Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Тӗпсӗр ҫынна тӗмен ҫитмен.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Софья Савнеш: Ҫын куҫҫулӗ ҫинче пуяҫҫӗ

Софья Савнеш07.02.2016 18:543745 хут пӑхнӑ

Шел те, чирлӗ ача нумай. Вӗсен пурнӑҫне операци е сиплев ҫеҫ ҫӑлса хӑварма пултарать. Анчах ун валли укҫа нумай кирлӗ. Халӗ республикӑра Етӗрне районӗнчи Ксения Максимова пурнӑҫӗшӗн пӑшӑрханаҫҫӗ. 13-ри хӗрача сывалӗ-и? Ура ҫине тӑрӗ-и? Унӑн амӑшӗ кунӗн-ҫӗрӗн пульницӑра ларать, ниҫта та каймасть. Вӗсем тӗрлӗ клиникӑран пулӑшу ыйтнӑ, хурав кӗтеҫҫӗ.

Ҫав вӑхӑтра тӗнче тетелӗнче ултавҫӑсем тӗлӗрмеҫҫӗ. Вӗсем Ксюша валли укҫа пухма тытӑннӑ. Анчах ку суя. Ҫемье хальлӗхе нимӗнле укҫа та пухмасть. Йӗксӗксем, мӗнле хӑяҫҫӗ-ши ҫын куҫҫулӗ ҫинче пуйма?

Чӑннипе, ҫӗршывра кунашкал ҫын сахал мар. Пӗрисем хуйха путса куҫҫуль юхтарнӑ вӑхӑтра теприсем халӑхран укҫа сӑптӑраҫҫӗ. Акӑ Рязаньте раштавӑн 6-31-мӗшӗсенче «Спасение» ыркӑмӑллӑх фончӗ Вовочка Валеев валли укҫа пухнӑ. Анчах ашшӗ-амӑшӗ пӗр пус та курман. Вова валли Саранск, Хусан, Тула, Ростов, Екатеринбург, Тамбов хулисенче те укҫа пухнӑ. Журналистсем фонд директорӗ патне кайсан ҫеҫ Вовӑн ашшӗ-амӑшне укҫана пайӑн-пайӑн куҫарма тытӑннӑ. Ҫемье валли 400 пин тенкӗ пухнине каланӑ вӗсем. Анчах волонтерсем ытларах пухни пирки пӗлтернӗ. Кунашкал тӗслӗх пирки пӗрре мар пӗлтернӗ. Акӑ фонд Лера ятлӑ хӗрача валли 1 миллион та 323 тенкӗ пухнине пӗлтернӗ. Анчах ашшӗ-амӑшӗ ку укҫана алла тытман. Ыркӑмӑллӑх фондне Самарта ҫуралнӑ Арсений Шепс ертсе пырать. Вӑл 2015 ҫулта райканашӗн депутатне лармашкӑн кандидатура тӑратнӑ.

Шупашкарта та, эпӗ сӑнанӑ тӑрӑх, чирлӗ ачасем валли укҫа пухакан волонтерсем нумай. Ачан сӑнӳкерчӗкне пӑхсан, шел, паллах. Анчах юлашки вӑхӑтра кунашкаллисем, укҫа пухаканнисем, ытла та нумайланса кайрӗҫ. Шанмаллах-ши вӗсене? Хӑш чухне иккӗленӳ ҫуралать. Ара, хальхи вӑхӑтра тем хӑтланакан та пур…

 

Сӑн ҫинче: Ксения Максимова, gov.cap.ru сайтран илнӗ сӑн.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем