Ҫӗнтерӳ– аслати саслӑ, Ҫӗнтерӳ вӑл – ҫуркунне, Ҫӗнтерӳ– кун-ҫул, пуласлӑх, Упрать халӑх телейне.
Тӑван ҫӗршыв Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунне 71-мӗш хут паллӑ тӑвать. Ҫӗр ҫинче пысӑк, аслӑ уяв нумай. Анчах та пуринчен те чапли, пӗлтерӗшли вӑл — Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗ. Тӑван ҫӗршыва хӳтӗленӗ, тылра вӑй-халне шеллемесӗр ӗҫленӗ ветерансем умӗнче эпир паян ҫӗре ҫити пуҫ таятпӑр. Юнлӑ вӑрҫӑн ҫапӑҫу хирӗнче миллионшар салтак ирӗк пурнӑҫшӑн пуҫӗсене хунӑ. Питех те нумаййӑн йывӑр сурансемпе таврӑннӑ. Вӗсен ячӗсене пирӗн манмалла мар. Хӗрлӗ Чутай районӗн Мӑн Этмен шкулӗнче ҫак кунсенче Ҫӗнтерӳ кунне паллӑ тунӑ. Шкул ачисем те, педагогсем те, шкулта ӗҫлекен ытти ӗҫченсем те уява чаплӑ хатӗрленсе тивӗҫлӗ шайра ирттернӗ.
http://ok.ru/profile/529813720548/album/834796245732 — сӑнсем. |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |