Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Кахалшӑн ҫӗр кӗске, ӗҫченшӗн кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Виталий Станьял: Чӗлхемӗр хастарлӑх кӗтет

Виталий Станьял26.04.2016 08:567342 хут пӑхнӑ

(Чӑваш ваттисен тӗп канашӗн ертӳҫи В.П.Станьял 2016 ҫулхи ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Елчӗкри вӑтам шкулта тата Ҫӗрпӳри Культура Керменӗнче чӑваш чӗлхи ячӗпе каланӑ сӑмах)

 

Чӑваш чӗлхин кунӗсене 1926 ҫулта «Чӑваш чӗлхи ҫинчен» саккун йышӑнсан ирттерме пуҫланӑ. Вуласа пӑхӑр-ха ҫав 90 ҫулхи саккуна. Вӑл тӑван чӗлхене чӑнах та хисепе хурса ҫырнӑскер. Кайран ӑна лутӑркаса тӑкнӑ. 1990 ҫулхи Саккуна та ик ҫултан хырса хӗстерчӗҫ. Ку саккун тӗшшинчен Чӗлхе кунӗ кӑна юлчӗ пулмалла. Эппин, Ваттисен тӗп канашӗнчен пурне те Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе ӑшшӑн саламлатӑп.

Чӗлхе кунӗ — ача-пӑча, яш-кӗрӗм, пултарулӑх ушӑнӗсем сӑвӑ каласа, юрӑ юрласа, ташӑ ташласа, тӗрӗ чӗлхине вулатарса савӑнмалли пысӑк уяв.

Ашшӗ-амӑшӗпе ӑспару ҫыннисемшӗн вӑл халиччен ӗҫленӗ ӗҫе пӗтӗмлетмелли, малашнехи тӗллевпе ҫул-йӗре палӑртса шухӑшламалли кун тесе шутлатӑп. Эппин, мана уяв такмакӗсем мар, виҫӗ ҫаврӑм сӑмах калама ирӗк парӑр, тархасшӑн

Пӗрремӗш сӑмах: Кама кирлӗ чӑваш чӗлхи?

1968 ҫулта Англире, Оксфорд университечӗн кӗнеке управлӑхӗнче, ҫӗр айӗнчи ҫиччӗмӗш хутра, вулавӑшҫӑ манран «Эсӗ хӑш хаҫатран?» тесе ыйтрӗ те, эпӗ ӑна «Эпӗ вырӑс мар, чӑваш» терӗм. «Ол райт! Курас килет-и хӑвӑн хаҫатна. — Пур-и вара. — Пурӗ Пирӗн йӑлтах пур.

Ҫӳлӗксем хушшипе вӑрт-вӑрт утса кайрӗ, пӗр ретӗнчен хаҫат ҫӗлеткине кӑларса илчӗ. Вара утса пынӑ чухнех ӑна сарса уҫрӗ те:

— Паллатӑн-и хӑвӑрӑн хаҫата. — терӗ. «Чӑваш коммуни» 1937 ҫул, хаҫат пичӗн ҫурри таран ҫулпуҫ сӑнне ҫапнӑ. «Сывӑ пултӑр аслӑ Сталин!» акӑлчан сулӑмӗпе «л» сасса хытарса вуларӗ вӑл.

Сирӗнтен хӑшӗ-пӗри вара калать: Эй, мӗн вӑл чӑваш чӗлхи! тет. Калать ӗнтӗ. Ҫын шухӑшне ҫӗлӗкпе хуплаймӑн.

Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗн йышӗнче Гото Масанори яппун пур. Вӑл Чӑвашстана виҫ-тӑватӑ хут та килсе пурӑнчӗ. Курмассерен «Мӗнле пурӑнатӑн, Масанори?» тетӗп те вӑл чӑвашла калать: «Питӗ аван пурӑнатӑп, чӑвашсем мана юратаҫҫӗ», — тет. «Хӗрсем пулӗ-ха юратаканӗсем»,— тетӗп. — «Ҫу-ук. Тухьяллӑ чӑваш хӗрӗсене эпӗ хам юрататӑп!» — тет. Вӑт ҫапла! Илемпе ӑса юратма чараймӑн.

Сирӗнтен тахӑшӗ ҫавах мӑкӑртатса тӑрать: «Мӗн вӑл чӑваш чӗлхи, Ҫӗрпӳрен иртсен кирлӗ мар», тет. Калать ӗнтӗ. Чӑваш кутӑнне кутлӑхпа кӑкараймӑн.

Вунӑ ҫул каярах мана Пӳлент Байрам турккӑ «Чуваш Тӳркези-Тӳркие Тӳркези, Чувашча сӳзлӗк» сӑмахсарне парнеленӗччӗ тата ҫуралнӑ кун уявӗнче Ибрагим Арыкхан вӗренекен чӑвашла сӑвӑ каласа саламларӗ. Чӑвашланнӑ тепӗр турккӑран Огузхан Дурмушран тӗнче эрешменӗ урлӑ чӑвашла саламсем илсе тӑратӑп. Мӗн тӑвас тетӗн. Вӗренччӗр ӗнтӗ чӑвашла. Тӗнче ҫине тетел карса хураймӑн. Америкӑра, Канадӑра, Норвегире, Данире, Швецире, Францире чӑвашла калаҫаҫҫӗ, тӗпчеҫҫӗ.

Хӑш-пӗр каҫрашка вара Ҫӗрпӳ пасарӗнче автанланса тӑрать: «Чӑваш чӗлхи? тет. Неснай, неснай...» Калать ӗнтӗ. Ҫын кӑйттине кӗреҫепе хырса пӑрахаймӑн.

Ҫапла самана паян. Халиччен апла пулманччӗ-ха та...

Паллӑ таврапӗлӳҫӗ-ентешӗм, ҫар связисчӗ Транквиллин Соминов шкула пырсан калатчӗ: Мана чӑваш чӗлхи вӑрҫӑра пит кирлӗ пулчӗ, — тетчӗ. — Кенигсберг хулине илнӗ чухне пирӗн ҫарсем чарӑнса ларчӗҫ. Бомбӑлаҫҫӗ, снарядлаҫҫӗ — атакӑна ҫӗкленсенех фриц совет салтакӗсене ним пулман пек шӑлма пуҫлать. Разведчиксем пӗлтерекен хыпарсене нимӗҫсем самантрах вулаҫҫӗ иккен те, «ҫавӑнта перӗр» тенине пӗлсенех пытанса та лараҫҫӗ. Пирӗн артиллери кӗрленӗ чухне фашист путвалсенче пытанса выртать, атака пуҫланнӑ тӗле бастион ҫине тӗрӗс-тӗкел тухса ларать. Мӗнле пӗлтермелле хамӑрӑннисене ҫак чеелӗх ҫинчен. Вара Транквиллин Антонович раци патне чӑваш салтакне чӗнтерет те мӗн тумаллине чӑвашла тӗплӗ каласа ӑнлантарать. Аптраса ӳкнӗ нимӗҫ шифровальщикӗсем Берлина уҫӑ текстпах тухаҫҫӗ — эпир пӗлмен чӗлхепе вырӑссем мӗн каларӗҫ! Берлин хурав парать, артперӳ вӑхӑтӗнчех атака пуҫласа, сирӗн ҫав-ҫав бастионсем ҫине салтаксене хӑпарса ларма хушнӑ. Берлин хуравӗ кая юлнӑ: унччен совет салтакӗсем подвалсенчен тухакан фрицсене вутпа кӗтсе илнӗ. Ҫак тӗслӗхе Самар облаҫӗнчи Шунталра чӑваш вӗрентекенӗсене каласа патӑм та, Стихван Шавли поэт тӑванӗ Татьяна Степанова учительница хӑйӗн Афганистанри шӑллӗ Евгений Киргизов взвода тӑшман ункинчен чӑваш чӗлхине пула хӑтарса хӑварни ҫинчен пӗлтерчӗ. Икӗ салтакне те орденсемпе чысланӑ. Иккӗшӗн те «Чӑваш чӗлхишӗн панӑ орденсем».

Ваттисен сӑмахӗсемпех калам-ха: пӗлӳ ҫӑкӑр ыйтмасть, хутаҫа туртса тӑмасть.

Иккӗмӗш сӑмах: Чӗлхемӗр — ӗмӗрсен ахахӗ

Пурте пӗлетпӗр: 29 чӑваш сӑмахне Страленберг швед 1712 ҫулта Томь шывӗ хӗрринче чалтун чӑвашсенчен ҫырса илсе Европӑна евит тунӑ. Ҫакӑнтан чӑваш чӗлхин ҫӗнӗ историйӗ пуҫланнӑ.

Чӑваш сӑмахӗ ҫинчен тӗнчене тӗлӗнтерсе калаканӗ Николай Яковлевич Марр академик. Пирӗн пуплеве тӗпчеме вӑл Шупашкарпа Чӗмпӗре виҫӗ хутчен килсе пурӑннӑ, 1925 ҫулта Чӑваш Республикин Аслӑ Пухӑвӗнче чӑваш чӗлхи ҫинчен «Чуваши — яфетиды на Волге» доклад туса панӑ. «В восточной Европе сохранился один-одинешенек чувашский народ, органически связанный созданием средневековой культуры, — тенӗ вӑл....— и этот народ с языком, перебрасывающим мост на север к угро-финнам и на восток к тюркам и монголам, должен занять первенствующее место в очередных изысканиях человечества по истории зарождения и эволюции своей культуры и по установлению ее источников» тенӗ малалла. Марр 1930 ҫулта вилнӗ. Вӑл шутласа кӑларнӑ яфетит (палеонтологи) теорине тата «ҫӗнӗ вӗрентӳ» тенине Сталин «Марксизм и вопросы языкознания» кӗнекинче сивлесе тӑкнӑ пулсан та, нумай чӗлхе пӗлекен Марр (вӑл 200 чӗлхе мӗнтелӗпе ӗҫленӗ) чӑваш чӗлхине ытти чӗлхесемпе танлаштарса сӑнанисем кивелмен. Чӑваш сӑмахӗ питӗ авалхи пулнине вӑл тӳрех ҫирӗппӗн каланӑ, чӑваш сӑмахне тата тарӑнрах тӗпчес тесе хӑй патне Тимухха Хӗветӗрне, Хӗветӗр Матвеева, Ылтӑн Микулине аспирантурӑна илнӗ. Академик Этемлӗх чӗлхипе шухӑшлавӗн институтне ертсе пынӑ, ҫавӑнпа ҫын пуплевӗ мӗнле пуҫланса, йӗркеленсе кайнине сӑнама ӑна пирӗн евӗрлев сӑмахӗсемлӗ пуян чӗлхе нумай пулӑшнӑ.

Чӑваш чӗлхине тӗнче тӗпчет те вӗренет. Пӑлхарсемпе венгрсем, нимӗҫсемпе акӑлчансем тахҫанах шӗкӗлчеҫҫӗ. Китайсем чӑвашла вӗренме пуҫларӗҫ, Китай Никита Бичурин ҫинчен кӗнеке кӑларнӑ. Кӑларнӑ-и-ха эпир Ҫӗрпӳ-Патӑрьелӗнче ҫуралса Куславкка Елчӗкӗнче канӑҫ тупнӑ ӑсчах Никита Ефимов пуринчен малтан ҫырнӑ чӑваш чӗлхин грамматикине. Кӑларман. Ятне Ҫӗрпӳ район энциклопедине те кӗртмен. Кӑларнӑ-и-ха чӑвашсен пӗрремӗш архиепископӗ Даниил Филимонов ҫутлӑхҫӑ ҫырнисен пуххине. Пӗлтӗр пухӑнса калаҫнӑ — кӗнеке кӑларман. Федор Павлов драматург, Гурий Вандер философ, Феонила Леснова учительница пекех хисепе тивӗҫлисем тата миҫен?

Несӗл пуҫӗсене чыс тунинче Тӑван чӗлхене, тӑван халӑха, тӑван ҫӗршыва хисеплени палӑрмасть тетӗр-им. Хытӑ палӑрать.

Эпӗ ҫапла шутлатӑп: чӑваш чӗлхи пуян, ҫемҫе, хитре тесе вӑтам тата аслӑ шкулта Яковлев, Ҫеҫпӗл, Хусанкай, Ухсай, Волков сӑмахӗсемпе ҫырлахса ларас ҫук. Урӑх самана ҫитрӗ. Паян чӗлхемӗр аваллӑхне тӗпчеме ҫул уҫӑлчӗ. Чӑвашпа еврей, чӑвашпа акӑлчан, чӑвашпа грузин, чӑвашпа ермен, чӑвашпа кӑркӑс, чӑвашпа саха, чӑвашпа китай тата ытти ҫӗр чӗлхене шкултах танлаштарма пуҫламалла. Танлаштарса курсан ҫамрӑк чӑваш хӑй чӑн чӑваш пулнине ӑнланса илмӗ-ши тетӗп.

Тӗнче чӑваш чӗлхин тымарне тӗпчет. Мӗншӗн чӑваш хӑй чӗлхин аваллӑхне шырас ҫук?

Виҫҫӗмӗш сӑмах: Тӳнсе кайнӑ урапана тӑратас пулать

Чӑваш чӗлхи вӗрентӗвӗн урапи тӳнсе кайрӗ тесех каламалла. Сехет сахал. Вӗрентӗксем ҫитмеҫҫӗ. Классем хупӑнаҫҫӗ. Учительсем хӑйсен укҫипе кӑтартупа меслет кӗнекисем пичетлеҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӗрентӳ хуҫисем пире чӗрӗк ӗмӗр «ҫӗршыв», «хӗрарӑм» сӑмахсене пӗрле е уйрӑм ҫырассипе пӑтратса пурӑнчӗҫ. Халӗ курӑр ӗнтӗ: «Пионер сасси» чухне 80 пинпе тухнӑ «Тантӑш» хаҫат 80 хут чакса ларчӗ. Шкулсене, клубсемпе вулавӑшсене пӗрер хаҫат та тивмест иккен! Мӗне пӗлтерет ҫакӑ?

Чӑваш чӗлхине вӗренекенсем пӗтсе пынине пӗлтерет. Ӑрусен ҫыхӑнӑвӗ татӑлнин, кил-йышра чӑвашлӑх тымарӗ хӑрӑккин палли ҫакӑ. Чӑваш шкулӗ чӑвашла вулама вӗрентменни ҫинчен кӑшкӑрать чӗлхемӗр — илтместпӗр-и?

Тӳре-шара шайлавӗсем куҫа ҫу сӗрсе тӑраҫҫӗ: пурте аван, выҫӑ усрамастпӑр, йӑлт вӗрентетпӗр, иккӗ лартмастпӑр. Хаҫатсемпе журналсенче паянхи наци вӗрентӗвне тӗрӗс ҫутатакан тишкерӳ тупса вулаймарӑм. «Чӑвашла вӗрентес ӗҫ тикӗс пырать», «Чӗлхе чӗрӗ, пуласлӑхӗ пур» «Чӗлхемӗр чӗкеҫ чӗлхи пек» йышши йӑпӑлтату юррисене тата хӑйсене ҫӑкӑр ҫитерекен тӑван чӗлхене хирӗҫ чӑваш вӗрентӳҫисем 19-ррӑн элек ҫаптарнине ҫеҫ асӑрхарӑм.

Чӑваш вӗрентӗвӗн урапи тӳнсе кайнӑшӑн Куславкка е Ҫӗрпӳ районӗ айӑплӑ-и? Ҫук. Вак халӑхсене таптасси патша вӑхӑтӗнченех килет. Таврӑннӑ капитализм ӑна тепӗр хут чӗртсе ячӗ кӑна. Пире япӑх ҫул ҫине тӗксе кӗртнӗшӗн мӑриккан ҫулне суйласа илнӗ лавҫӑсемех яваплӑ.

— Причем унта лавҫӑ. — терӗ мана Етӗрне хулинчи учительница. — Лавҫӑ айӑплӑ мар! Урапи е лаши айӑплӑ! Пит аван, ҫапла — хамӑр айӑплӑ.

Ман шутпа, ӗҫ-пуҫа тӳрлетессине лавҫӑсенченех пуҫламалла. Патшалӑх тытӑмӗнче халӑх суйланӑ ертӳлӗх пур. Ертӳлӗхӗ хӑйӗн ӗҫне тӑрӑшсах тӑвать пулӗ-ха, анчах халӑхӗн, учительсен, тӗпчевҫӗсен, интеллигент ҫынсен сасси урмӑшса кайни пысӑк чӑрмавлӑ...

Урапана камӑн тӑратса лартмалла? Мускавран, Шупашкартан пӗр-пӗр тӳре килсе район ертӳлӗхне тӗкӗ парасса кӗтетпӗр-и? Кӗтсе илейместпӗр. Самани вӑл мар.

Элтешлӗ халӑх (гражданское общество) тетпӗр пулсан, хамӑрӑннах — ак ҫакӑнта ларакансенех — тӑрӑшмалла пулать. Шутласа пӑхӑр-ха: депутатсем кам мӗн татса пачӗҫ е хӑш парти мӗнпе астарать, Ваттисен ушкӑнӗсем кама та пулин хускатса пӑхрӗҫ-и е Хӗрарӑмсен канашӗ мӗнпе тӑрмашать? Таврапӗлӳҫӗсен районти уйрӑмӗ чӑваш чысӗшӗн тапаҫланать-и? Шкулта лару-тӑру мӗнле?

Тӗрӗссипе каласан, чӑвашла вӗрентӳ уйрӑм шкул директорӗсен, уйрӑм вӗрентӳҫӗсен хастарлӑхӗпе тытӑнса тӑрать. Ытларах шкулта чӑваш чӗмӗ мар, чӑваш сӑмахӗ те вуҫех ҫук. Ку яхӑнта сирӗн пата хӑнана килнӗ Эдуард Бахмисовпа (вӑл ЧНКан «Чӑваш ялӗ» комитетне ертсе пырать) Трак енчи Именкассинчи, Элӗк районӗнчи Юнтапа, Муркаш районӗнчи Калайкасси тата Шупашар районӗнчи Анат Кӗнер вӑтам шкулӗсен чӑваш чӗлхи кунӗсемпе уйӑхлӑхӗсенче пулса куртӑмӑр. Вӗсенче чӗлхесем янӑраҫҫӗ кӑна! Анат чӑвашра чӑваш хастарлӑхӗ пысӑккине пӗлетӗп. Ытти нумай ҫӗрте вара? Чӑвашла пӗлни, вӗрентни кирлӗ мар тесе шутлатпӑр пулсан, нушаланас та ҫук. Тӑвас та Чӑваш Республикине Чебоксарский уезд, тухса каяс Ҫӗпӗре, йӗтем ҫинче чӑрӑш ӳссе ларасса кӗтме. Ҫын аллинчи кукӑль пысӑк та тутлӑ теҫҫӗ. Анчах ҫав кукӑль пире ҫаратакан улпутсен сӗтелӗ ҫинче выртать-ҫке, тӑвансем... Пулнӑ эпӗ Ҫӗпӗрте, курнӑ унти лару-тӑрӑва. Тӗрӗсси пӗрре — ҫак ҫӗр ҫинче тӑван тымара татман халӑх кӑна телейлӗ.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк: Мӗнле пулмалла?

Мана паҫӑрах темиҫе ыйту та сӗнӳ пачӗҫ.

Акӑ пӗри: «Калӑр-ха, тепӗр 100 ҫултан чӑваш чӗлхи пулать-и? (С. Васильев). Пулать, ӑҫта кайтӑр вӑл! Чӗлхе ӗмӗрӗ унпа миҫе ҫын усӑ курнинчен килмест. Большевиксем «мировой революци» хыҫҫӑн пӗр чӗлхе кӑна пулать тесе вӗрентни те тӳрре тухмарӗ. Чӑваш вӗрентӗвне итлесен, тӗнчере мӑшӑрсӑр пӗр полюс, пӗр халӑх, пӗр чӗлхе пулма пултараймасть. ЮНЭСКО пире пӗтет тесе шутлать те, тӑрӑшсан — пӗтместпӗр. Ҫӗр чӑмӑрне, чӑнах та, пурте ӑнланакан пӗр чӗлхе кирлӗ. Анчах вӑл акӑлчан, нимӗҫ, китай е вырӑс чӗлхи пулаймасть. Вӗсенчен пӗри те тепӗрне парӑнас темӗ. Пулсан пурте хутшӑнмалӑх ансат эсперанто пулӗ, ытти вӑйлӑ чӗлхесем ӑслӑлӑхпа илемӗше хӑйсемех вирлӗ аталантарса пырӗҫ.

«Чӑваш халӑх сайчӗ» урлӑ Акапасар блогер «Станьял хӑта кӑмӑлне» ҫырӑвӗнче ҫапла каларӗ: «Лешхайхи тӑшмансене чапа кӑларма пӑрахмалла, иртӗхсе кайма чармалла. Хамӑр енчисене пиар тӑвас пулать. паттӑр чӑвашсене пулӑшса хавхалантармалла», — терӗ.

Килӗшетӗп. Уявра ҫитменлӗхсем ҫинчен калаҫса ҫитӗ. Пурнӑҫ пурпӗрех малалла пырать, ҫӗнни пӗрех ҫӗнтерет. Тӗнчене грек, латин чӗлхисенчен малтан килнӗ Чӑваш чӗлхи Ҫӗр чӑмӑрӗ сирпӗнсе кайсан кӑна пӗтет. Вӑл этемлӗх пуплевне никӗс хывнӑ чӗлхесенчен пӗри. Ӑна тӗпчеме чарни тата хамӑр тӗпчеменни чӗлхе хакне чакараймасть. Кун пирки никамӑн та иккӗленме кирлӗ мар. Малашне пирӗн «пулнӑ-пулатпӑр» тенине тӗплӗрех ӑнлантарма пуҫламалла.

Эппин, тӑван халӑх ӑнкарулӑхӗшӗн, тӑван культурӑшӑн, тӑван чӗлхешӗн тӑрӑшакан сапӑрҫӑсене, вӗрентӳҫӗсене, вулавӑшҫӑсене, шкул ачисемпе вӗсен ӑслӑ та тирпейлӗ ашшӗ-амӑшне тивӗҫлипе чыслӑпӑр. Патшалӑх енчен те, халӑх енчен те. Ку пӗрремӗшӗ.

Иккӗмӗшӗ. Шкулти вӗрентӳ пахалӑхӗпе Ваттисен канашӗсем, Ашшӗ-амӑшӗн комитечӗсем, Хӗрарӑмсен канашӗсем, ял мухтарӗсем тӳррӗн кӑсӑкланма тивӗҫ. Ҫӗр ҫинче йӑх-несӗлӗмӗр, ятӑмӑр-хисепӗмӗр юлтӑр тесен ачасен пуласлӑхӗшӗн халӑхӑн хӑйӗн тапаҫланмалла. Йӑпӑлти икӗпитсене, намӑса пӗлмен ҫӑткӑнсене, ертӳлӗхри кукӑр хӳресене шанса ларни — чӑваш-йӑвашӑн юрӑхсӑр йӑли. Ӑна пӗтермелле.

Виҫҫӗмӗшӗ. Чӑваш чунӗ пур ачасене тӗрлӗ чӗлхесемпе пайрӑммӑн кӑсӑклантармалла. Чӑваш чӗлхин пулас тӗпчевҫисене тата чӑваш ятне тӗнчере палӑртма пултарас ачасене ҫиччӗмӗш класрах палӑртма пулать. Ан тив, танлаштарччӑр тӑван чӗлхене алтайсен, яппунсен, эрменсен, еврейсен чӗлхисемпе — уншӑн вӗсене пурнан пурнӑҫра сӑвап кӑна килӗ. Пире кухаллӗн акӑлчан, араб, китай чӗлхисем хытӑ туртаҫҫӗ. Ӑслӑ-пуҫлӑ ачасене ачаранах тӗрӗс ҫул ҫине кӑларма вӑхӑт. Интернет темле чӗлхепе те килте ларсах кӑсӑкланма май парать.

Тӑваттӑмӗшӗ. Чӑваш чӗлхин йӑви — тӑван кил, тӑван ялти пуплев. Чӑваш сӑмахӗшӗн ваттисемпе, ялпа, шкулпа килӗштерсе тӑрӑшма тӗллев лартатпӑр. Эпӗ ял ваттисене тата вӗрентекенсене тархасласа ыйтатӑп: хамӑр хӳрене хамӑр варалама пӑрахар та лару-тӑрӑва тӗрӗс ҫулпа, халӑх ӑс-хакӑлӗн никӗсӗпе, ваттисемпе вӗттисен килӗшӗвӗпе илсе пыма хастарлӑх тупӑпӑр. Ку пирӗн тӳрӗ тивӗҫ те, чыс та. Ята ярас марччӗ.

 

Сӑнсем ҫинче: Куславкка районӗнчи Елчӗк шкулӗнче иртнӗ уявра. Куславкка районӗн сайтӗнче илнӗ.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем