Чӑваш эстрада артисчӗсем пирӗн яла, сайра-хутра пулин те, килсе каяҫҫӗ. Паллах, халь ӗлӗкхи мар — клуба ҫын сахал тухать. Халӗ кашни килте тӗнче тетелӗ пур, телевизор кӗрлет… Ҫавӑнпа-ши — халӑх чун апатӗнчен катӑках мар. Ара, халь ӗлӗкхилле 1–2 канал ҫеҫ кӑтартмасть вӗт, кашни килте тенӗ пекех спутник турилкке ҫакӑнса тӑрать. Унта вара мӗн курас килет — веҫех пур: концерт, сериал, ӑслӑлӑх, спорт… Чӑваш наци куравне, ЮТВ телеканала ҫеҫ кураймаҫҫӗ пирӗн ялсем. Вӗсене республикӑри кашни яла илсе ҫитерме хальлӗхе патшалӑх хевте ҫитереймен-ха. Ку юрӗ-ха. Пурӑна киле чӑваш телекуравӗ кашни ялтах ярӑнама тытӑнасса шанатпӑр. Сӑмахӑм чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсем пирки-ха. Пӗррехинче пирӗн яла пӗр ҫӑлтӑр килнӗччӗ (ятне асӑнма аван мар, вӑрттӑнлӑхра юлтӑр). Хайхискер концерт лартма килнӗ, ял халӑхне култарма. Анчах хӑй ӳсӗр. Шупашкартанах ҫапла килнӗ вӑл. «Ял халӑхне каять», — тенӗ-ши вара? Кӑштах та аванмарланма пӗлмеҫҫӗ. Ара, вӑл хӗрӗнкӗ пулнине пурте сиснӗ ахӑртнех. Хӑвӑрах пӗлетӗр: ӳсӗр ҫыннӑн латти-пӑтти ҫук. Нумаях пулмасть ялти пӗр сумлӑ ҫыннӑн юбилейне каллех эстрада ҫӑлтӑрӗ килчӗ. Вӑл та хӗрӗнкӗ ҫитсе тӑчӗ. Юбилейра эрех-сӑрасӑр пулмасть. Ку пушшех те ӳсӗрӗлсе кайрӗ. Сцена ҫинче юрлаканскер микрофона туртса тӑпӑлтарсах кӑларчӗ. Фонограмма малалла юрлать. Ӳсӗр юрӑҫӑн ҫӑварӗ те уҫӑлмасть — шӑл йӗрсе тӑрать. Акӑ сана, ял халӑхӗ, юрӑ! Кӑштах совеҫ пулмаллах ӗнтӗ, аванмарланма та пӗлмелле. Ҫук вӗт — Шупашкара кайма тапрансан ку хул хушшине кӗленче хӗстерсе тухса кайнӑ. Ҫавӑн пек шая ҫитрӗмӗр-ши вара? Ял халӑхӗ тесе ҫапла хӑтланмалла-им?
Ӳкерчӗк ҫинче: республикӑри пӗр ялти клуба пухӑннӑ халӑх. |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |