Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Пур пӗрле, ҫук ҫурмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Чӑваш чӗлхине нумай пурӑнма хушса хӑварнӑ саккун

Аçтахар Плотников28.10.2015 18:096227 хут пӑхнӑ

1990 ҫулхи юпан 27-мӗшӗнче Чӗлхесем ҫинчен калакан саккуна пӗрремӗш хут йышӑннӑ. Унтанпа 25 ҫул иртнӗ май эпир хӑш-пӗр ҫынсенчен ҫак саккуна мӗнле хак пани пирки ыйтса пӗлес терӗмӗр.

Юрий Исаев, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорӗ

— Паян Чӑваш ССРӗнчи чӗлхесем ҫинчен калакан саккуна йышӑннӑранпа 25 ҫул ҫитрӗ. Ӑна юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче йышӑннӑ. Юрий Николаевич, паянхи куна илсен, чӑвашлӑха тата чӑваш чӗлхине аталантаракан чи пӗлтерӗшлӗ институт ертӳҫи пулнӑ май, ҫак саккуна епле хаклатӑр?

— Пӗтӗмӗшле илсен, вӑл вӑхӑтшӑн ҫак саккун питӗ революциллӗ пулнӑ. Хамӑр регион шайӗнче икӗ чӗлхепе те пӗр тан усӑ курма ирӗк паракан саккун. Чӑваш чӗлхи вырӑс чӗлхи айӗнче пулманнине пӗлтерсе калакан ҫирӗп сӑмах пулнӑ вӑл.

Эпир ҫак саккуна пӑхӑнса пӗтӗмӗшле 25 ҫул пурӑнатпӑр. Унӑн пархатарлӑ та лайӑх ӗҫӗ тӳрех курӑнать, мӗншӗн тесен эпир хамӑра хисеплеме пуҫларӑмӑр. Анчах та лару-тӑру хальхи вӑхӑтри пурнӑҫ таппине ытлашшиех тивӗҫтерсех кайманни те курӑнать. Саккуна пӑхӑнман сӑлтавсем нумайланса пыни, саккуна пӑхӑнман ҫынсене нимӗнле айӑп та тума ҫуккипе вӑл туллин ӗҫлет тесе калаймастпӑр. Эпир вара хамӑр енчен пӗлтӗр тата кӑҫал Патшалӑх Канашӗпе тухӑҫлӑ ӗҫлесе административлӑ кодекса улшӑнусем кӗртсе чӗлхесене йӗркелесе пыракан ҫак саккуна пӑхӑнман субъектсене айӑплас нормӑсем кӗртес тӗлӗшпе вӑй хуратпӑр.

Эп пӗлнӗ тӑрӑх, ҫак саккун вӑл Раҫҫейре, ытти субъектсемпе танлаштарсан, чи пирвайхи йышӑннӑ Чӗлхе саккунӗ пулнӑ. Ҫавӑнпа та ман ҫав вӑхӑтра ӗҫленӗ депутатсене, вӗсене пулӑшса пыракан ҫынсене тав тӑвас килет.

— 1990 ҫулта йышӑннӑ Чӗлхе саккунӗ тата хальхи вӑхӑтра вӑйра тӑракан 2003 ҫулхи «Чӑваш Республикин чӗлхисем ҫинчен» калакан саккун пӗр-пӗринчен самай уйрӑлса тӑраҫҫӗ. Малтанхинче чӑваш чӗлхине ытларах ирӗк пани курӑнать. Сирӗн шутпа 1990 ҫулхи саккун мӗншӗн пурнӑҫа кӗреймен?

— Ҫав вӑхӑтра вӑл тивӗҫлӗ саккун пулнӑ. Пурнӑҫӗ ӗнтӗ вӑл хӑйӗн ӗҫне тӑвать. Пурнӑҫ ылмашӑнать. Ун таппипе ӗлкерсе пырса пирӗн саккунӗсене те улӑштармалла. Каламалла: Чӗлхесем ҫинчен калакан саккун декоративлӑ саккун шайне ҫитсе ларчӗ. Пӗр-пӗр мероприятие чӑвашла ирттерме саккунӗ хирӗҫлемест, анчах эпир хамӑр темшӗн хӑратпӑр. Чӑвашсем хӑйсемех хӑйсен прависенчен хӑраса вӗсемпе тивӗҫлӗ усӑ курмаҫҫӗ. Пире никам та «Ан тӑвӑр», — тесе ирӗксӗрлемест. Анчах эпир хамӑрах шалти темӗнле кирлӗ мар нормӑсене пула ытларах вырӑс чӗлхипе усӑ куратпӑр.

— Сирӗн шутпа хальхи Чӗлхе саккунӗнче мӗнле ҫитменлӗхсем пур?

— Каларӑм ӗнтӗ, хальхи вӑхӑтра саккуна пӑхӑнманнисене айӑпламалли нормӑсем ҫук. Вӗсене кӗртсен ман шутпа пӗр пӗчӗк утӑм та пулин малалла эпир тӑватпӑр. Тепӗр япала вӑл — паспорт хушшине чӑвашла ҫырнӑ вкладыш хатӗрлесси. Пире Раҫҫей Федерацийӗн саккунӗсем ирӗк параҫҫӗ, ҫапла май эпир ку енӗпе ӗҫлесе пыратпӑр. Ку япалана эпир нормӑласа кӗртсе ярасшӑн.

— Тавах.

 

Геннадий Дегтярёв, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫтешӗ

— Чӑваш ССРӗнчи чӗлхесем ҫинчен калакан саккуна эсир мӗнле пахаланӑ пулӑттӑр?

— Вӑл вӑхӑт халӗ те манӑн асрах. Ҫак саккуна йышӑннӑ хыҫҫӑн поэт сӑмахӗсемпе калама пулатчӗ: «Тин ирӗке тухрӑн, тӗп чӑваш чӗлхи!» Мӗншӗн тесен ун чухнехи Чӗлхе саккунӗ, Прибалтика республикисем хыҫҫӑн йышӑннӑскер, Раҫҫей Федерацийӗнче пысӑк ҫӗнӗлӗх пулнӑ (тутарсем те, пушкӑртсем те ҫавӑн йышши саккуна чылай каярах йышӑнчӗҫ). Вӑл хавхалану илсе килчӗ — ҫав саккунра ҫырнӑ тӑрӑх чӑваш чӗлхи пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн ирӗке тухса пымаллаччӗ, аталанмаллаччӗ. Ҫынна чӑваш чӗлхи пӗлме хавхалантаракан япаласем те кӗртнӗччӗ. Икӗ чӗлхене те пӗлнӗшӗн хушса тӳллесcине палӑртнӑччӗ. Хӑш-пӗр организацисемпе предприятисенче ку мелпе усӑ курма та пуҫланӑччӗ.

— Ку саккун сирӗн шухӑшпа ытла та романтикӑллӑ пулман-и?

— Романтикӑллӑ пулнӑ тесе пӗрремӗш вариантне (проектне) калама пулать. Унта чӑваш чӗлхине кӑна патшалӑх чӗлхи тесе палӑртма сӗннӗччӗ. Чӗлхе саккунне хатӗрлекен комиссин шухӑшӗ ҫаплаччӗ. Анчах депутатсен ытларах пайӗ КПСС тӳри-шари пулнӑ, вӗсем питех романтиксем пулман. Ун чухнехи Аслӑ Совет депутачӗсем самаях консервативлӑччӗ, анчах та вӗсем те улшӑнусем кирлине ӑнланнӑ. Вӑхӑчӗ ҫавӑн пек пулнӑ: ҫӗкленӳ туйӑмӗ, улшӑнусем пиҫсе ҫитнине пурте ӑнланнӑ... Эп астӑватӑп, ун чухне Улатӑрти предприятисем пирӗн института шӑнкӑравлатчӗҫ: «Мӗнле-ха капла, пирӗн те чӑваш чӗлхи вӗренме тивет-и?» — тетчӗҫ. Улатӑртисем Чӑваш Республикинчен тухса Чулхула облаҫӗпе пӗрлешесси пирки те ыйту хускатнӑччӗ.

— 1990 ҫулхи саккунра палӑртнӑ хӑш-пӗр статьясем пурнӑҫа кӗреймен. Сӑлтавӗ сирӗн шутпа мӗнре?

— Пӗр енчен, 90-мӗш ҫулсенче лару-тӑру питӗ йывӑр пулнӑ. Кулленхи пурнӑҫ кӑткӑсланнӑ май нумай-нумай ҫын умӗнче «Укҫа мӗнле ӗҫлесе илес?» ыйту тухса тӑнӑ. Чӗлхе саккунӗн хӑш-пӗр статйисене пурнӑҫа кӗртме йывӑр пулни ҫакӑнпа ҫыхӑннӑ. Иккӗмӗшӗ — Раҫҫейре чӗлхесене хисеплеме хӑнӑхманнине калас пулать. Эсир пӗлетӗр, шкулта миҫе ҫул вӗренсен те тепӗр чӗлхене вӗренсе ҫитеймеҫҫӗ. Тата вырӑс ҫыннисем вӗсем, тепӗр халӑх хушшинче ӗмӗр ирттерсен те, вырӑнти халӑх чӗлхине ӑнланмалӑх та пулин (калаҫмалӑх мар!) вӗренес темеҫҫӗ. Ҫавӑнпах Прибалтикӑра вӗсем йывӑр лару-тӑрӑва лекрӗҫ. Пирӗн республикӑрисен те вӗренес кӑмӑлӗ пулман.

— Ҫав 1990 ҫулхи саккунӑн хӑш-пӗр статйисене хальхи вӑхӑтра вӑйра тӑракан Чӗлхесем ҫинчен калакан саккуна кӗртмелле-и е ҫук-и? Тӗслӗх пек, чӑваш чӗлхине ӑслӑлӑхра аталантармалли, пропагадӑламалли пирки калакан статьясене илме пулать. Е, сӑмахран, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсене хӑйсен ҫыру ӗҫне чӑвашла туса пыма ирӗк парасси пирки калакан статья. Е тата, ытла инҫе каяс мар тесен, ак, 3-мӗш статьяра палӑртса хӑварнӑ икӗ чӗлхене те пӗлекенсене хушса тӳлесси пирки каланине илме пулать. Вӗсем хальхи вӑхӑтри саккунра кирлӗ е ҫук?

— Ман шутпа, шӑп та юлашкинчен каланине саккунра сыхласа хӑвармалла. Мӗншӗн тесен никама та хистесе вӗрентме ҫук. Эпӗ ун чухне саккуна йышӑнас умӗн «Хыпарта» (вӑл вӑхӑтра «Коммунизм ялавӗ» — Н.П.) та пичетлесе кӑларнӑччӗ: пирӗн паха чӗлхе вӑл пӑсӑлса кайнӑ пулӑ мар вӗт-ха, вӗренес текен маррине ӑна сӗнсе ҫӳреме кирлӗ мар. Ҫитӗннӗ ҫынна хистесе вӗрентме йывӑр. Илӗртсе вӗрентме вара пулать. Саккунра ытларах илӗртмелли мелсем пулмалла. Паллах, пурне те мар, халӑхпа ӗҫлекен профессисенче. Сутуҫӑ, тухтӑр е юрист пултӑр тата ыттисем — халӑхпа ӗҫлемелли ҫынсем. Икӗ чӗлхене те пӗлеҫҫӗ пулсан вӗсем ӑнӑҫлӑрах ӗҫлеме пултараҫҫӗ. Вӗсем усӑллӑрах. Ҫавӑнпа та (саккунра — Н.П.) икӗ чӗлхене те пӗлнишӗн хушса тӳлесси пулнӑ пулсан, паллах, ҫынсем чӗлхе вӗренме туртӑнӗччӗҫ. «Говори по-русски» теес кӑмӑллисем хӑйсене аван мар туйнӑ пулӗччӗҫ.

— Сирӗн шутӑрпа, хальхи вӑхӑтра вӑйра тӑракан чӗлхесем пирки калакан саккунра мӗн ҫитмест? Эсир мӗнле статьясем, мӗнле шухӑшсем сӗннӗ пулӑттӑр?

— Ман шутпа, чӑваш чӗлхине республикӑри вӗренӳ заведенийӗсенче пӑрӑнми (вырӑсла каласан «обязательно») вӗренмелли положение ҫирӗплетсе хӑвармалла. Унта халь те каланӑ ӗнтӗ, анчах та питӗ евӗклӗн каланӑ. Пур ачан та вӗренмеллине палӑртмалла. Чӑваш шкулӗсенче те, чӑваш мар шкулсенче те чӑваш чӗлхи предмечӗ пулмаллине тата вӑл 3 сехетрен кая мар пулмаллине саккунра ҫирӗплетсе хӑвармалла. Факультатив шучӗпе ӑна гуманитарисем валли ӳстерме пулать, анчах чакармалла мар. Мӗншӗн тесен халь шкул директорӗсене ирӗк панӑ пирки хӑш-пӗр шкулсене 2 сехете ҫитернӗ, пӗрре хӑварнӑ. Малтан чӑваш чӗлхи техникумсенче те пурччӗ-ҫке, халь вара вӗсенче чылайӑшӗнче пӑрахтарнӑ. Ун чухне кашни аслӑ шкулта, техникумра, пур вӗренӳ заведенийӗнче те вӗрентнӗ. Чӑваш наци конгресӗ рейдсем ирттернӗ, пырса тӗрӗсленӗ.

— Ку пункт 1990 ҫулхи саккун вариантӗнче пур. Сирӗн шутпа апла ӑна хальхи саккуна тавӑрмалла?

— Ҫапла. Ун чухне чӗлхе саккуне мӗнле пурнӑҫланине тӗрӗслесе тӑракан ятарлӑ комисси те пулнӑ. Чи япӑххи вӑл — саккун тӑрӑх явап тыттараҫҫӗ тенӗ, анчах камӑн явап тыттармаллине, камӑн полномочи пуррине палӑртман. Прокуратура ҫыхланасшӑн мар. КоАПра унашкал положени — Чӗлхе саккунне пӑсакансене явап тыттарасси — ҫуккӑ. Пушкӑртсене илес пулсан вӗсен саккунӗнче ятарласа палӑртса хӑварнӑ. Сӑмахран, тӗрӗс мар ҫырса ҫапнӑшӑн миҫе тенӗ штраф тӳлемеллине каланӑ.

— Эсир ҫак саккуна хатӗрлеме хутшӑннӑ-и? Ҫав вӑхӑта мӗнле астӑватӑр?

— Эпӗ хам хатӗрлеме хутшӑнман. Атнер Петрович Хусанкай мана ҫак саккуна йышӑнас умӗн «Коммунизм ялавӗ» валли статья ҫырма каланӑччӗ. Эпӗ ҫырса кӑлартӑм. «Каҫар пире, чӗлхемӗр» ятлӑ. Чӗлхепе мӗн пулса иртнине унта ӑнланмалла каласа панӑ. Чӗлхесем ҫинчен калакан саккунра ман тӳпе те — пӗчӗккӗ пулсассӑн та — пур.

Тата тепӗр япала каласа хӑварасшӑн. Раҫҫей Федерацийӗн вӗренӳ министерстви ҫывӑх вӑхӑтра шкулсенче тата иккӗмӗш ют чӗлхе вӗрентме пуҫласшӑн. Пӗр чӗлхине йӗркеллӗ вӗрентеймеҫҫӗ-ха халь, тата иккӗмӗшне кӗртесшӗн. Раҫҫейре килӗшӳпе тӑнӑҫлӑх пултӑр тесессӗн, халӑхсем килӗштерсе пурӑнччӑр тесессӗн тепӗр ют чӗлхе мар, Раҫҫей Федерацийӗнчи чӗлхене вӗренӳ программине кӗртмелле. Кашни субъектра хӑйсем суйласа илме пултарччӑр. Тепӗр чӗлхи ют чӗлхе мар, Раҫҫей Федерацийӗн чӗлхи пулмалла. Пӗрисем чӑваш чӗлхине вӗренччӗр, теприсем тутар чӗлхине тата ыт. те. Мускавра та, Питӗрте те вӗренччӗр. Вара чӑнах та усси пулӗччӗ. Ҫакӑ халӑхсен туслӑхне, пӗр-пӗрне хаклассине ҫирӗплетме пулӑшӗччӗ. Пирӗн чиновниксем вӗсем чылай чухне ҫӗр ҫинче утса ҫӳремеҫҫӗ, таҫта пӗлӗтре явӑнаҫҫӗ. Ют патшалӑх опычӗпе усӑ курма хӑтланаҫҫӗ, кайран ӑна хӑйсемех пӑрахӑҫлаҫҫӗ...

— Халь эпир Чӑваш чӗлхи кунне ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче палӑртатпӑр. Сирӗн шутпа ҫак уява Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑ кунпа мар, Чӗлхе саккунне йышӑннӑ кунпа ҫыхӑнтарсассӑн тӗрӗсрех пулмӗччӗ-и?

— Хӑвӑрах каларӑр: романтикӑллӑ вӑхӑт пулнӑ. Ахальтен мар пуль Чӗлхе кунне те ҫуркунне, ҫанталӑк чӗрӗлнӗ вӑхӑтра палӑртма йышӑннӑ. Шанчӑк паракан вӑхӑт. Кӗркунне пирки каласан вара... Ку вӑл юпа уйӑхӗн вӗҫӗ... Ҫутҫанталӑк вилет е канма хатӗрленет. Ҫанталӑкӗ та ку вӑхӑтра ырӑ мар. Паллах, уява палӑк умӗнче тӑваймастӑн. Анчах юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче паллӑ тунӑ пулсан уявра ӗҫлӗрех калаҫу пулнӑ пулӗччӗ, такмаксен шайӗнче мар. Эпӗ хам Чӑваш чӗлхи кунӗн уявӗнче иккӗ-виҫҫӗ пулнӑччӗ. Анчах пӗрре Ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн президенчӗ, Канаш районӗнче ҫуралнӑскер, палӑк умӗнче вырӑсла калаҫса тӑчӗ те тек унта ҫӳрес кӑмӑл пӗтрӗ. Вӑл кун хам сӗтел хушшинче ларсассӑн тӑван чӗлхешӗн усӑллӑрах ӗҫсем тӑватӑп. Ман кашни кунах — Чӑваш чӗлхи кунӗ.

— Тен, ҫак куна Чӑваш чӗлхин официаллӑ мар уявӗ тесе хак парса кашни ҫул ку вӑхӑтра конференцисем ирттермелле?

— Конференци мар, ҫавра сӗтелсем. Юра-ташӑ мар, ӗҫлӗ калаҫу. Хӑйне майлӑ отчёт: эпир мӗн тума пултарнӑ, мӗн тӑвайман. Чӗлхене упраса аталантарас тӗлӗшпе эпир мӗнле ҫухатусем тӳснӗ, мӗнле ҫитӗнӳсем тӑвайнӑ. Саккунра темӗнле лайӑх статья ҫырса хурсассӑн та, енчен те вӑл пурнӑҫа кӗмест пулсан, унӑн усси ҫук. Шкулта тӗслӗхрен, 8–9 ҫул чӗлхене вӗрентеҫҫӗ, анчах калаҫмалӑх мар, ӑнланмалӑх та пулин вӗрентеймеҫҫӗ. Сӑлтавӗ: тавралӑхра чӑваш чӗлхи янрамасть, унпа усӑ курмаҫҫӗ. Чӑваш чӗлхи эрнинче кӑшт-кашт чӑвашла калаҫни пекки тӑваҫҫӗ. Тӗрӗссипе вара кашни эрнере пӗр кун та пулин чӑваш чӗлхи кунӗ пулмалла.

— Ҫапла пултӑрччӗ.

 

Николай Лукианов, юрист

— Николай Егорович, юрист куҫӗпе пӑхсан Чӑваш ССРӗнчи чӗлхесем ҫинчен калакан саккунӑн пӗлтерӗшӗ вӑл вӑхӑтра мӗнлерех пулнӑ?

— Чӗлхе вӑл хӑйне евӗрлӗ спецификӑллӑ социаллӑ организм. Чӗлхе вӑл ниепле те саккун тӗлӗшӗпе регуляциленме пултаракан япала мар. Акӑлчан чӗлхи-и вӑл, китай чӗлхи-и... Чи малтан ҫакна шута илмелле. Анчах та чӗлхе, хӑйне евӗрлӗ феноменлӑ япала пек, пур. Вӑл чи малтан коммуникаци — калаҫмалли, ҫыхӑнмалли хатӗр. Кайран вара — графика. Саккун вӑл ҫынсем пӗр-пӗрин хушшинче мӗнле чӗлхепе мӗн пирки калаҫмаллине йӗркелеме пултараймасть. Ниепле те. Ҫавӑнпа та саккун ҫыруллӑ формӑна ҫеҫ регуляцилеме пултарать. Кӑткӑслӑхӗ унта ҫавӑнта.

Хӑй вӑхӑтӗнче Раҫҫей Федерецийӗнче е урӑхла каласан — Раҫҫей империйӗнче, мӗнле чӗлхепе калаҫмалли пирки саккунсем пач та пулман. Вырӑс чӗлхи хӑй те 19 ӗмӗр варринче тин йӗркеленсе, майлашӑнса ҫитнӗ. Эп халь астумастӑп, анчах тахӑш вӑхӑтра вырӑс чӗлхине Раҫҫей империйӗнче патшалӑх чӗлхи тесе йышӑннӑ. Кайран, ҫав импери аркансассӑн — нарӑс уйӑхӗнче революци пулать, юпа уйӑхӗнче тепӗр революци — вара интереслӗ процессем пулса иртеҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах чӗлхе проблематики сиксе тухать. Эп астӑвасса Совет Союзӗ вӑхӑтӗнче чи пысӑк ҫитӗнӳ тесе патшалӑхра официаллӑ чӗлхене палӑртманнине калатчӗҫ. Патшалӑх палӑртмасть. Демократи. Совет Союзӗнче патшалӑх чӗлхи пулман. Патшалӑх чӗлхи пирки саккун пулман. Пач йышӑнман.

Самана иртнӗ май ҫак япала — чӗлхе проблематики — каллех сиксе тухать. Вӑл вӗт-ха хӑйне евӗрлӗ питӗ кӑткӑс право объекчӗ. Унта вӗҫӗ-хӗрне тухса пӗтерейместӗн. Ман шутпа чӑваш халӑхӗ хӑйне хӑй палӑртса хӑварас тесе, индивидуализациленес тесе, чӑваш чӗлхине патшалӑх чӗлхи тесе йышӑннӑ. Вара хайхи 1990 ҫулхи юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗпе 27-мӗшӗсенче иртнӗ Чӑваш ССРӗн Аслӑ Совечӗ чӑваш патшалӑхӗн право субъектне палӑртакан тӗп докуменчӗсене йышӑнса хӑварать. Вӑл, паллах, патшалӑх суверенитечӗ пирки калакан деклараци. Тепӗр документ — тӗнче правин право субъектне палӑртакан Чӑваш ССРӗнчи чӗлхесем ҫинчен калакан саккун. Вӑл Чӑваш Республикин территорийӗнче чӑваш чӗлхипе вырӑс чӗлхин пӗртанлӑхне палӑртнӑ. Ку мӗне пӗлтернӗ? Патшалӑх чӗлхи тени — тепӗр хут калатӑп, халӑхсем, ҫынсем, социумсем, индивидумсем Чӑваш Республикин территорийӗнче мӗнле чӗлхепе пӗр-пӗрине ӑнланма, информаципе улшӑнма пултарнине регуляциме пултараймасть. Вӑл бюрократи валли кӑна кирлӗ. Администрацие, патшалӑх органӗсене хӑйсем хушшинчи ӗҫ чӗлхине, ҫыру чӗлхине палӑртма. Калаҫу чӗлхине мар. Ку документ — чӑвашсене мӑнаҫланма, право субьекчӗ пек палӑрӑнма йышӑннӑ документ. Вӑл саккунпа килӗшӳллӗн Чӑваш Республикин территорийӗнче пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн ӗҫ хучӗсене, ҫав бюрократи хучӗсене, администраци хучӗсене чӑвашлантарса пымалла пулнӑ.

— Маншӑн ҫак саккун ытларах романтикӑллӑ пек туйӑнать. Пурнӑҫпа пӗр килмен япала пек. 1990 ҫулхи саккун пурнӑҫланма пултарайманнин сӑлтавӗ мӗнре?

— Чӗлхе саккунӗ право, экономика, пурлӑх, пурнӑҫ, тӗнче правинчен уйрӑлса тӑма пултараймасть вӑл. Чӗлхе вӑл халӑхран уйрӑммӑн пурӑнма пултараймасть. Чӗлхе саккунӗ Чӑваш Республикин административлӑ территорийӗнче пурнӑҫа кӗрейменни — вӑл Раҫҫей Федерацийӗн право субъекчӗ пулса пӗтерейменнипе ҫыхӑннӑ. Ку Раҫҫей Федерацийӗ пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн авторитарлӑ режима куҫнӑ май пире ним вырӑнне хуманнипе пулса пырать. Чӗлхе саккунӗ йӗркеллӗ кӑна пурнӑҫа кӗтӗр тесессӗн вӑл яланах укҫа-тенкӗпе, саккунсемпе, нормативлӑ актсемпе ҫыхӑннӑ. Енчен те эпир хамӑр республика бюджетӗнчи укҫана янк вырӑс чӗлхишӗн кӑна уйӑратпӑр пулсассӑн, енчен те чӑваш чӗлхи валли укҫа памасассӑн, пусмӑрласа, хӑш-пӗр чухне ирӗксӗрлесе вырӑсла ҫыртарсассӑн ҫак ҫырулӑх саккунӗ пурнӑҫа кӗме пултараймасть. Эс тӗрӗс калатӑн, хӑйне евӗр романтикӑллӑ саккун пулнӑ май, укҫа-тенкӗпе тивӗҫтерни пулманни пирки вӑл ниепле те ӗҫлесе каяймасть. Сӑлтавӗ ҫавӑнта.

Чӗлхе вӑл гуманитарлӑ право объекчӗ кӑна пулмалла мар. Вӑл экономика пайӗ пулмалла. Тӑван чӗлхе ман, сӑмахран, чӑваш чӗлхи ятлӑ. Эпӗ экономикӑра, производствӑра тӑван чӗлхепе вырӑс е акӑлчан чӗлхисенчен продуктуивлӑрах та маттуртарах ӗҫлетӗп-тӗк вара вӑл йӗркеллӗ аталанса каять. Сӑмахпа каланипе мар. Вӑл, нимӗн те тӑваймастӑн, хӑйне еверлӗ конкуренци.

— Сирӗн шухӑшпа Чӗлхесем пирки калакан саккунсӑрах чӑваш чӗлхине аталантарма пулать-и? Документсене чӑвашлатса, сута-илӳре усӑ курса, таварсен этикеткисене чӑвашла ҫырса чӗлхене аталантарма май пур?

— Чӗлхе аталанӑвӗ пирки эп калама пӗлместӗп. Чӗлхе аталанӑвӗ вӑл юристсен категорийӗ мар. Чӗлхе вӑл ман шутпа — инструмент. Усӑ куратӑн-и эсӗ е усӑ курмастӑн-и.

 

Аҫтахар Плотников калаҫнӑ.

2015.10.27

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем