Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +27.0 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Чунҫӳрев Пӳлерпе Сӑвара тата Пӑлхара пӗрлештерекен вырӑн тупнӑ

Аçтахар Плотников16.07.2015 18:567733 хут пӑхнӑ

Чунҫӳрев паян инҫе ҫулран таврӑнчӗ. Эпир Ултиар Цыпленковпа тӗл пулса калаҫрӑмӑр.

 

— Эсир паян 4 сехетре Чунҫӳреврен таврӑнтӑр. Ҫапла-и?

— Ҫапла, тӗрӗс.

— Кӑҫалхи Чунҫӳрев вӑл сирӗн миҫемӗш пулчӗ?

— Ҫирӗм улттӑмӗш.

— Ҫулӗ вара ӑҫталла выртрӗ?

— Кӗскен маршручӗ пирӗн ҫапларах. Малтан, хамӑрӑн Шупашкар. Кайран Чӗмпӗр урлӑ эпир Ӗремпур тӑрӑхӗнче Курак районӗнче Ҫирӗклӗ Тук (выр. Верхнее Игнашкино), чӑваш ялӗнче. Унта пире пӗлтӗрех чӗнчӗҫ, анчах каяймарӑмӑр. Ҫавах сӑмах парса хӑварнӑччӗ: «Тепӗр Чунҫӳревре сирӗн патра пулатпӑр», — тесе. Унта пире ял пуҫлӑхӗ Николай Рыбаков кӗтсе илчӗ. Пире ӗнтӗ, вӑтӑр пӗр ҫынна, вӗсем ҫынсем тӑрӑх салатрӗҫ. Кашни кил виҫшер ҫын йышӑнчӗ. Пурне те вӗсем мунча кӗртрӗҫ, апат ҫитерчӗҫ. Кайран вара каҫпа пӗрле концерт патӑмӑр. Вӗсем те хутшӑнчӗҫ, эпир те хутшӑнтӑмӑр. Тепӗр кунне ирех ӗнтӗ пире татах пурне те апат ҫитерчӗҫ.

Унтан эпир Самар кукрине тухса кайрӑмӑр. Унта пире Ҫӑлкуҫ ялӗнче апат ҫитерчӗҫ. Чӑваш ялӗнче, шкулта. Вара эпир Самар кукринче вырнаҫнӑ хулашсене кӗрсе тухрӑмӑр. Лбищенское (Муром хулашӗ) теҫҫӗ ӑна, Атӑл хӗрринче вырнаҫнӑ вӑл. Унтан эпир Азербайджана илсе кайма ҫӗр илтӗмӗр. Ку ӗҫсем пулса иртрӗҫ ӗнтӗ утӑ уйӑхӗн 5-мӗшпе 6-мӗшсенче.

7-мӗшӗнче эпир вара ҫӗрле Волгоградра пултӑмӑр. Элиста… Элистара эпир ирхи 6-ра пултӑмӑр, ҫавӑнпа та кӗрсе тӑмарӑмӑр, тӳрех малалла кайрӑмӑр. 8-мӗшӗнче ӗнтӗ эпир Дагестана ҫитрӗмӗр. Дагестанра пире кумыксем (Зелемхан) тата нухайсем (Янгурччи) кӗтсе илчӗҫ. Пире вӗсем тинӗс хӗрринче вырӑн пачӗҫ. Эпир унта палаткӑсем лартрӑмӑр. Икӗ кун кантӑмӑр. Килнӗ каҫ, кайран 8-мӗшӗнче эпир тинӗсре кӑна пулнӑ. Нимӗн те туман, шыва кӑна кӗнӗ.

9-мӗшӗнче вара эпир Азербайджан еннелле кайрӑмӑр. Ҫула май вара кӗрсе тухрӑмӑр Буйнака, Улӑпи ялне. Эпир унта 2013 ҫулта юпа лартнӑччӗ. Буйнакра вырнаҫнӑ краеведени музейӗн территоринче. Ҫав юпа патне кӗтӗмӗр. Ӑна питӗ хитре туса хунӑ вӗсем. Хӑйсен краеведени музейӗн композицине вӗсем кӗртнӗ. Ун патне уйрӑм ҫул тунӑ, тирпейленӗ. «Ҫынсем килсен эпир яланах экскурсине ҫак юпаран пуҫлатпӑр», — каласа пачӗҫ.

Кайран ӗнтӗ эпир ун хыҫҫӑн Дербентра пултӑмӑр. Дербента пӑхрӑмӑр. Каҫхи 8-та вара эпир Раҫҫейпе Азербайджан чикки патне ҫитрӗмӗр. Унтан ирхине 6-ра кӑна тухрӑмӑр. Питӗ тӗплӗ тӗрӗслеҫҫӗ.

Бакура пире Элшат Абдуллаев кӗтсе илчӗ — вӑл Пӗтӗм тӗрӗк ҫамрӑкӗсен пӗрлешӗвӗн тӗп координаторӗ. Вара вӑл ертсе пынипе эпир Пӳлесӑвара (азер. Bilǝsuvar) ҫитрӗмӗр. Вӑл район хули, унашкал ятлӑ район та пур. Унта 18 пин халӑх пурӑнать. 20 пине яхӑн. Анчах хулине пӑхсан — унӑн урамӗсене, паркӗсене, администраци ҫурчӗсене, музейсене — унта пӗр 150-200 пин ҫын пурӑнать тесе калама пулать. Пире унта район пуҫлӑхӗсем йышӑнчӗҫ. Район пуҫлӑхӗ отпускраччӗ, пире район пуҫлӑхӗн ҫумӗ йышӑнчӗ. Пирӗн ыйтусене татса пачӗҫ. Пире питӗ пысӑк спорт комплексӗнче вырнаҫтарчӗҫ. Пире валли вӗсем така пусрӗҫ, экскурси турӗҫ.

Таврапӗлӳ музейӗ вӗсен питӗ пуян. Унта вӗсен тӗрӗсем пур. Эпир пӑхрӑмӑр та вӗсем чӑваш тӗррисем пекех иккен. «Пирӗн Шупашкар хули хӑй вӑхӑтӗнче Вӑта Сӑвар пулнӑ», — тенӗ хыҫҫӑн вӗсем тӗлӗнсе хытса кайрӗҫ. «Вара мӗнле апла? Эпир пӗлмен те», — теҫҫӗ. Юнашарах Пӑлхар юханшыв пур, пире вара çfd юханшывӑн пуҫне илсе кайрӗҫ. Кӑтартрӗҫ: «Ҫакӑнта пуҫланать», — терӗҫ.

— Вӑл пирӗн тӑрӑхри Йӑршу, Муркаш юханшывсем пек ӗнтӗ…

— Ыхраҫырми пек кӑшт. Пӑларан пӗчӗкрех ӗнтӗ вӑл.

Пӳлесӑвар иккен вӑл маларах тата та чикӗ ҫумнерех вырнаҫнӑ пулнӑ. Иран чиккинче пулнӑ. Анчах та Азербайджанпа Ирана пайланӑ чухне ҫак хулана та кӑшт куҫараҫҫӗ. Тата ҫак хулан пӗр пайӗ тӑрса юлнӑ пулнӑ Ирана. Анчах чикӗ курӑнсах тӑрать.

Малалла пире Гельдар Алиев центрне илсе кайрӗҫ. Кунта вара —Гельдар Алиев центрӗнче — чи паллӑ, чи хисеплӗ вырӑнта пире вара юпа лартма ирӗк пачӗҫ. Хула варри ӗнтӗ унта — тӗлӗнмелле администраци ҫурчӗсем, Гейдар Алиевӑн центрӗ. Юпа лартнӑ ҫӗре район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ те хутшӑнчӗ, азербайджан телевиденийӗ те, радио, журналистсем, хула активӗ… Вӗсемпе пӗрле юпа лартрӑмӑр. Унта «Сувар» тесе ҫырса хунӑ.

— Юпине кам касса кӑларчӗ?

— Юпине Яковлев Виталий Николаевич касрӗ. Сӑмах май каласан пӗренине пире дагестанри юлташсем парса ячӗҫ.

 

— Халь ӗнтӗ ҫав Пӳлесӑвар хула варринче юпа ларать?

— Пӳлесӑвар вӑл ӗнтӗ Шупашкар хулин аслашшӗ. Аха, юпа ларать. Малтан мана каларӗҫ те эп ӗненмерӗм. «Нивушлӗ ҫакӑнтах ирӗк параҫҫӗ-ши?» — терӗм. «Ҫакӑнта, ҫакӑнта», — теҫҫӗ. Пире «Эсир питӗ чаплӑ хӑнасем. Килӗр, килӗр. Сире яланах кӗтсе илме хатӗр», — теҫҫӗ. Тепӗр ҫул та унта килме чӗнчӗҫ.

— Малалла мӗнле иртрӗ?

— Кайран пире ӗнтӗ Бакура Элшат экскурси ирттерчӗ. Эпир пӗр кун кунӗпе ҫӳрерӗмӗр Бакура. Бакуран эпир ҫурҫӗр иртсен кӑна тухнӑ. Ирхине 3 сехетре эпир вара Хачмас текен района ҫитнӗ, вӑл Раҫҫей чиккинче вырнаҫнӑ. Пире унта, ялта ӗнтӗ, шкула вырнаҫтарчӗҫ. Шкулта ҫӗр каҫрӑмӑр эпир. Тепӗр кунне вӗсем качака пусрӗҫ, шашлӑк ҫитерчӗҫ. Тинӗсӗ питӗ хумханни пирки эпир тинӗсе шыва кӗме каимарӑмӑр. Ямарӗҫ, хӑрарӗҫ пулмалла.

Каялла каҫсан ӗнтӗ эпир пӗр кун Дагестанра тинӗс хӗрринче кантӑмӑр. Юлашки каҫ, 15-мӗшӗнче, эпир Пенза тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ Пӑртас (Золоторевка) ялне ҫитрӗмӗр. Пире унта вырӑнти чӑвашсем кӗтсе илчӗҫ — Денис, автономи культурин председателӗ. Пӑртасра экскурси турӑмӑр. Вара така пусса юпа лартрӑмӑр.

— Ку юпине кам касрӗ?

— Виталий Николаевичах касрӗ. Пӗренине Пенза чӑвашӗсем хатӗрлесе хучӗҫ.

Тата эпир унта ҫитес 4 ҫуллӑха Чӑваш ҫамрӑкӗсен Сӑвар пӗрлешӗвӗн ялавне тата пичетне Дениса патӑмӑр. Сӑмах май, 12 ача чӑвашла ят йышӑнчӗ.

— Ӑҫта йышӑнчӗҫ?

— Пӳлесӑварта та йышӑнчӗҫ, ҫак Пӑртасра та.

Вӑт ҫакӑн пек питӗ ӑнӑҫлӑ иртрӗ темелле. Ҫынсем кӑна кӑшт сахалтарах пулчӗҫ ӗнтӗ. Анчах та 31 ҫын. Ҫителӗклӗ. Эпир хамӑр умӑрта мӗнле тӗллевсем лартнӑ — пурне те пурнӑҫларӑмӑр. Икӗ юпа лартнӑ, Азербайджанра пулнӑ. Тепӗр ҫул та пире Азербайджана килме чӗнчӗҫ. Питӗ чӗнчӗҫ.

— Паян вара ирхине эсир Шупашкара таврӑннӑ пулать?

— Ирхине эпир 3-ре-и, 4-ра-и Шупашкара ҫитрӗмӗр.

— Ҫак Азербайджан ҫӗрӗ ытларах мӗнпе асра юлчӗ?

— Чи малтан, паллах, Шупашкарӑн аслашшӗне шыраса тупрӑмӑр. Пӳлесӑвар. Нихҫан манса каймастпӑр ӗнтӗ. Пирӗн хула ҫавӑнтан тухса кайнӑ ӗнтӗ. Эпир пӗлнӗ Кавказра Сӑвар хули ӑҫта пулнине. Анчах шыранӑ Дагестанра. Тупаймарӑмӑр эпир ӑна унта. Вӑл вара чылай кӑнтӑртарах вырнаҫнӑ иккен.

— В.В. Николаев кӗнекисенче Сӑвар тата Биляр евӗр илтӗнекен ял-хуласем пур. Ку Пӳлесӑвар вара ҫав кӗнекере палӑрӑнман, ҫапла-и?

— Палӑрӑнман, аха. Унта ҫук. Эпир унта, Василий Николаев кӗнекинче, Сабир хула тупрӑмӑр, Бугур хула тупрӑмӑр. Эпир ҫавӑнта каясшӑнччӗ, анчах пире вырӑнтисем каларӗҫ: «Эпир шырарӑмӑр-шырарӑмӑр та, пирӗн Пӳлесӑвар пур-ҫке. Райцентр», — терӗҫ. «Мӗншӗн унта каймӑпӑр? Атя унта каяр», — терӗмӗр. Вӑл чылай кӑнтӑртарах вырнаҫнӑ. Теме пула вӑл кӗнекене лекмен. Пӗчӗк ял та мар вӑл, пысӑк хула. Тепӗр тесен пысӑках мар ӗнтӗ, анчах 20 пинлӗ хула, райцентр. Мӗншӗн лекмен вӑл кӗнекене, тӗрӗссипе каласан, пӗлместӗп.

— Тен сире унталла чӑваш Турри илсе кайрӗ?

— Пулӗ. Тӗлӗнсе каймалла. Шупашкарӑн ашшӗне пӗлетпӗр-ха ӗнтӗ. Сӑварта унта пулнӑ, юпа лартнӑ. Тутарстанпа Чӗмпӗр чиккинче вырнаҫнӑ вырӑнта. Халь вара Кавказри Сӑвара тупрӑмар. Кунта Пӳлер сӑмах та, Сӑвар сӑмах та пур. Пӑлхарӗ те пур. Пурте пӗрле пур. Пӗр вырӑнта тата.

— Шупашкарпа ҫак хулана тӑванлашма сӗнмерӗр-и?

— Сӗнтӗм эпӗ, калаҫрӑм. Вӗсемпе, район пуҫлӑхӗсемпе. «Пирӗн хула та Вӑта Сӑвар пулнӑ», — терӗм. Вӗсем уншӑн, паллах, питӗ савӑнчӗҫ. «Чӑнах та ҫапла, Сӑвар пулнӑ-и? Эпир пӗлмен», — теҫҫӗ. Вӗсем хаваспах тӑванлашма килӗшеҫҫӗ. Пӗтӗмпех хамӑртан халь килет. Ман шутпа вӑл пире, Шупашкара усӑ паракан хула. Экономика енчен. Мӗншӗн тесен вӑл Иран чиккинче вырнаҫнӑ. Халь ӗнтӗ эпир пӗлетпӗр, тӗнче Ирана суту-илӳ тума ирӗк парать…

— Санкцисем пӗтеҫҫӗ…

— Аха, санкцисем пӗтереҫҫӗ. Иранпа суту-илӳ тӑвас пулсан, калӑпӑр, пирӗн пӗтӗмпех Пӳлесӑвар урлӑ каяс пулать. Пӳлесӑварта, чикӗ юнашар, пирӗн туссем пулнӑ пулсан питӗ аван пулмалла. Эпир ӑна туйса илтӗмӗр мӗнрен? Сӑмахран, эпир Раҫҫейпе Азербайджан чиккине каҫнӑ чухне пире пӗр кумык Султан каларӗ: «Ман унта юлташсем пур. Калап, сире вӑл лайӑх илсе каҫать». Вара пире чӑнах та вӗсен юлташӗсем таможнӑра йышӑнчӗҫ те, эпир хӑвӑрт-хӑвӑрт каҫрӑмар. Азербайджанра вара пӗр 6 сехет тӑтӑмӑр. Каялла килнӗ чухне вара пире Азербайджанрисем калаҫҫӗ: «Унта пирӗн юлташсем пур. Ан пӑлханӑр. Пӗр сехетре куҫаратпӑр». Эп калатӑп: «Ӑҫта пӗр сехет? 6 сехет кирлӗ...» Шӑпӑр-шӑпӑр, йӑкӑр-йӑкӑр илсе ҫитерчӗҫ те пире, пӗр сехет хушшинче эпир Азербайджан чиккине, юлташсем пулнине кура, каҫрӑмӑр та. Малтан 6 сехет тӑнӑ пулсан халь 1 сехет хушшинче каҫса кайрӑмӑр та. Ҫавӑн пекех Пӳлесӑвар та ҫавӑн пекех пулмалла, вӑл чикӗре вӗт. Вӗсем калаҫҫӗ: «Ирана каяс тесен, сӑмахран, виза уҫма таҫта Мускавра ан кайӑр, кунтах пирӗн фирмӑсем пур. Вӗсемех сире виза уҫса параҫҫӗ». Ҫавӑн пек нумай унта самантсем. Ҫӑмӑллӑхсем пама пултараҫҫӗ.

— Усламҫӑсем валли меллӗ вырӑн пулать-ха ӗнтӗ.

— Паллах. Меллӗ вырӑн пулать. Енчен те вӗсене кам та пулин каларӗ-тӗк: «эп Шупашкартан, Шупашкар малтан Вӑта Сӑвар пулнӑ», вӗсем ун ҫине урӑхралах, ырӑ куҫпа пӑхаҫҫӗ.

— Эсир ҫула тухнӑ чухнех суварсем Сӑварпа Пӳлере кайса килнӗ. Эсир ҫакӑн ҫине мӗнле пӑхатӑр?

— Лайӑх пӑхатӑп. Анчах та Сӑвар, Пӳлер, Ешӗл, Муром хулашӗ… Эпир унта ӗнтӗ пулнӑ. Мӗнле каласан та юпасем лартнӑ. Паллах, пӗрле пулнӑ пулсан, пирӗн вӑйсем вӑйлӑрах пулатчӗҫ. Тен, эпир Пӳлесӑварта та чаплӑрах палӑк лартма пултараттӑмӑрччӗ. Ҫавӑнпа та пӗр енчен савӑнтарать. Эпир хӑй вӑхӑтӗнче ҫул уҫса панӑ тейӗпӗр. Пурте ҫӳреҫҫӗ, пӑхаҫҫӗ. Анчах та ман шутпа кӑшт кӑна эпир сапаланнине пӗлтерет. Пӗрле пулсан нумайтарах ӗҫ тунӑ пулӑттӑмӑр. Сӑмахран, эпир 50 вырӑнлӑ автобуспа кайнӑ пулсан, 50 ҫынпа кайнӑ пулсан, нумайрах та усӑллӑрах та ӗҫсем тума пултарӑттӑмӑр. Эпир 31 ҫын кӑна кайрӑмӑр, ҫавӑнпа та пирӗн юписем те пӗчӗкрех пулчӗҫ. Пӗрле пулсан аванччӗ пуллах, анчах эпир Чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сӑвар» пӗрлешӗвӗ, суварсем вӗсем вара хӑйсене темшӗн чӑваш пулнӑшӑн вӑтанаҫҫӗ, «чӑваш пулсан эпир мӗскӗн пулатпӑр, пирӗн чӑваш пулма пӑрахмалла», — теҫҫӗ. Эпир, паллах, вӑл шухӑшпа килӗшме пултараймастпӑр. Тен, ҫавӑншӑнах пӗрле каясси пулмарӗ. Капла вара, эп вӗсен ӗҫне ырлатӑп. Паллах, ырлатӑп. Вӗсем кирлӗ ӗҫ тӑваҫҫӗ.

— Каялла килнӗ чухне Сӑварпа Пӳлер урлӑ ҫаврӑнма шухӑшсем пулмарӗҫ-и?

— Вӑл питӗ ҫаврӑнӑҫ вӗт. Татах автобусран килет, хакӗнчен.

— Чунҫӳреве ирттерме кам пулӑшрӗ?

— Ман кама тав тумалла? Малтанах ӗнтӗ чунҫӳравҫӗсене хӑйсене. Эпир 15-шер пин укҫа пуҫтарнӑ. Шкул ачисем 7 пин пухнӑ. Вӑл сахал мар укҫа. Пур-пӗрех автобус валли укҫа ҫитместчӗ. Унсӑрӑн пуҫне пире ЧНК президенчӗ Николай Фёдорович Угаслов пулӑшрӗ, Константин Иванов ячӗллӗ фонд ертӳҫи Виталий Петрович Иванов пулӑшрӗ. Ҫавӑн пекех Алексей Аксар хӑйӗн дискӗсемпе пулӑшрӗ. Вырӑнта ӗнтӗ, паллах, Ильхам Аллиева тав тумалла. Азербайджан Президентне. Мӗншӗн тесен унӑн администрацийӗ эпир пулнӑ кашни районсемпе хуласене ҫыру янӑ, «лайӑх кӗтсе илӗр, йышӑнӑр, чӑрмавсем ан пулччӑр» — тенӗ. Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк ҫамрӑкӗсен пӗрлешӗвне, унӑн пуҫлӑхне Экрем Абдуллаева тата тӗп координаторне Элшат Абдуллаева тав тумалла пирӗн. Кумык халӑх тарккине Зелимхана. Лайӑх кӗтсе илчӗҫ. Нухайсене тав тумалла, Янгурччине. Николай Рыбаков Ӗремпур тӑрӑхӗнче питӗ лайӑх йӗркелерӗ. Тӗрӗссипе тав тумаллисем нумай. Вырӑнта ҫынсем калаҫаҫҫӗ те ӗнтӗ: «Мӗнле килтӗр? Командировочнӑйсем тумалла мар-и?». «Ҫук, хамӑр килнӗ», — тетпӗр. Вара вӗсем тӗлӗнсе каяҫҫӗ: «Мӗнле хӑватлӑ халӑх, иккен», — теҫҫӗ. Сӑмахран, сӑра пирки эп каласа патӑм. Чӑвашсем те сӑра тӑваҫҫӗ, пирӗн савутсем пур, тесе. Ун пек каланӑ хыҫҫӑн 10 минутран пире сӑра савутне экскурсине илсе кайрӗҫ. Тепӗр май каласан, тем тума та тӑрӑшаҫҫӗ.

— Азербайджан сӑри вара мӗнле, килӗшрӗ-и?

— Лайӑх, питӗ лайӑх. Сӑра кӑмӑла кайрӗ мана. Кайран эп унта ыйтрӑм та: «Ӑҫтан хӑмла илетӗр?» — терӗм. Вӗсем калаҫҫӗ — Украинӑран. «Атьӑр, чӑвашран илетпӗр», — терӗм те, «Эпир хирӗҫ мар. Енчен те хӑмли лайӑх пулсан мӗншӗн илмелле мар?» — теҫҫӗ. Сӑра савут директорӗ пире хӑй йышӑнчӗ.

 

Аҫтахар Плотников калаҫнӑ.

Ултиар Цыпленков тунӑ сӑнсем.

 

Комментари:

Agabazar // 1735.64.7130
2015-07-22 19:13
Agabazar
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: Ахпӳрт пирки ҫырма уйрӑм тема уҫӑр
Тимӗр // 4916-2612
2015-07-22 23:17
Ку темӑпа В.В.Николаевпа пӗрле кӗнеке кӑларнӑ хисеплӗ профессор В.П.Иванов чылай тӗрӗссине каланӑ пулӗччӗ.Е профессор Тафаев.Кашнин хӑйӗн ӗҫӗ.Ҫулҫӳрев вӑл лайӑх.Курса ҫӳрени тата пӗр шухӑшлӑ юлташсемпе канма кайни.Егоров скифсемпе пире ҫыхӑнтарать.Египета кайса килме йыхравлать.Тен унта та кайса килмелле.Пур лара-тӑра пӗлмен маттур чӑвашсем.
bor1959 // 1039.8.4424
2015-07-23 08:28
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: темӑпа ҫыхӑнман!
Атила // 3913.58.4645
2015-07-23 09:55
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: темӑпа ҫыхӑнман!
bor1959 // 1039.8.4424
2015-07-23 20:18
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: темӑпа ҫыхӑнман, тӗрӗслевҫӗ ӗҫне хак пани
bor1959 // 1039.8.4424
2015-07-23 20:19
Каллех Акасапар хӑта ухмаха переть, темӑпа ҫырмасть. Атила ҫырни савҫим урӑхла шухӑшлӑ ҫке. "Малтан хамӑр урамра йӗрке тӑвимастпӑр"- тет вӑл. Хамӑр патра йӗрке тума пултарсан хӑнана тухса ҫӳреме те кӑмӑллӑ.
Agabazar // 2093.1.5846
2015-07-23 20:57
Agabazar
Пурне те Ахпÿрте (Ахпердино) чунçÿреве кайса килме сĕнетĕп. Сывă пултăр чунçÿрев!

Чунçÿреве — мухтав!

Чунçÿрев, Чунçÿрев, Чунçÿрев, Чунçÿрев, Чунçÿрев, Чунçÿрев, Чунçÿрев, Чунçÿрев, унтан татах та Чунçÿрев!

Чунçÿрев forever!
2015-07-23 22:44
Аçтахар Плотников
Виҫҫӗмӗш хут ӑнлантаратӑп! Бор, темӑпа ҫыр, хуратмастӑп. Нимӗнле цензура та ҫук! Суя сӑмах сарма кирлӗ мар! Малтан «комментари ҫырмалли йӗркепе килӗшетӗп» текен каҫӑри йӗркепе паллаш, кайран «кунта цензура» тесе суя сӑмах сар!
Сана пӗлме: интернетра таҫта та, хут те мӗнле канашлура та, шухӑш-комментари ҫырмалли йӗркесем пур. Пирӗн анчах мар вӑл. Пирӗн сайтри йӗркепе килӗшмесен «комментари ҫырмалли йӗркепе килӗшетӗп» текен чанана лартма кирлӗ мар. Лартрӑн пулсан — тархасшӑн, йӗркене пӑхӑн. //каҫӑна уҫсан унта мӗн юрать, мӗн юраманни пирки ҫырнӑ.

Хамӑр патра йӗрке тӑвасси пирки каласан. Ультиар 20 ҫул ытла ӗнтӗ чунҫӳревсене илсе ҫӳрет. Малтан вӑл хамӑр тӑрӑхра йӗркеленӗ. Эсир каланӑ пекех. Халь вара, ун чухлӗ чунҫӳрев йӗркеленӗ хыҫҫӑн, инҫетри вырӑнсемпе паллашсан та япӑх мар. Михаил Волков сире, ӑмсанакансене, тӗрӗс каларӗ: «Кĕвĕçÿпе ăмсану наркăмăшĕн сиенĕ калăпсăр пысăк. Ырă ĕç тăвакана мухтар, ÿпкевлер мар.» Итлӗр ватӑ ҫынна.
Тимӗр // 4916-2612
2015-07-23 23:44
Аҫтахар ыттисене пӗр-пӗрне хисеплеме ыйтать,анчах хӑй такамсене кӗвӗҫекенсен ретне тӑратать.Кам кама тата мӗншӗн кӗвӗҫет?.Кунта сана кӑна кӗвӗҫме пулать.Хӑвӑн укҫупа вунӑ ҫул сайт тытса тӑран пӗтӗм халӑх валли.Кабинетсӑр,зарплатӑсӑр.Хӑвӑн пирки пӗр сӑмах та ҫырмастӑн.Сӑнӳкерчӗкӳсене кашни утӑмра лартмасӑн.Хӑвӑн ял тӑрӑхӗнчи шкулсенчен тухма пӗлмесӗр ӗҫлетӗн ачасемпе.Чун ыйтнипе кӑна ӗҫлеме пулать кун пек чӑвашлӑхшӑн.
2015-07-24 00:05
Аçтахар Плотников
Вӑт каллех темӑна пӑратӑр! Тема кӗвӗҫӳпе ҫыхӑнман! Хуратсан — «цензура» тесе кӑшкӑрма пуҫлатӑр. Теми вара — чунҫӳрев.
Те сире валли комментари ҫырмаллине хупса лартмалла (ҫавах йӗркене пӑхӑнса ҫырма пӗлместӗр), те йӗрке тума пӑрахмалла. Тем тумалла сирӗнпе.
Ак ку Тимӗр комментаринех илес. Хуратмаллискер (темӑпа ҫыхӑнман). Анчах ҫӳлерех асӑннӑ «кӗвӗҫӳ» таврашӗпе ҫыхӑннӑ... Мӗн тумалла тет? Пуҫа ваттаратӑр!
Каҫхи сӑмах ҫине чӑх сыснӑ тет те, ыран ирхи тӑрсан мӗнле те пулин пӗтӗмлетӳ тӑвӑп. Хальлӗхе комментари пайне хупас шухӑшлӑ. Мӗншӗн тесен тӗрӗс хутшӑнма, сӳтсе явма ПӖЛМЕСТӖР!

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org