пулать. Ҫӗнӗ хайлавсем хушманнипе пӗрех. Авторсем вара ярса параҫҫӗ, вырнаҫтарасса кӗтеҫҫӗ. Каҫару ыйтатпӑр.

Пире пулӑшакан кашни ҫынна — хыпар ҫырать-и вӑл, пурнӑҫра пулӑшать-и, укҫа-тенкине хывать-и — тепӗр хут пысӑк Тав сӑмахӗ калатпӑр. Эсир пулӑшни пире Чӑваш халӑх сайтне интереслӗрех тума пулӑшать, тухӑҫлӑрах ӗҫлеме вӑй-хал парать.

Чӑваш халӑх сайчӗ малалла та аталантӑрччӗ! Ҫапла пултӑрччӗ!

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем