Шел те, Чӑваш Енре вӑрӑ-хурахсен серепине ҫакланакан ҫынсен йышӗ пысӑклансах пырать. Ултава ытларах ватӑсем ӗненеҫҫӗ, ҫавӑнпа усал шухӑш тытнисем вӗсем патне ытларах ҫул тытаҫҫӗ.
Ватӑсен шанӑҫне кӗме ҫӑмӑл ҫав, вӗсен кӑмӑлне тупма ансат. Анчах ултавҫӑсене аллине ҫулланнӑ ҫынсемпе ҫамрӑксем те лекеҫҫӗ. Халӗ тӗнче тетелӗнче тӗрлӗ япала сутни пирки нумай пӗлтереҫҫӗ. Чылайӑшӗ унпа усӑ курать. Ака уйахӗн 14-мӗшӗнче Шупашкарта кун кунлакан 54-ри арҫын полицейскисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл ӗҫе вырнаҫма ӗмӗтленнӗ. Ваканси пирки тӗнче тетелӗнче пӗлтернине курнӑ вӑл. Лешӗ темӗнле документсем хатӗрлемелле тесе укҫа ыйтнӑ. 14 пин тенкӗ куҫарса парсан ҫухалнӑ — хӳри те курӑнман.
Ҫамрӑксем правур, темӗн те пӗлеҫҫӗ. Анчах вӗсен айванлӑхӗпе те усӑ кураҫҫӗ вӑрӑ-хурахсем. Шупашкарта пурӑнакан 23 ҫулти каччӑ та ӗҫе кӗме ӗмӗтленнӗ. Вӑл ултавҫӑсене 4 пин тенкӗ тыттарнӑ. Паллах, кун хыҫҫӑн лешӗн шӑрши-марши те пулман.
Карточка реквизичӗсене мӗн тума пӗлтереҫҫӗ-ши? Ара, ӑна банкран илнӗ чухнех асархаттараҫҫӗ-ҫке-ха. Карточка номерне пули-пулми ҫынсене пӗлтермелле маррине, пароль вара вӑрттӑнлӑхра пулмаллине тӳрех асӑрхаттараҫҫӗ-ҫке-ха. Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 21 ҫулти пике хӑйне шӑнман пӑр ҫине лартса хӑварнине пӗлтернӗ. Вӑл тӗнче тетелне гараж сутни пирки пӗлтерӳ панӑ. Палламан ҫын шӑнкӑравласан туянассине пӗлтернӗ, карточка номерне пӗлтерсен укҫа куҫарса парассине каланӑ. Кун хыҫҫӑнах карточка ҫинчен 2 пин тенкӗ ҫухалнӑ.
Ватӑсен айванлӑхӗпе усӑ курнине нимӗнле майпа та тӳрре кӑларма ҫук. Хӗрхенӳ туйӑмӗ пӗрре те ҫук-ҫке вӗсен. Нумаях пулмасть вӑрӑ-хурахсем тивӗҫлӗ канури хӗрарӑма, 92-рискере, улталанӑ. Хайхискерсем унӑн укҫине «кулӑш банкӗн» укҫипе улӑштарнӑ. 84 пин тенкӗ йӑтса тухса кайнӑ вӗсем. Ватӑскер мӗн ӑнлантӑр ӗнтӗ? Куҫӗ те лайӑхах курмасть-тӗр. Укҫа суя пулнине тӑванӗ асӑрханӑ. Кинемей ун патне «социаллӑ ӗҫченсем» килсе кайнине каласа кӑтартсан йӑлтах уҫӑмланнӑ. Анчах ватӑскер вӑрӑ-хурахсем мӗнлерех пулнине калайман.
Студент та шӑнман пӑр ҫинче ларса юлнӑ. Кредит илме хатӗрленнӗскер реклама хуҫине 2 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Унтан лешӗ страховкӑшӑн «кӗмӗл» ыйтнӑ. Каллех куҫарнӑ вӑл. Ҫапла укҫаллӑ пулма тӗллевленнӗскер пӗр пуссӑр тӑрса юлнӑ.
Полицейскисем тимлӗрех пулма ыйтаҫҫӗ. Кирек мӗнле информацие те тӗрӗслемелли пирки асӑрхаттараҫҫӗ вӗсем. Уйрӑмах — тӗнче тетелӗнчине. Ку тӗслӗхсем — ҫак кунсенче пулнисем ҫеҫ. Ҫулталӑкне миҫе ҫын ултав серепине ҫакланать-ши? Янтӑ укҫана хапсӑнакан, ӗҫлемесӗрех пуйма ӗмӗтленекен нумай ҫав. Ҫавӑнпа тимлӗхе пӗр ҫеккунтлӑха та ҫухатмалла мар. Иккӗленӳ ҫуралсан тӳрех 02 номерпе шӑнкӑравламалла.
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.