Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Ултавпа инҫе каяймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Софья Савнеш: «Хыпарӑн» ҫӗнӗ хуҫи мӗнлерех ӗҫлет?

Софья Савнеш06.01.2016 20:255527 хут пӑхнӑ

«Хыпар» Издательство ҫурчӗн тилхепине ҫӗнӗ ертӳҫӗ тытрӗ. 2015 ҫулхи раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пӗтӗмлетнӗ конкурспа килӗшӳллӗн, директор-тӗп редактор тивӗҫӗсене пурнӑҫлама Михаил Арланова шаннӑ. Хыпарҫӑсемшӗн вӑл ют ҫын мар, Михаил Михайлович унччен ертӳҫӗ ҫумӗ пулнӑ.

Михаил Арланов Издательство ҫуртне ертсе пыма тытӑннӑранпа вӑхӑт нумаях иртмерӗ. Апла пулин те унӑн ӗҫне тишкерме тытӑнчӗҫ. Ҫӗнӗ ертӳҫе, ахӑртнех, ҫынсем тӗрлӗрен йышӑнчӗҫ. Пӗрисем хӳтӗлерӗҫ, теприсем… «Правда ПФО» сайтӗнче Михаил Арланов ертӳҫӗ пулни пирки статья тухрӗ кӑна – ӑна хаклакансем тупӑнчӗҫ. Чӑннипе, хӑшӗ-пӗрне вулама та кулӑшла. Коллективра мӗн пулса иртни, кам мӗн туни, пӗр-пӗрне «пылчӑкпа» варалани (пӗр сӑмахпа, килти ҫӳп-ҫапа урама кӑларни)… Тӳрех халап аса килет: тутарсем пӗр-пӗрне хуранран тухма пулӑшаҫҫӗ, чӑвашсем вара пӗр-пӗрне каялла туртаҫҫӗ… Ахальтен-им чӑваш лайӑх пурӑнакан кӳршине ӑмсанать теҫҫӗ? Пӗрисене «Хыпар» хаҫат тивӗҫтермест, теприсене ертӳҫӗ хӑйне мӗнлерех тытни кӑмӑлне каймасть… Пурте «анонимка» ҫыраҫҫӗ. Ҫурӑм хыҫӗнче вӑрттӑн калаҫни, тем тесен те, килӗшӳсӗр. Куҫран пӑхса калама хӑюлӑх кирлӗ ҫав.

Михаил Арланов ертӳҫӗ тивӗҫӗсене пурнӑҫлама тытӑнсан тепӗр кунхинех хыпарҫӑсем, улттӑмӗш хутрисем, ҫутӑсӑр ларнӑ терӗҫ. Кун пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче хыпар та пулнӑччӗ-ха. «Правда ПФО» сайтра ҫийӗнчех ҫакна сӳтсе явма пуҫларӗҫ. Пӗри виҫҫӗмӗш хутра ларакансем валли те «канмалли кун» туса пама ыйтнӑ. «Ҫутта тӑрук сӳнтерни – ура хуни» текен сас-хура та тухнӑ-мӗн. Апла-и, капла-и – ертӳҫӗ пуканӗ ҫинче лӑпкӑ ларман, калем ӑстисене ҫутӑ парассишӗн тӗрлӗ тӳре-шара тӑрӑх чупнӑ теҫҫӗ. Усси пулнах – тепӗр кун хӑпарҫӑсен пӳлӗмӗнче ҫутӑ ҫутӑлнӑ. Ахалех хумханнӑ, кӑлӑхах вараланӑ-мӗн. Ара, Михаил Арланов айӑплӑ-и куншӑн? Издательство ҫурчӗн парӑмӗсем 2 миллиона ҫывхарнӑ тесе «Правда ПФО» сайтӗнче те ҫырнӑччӗ. Ку «хисеп» ӗнер пухӑнни мар, вӑл уйӑхӗ-уйӑхӗпе «купаланни» пирки чылайӑшӗ пӗлет. Ҫавӑнпа, ахӑртнех, калем ӑстисем ҫӗнӗ ертӳҫӗрен лайӑххине, ыррине кӗтеҫҫӗ.

Ертӳҫӗ журналистсене ыррипе чӑнах та савӑнтарнӑ теҫҫӗ. Юлашки вӑхӑтра, ҫулталӑк вӗҫленсе пынӑ май, хыпарҫӑсем кичемленнӗ тесе калаҫрӗҫ. Пулмасӑр. Гонорар тӳлеме пӑрахнӑ тесе пуплерӗҫ. Ҫӗнӗ ҫул – сӑмса умӗнчех. Мӗнле кӗтсе илмелле? Нивушлӗ пӗр пуссӑр? Ҫук, раштав уйӑхӗнче, уяв умӗн, хыпарҫӑсем самаях хаваслӑ сӑнпа ҫӳренӗ иккен. Унчченхи парӑма, юпа уйӑхӗнчи гонорара, тӳлесе татнӑ-мӗн. Раштав уйӑхӗнчи шалӑва та тытса тӑман – Ҫӗнӗ ҫул умӗнех панӑ. Чӳк-раштав уйӑхӗсенчи гонорара ҫитес ҫул пуҫламӑшӗнче парса татма шантарнӑ теҫҫӗ.

Кӗҫех Пичет кунӗ ҫывхарать. Хыпарҫӑсем уяв ячӗпе пӗлтӗр преми илменни пирки «Правда ПФО» сайтӗнче те самаях шавларӗҫ. Унччен кун пекки пулман-мӗн. Ахӑртнех, кӑҫал шанчӑкне ҫухатмаҫҫӗ вӗсем. Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать теҫҫӗ вӗт.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем