Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Икӗ куяна хӑвалакан пӗрне те тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тимӗр Акташ: Павел Шеремета асӑнса

Тимӗр Акташ22.07.2016 12:404472 хут пӑхнӑ

2016-мӗш ҫулхи утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Киев хулинче паллӑ Раҫҫейри, Белоруҫри тата Украинӑри тележурналиста Павел Шеремета, автомобильне сирпӗтсе, тискеррӗн вӗлернӗ. 22-мӗшӗнче унпа Киевра сывпуллашаҫҫӗ, ун хыҫҫӑн Белоруссийӗне пытарма ӑсатаҫҫӗ.

П.Г.Шеремет 1971-мӗш ҫулта Минск хулинче ҫуралнӑ. Аслӑ пӗлӳ илсен, ӗҫленӗ. Уйрӑмах — телевиденийӗнче. Малтан — Белоруссийӗн, кайран — Раҫҫейӗн ТВ — ОРТ. Беларуҫ президенчӗ А.Лукашенкона хирӗҫ пулнӑ, ӑна критикленӗ. 1997-мӗш ҫулта П.Шеремета Белоруссийӗн влаҫсем арестленӗ, тӗрмене хупнӑ.

Ҫакна хирӗҫ — ОРТ передачасене ирттернӗ. П.Шеремета ирӗке кӑларма тӑрӑшнӑ.

Асаилӳ

Аса илетӗп — эпӗ те Шупашкар хулинче, хамӑн ирӗкӗпе ҫак ӗҫне хутшӑнтӑм. Астӑватӑп — «Павел Шеремета — ирӗклӗхе!» (Свободу Павлу Шеремету!) тесе, хутсем ҫине ҫыракан машинкӑпа ҫаптартӑм та, алӑ пусма ҫӳрерӗм. Малтан — Шупашкарти Пичет ҫуртӗнче, тӗрлӗ хаҫат-журналсен редакцийӗсенче, кайран — Чӑваш Радиопа Телевиденийӗ ҫуртсенче. Ӗҫтешсем алӑ пусрӗҫ. Тен, ҫак ҫинчен информацийӗсем те тухрӗҫ.

П.Шеремет тӗрмере 3 уйӑх ларнӑ. Кайран, ӑна Белоруссири суд айӑпланӑ, тата Раҫҫейе депортациленӗ.

Раҫҫейре тата Украинӑра

Чаплӑ тележурналист 1998-мӗш ҫул пуҫласа 2014-мӗш ҫулччен нумай ҫул Раҫҫейри телекомпанийӗсенче тӑрӑшса ӗҫленӗ. Тӗрлӗ документаллӑ фильмсене те ӳкернӗ. Кӗнекесене те ҫырса, пичетленӗ.

2014-мӗш ҫулта Раҫҫейри пуҫлӑхсен политикине ҫивӗч критикленӗ, кайран Украинӑна куҫса кайнӑ. Унта ТВ тата радио, интернет-хаҫатра та ӗҫленӗ. Унтан та Раҫҫей политикине критикленӗ. 2015-мӗш ҫулта Борис Немцова Мускавра тискеррӗн вӗлернӗ хыҫҫӑн, унта панихидӑна ирттернӗ.

Cui prodest? Cui bono?

Cui prodest? Cui bono? – Кама (ҫакӑ) усӑллӑ? Кама ҫакӑ лайӑх? Ҫак ыйтусене авалхи Рим юристсем такама вӗлернӗ хыҫҫӑн лартнӑ. Халь Украина следователӗсем ҫакна тӗпчеҫҫӗ. Вӗсене АПШ Федераллӑ тӗпчевҫӗсен бюро пулӑшать.

Пӗтӗм тӗнчери масӑллӑ информацийӗсен хатӗрӗсем ҫакна сӳтсе яваҫҫӗ. Палӑртнӑ — автомобиль айӗн минӑна питӗ профессионаллӑ ҫыпӑҫтарнӑ. Халь пӗтӗм тӗнчери журналистсем мӗнле следствийӗ кӑтартать тесе, кӗтеҫҫӗ. Преступниксене тытмалла, тата вӗсене судпа айӑплама тесе, шанаҫҫӗ.

Павла Шеремета — чӑнлӑхшӑн хӑюллӑ кӗрешекен журналиста — тӑпри ҫӑмӑл пултӑр.

 

Тимер Акташ, чӑваш журналист, публицист.

Шупашкар хули, 2016-мӗш ҫулхи утӑ уйӑхӗн 20-22-мӗшӗ.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем