Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Кӑмӑла кура кӑмӑл.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Таисия Ташней: Виҫӗ мӑшӑр нуски укҫи вӑрҫтарать

Таисия Ташней22.05.2016 12:054919 хут пӑхнӑ

Ку статьяна, тен, ҫырман та пулӑттӑм. Анчах чӑтаймарӑм. Чӑваша кӗвӗҫ чунлӑ теҫҫӗ те, ӑмсаннипе ҫырать тесе ан шухӑшлах, вулаканӑм. Тепӗр тесен, малтанласа ҫав туйӑма пула шӑрҫаланӑн туйӑнӗ те. Юрӗ, калас тенине пӗр ҫӗре пуҫтарма хӑтланса пӑхам-ха.

Ӗнер тусӑмпа Кӳкеҫ урамӗпе уҫӑлса ҫӳрерӗмӗр. Темиҫе сехет хушши утрӑмӑр. Унта та ҫитрӗмӗр, кунта та. Хам ытти чухне ҫӳрекен тӗп урам тӑрӑх мар, ҫӗннисем тӑрӑх хутларӑмӑр. Ҫырма тӗпӗнче вырнаҫнӑ дачӑсем патне те антӑмӑр. Кӳкеҫ вӗҫӗнче ҫӗкленекен тӑхӑр хутлӑ ҫуртсем патӗнчен ҫаврӑнтӑмӑр. Кайран уйрӑм ҫынсен вӗр ҫӗнӗ ҫурчӗсем вырнаҫнӑ урамсемпе утрӑмӑр.

Унччен коттедж тесе хӑпартнӑ ҫуртсене малтан чаплӑ тесе шутлаттӑмӑр та хальхисем вӗсенчен ирттермеллипех ирттереҫҫӗ. Строительство материалӗсен пахалӑхӗ те халӗ урӑхла. Хӗрлӗ кирпӗчрен хӑпартса лартнисем ҫӗнӗ йышши кирпӗчрен тунисемпе танлаштарсан мӗскӗнӗн туйӑнаҫҫӗ. Профнастил картасем те темиҫе тӗслӗ вак чула тимӗр сетка варрине ярса тытса ҫавӑрнипе танлаштарсан шеллевлӗн курӑнаҫҫӗ. Хитре кирпӗчрен пӳрт хӑпартакансем те пур-ха хальхи вӑхӑтра, ҫапах та ҫынсенчен хӑшӗсем натуральнӑй текен материала кӑмӑллани сисӗнет. Маларах каланӑ вак чултан хӑпартнӑ карта та, пураласа тунӑ пӳртсем те ҫавнах ҫирӗплетеҫҫӗ. Йывӑҫне шӗкӗ ҫиесрен тата нӳрӗпе сиенленесрен тӗрлӗ тӗслӗ ятарлӑ сӑрӑпа сӑрлаҫҫӗ.

Ҫӗнӗ урамсенче те ҫынсем тӗрлӗрен пурӑнаҫҫӗ. Чиркӳ евӗртерех (ӑна хӑпартаканни авалхи архитектурӑна кӑмӑллать пулӗ) керменсем те, пысӑк мар пӗр хутлӑ тӑпӑл-тӑпӑл ҫуртсем те (ара, этеме пурӑнма тем пысӑкӑш лаптӑк тӗрӗссипе кирлех те мар-ха ӗнтӗ) пур. Чылайӑшӗ вара пӗри тепринчен юлас мар тенӗн туйӑнать.

Юлас мар тесех тем пысӑкӑш никӗс янӑ, кайран, ҫулсем иртнӗҫемӗн, никӗсӗ ишӗлме тытӑннине те тӗл пултӑмӑр. Пӳртне хӑпартма те укҫи ҫитмен ӗнтӗ, те... «Упӑшки вилнӗ пулинех...» — пӗлтеретӗп шухӑшӑма тусӑма. Хӗрарӑма хирӗҫличчен хирӗҫлеменни тесе-ши манпа килӗшенҫи пулса шарламасть. Хам вара тепӗр тӗрлӗ те шухӑшласа илетӗп: «Хальхи вӑхӑтра тепӗр хӗрарӑмӗсем хӑш-пӗр арҫынран ирттереҫҫӗ-ха».

Унтан тусӑмпа чаплӑран та чаплӑ ҫав ҫуртсенче камсем пурӑнни пирки пуҫ ватма тытӑнтӑмӑр. «Хӑшӗсем, ав, ҫырмари сӑмса тутри пысӑкӑш лаптӑк ҫинче те пахчаҫимӗҫ туса илме талпӑнаҫҫӗ. Хӑлтӑр-халтӑр ҫуртлӑ дача пулсан та вӗсем савӑнмаллипех савӑнӑччӗҫ. Кун пек ҫуртра пурӑнакансем ҫырмара хурт-кӑпшанкӑ пек чакалтанакансене епле йышӑнаҫҫӗ-ши?» — шухӑшлатӑп ӑшӑмра. «Теприсем общежитири пӳлӗмрен тухса кайса 15 ҫуллӑха кредит илсе 1,2 миллион тенкӗпе хваттер туянма пултарнишӗн те савӑнаҫҫӗ. Кусен ҫурчӗсем миҫе миллиона ларнӑ-ши?» — сӑмахлать тусӑм ман чуна сиснӗнех. «Мускавра ӗҫлеҫҫӗ пулинех», — пуҫ ватать хайхи.

Манӑн вара хамӑн верси: «Пуҫлӑхсем пуль вӗсем. Е усламҫӑсем». Ара, Мускавра ҫирӗм ҫула яхӑн ӗҫлекен тӑван пур та, вӑл та ун пек пӳрт хӑпартса лартайманнине аван пӗлетӗп-ҫке. Ӗҫсе-туртса пӗтермест вӑл. Тутлӑ ҫисе те тӑкакланмасть (нумай ачаллӑ ҫемьере ӳснӗскер апатне тиркемест, арӑмӗ калашле, мӗн пуррине ҫиет). Хӗрарӑмсене ертсе ресторан-кафесем тӑрӑх та йӑрккамасть. Арӑмӗ те алӑ усса лармасть. Тӗп ӗҫӗнче тӑрмашнисӗр пуҫне ялти пахчара туса илнӗ ҫимӗҫӗн пӗр пайне пасарта сутса кӑштах хушма кӗмӗл тӑвать. Икӗ ывӑлӗ те халӗ ӗҫлеме тытӑнчӗҫ: пӗри инженерта тӑрӑшать, тепри аслӑ пӗлӳллӗ пулин те официантра ӗҫлет. Ҫапах та пуйса каяймасть ҫемье ниепле те. Ҫук-ха, пӳртне хӑпартма тытӑнчӗҫ-ха вӗсем. Унччен малтан пурӑннӑ "малосемейкӑна" сутса панель ҫуртри пӗрремӗш хутра (пӗрремӗш тата юлашки хутри хваттерсем йӳнӗрех) виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттер туянчӗ-ха. Пӳртне туса пӗтерессишӗн вунӑ ҫул та пулӗ тапаҫланать тӑванӑм. Укҫа перекетлес тенипех ӗнтӗ ҫынна тара тытса та ӗҫлеттермест — ылтӑн алӑллӑскер йӑлтах хӑй тӑвать. Анчах пурӑнма кӗмелле ниепле туса пӗтереймест. «Укҫа ҫитсе пыманни пӗтерет», — тет вӑл.

Ҫапла, укҫа ҫитсе пыманнине курах пурӑнасшӑн тапаҫланатпӑр мар-и? Паллаканӑм, ав, икӗ ҫӗрлӗ тӑрмашать. Пуҫ ӗҫӗпе тимлемелли вырӑнта тӑрӑшаканскер каҫхине те, канмалли кунсемпе уявсенче те компьютер умне ларать. Анчах вӑйӑ выляма мар. Халӑх тетелӗсенчи страницӑсенче пӗр-пӗр темӑна пасар хӗрарӑмӗсем пек сӳтсе явма та мар. «Удаленный доступ» (ӗҫ вырӑнӗнче лармасӑрах ӗҫ тунине пӗлтерет-ха ӗнтӗ ку ӑнлав) текен меслетпе укҫа кӑштах тӑвассишӗн тӑрмашать. Телевизор пӑхса выртас е урамра уҫӑлса ҫӳрес, алса-нуски ҫыхас е кӗнеке вулас вырӑнне пуҫа тата куҫа ыраттарса ларнишӗн уйӑхра пилӗк пин хушма укҫа тӑвать. Уншӑн та теприсем: «Эсӗ икӗ ҫӗрлӗ ӗҫлетӗн», — тесе ҫисе яманни кӑна тет вӑл тарӑхса.

Ҫапла, тӗрлӗрен пурӑнма пулать. Ҫапах та «пурӑнатпӑр-ха, тӑван, пурӑнатпӑр». Астӑвасса, Валери Туркай поэт каланӑччӗ пулмалла ҫавӑн пек. Чӑн та, пурӑнатпӑр, пӗрне-пӗри пӗчӗк укҫашӑн та кӑшлатпӑр. Теприсем, ав, пилӗк пин укҫана ҫур кунта ӗҫлесе илеҫҫӗ пулӗ. Мускавра вӗренекен ывӑлӑм пуян тусӗсемпе пӗринче хаклӑ лавккана лекнӗ те: «Анне, унти лавккара ман стипенди икӗ мӑшӑр нуски туянма ҫитет», — тенӗччӗ тӗлӗнсе. Унӑн стипендийӗ тӑватӑ пинччӗ вӑл вӑхӑтра. Маларах асӑннӑ паллаканӑмӑн пилӗк пинӗ ҫав лавккара йӳнетнӗ хакпа (вырӑсла ӑна распродажа теҫҫӗ-ха) сутакан виҫӗ мӑшӑр нуски илме ҫитет-тӗр. Вӑт ҫавна та ӑмсанатпӑр эпир...

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем